Пулас кинсем :: Виççĕмĕш пайĕ


Мĕн тăвăн? Парăнатăп ирĕксĕрех, вăйă йĕрки çапла. Намăс, паллах. Çапах та ун умне тайăлса тăтăм. Тытăнчĕ Илай пуç тӳпинчен чĕрнипе шаклаттарма!

— Ыраттаран! — кăшкăратăп.

— Тӳс, тӳс! Начар ан выля! — йĕкĕлтет тата. Унччен те пулмарĕ — хыттăн ахăлтатса кулнине илтрĕм.

— Вирлĕрех шакка, çав кирлĕ ăна!

Пуçа ялт! çĕклерĕм — уçă кантăк умĕнче шурă кĕпе çийĕн кăвак костюм, пуçне шлепке тăхăннă ярт пӳллĕ çын тăрать. Хама çакнашкал айванла самантра курнăран çухалсах кайрăм, вăтаннипе çĕр тĕпне анса кайманни кăна, питĕме алăпа хупларăм.

— Талюна, — ятăмран чĕнет хайхискер. — Мĕн эсĕ? Куçа уçрăм. Тĕсесе пăхатăп. Кăвак куçсем. Шлепкине хыврĕ. Тăнлав çинче сарă çӳçĕ хушшинче шурă пĕрчĕçем йышлăн курăнчĕç. Кам ку? Пăлханнипе çынна тĕшмĕртейместĕп те.

— Паллаймарăн-и?

— Ким?! Эсĕ-и ку, Ким! — кăшкăрса ятăм. — Мĕнле майпа?..

— Кĕтмен-и вара эсĕ мана?

— Кĕтсен кĕтĕк пуласран хăрарăм, — терĕм те урăх ним те калаймарăм.

Ким пĕр вăхат чĕнмерĕ. Шухăша кайса тăчĕ. Тути хĕрри туртăна-туртăна илчĕ.

— Кĕме юрать-и? — сасси чĕтревлĕн тухрĕ.

— Кĕр, кĕр часрах!

Çӳçпуçа якатасси, тирпейленесси асăмра та çук, вăркăнса тухрăм урама, мăйĕнчен пырса уртăнтăм, ĕсĕклесе йĕрсе ятăм.

— Ан йĕр, Талюна, ан йĕр, — куçăмран, питрен чуптуса илчĕ.

Мана хăй çумне чăмăртама кансĕррине асăрхарĕ пулас та ытамне вĕçертрĕ. Сăнавлăн йăпăрт пăхса илчĕ. Куçĕнчи йăлтăркка хĕлхем сӳнчĕ.

— Талюна, эсĕ качча кайнă мар-и?

Илтмен-и вара эсĕ? — пуçа пĕкрĕм эпĕ.

— Ăçтан илтем пулĕ? — сасси питĕ-питĕ хурлăхлăн тухрĕ. — Анне ăна-кăна шарламарĕ. Чикĕ леш енчен иртнĕ эрнере кăна таврăнтăм. Киле ĕнер çитрĕм те паян тӳрех — сан патна. Эсĕ фронтра пулнине те аннерен çеç илтрĕм.

Иксĕмĕр те шăплантăмăр. Пĕр-пĕрне куçран тинкертĕмĕр.

— Атя пӳрте, — чĕнетĕп ăна.

— Чим-ха, унта мана турчăкапа кĕтсе илмĕç-и? — шӳтлесшĕн пулчĕ Ким, анчах йӳçеккĕн тухрĕ шӳчĕ.

— Ан шиклен. Ун пекки çук.

— Ăнланаймарăм.

Ким хапха айĕнчи сак çине ларма кăмăл турĕ.

— Эх, Талюна, татăлчĕ-ши манăн телейĕм? — ман алла хăйĕн ывăçне тытрĕ, куçĕ шывланчĕ. — Вăрçăра темле хăрушла вăхăтра та куççуль кăларманччĕ, халь акă... Каçар.

— Ăçта пултăн ху? Мĕншĕн çырмарăн? Пĕр çыру та,— манăн та хыттăн-хыттăн ӳлесе макăрса ярас килет.

— Май пулман.

Кăшт лăплансан, хăй тăватă çул хушшинче мĕнле пурăннине кĕскен каласа пачĕ. Тăшман тылĕнче пулнă иккен. Вăрттăн заданипе. Çĕнтерӳ хыççăн, май килсенех, хăй сывă юлнине систерсе, мана радио урлă юрăпа саламланă иккен вăл.

— Илтмен-и вара эсĕ ăна? — куçран пăхать Ким.

— Илтрĕм. Канаш станцийĕнче. Фронтран таврăнаттăм. Кăшт маларах çеç аннӳне ăсатнăччĕ. Сан саламу хыççăн уя ыткăнса тухрăм, аннӳне пĕлтересшĕнччĕ. Чупрăм-чупрăм — кăлăхах, хуса çитеймерĕм...

— Эпĕ тĕнчере пуррине, сана асра тытнине пĕлнĕ эппин.

— Пĕлнĕ. Анчах эсĕ ун чухне кая юлнăччĕ ĕнтĕ.

— Мĕнле апла? Талюна, эсĕ юратман-им вара мана.

— Кайран калăп.

Эпĕ Кима пӳрте илсе кĕретĕп. Анне те, Илай та ним те ăнланмаççĕ, чăрр! пăхкалаççĕ.

— Анне, ман патăма хăна килчĕ. Апат-çимĕç хатĕрле-ха, — хушрăм ăна.

— Куратăп-ха, э-э, ик-чак... Хăни такам ĕнтĕ?

— Ким ку, Ким. Паллашăр.

Ким аннене алă пачĕ, унтан —Илая.

Анне апат лартрĕ.

Кайран Кима Варукпа Демьян патне илсе кайрăм. Вĕсем те пире сĕтел хушшине лартрĕç. Ман хăна кил хуçисемпе часах пĕр чĕлхе тупрĕ. Юмахларăмăр вара каçса кайсах. Пуçланнă калаçу вĕçленсенех, Ким çавăнтах, мĕн çинчен те пулин ыйтса, сӳннĕ сăмах-юмаха çĕнетсе ярать. Эпир, Варукпа иксĕмĕр, вăрçăри хĕрарăмсен шăпи пирки аса илтĕмĕр. Ким тимлĕн итлет. Уйрăмах пирĕн ĕçсемпе кăсăкланчĕ. Эпĕ комсомол райкомĕн секретарĕнче ĕçленине пĕлсен, питĕ тĕлĕнчĕ.

— Малалла мĕнле ĕнтĕ? — хĕрхенсе илчĕ пулас: ара, ача çуратмалла-çке ман.

— Ĕçлĕпĕр, — пат татса калатăп. — Чăваш хĕрарăмĕ çирĕп. Ĕлĕк, ав, тыр вырнă чухне ана çинчех çуратнă, çурлине пурпĕрех пăрахман.

— Мухтава тивĕç эсир, пирĕн юратнă хĕрарăмсем, пуç таятпăр сирĕн умăрта, — ассăн сывласа илчĕ Ким.—Пурна киле, сире чысласа, чаплă палăк та лартăпăр-ха.

Варукăн сăмса çунаттисем авсăнса илчĕç те чавсипе мана аякран тăк! тĕкрĕ, вара хăлхаран пăшăлтатрĕ:

— Эх, ача, Ким ку сан çав тери селĕмскер, чиперскер. Питĕ те сăпайлă-çке. Кунтан ытла мĕн кирлĕ сана?

Эпе те хăлхинчен пăшăлтатрăм:

— Астăватăн-и, Булат пирки те çакнах каланăччĕ эсĕ. Иксĕмĕр те тхик! култăмăр.

 

Кимпа иксĕмĕр çĕрĕпех хапха умĕнчи сак çинче лартăмăр. Сăмах-юмахăн вĕçĕ-хĕрри пулмарĕ. Таçта та çитрĕмĕр, тем çинчен те асилтĕмĕр. Булата качча кайни çинчен те каласа патăм.

Шăппăн итлесе ларчĕ Ким. Юлашкинчен çапла çеç каласа хучĕ:

— Пĕтерчĕ вăрçă пирĕн телее.

— Ан кулян. Хĕр тени нумай. Тупăн-ха чуна килĕшнине.

— Тĕрĕс мар шухăшлан. Эпĕ сансăр пуçне никама та юратман, юратас та çук. Пĕчченлĕх кĕтет ĕнтĕ мана.

Эпĕ йĕрсе ятăм. Кимăн та куççуль тухрĕ. Шурăмпуç çути хăпарчĕ.

— Эпĕ каятăп, — ура çине тăчĕ Ким. — Тĕрĕссине каласан, мана авланма çеç янăччĕ. Шаннă кайăка йăвара тупаймарăм. Шел.

Аллинчи сехетне пăхрĕ. Тепĕр виçĕ сехетрен вăл ларса каяс пуйăс çитет.

— Ăсатма пыратăп, — пĕлтертĕм ăна.

— Йывăр пулмĕ-и утса çӳреме, юратнă «арăмăм», — хăй çумне пăчăртарĕ вăл мана.

— Ун пек ан кала. Каçар, арăму пулаймарăм.

Эпĕ, киле кĕрсе, ăна-кăна илтĕм. Çула тухрăмăр. Калаçу самантлăха та иксĕлмерĕ, утас сукмака кĕскетрĕ çеç.

 

Разъезда çитсен, эпĕ перрон хĕрринчи сак çине тĕршĕнтĕм. Тем, вăй пĕтсе килнĕ пек пулчĕ. Урасем сăрлатма тытăнчĕç. Ким билет туянса килчĕ. Юнашар ларчĕ, пилĕкрен çупăрларĕ. Ачашшăн. Ашшăн.

Хусаналла каякан пуйăс çитсе чарăнчĕ. Кантăкĕсем çинче тин çеç тухнă хĕвелĕн хĕрлĕрех шевлисем вĕлт-вĕлт сиксе ташлаççĕ. Хитре ӳкерчĕк. Кимпа иксĕмĕр шăппăн, сăмах хушмасăр шевлесен вылявне сăнаса лартăмăр. Ку пуйăс нумаях тăмасть. Вăл иртсе кайсанах, ун вырăнне тепĕр енчен Мускавалла вĕçтерекенни çитсе чарăнмалла. Вăл — Кима илсе каяканни. Текех эпĕ ăна нихăçан та кураяс çук. Чун хурланнипе сак хыçĕ çине тăйăнтăм та куçа хупрăм.

— Талюна!

Çак сасса илтрĕм те шартах сикрĕм. Куçа уçрăм — хам куçа хам ĕненместĕп. Тур çырлах! Пирĕн умра Булат тăра парать. Летчик тумĕпе, аллинче — çăмăл чăматан.

Эпĕ çухалсах кайрăм.

— Булат?! Ăçтан? Мĕнле майпа? — ура çине сиксе тăтăм. Манăн ăна ыталаса илмеллеччĕ ĕнтĕ. Чуптумаллаччĕ. Хăçантанпа курман эп ăна, çитменнине, манăн упăшка-çке-ха вăл! Анчах асра та çук. Шак хытнă та тăратăп.

— Санпа юнашарри мĕнле çын тата? — шăппăн ыйтать Булат.

— Паллаш — Ким.

— Çапла пулĕ тесе шутларăм çав, — шăл витĕртерех сăрхăнтарчĕ вăл. Эпĕ йывăр çын иккенне курчĕ ĕнтĕ. Тĕпченĕн ыйтрĕ:

— Кала, камăн ку — çураласси? Унăн-и? — пуçне сĕлтсе илчĕ Ким енне.

— Мĕн кирлĕ мара палкатăр эсир!— ура çине тăчĕ Ким.

— Камăн пултăр ĕнтĕ? Паллах — санăн! Эпĕ пур, айванскер... Ха-ха-ха!..— кĕтмен çĕртен илемсĕррĕн, тискеррĕн ахăлтатма пуçларĕ Булат. Унтан тăруках шăпланчĕ те мана куçран тинкерчĕ.

— Чĕре суранĕ эсĕ ман! — каллех шăл витĕр сăрхăнса тухрĕ сăмахĕ. Унтан вăрт çаврăнчĕ те Булат мĕнле килсе тухрĕ, çавăн пекех çухалчĕ. Вăл тапраннă пуйăсăн вĕçĕнчи вакунран çакланчĕ. Кайрĕ этем. Урасем тăлланчĕç ман, чупаймарăм пуйăс хыççăн.

Мĕн пулса иртрĕ? Çывăрмасăрах тĕлĕк куртăм-и?

Ман пата килетчĕ ĕнтĕ Булат. Эпир Кимпа ларнине курсан, кĕвĕçнипе хăйне тытса чараймарĕ. Вĕри çынччĕ çав. Таврăнĕ-ши? Е пепкеме ашшĕсĕрех ӳстерме тивет? Ашшĕ-амăшĕ пиллесен, пин пулать, пиллемесен, кĕл пулать тенĕ ваттисем.

— Ан хурлан, Талюна. Эпĕ пур-çке сан. Эпĕ пур. Мĕншĕн ним шутне те хурасшăн мар эсĕ мана? — лăпкать вăл çурăмран.

— Эсĕ ача ашшĕ мар-çке, Ким.

— Мĕнех, чăн-чăн ашшĕ пулăп.

 

Пуйăс килчĕ. Кимăн каймалла.

— Талюна, çитсе вырнаçсанах адреса пĕлтерĕп. Асту, кашни кун çыр. Юрать-и? Сывă пул! — чуптурĕ вăл мана.

Аса илех кайрăм: эпĕ ун валли сывпуллашас чух парса яма тесе ятарласа хамăн хулăн тетраде илсе тухнăччĕ. Халĕ шăпах вăхăт.

— Ким, сан валли. — Тыттартăм çавна.

— Ăнланмастăп. Мĕн ку? — пăхрĕ вăл куçран.

— Сан пата çырнă çырусем.

— Тавтапуç сана, юратнă арăмăм.

Пуйăс тапранчĕ. Ким вакун пусми çине хăпарса тăчĕ. Вара мĕн курăнми пуличченех аллинчи шурă тутăрне вĕлкĕштерчĕ.

Уйрăлтăмăр, вăта çĕртен каснă шур улма пек.

 

16

Анонимкăсене пуçран пачах кăларса пăрахнăччĕ. Халь ак темшĕн каллех аса килчĕç. Урăх текех курăнмарĕç пек-ха. Сас-хура илтĕнмест.

Ĕç, ĕç... Ун çинчен халь пĕтĕм шухăш. Хамăн ăнман пурнăç пирки ăшра вут чĕртсе кăвайт çунтарса ларма пачах вăхăт çук. Маншăн анне кулянать. Ăнланатăп: мĕнле амăшĕн хăй хĕрĕ телейлине курас килмĕ? Ав, сисрĕ вăл эпĕ ыйхăсăр аптранине, асапланса выртнине. Канăçсăрланатăп мар-и. Ыран тумалли пысăк ĕçсем пирки пуçра тĕрлĕрен ыйтусем явăнаççĕ. Çамрăксен пысăк ушкăнне ФЗУна вĕренме ыррăн ăсатса ямалла. Унтан Симхапха ялне çитмелле.

Мишша Чичканов мухтава тивĕç. Вăл, тантăшĕсене хăй тавра пухса, уй-хир бригади йĕркеленĕ. Халĕ бригада тырă вырать.

Анне ури — кушак ури. Кăштăртатса, ман кравать çине пырса ларчĕ.

— Ыйхă килмест-и-мĕн, хĕрĕм? — аллипе çупăрларĕ вăл мана.

— Ывăнтăм-ши? Выртап йăшăлтатса.

— Ах, ик-чак... — ӳслĕк килнĕн кăххăмлаткаларĕ. Чухлатăп: тем каласшăн. Тĕрĕсех. Вĕçертрĕ те сăмахне: — Упăшку пирки капланса килекен шухăшсем хыпкăчлаççĕ ĕнтĕ. Асапланан, мăнтарăн.

— Каларăн та. Пире çырлахтаракан çын мар вăл. — Эпĕ аннене, Кима ăсатма кайсан, разъездра Булатпа тĕл пулни çинчен каласа панăччĕ. — Çакăнта çитнĕскер, санпа калаçма хуть яла кĕрсе тухма кăмăл тупаймарĕ те. Кăра çилĕллĕскер вăл. Уйăрăлатăп, ĕçĕ те пĕтет.

— Ай турах, ик-чак... Апла уйлама юрать-и? — хыпăнса ӳкрĕ анне. — Ку шухăша пуçран кăларса пăрах, хĕрĕм. Арçынсăр иртекен пурнăç кичем, илемсĕр. Пĕр чухне кӳрентерет те тепĕр чух ачашлать, юратать. Çавăнпа упăшка тени паха та вăл. Ăна тĕксе яни йăнăш. Илĕрт эсĕ ăна, чĕн. Килтĕр.

— Ах, анне, пăхман хĕвеле пăхтараймăн. Халĕ таçта ĕнтĕ вăл, адресне те пĕлместĕп.

— Шыра, шыра. Туп. Таçта урăх çĕршыва тухса тарман-тăр!

— Мĕн усси? Пурпĕрех аршăнра тăватă шит теççĕ ун пек чух.

— Аптрамалла сирĕнпе, э-э, ик-чак...

Çăвар карăлать, куç хупăнать. Калаçнă çĕртех кăтăш пулатăп.

Анне тăрса кайрĕ.

— Эппин, ырă каç, Талюна херĕм. Ыйху тутлă пултăр, — илтетĕп анне сăмахне.

 

17

Комсомол райкомĕн ĕçĕ çинчен парти райкомĕнче итлеме плана кĕртнĕ те отчет çырса лараттăм. Алăк яриех уçăлчĕ те, кабинета Варук кĕрсе тăчĕ. Хăйĕн сăн-пичĕ çав тери çиллес. Качча кайнăранпа çакнашкал пулнине курманччĕ.

— Мĕн пулнă сана, тусăм? — пăшăрханнипе сывлăх сунма манса кайсах ыйтрăм. — Кампа та пулин ятлаçрăн-и-мĕн?

— Камне пĕлес пулсан, пăвса пăрахăттăм! Сан пирки темĕн те пĕр сӳпĕлтетсе çырать пĕр йĕксĕкĕ. Юрать-ха, шăпах ман пата лекнĕ çырăвĕ.

— Анонимка-и?

— Ия çав, камне çырман.

— Анонимкăсем ман пирки райкомра та темиçе.

— Чăнах-и? Ку пĕрремĕшĕ мар, эппин, ман пата яни. Иртнĕ хутĕнче илнине никама та кăтартмарăм, каламарăм, чĕрсе вакларăм та вучаха пăрахса çунтартăм.

— Юрать-ха анне патне ямаççĕ, — терĕм, — куляннипе выртса вилме те пултарĕ.

— Тек тӳсме çук. Атя прокурор патне. Тупчăр, суд туса, тĕрмене лартчăр, - çат! çапрĕ Варук сĕтеле. — Аноним çыраканскер, вăл Совет влаçне хирĕç, мĕншĕн тесен халăх хуçалăхне юсас, çĕклес тесе хĕрсе ĕçлекенсене вăрттăн çыртасшăн, ура хурасшăн.

— Ун пекех ан шуйлантар-ха чĕрӳне, Варук, — лăплантарасшăн ăна. — Эпĕ пĕр чĕптĕм те кулянмастăп. Çамрăксем хушшинче ĕçсем аван пыраççĕ. Тăшмансем çавăншăн тарăхаççĕ, кăмăла хуçса, ĕçрен пăрăнтарасшăн пире. Вĕсен пакăç чунĕсене сурар кăна.

— Тавтапуç сана, Талюна, — куçĕсем ăшăнчĕç Варукăн. — Эсĕ пăшăрханасран питĕ хăранăччĕ.

— Ман куççуль вĕсемшĕн ахах тупнăпа пĕрех пулĕ. Савăнтарас мар. Кӳр-ха, пăхам, мĕн тĕслĕ сăрăпа сĕреççĕ вĕсем мана?

— Вулаттарас та килмест.

— Тен, çыраканни ман пĕр-пĕр йăнăша тупнă, хам асăрхаманнине, юсама пулăшасшăн?

— Асту, кĕтсех тăр.

«...Фронтра вăл чуптарнă кĕрт ушкăнĕнчен хăшĕ-пĕри килсе кайрĕ те ĕнтĕ. Кăштахран лавĕпех йăтăнса анĕç ак. Кĕтсех тăр: пурăна киле аскăнсен çуртне те уçĕ, ял ятне кăна мар, пĕтĕм район ятне ярĕ. Çавнашкал çын райкомра ĕçлеме тивĕç-и вара? Хăвăртрах çамрăксен çумĕнчен тасатма ыйтапăр. Кайран пире асăнăр-ха.

Астутаракансем»

Темĕн чухлĕ кăмăла хытарсан та, пурпĕрех чуна тăрăнса ыраттараççĕ çак путсĕр çырусем. Варук сисрĕ ĕнтĕ ман асапа.

— Пар каялла, — алне тăсрĕ вăл, — халех прокурор патне каятăп. Çав çынна тупмасассăн-и, пĕлместĕп, мĕн тăвăп-ши ăна?

Варук тухса кайрĕ. Чылай вăхăтран телефонпа шăнкăравларĕ. «Прокурор лайăх йышăнчĕ, — хыпаланса каларĕ вăл,— сан пирки нумай ыйтса пĕлчĕ. Çав йĕксĕке шыраса тупма пулчĕ. Нимĕн чухлĕ те ан хуйхăр».

 

18

Райком бюровĕнче комсомол ĕçĕ çинчен отчет туса патăм. Тухса калаçакансем пире çапса хуçмарĕç. Ырларĕç те-ха, уйрăмах колхозсенче строительство, уй-хир бригадисем йĕркеленĕшĕн. Ма мухтамалла мар тет? Бригадăсем ăнăçлă ĕçлеççĕ, вĕсен ĕç тухăçлăхĕ куç умĕнче. Пĕртен-пĕр Иванова инструктор кăна ӳпкелешрĕ. Райкомол начар ĕçлет имĕш ун шучĕпе. «Колхозсенче çамрăксен бригадисем йĕркелени йăнăш. Мĕншĕн тесен ашшĕ-амăшĕсем шутсăр кӳренеççĕ, ара, ачисем вĕсен çумĕнче мар-çке, уйрăм. Мĕнле ĕçлеççĕ — паллă мар. Тӳлевсĕр ĕç тесе тарăхаççĕ. Килйыша хирĕçтерекен сăлтав ку. Тата Итемри юлташа çамрăксене шанса пани пирки те шухăшламалла пирĕн. Тӳрре кăларчĕ-и-ха хăйне секретарь тунине? Ун пирки питĕ нумай ырă мар халап-юмах çӳрет».

— Уçăмлăрах кала! Мĕнле халап! — мăн сасăпа ыйтрĕ пĕри.

— Ара, фронтран хĕр чысне çухатса килни ырă япала мар ĕнтĕ, — тутине йĕлпĕрсе илчĕ Иванова. — Ку япала çамрăксемшĕн тĕслĕх мар.

— Мĕн павратăр эсир кирлĕ мара, Иванова юлташ! — хăтăрнă пекех каларĕ ăна Нил Лукич. — Мĕнле хăятăр?

— Мĕнле хăятăп-и? Ха-ха-ха, — кулса ячĕ Иванова инструктор. — Ним те пытараймастпăр ĕнтĕ тин текех. Упăшки çук, хырăмĕ ӳсет. Çамрăксен умĕнче ун авторитечĕ чакса пырать.

— Итемри юлташран халех каçару ыйтăр! — чăннипех тарăхса кайрĕ парти райкомĕн секретарĕ.

Иртнĕ хутĕнче эпĕ Нил Лукича хамăн кунçулăмпа тĕплĕн паллаштарнăччĕ. Ĕненмесĕр тăма пултараймасть вăл, манпа юнашар ялан ял хĕрĕ Варук пулнă. Унпа та калаçнă вăл ман çинчен. Лешĕ ун патне анонимсем пирки кĕнĕ. Авторĕсене тупасшăн çӳрет мар-и. Ахалех тăрмашать Варук. Вăхăт çитĕ-ха, пурпĕрех хăйсен шăтăкĕнчен йăраланса тухма тивĕ вĕсене.

Секретарьпе инструктор çаплах урлă калаçаççĕ-ха.

— Эпĕ, акă, Итемри юлташ умĕнче пуç таятăп, — терĕ райком секретарĕ. — Вăл — Тăван çĕршывăн чăн-чăн мухтавлă хĕрĕ. Фронтра кирлĕ пек кăтартнă хăйне, халĕ те лайăх ĕçлет. Эпĕ ăна никама та хур тума ирĕк памастăп. Анонимка çыракансене тупатпăрах. А эсĕ, Иванова юлташ, халех каçару ыйт Итемри юлташран.

■ Страницăсем: 1... 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 ... 23