Пулас кинсем :: Виççĕмĕш пайĕ
Часрах каясчĕ больницăна. Тек чăтăм çук. Пачах та Серафима Капитоновна шав кăштăртатать: пăлтăртан таз илсе кĕчĕ. Вучаха чейник çакать. Чей ĕçес шухăш-и?
— Лаша пирки манчĕç мар-и? Тепре кайса пăхмастăр-и, Серафима Капитоновна? — пĕртте канăç çук манăн.
— Килмелле. Иван Капитонович ман умрах пĕр хĕре чуптарчĕ. — Хачă, марля хатĕрлет хăй.
Каллĕ-маллĕ уткалатăп, стена çумне те тăрса пăхатăп, чĕркуçленсе те ларатăп. Лăпланаймастăп. Ыратни тинĕс хумĕ пек çĕкленсе килет те кĕрĕслеттерсе çапать, тепри çитиччен ура çинчех ыйха путатăп. Анчах вăл шутсăр кĕске вăхăт.
Алкум алăкне шаккарĕç. Мана илсе кайма килчĕç пулĕ. Çак самантра манăн пĕтĕм ăшчикĕм тăвăнса килчĕ, эпĕ кăшкăрсах ятăм пулмалла.
24
Эпĕ килте. Хама питĕ канлĕ туятăп.
— Ачана çу хыптартăр-и? — тĕпчет анне.
— Çу? — тĕлĕнетĕп. — Мĕншĕн?
— Чĕлхи-çăварĕ çепĕç пулма. Ырă кăмăллă ӳсме ачана çуралсанах çу хыптараççĕ чăвашсем. Э-э, ик-чак...
— Кай, юрамĕ. Пĕчĕк этемĕн вар-хырăмĕ пăсăлĕ, — хирĕçлетĕп.
— Уншăнах хăрама кирлĕ мар, ваттисен йăлинчен эпир те чакмăпăр, — текелерĕ те анне, сиссе те юлмарăм, ачана пӳрне вĕçĕпе кап! услам çу хыптарчĕ.
Паллах, аннене ятлама хăяймарăм. Тата çак самантра Вунеркке килсе кĕчĕ.
— Хăçан таврăннă? — кăсăкланать вăл пирĕн пирки, тӳрех тĕпелелле иртме именсе.
— Халĕ çеç-ха. Илай лашапа кайса илчĕ, — савăнăçлăн юмахлать анне. — Э-э, ик-чак...
— Ирт, ирт, — чĕнетĕп эпĕ Вунерккене, — пирĕнпе юнашар килсе лар.
— Тĕрĕсех-ши? Кантăкран пĕчĕк сарă кайăк вĕçсе кĕнĕ терĕç те, — шӳтлет вăл, йăл-йăл кулкаласа.
— Чăнах, чăнах, — пуçне пĕке-пĕке илет анне.
— Ылтăн-и, кĕмĕл-и?
— Ылтăн, ылтăн. Пырса кур-ха, — сĕнет анне. — Э-э, ик-чак...
Вунеркке çийĕнчи пальтине хывса йăрхаха çакать. Унтан пирĕн пата пырса тăрать. Кипкене асăрханса сирет. Ăшă куçĕпе пăхать.
— Тьфу! Тьфу! Куç ан ӳктĕрех. Ах ти! — текелет хăй.— Мĕнле чипер йĕкĕт эпир! Чăнах та уйăхпа хĕвел! Алă пумакĕсем еплерех пăвăнса тăраççĕ. Ним те калаймăн — улăп! Паттăр çитĕн, пĕчĕк этем!
Мана та саламлама манмасть:
— Сана, Талюна, сывлăх, тӳсĕм сунатăп. Ывăлун туйĕнче сиксе ташламалла пултăр.
Вунерккене тав тума та ĕлкĕреймерĕм — Варук килчĕ. Чиперех шăкăлтатса калаçса лараттăмăр виçсĕмĕр, пӳрте кĕчĕ тăчĕ Уркка. Ак, япала, мĕне пĕлтерет ку? Пирĕн чĕлхесем те çыхланса ларчĕç. Варук та, эпĕ те сăмах чĕнме пултараймастпăр.
— Урампа иртсе пыраттăм та кĕрсе тухас-ха терĕм. Ытахальтен кăна. — Уркка куçĕпе йăл-ял çиçĕм ывăтрĕ пирĕн çине. Хăй кăшт хĕрĕнкĕ пек туйăнчĕ.
— Эпĕ акă Талюна патне ытахальтен мар, ятарласа килтĕм, ача яшки пĕçерсе. — Варук чĕрре кĕре пуçларĕ.— Мĕн алăк патĕнче хытса тăтăн? Ирт малалла, хăна пул, Уркка.
Юлашки сăмахне шăл витĕртерех сăрхăнтарчĕ Варук.
— Мана Ира тесе чĕнеççĕ, — сассине хăпартрĕ Уркка та.
— Эсĕ — Уркка. Кун пирки тахçанах каланă сана, — ниепле те лăпланаймасть Варук. — Фронтран тарса килтĕн. Мĕскĕн чун. Эпир пĕрех пĕтмерĕмĕр. Çĕнтертĕмĕр. Сансăрах.
— Аху-у, эсир тесе ачама тăлăх ӳстермеллеччĕ-и? Манпа мĕн пулсан, эсир пăхăттăр-и? Çуратса кур-ха ху.
— Çурататăп та! Анчах ăна хăшпĕрисем пек ăçта килчĕ унта пăрахса та çӳремĕп, хам çумрах пăхса ӳстерĕп.
— Ай-уй, мана тиркесе питлесшĕн-и эсĕ? Кăлăхах. Ман ывăлăм шкулта лайăх вĕренет. Учительсем мухтаса кăна тăраççĕ ăна. Мана та тав тăваççĕ ăслă ача çитĕнтернĕшĕн, — мăнаçлăн пуçне каçăртрĕ Уркка.
Чармалла кусене. Унсăрăн вăрçмах тытăнĕç.
Тимрен ялĕнче пулнă хыççăн Джон амăшне шыраттарни çинчен шарламарăм. Уркка, тен, пĕлет те кăна, çак сăлтавпах кĕнĕ те мар-и ман пата?
— Ан сӳтĕклен! Эсĕ ачун амăшĕ нихăçан та пулман!— Çĕнĕрен тулхăрса кайрĕ Варук. — Эх, ма çăвар тутине ярас, вăрман варринчи куршанак пĕрех пыл хурчĕ пулса вĕçес çук.
Уркка алăк халапĕнчен ярса тытрĕ.
— И-и, ара, ик-чак... Эсир мĕн-çке, — текелесе, анне Урккана алăран тытрĕ. Лешĕ тутине мăрт-март пăркаларĕ те тухса кайрĕ. Анне пурпĕрех йăвашшăн сас парса юлчĕ: — Айăп-чĕрĕп ан ту ĕнтĕ. Аса килсен, татах кил.
Уркка тухса кайсан, Варук урам енчи кантăк еннелле алне сулчĕ те каларĕ:
— Фу-у, аранах сывлăш уçăлчĕ шăршă-маршăран.
Вара вăл чĕресĕнчен ача яшки антарчĕ те сĕтел çине лартрĕ. Анне те кăмакаран шаркку кăларчĕ. Пӳртре тутлă шăршă сарăлчĕ.
Сĕтел хушшине вырнаçнăччĕ кăна, Илай шăллăм таврăнчĕ.
— Çемье пуçтарăнать. Ку кил йĕкĕтсемпе пуян, — кулкалать Вунеркке. — Талюна, чи çамрăккине мĕн ят парасшăн-ха?
— Кун пирки сăмах тапратман-ха.
— Эп... эп мансах кайнă. Аппа, сан ачу валли питĕ чаплă ят тупнăччĕ паçăр, — сиксе тăчĕ Илай.
— Ах, çакна, шатăрмака, — хăмсарса илчĕ анне Илая. — Санран ыйтмаççĕ. Лар çăварна хупса. Ик-чак!..
— Ан чар, — тетĕп аннене. Шăллăмăн кăмăлĕ хуçăлнине асăрхарăм. — Мĕнле ят тупрăн вара?
— Рубен.
— Ан лĕпĕртет. Чăвашра çук кунашкал ят, — хирĕçлет анне каллех.
—Пулин. Рубен — Испани йĕкĕчĕн ячĕ. Вăл — Совет Союзĕн Геройĕ те. Вăрçăра нимĕç фашисчĕсене хирĕç çапăçса, пирĕн çĕршывра пуç хунă, — хĕрсех ăнлантарать Илай аннене.
— Унăн амăшне тĕнчере пурте пĕлеççĕ, — хушса хучĕ Вунеркке те. — Долорес Ибаррури.
— Килĕшет мана ку ят. Мĕнех, малашне, эппин, ăна Рубен тесе чĕнĕпĕр, — тетĕп.
— Ейпух, ывăл çуралсан, эпир те Рубен ят парăпăр, — хавасланчĕ Варук. — Тимука хам майлă çавăратăп-ха.
Чылайччен çапла килĕшӳллĕн шăкăлтатса лартăмăр. Тусăмсем тухса кайсан, анне ассăн сывла-сывла илчĕ çине-çинех. Мĕн çав териех канăç памасть-ха ăна, мĕн асаплантарать? Кăшт тăхтанă хыççăн сăмахĕ вĕçерĕнчĕ те акă:
— Талюна хĕрĕм, мĕн, ара, ашшĕне пĕлтермелле-тĕр?
— Ашшĕ пурах-ши вара? Хăй пĕртте кăсăкланмасть-çке — чун чăтма çук тăвăнса килчĕ.
— Ах ик-чак... Анчах ашшĕне тупмаллах. Ашшĕ-амăшĕн хĕвĕнче ачашăн пиллĕх пур тенĕ ĕлĕк ваттисем. Мăнукăма тăлăх ӳстерес марччĕ.
Анне, кăштăртаткаласа, кăмака хутса ячĕ, шыв ăшăтрĕ.
— Ачана чăпăл тăвар, — терĕ вăл, тулти пăлтăртан йывăç такана илсе кĕчĕ.
Ăшă шыва вырттартăм ывăлăма. Чун темерĕн, çӳçенме пĕлет.
— Асту, ачана иплесе тыткала, — асăрхаттарать анне.
Илай та пăхса тăрать.
— Рубен! — чĕнет вăл ачана, лешĕ илтме пултарассăн. Кукамăшĕ Рубена икĕ аллипе ĕнсинчен тытрĕ: хăлхисене шыв кĕресрен асăрханать. Эпĕ ачана çунă май, кĕвĕ каласа тăрать:
— Тетти юлтăр, какки кайтăр...
Мана çĕнĕ туйăм çупăрларĕ, халиччен пĕлменни: аллăмри çак пĕчĕк этеме эпĕ виçесĕр юрататăп иккен. Унăн пурнăçĕ татăласран тӳсмелле мар шикленетĕп. Сисетĕп, халиччен туйман вăй кĕрет мана. Пысăк вăй-хал ку, ĕмĕре çитекенни, ывăлăма чăн-чăн çын туса ӳстерме хавхалантараканни.
25
Хуракăшсем пек карталаннă та хаваслăн шавласа утать Симхапхари «Нарспи» бригадăн çамрăкĕ. Кашнин çурăмĕ хыçĕнче — пушă кутамкка.
Малта эпĕ пыратăп. Пуçлăхĕ те, ахăртнех, — эпĕ. Артикка, хуса çитсе, ман ума тăчĕ. Аллинче — патмар туя.
— Каçарăр, Итемри юлташ, — тет вăл, куçран пăхса,— çулне хываканĕ хам пулам-ха. Ирĕк паратăр-и?
— Тархасшăн. Хаваспах сан хыççăн утăпăр. Артикка çак çулсенче палламалла мар ӳссе яшланчĕ.
Астăватăп-ха, комсомол райкомĕнче ĕçлеме тытăннă кун вăл хăйсен ялĕнчи пĕр хĕре иккĕмĕш хут вăрлани çинчен хыпарланăччĕ. Паллаштармарĕ ун чух хăйĕнпе. Кайран-кайран тин, ялне темиçе хут килсен çеç.
— Мишша Чичкановăн малта пымаллаччĕ, ахальтен бригадир-и?! Вăл пур хăйĕн юратнă хĕрĕнчен хăпаймасть, — тӳрккесреххĕн пуплерĕ Артикка. — Пырасчĕ хĕрĕн те пирĕнпе тыр çĕклеме. Çук çав. Ытлашши ачаш.
Чăнах та, асăрхарăм-ха паçăр: тăкăрлăкран тухнă кăвак пальтоллă хĕр, чупса пырса, Мишшана алран ярса тытрĕ. Палларăм ана — Инга Борзова, пĕрремеш çул ĕçлекен учительница. Ачасене биологи вĕрентет. Хула хĕрĕ, Шупашкартан. Пĕркун шкула кĕрсен курнăçнăччĕ-ха унпа. Ялта пурăнма шутсăр кичем тесе кӳренсе калаçнăччĕ. Астăватăп.
— Хăçантанпа туслă вара вĕсем? — ыйтрăм ытахальтен Артиккаран.
— Çĕнĕ çул каçĕнчен вара. Пĕрле ташлакаларĕç те, пуçланчĕ пулас юрату çăмхаланма.
— Аван, — ырлатăп эпĕ.
— Уй-уйй! Пустуй япала! Инга колхозника юратас пур-и? Мишша ахалех ăшне çунтарать.
Йĕркеллĕ шăкăлтатса калаçма та кансĕр. Ура айĕнче талккăшпех сĕлкĕш шыв. Пĕрехмай çул хытти пăхкаласа пырса, куç та ывăнать. Халĕ çуркунне хуçаланать. Ытла та ĕçчен вăл. Ывăнма та пĕлмест тейĕн иçмасса. Хĕле шав çурçĕрелле хăвалать. Каçхине кăна кăштах сывлăш çавăрса ямалла лăпланса илет. Вара кӳлленчĕксем çӳп-çӳхе пăр ывăссемпе витĕнеççĕ.
Çуркунне пире те çапла ырă тăвасса шаннăччĕ. Сисеймерĕ-ши пирĕн нушана? Çĕркаç çумăр пĕрĕхрĕ те, çул пачах пăсăлчĕ. Лаша ни çуна, ни урапа туртайман самант халĕ.
Эпир разъезда кайма тухнă. Унта патшалăх уйăрса панă вăрлăха тиесе килнĕ.
Иртнĕ çул районти чылай хуçалăхсем тырпул çителĕклĕ туса илеймерĕç. Акнă тырă шăтасса карах шăтрĕ, анчах ӳсме мехел çитереймерĕ. Калча часах шурăхрĕ, вара типсех ларчĕ. Ара, çу каçа та çĕр пичĕ шерпетлĕ çумăр тумламне тутанса пăхаймарĕ.
Вăрлăхлăх тулă хăшпĕр колхозсене, çав шутра Симхапхари çамрăксен бригадине те, уйăрса панă. Çул çуккипе ăна кутамкка вĕççĕн йăтса килме пулчĕç.
Мĕншĕн «Нарспи» бригадăпа пĕрле каятăп-ха эпĕ, комсомол райкомĕн секретарĕ? Мĕншĕн тесен урăхла юрамасть. Комсомол райкомĕ тăрăшнипе çак бригадăна вăрлăхлăх тулă уйăрттарса панă. Пурне те ман йĕркелемелле, пурне те хамăн курса тăмалла. Темле инкек сиксе тухас пур. Ĕç тени вăл тепĕр чух пач чăрмавсăр, кал-кал кайсах пымасть. Вăрлăха пĕр харăс, кумертен илмелле. Ăна илсе килсенех хума кĕлечĕ те хатĕр, пӳлмисене шăлса тасатнă. Тĕрĕслерĕм.
Пирĕн, комсомолăн, ĕмĕтсем пысăк. Иртнĕ çулхи пек типшар курас марччĕ. Темле пулсан та, çуркунне пĕтĕм çĕр лаптăкне хуратса хăвармалла, вăйлă тырпул ӳстермелле. Кунтан ытла кирлĕ ĕç çук.
Эпир çитес чугун çулĕ, паллах, алкум вĕçĕнче мар. Самай аякра. Вăрманпа кайма та тивет-ха.
Çухрăм ытларах утрăмăр пулĕ. Ура тупанĕ хĕрнĕçемĕн хĕрет.
Хĕвел тухса сарăлчĕ. Тӳпере шурă мамăк пĕлĕт татăкĕсем курăнмаççĕ. Пăхкаласа пыма май та çук. Ура айĕнчи çул çинчен куç илĕнмест.
Артиккана шеллетĕп. Çăпата сырнă вăл.
— Шăнса пăсăлмăн-и? — тетĕп ăна.
— Мĕншĕн? — тĕлĕнет вăл.
— Уруна шыв витрĕ пулĕ, ара?
— Пăхăр-ха, çăпата тĕпне мĕн çыпăçтарнă. Хăрах урине çĕклесе кăтартрĕ вăл. — Тачка тупан. Танк çинчи пек пыратăп эпĕ.
— Калатăн та, — ахăлтатсах кулатăп.
Çапла çав, ушкăнра атăллисем сахал. Ирĕклĕн туянаймаççĕ халь. Тӳсмех лекет тепĕр ик-виç çул, вара лавкка çӳлĕкĕсем атă-пушмакпа авăнса тăрĕç. Кирек кам та калуш, пушмак, атă тăхăнса çӳрĕ. Çăпата ĕмĕрĕ часах вĕçленĕ, ăна çитес ăру музейсенче кăна курса тĕлĕнĕ.
Утатпăр. Çулăн икĕ енĕпе те «Нарспи» бригада ĕçлекен уй-хир сарăлса выртать. Хĕлле вĕсем кунта тислĕк кăларнă, юр тытнă. Ав, лапкăшпех мăкăрăлса тăракан юр, тислĕк тĕмескисем курăнаççĕ.
Çырма патне пырса тухрăмăр. Леш енчи çыранра çĕр типнĕ пек лап-лап хура курăнать. Ку енче вара — юр куписем. Тĕлĕнмелле çутçанталăкран. Юр куписем пысăк турилккери пекех туйăнаççĕ. Турилкке хĕррисем чĕнтĕрлĕ. Крахмалланă евĕрех — кăпăрт! хытă.
Çырма тĕпнелле антăмăр. Çулсерен çур шывĕ ун тăприне çисе хăвăллантарать. Апла пулин те, каçма таврашĕ хумаççĕ, ара, хăвăл урлă халлĕхе чиперех ярса пусма пулать-ха та. Çу кунĕсенче шыв пачах типсе ларать. Халĕ кунта шыв анса тулнă иккен. Вăл малтан юр çийĕн юхнă пулас Вара юра çийĕнтерсе варинккелетнĕ те ăшне кайнă. Шăтăк йĕри-тавра хуп-хура лĕкĕ. Çӳлерех хăпарма та, аяларах анма та шанчăксăр. Ăçта пуссан меллĕ-ши? Чи малтан Артикка аллинчи вăрăм патак вĕçĕпе хайхи шăтăк тавра таккакаларĕ юрне хыта айккинче. Мана алă парса каçарчĕ. Çыраналла тапаланатпăр. Унччен те пулмарĕ, хыçра пĕри çари çухăрса ячĕ:
— Ай-яй!
Мĕн амакĕ? Эпĕ шартах сикрĕм.
— Эверук путать!
— Ухруç кĕрсе ӳкрĕ!
Эпир каялла, çырма тĕпнелле, вăркăнтăмăр. Атă чарма çук шăвать ман. Темиçе хутчен те лак! ларма тиврĕ.
Çитрĕмĕр те — икĕ хĕр пĕç тĕпĕ таран сĕлкĕш шыва анса кайнă.
— Часрах пулăшмалла! — тетĕп. Йĕкĕтсем хĕрсене турта-турта кăларчĕç. Эверукпа Ухруç чи кайра пынă-мĕн.
— Кăшт çеç айккинерех пусрăм, — ăнлантарать Эверук, — ура паш! путрĕ. Ухруç, мана çăлма пикенсе, юнашар кĕрсе ӳкрĕ.
Мĕнле-ха ĕнтĕ вĕсене малалла илсе каяс?
— Киле кайăр! — хушатăп вĕсене. — Атту чирлетĕр.
— Сирĕнтен юлмастпăр, — хастарланаççĕ хĕрсем иккĕшĕ те.
— Киле? Ямастпăр! — пуçне пăркалать Артикка, пурин çине те ӳпкевлĕн пăхса. Унтан çапла хушса хучĕ:
— Ав, сăрт тăрринче Инга тăрать. Хывса патăр чăлхине.
Пурте Инга çине пăхрĕç. Вăл пур, лӳ те тумарĕ. Артикка сăмахне илтмĕше хыврĕ пулĕ-и, самант куçран çухалчĕ. Ахăртнех, ялалла вĕçтерчĕ-тĕр.
Мишша нимĕн те шарламарĕ, чунне уçса кăтартмарĕ. Алне малалла сĕлтсе, хĕрсене чĕнчĕ çеç:
— Ухруç, Эверук, атьăр çӳлелле, çĕр типнĕ лаптăкалла хăпарăр, — хăй çул майăн чупсах пĕлтĕрхи типсе кушăрханă армути тунисене хуçса пуçтарчĕ, çĕр çине сарчĕ, ларса аттине хыврĕ. Икĕ хут çăм нуски тăхăннă-мĕн. Çиелти — хура, айĕнчи — шурă. — Илĕр хăшĕ те пулин,— тăсрĕ вăл шурă нускине.
Унăн нускине Ухруç илчĕ.
— Мана никам та ним те памасть-и? Ай-яй, ура татăлса ӳкет! — ĕсĕкленĕ пек турĕ Эверук. Хĕрĕн çӳхе тути уçăлчĕ те, сарлака-сарлака шап-шурă шăлĕ курăнчĕ. Калăн, çăварĕнче мĕнпурĕ те икĕ шăл çеç тесе…
Артикка хыпалансах урине салтрĕ, тăлине варринчен çурчĕ.
— Эй, кĕреçе шăл, ме, — тăсрĕ вăл Эверук енне.
— Эсĕ, Артикка, мана кĕреçе шăл тесе хурласшăн мар пулĕ те? — тутине пăркаларĕ Эверук кӳренерех.
— Тиркесен те çылăх мар, — шăл йĕрет Артикка.
— Эх, сысна таптаманскер. Пĕлетĕн-и кĕреçе шăллă çын пирки ваттисем мĕн каланине?
— Илтмен.
— Тăнла эппин: кĕреçе шăлли хаяр, тӳрккес, каппайчăк тулăксăр çын мар, вăл ырă кăмăллă, лăпкă, сăпайлă. Ăслă каччăсем арăм тума шăпах çавнашкал хĕр суйласа илеççĕ.
— Ай-ай-ай! — тĕлĕннĕ пек каларĕ Артикка. — Мĕнле селĕм эсĕ, Эверук, ыранах хăтана яратăп. Пурте кулса ячĕç.
Типĕ чăлха, тăла, юлташĕсен ырă кăмăлĕ инкеке лекнĕ хĕрсен чунĕсене ăшăтрĕç.
Ухруçăн резина аттине те шыв тулнă-мĕн. Витререн тăкнă пек, ăшĕнчен шывне юхтарса кăларчĕ, нуски çийĕнчен тăлапа чĕркерĕ урине, вара аттине тăхăнсан сиксе тăчĕ те яра пачĕ ташша.
— Чим-ха, чим-ха, Ухруç! Атту сан тĕкĕр пек çутă, хам сăна пăхса, çӳçе якатам-ха. Пĕлетĕп, кăна аннӳн пулас кĕрӳшĕ парнеленĕ сана, — хаваслăн шӳтлерĕ кĕрĕк пиншак тăхăннă çамрăк.
— Йăнăшан, Сахрун, — мăйне тăсса аллине саркаларĕ Ухруç. — Аннен кĕрӳ пулмалли каччă сăпкара выртать. Ку — пĕрре. Иккĕмĕшĕнчен, акă мĕн: кун пек атă Плакин те пур. Вăл — санăн варли. Эпир унпа пĕрле, Тимрек ялне кайса, Тунякка ятлă хĕрарăмран туяннă. Унăн упăшки фронтран çакăн йышши атă темиçе мăшăр та посылкăпа янă. Питĕ хакла ларчĕç ку атăсем пире. Эпĕ икĕ сысна çури, Плаки хур ами тыттарчĕ сутуçа.
Тек ним те калаймарĕ Сахрун. Вырăнтан тапрантăмăр.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...