Пулас кинсем :: Виççĕмĕш пайĕ


Велиме морякăн хăюпа тирпейлĕн йăлмакланă çырăвĕсене çĕклесе кăтартрĕ. Хулăн çыхă.

«Çав тискер фашистсене пула «арăм» ятне илтеймерĕм. Фронтра пуç хунисем, Ваньтук, сире ĕмĕр манмăпăр. Тăван çĕршыв хăватне ӳстерессишĕн тăрăшса ĕçлер, юлташсем! Палăк миршĕн куллен кĕрешмеллине астутарса тăрĕ çынсене. Палăк тунă çĕре эпĕ çĕр аллă тенкĕ укçа паратăп. Ыттисене те манран тĕслĕх илме сĕнетĕп».

Велиме асăннă укçине çийĕнчех сĕтел çине кăштăрт хучĕ.

Пухура тухса калаçакансем татах пулчĕç. Кашниех вăрçăран таврăнайман хăйĕн çывăх çыннине асăнчĕ. Палăк лартмаллах терĕç. Хăшĕсем çавăнтах укçа кăларса пачĕç.

Юлашкинчен пуху палăк лартас тĕлĕшпе ĕçлекен комисси суйларĕ. Унта ятлă, хисеплĕ çынсем кĕчĕç. Паллах, комиссие питĕ пысăк ĕç кĕтет. Укçа-тенкĕ пухмалла, урăх çĕрте пурăнакан ял çыннисем патне çыру çырмалла, палăкне тума стройматериал тупмалла, архитекторсем, ăстасем кирлĕ пулаççĕ.

Мишша çакăнтах комисси ларăвне ирттерчĕ. Председателĕ пулма вăрçă инвалидне Сидоров юлташа суйларĕç, заместителĕ — Велиме.

 

28

Çитес эрне пуçĕнче райкомол пленумне ирттермелле. Кун йĕркинчи тĕп ыйту вăл — тырпула кĕске вăхăтра тата тăкаксăр пухса кĕртме çамрăксем пуринчен хастар хутшăнма кирли çинчен. Çавна май хĕрсех материал хатĕрлеттĕм. Телефон шăнкăртатрĕ. Çак самантра чăрмантарнăшăн пăшăрханса илтĕм пулин те ăшра, трубкине çĕклерĕм. Э-э, ял почтальонĕ Урине-мĕн.

— Талюна, сана укçа килнĕ, — тет вăл. — Ялта курнăçасси пулать-и, çук-и терĕм те, эсĕ халь çинех ниçта та тухса каймасассăн, самант чупса пыратăп укçа леçме.

— Ан чăрман, Урине. Хамах çитĕп почтăна.

— Ман пурпĕрех райкомола кĕрсе тухмалли сăлтав пур-ха.

— Апла тесен, татах хуть. Юрĕ эппин. Кĕтетĕп сана. Телефон трубкине хутăм. Тĕлĕнетĕп: мĕнле укçа, ара?

Ниçтан та, никамран та илмелли çук. Тен, Булат янă? Ача çуралнине таçтан пĕлчĕ пулĕ те, чунне шĕкĕ кăшлама тытăннă, ахăртнех. Эх, Булат, сан укçу кирлĕ мар пире, ахалех лайăх пурăнатпăр эпир. Тепĕр тесен, вăл укçа яма пултарнине те ĕненме хĕн. Шăртлă, кĕвĕç чунĕ йăвашланаймастех. Ытла мăн кăмăллă-çке-ха вăл.

Эй, мĕн асапланас? Унсăрах пуçватмăшсем лăках. Урине килĕ те, йалтах паллă пулĕ. Ӳпĕнтĕм те каллех çырма тытăнтăм.

— Сывлăх сунатăп, Талюна! — илтрĕм эпĕ часах. И-и, Урине кĕрсе те тăнă.

— Ирт-ирт, — чĕнетĕп ăна.

— Укçа çеç мар, çыру та пур сана, Талюна, — тет почтальон сумкинче чакаланса. Вăл сĕтел çине çыру, пилĕк лачка укçа, бланк кăларса хучĕ.

— Ак çакăнта алă пус та укçине шутла. Çырăвне кайран та вулăн, — хыпалантарать мана Урине.

Бланкне пăхрăм та шартах сикрĕм — пилĕк пин укçа! Турă çырлахах! Тен, мана та мар ку, йăнăшпа килмен-и? Тепĕр хут вуларăм. Ман ят, адрес та тĕрĕс. Алă пусрăм.

— Укçине шутламастăп, — терĕм.

— Тĕрĕсех, ан пăшăрхан, — Урине сывпуллашса тухса та кайрĕ. Ытла сăпайлăскер. Ют çын ĕçĕпе пĕртте кăсăкланмасть. Тепри пулсан, йăлт тĕпчемесĕр канăçмасть, вара çӳрет ял хушшинче хывăх алласа.

Укçана кам янине Урине умĕнчех пĕлтĕм. «Владивосток... Ким…» тени тӳрех куç умне ӳкрĕ. Мĕншĕн çавăн чухлех куçарнă-ха укçине вăл? Пире пулăшасшăн-и? Эпир япăх пурăнмастпăр-иç. Кима Владивостока куçарнă эппин. Çыру та унтанах килнĕ. Ленинградра пурăнатчĕ-ха. Таçта яраççĕ тесе çырнăччĕ. Инçе, тĕнчен тепĕр вĕçнех кайса тухнă, ак.

Курнăçнăранпа миçе метр шурă хут эрешлемерĕ-ши?! Кашни эрнерех çыру илсе тăтăм. Чуна хаваслăх парнелеме пултаракан çын вăл. Пĕрмай хăй патне чĕнетчĕ. Пурăнмаллах, ачапах. «Рубен пĕчĕккĕ чух пĕрлешмелле пирĕн. Эпĕ ачан чăн-чăн ашшĕ пулăп», — тесе пайтах илĕртрĕ. Ăна хирĕç пĕр утăм ярса пусма та иментĕм. Шывне антăхсах ĕçĕттĕм те, анчах çăлне хамах пăтратнă-çке. Ăна хĕр шырама хушаттăм. Юланпа суран пĕр тан мар. Мĕншĕн манпа, ачаллă хĕрарăмпа, пĕрлешсе сумсăра тухмалла унăн, чăнах? Ырă ят ылтăнран çутă. Туптăр чиперкке. Ким çавна тивĕçлĕ. Мĕн, сăнĕ-сăпачĕ çук-и, пĕвĕ-сийĕ кашта пек мар-и? Пурте пур, кăмăлĕ те евĕк. Çитменнине тата, вăл — çар каччи. Ун пеккисене хĕрсем шыраççĕ. Хамăр та вăрçăччен шинель тăхăннисене куç хывтарасшăн ĕмĕтленеттĕмĕр.

Ким маншăн, чĕвенленсен те, — алă çитми çăлтăр. Вĕçертмĕттĕм, тĕксе ямăттăм хам çумран. Анчах хам пехетлĕхшĕн çеç тăрăшни ытла чыссăр. Эпĕ тин тек чечек çуракан çеçке мар.

Мĕн çырать-ха ку хутĕнче Ким?

Конвертран çырăвне кăлартăм.

«Юратнă Талюна!» «Юратнă арăм» тейĕттĕм сана ĕлĕкхи пек. Мĕншĕн килĕшместĕн-ши? Мĕн тери кĕтрĕм сире Ленинграда куçса пырасса! Халĕ ĕнтĕ эпĕ сирĕнтен аякра-аякра. Юратакан çынсене çул вăрăмми пӳлеймест. Пурăнатăп кунта, тунсăхран самантлăха та хăтăлаймастăп. Пуçран тухмастăн. Мана эсир, Рубенпа иксĕр, кирлĕ. Ăнлан, Талюна, сансăр эпĕ типсе вилетĕп. Килĕр, тархасшăн. Тен, ытлашши те хăшкăлтаратăп пулĕ сана хамăн ĕренкĕсĕрлĕхпе. Каçар, юлашки хут пуççапас, терĕм. Сасартăк хĕвел, пытаннăскер, капмар пĕлĕтсем хыçĕнчен шуса тухĕ те пĕтĕм тĕнчене çутатса ярĕ. Унăн ылтăн пек çутă шевлинче хĕм сапакан куçусем мана, хăвна чунтан юратакан çынна, курĕç. Вара аллуна тăсăн, туртăнăн ман енне. Эпĕ чăрмавсем урлă каçма çирĕп кĕпер хыватăп. Сире ыталама аллăма сарнă. Çул укçи ярса патăм. Кĕтетĕп, кĕтетĕп.

Сана манайман, чунтан-вартан юратакан Ким».

Ак сана ме! Чăн-чăн пуçватмăш! Хам пурнăçа йĕркелеме пĕлменшĕн чунра, таçта шалта, шĕкĕ кăшланине шута илмесен, эпĕ чип-чиперех, лăпкăн кăна хĕрӳ ĕçре кун ирттереттĕм. Халĕ ума палан кукли хунă ывăс шутарса лартнăн килсе тухрĕ хуйхă-суйхă. Ăшра тăвăл çĕкленчĕ. Шутсăр пăлханатăп. Чим-ха, мĕншĕн апла шухăшлатăп-ха эпĕ? Çын мана юратать, хăй патне куçса пыма укçа ярса панă. Ĕмĕр пĕрле пурăнасшăн. Япăх-и вара ку? Пĕрре те хуйхă-суйхă тееймĕн. Эпĕ те ăна юратмастăп мар. Эппин, ку пысăк савăнăç, телей! Ачана илетĕп те паянах, çук, ыранах тухса каятăп Ким патне. Билет илме туссенчен укçа-тенкĕ кивçен пуçтарса çӳреме те кирлĕ мар, пилĕк пин, ав, сĕтел çинче.

Пукан хыçне тайăнтăм. Пуç лăнк каялла кайрĕ. Пулма пултарас тĕлпулу куç умне тухса тăчĕ. Акă пуйăс станцăна пырса кĕрет. Кантăкран хăпаймастăп, Кима шыратăп. И-и, авă-иç вăл! Çар тумĕ тăхăннă каччă. Чупать пирĕн вакунпа юнашар, алне сулать, саламлать, йăл-йăл кулать.

Пуйăс чарăнать. Ким — пирĕн купере. Ыталать, чуптăвать мана: «Аранах кĕтсе илтĕм сана, юратнă арăмăм. Маттур эсĕ, Талюна. Атьăр, тухăр». Вăл Рубена çĕклет. Тепĕр аллипе чăматана йăтать. Эпĕ, тăпăр-тапăр çыххине çурăм çине çавăрса хунăскер, вĕсем хыççăн утатăп.

Вокзал айккинче — çăмăл машина. Вырнаçса ларатпăр тă вĕçтеретпĕр. Хваттерте офицерсемпе арăмĕсем тăп-туллиех. Ким вĕсене пирĕнпе паллаштарать.

Сĕтел тулли апат-çимĕç. Вырнаçса тухаççĕ хăнисем. Хуçи пурне те сăйлать. Хырăм çатăр выçса çитнĕрен эпĕ, никама пăхмасăр, тытăнатăп çиме. «Тьхик!» — кулать офицер арăмĕсенчен пĕри, çӳçне пуç тавра курак йăви майлă купаласа хăпартни. Тепринпе пăшăлтатнине те аванах илтетĕп: «...вăл вилка тытма та пĕлмест. Тĕттĕм хĕрарăм, паллах».

Чăнах, эпĕ вилкăпа усă курма пĕлместĕп. Майрасем вилкăна сулахай аллине тытаççĕ те турилкке çинчи какай татăкĕсене тире-тире çăварне ăсатаççĕ. Эпĕ унашкал пултараймастăп —хăнăхман. Сĕтел хушшинче каппайланса ларма вăхăт та çук.

Темĕскер ихĕлтетеççĕ лешсем. Ман хăлхана вĕсен халапĕсем пырса кĕреççĕ: «Эх, сăна-ха, ачи пĕрре те Кима хывман. Куратăн-и?» «Кимăн мар, ертсе килнĕскер. Ха-ха-ха...»

Чĕрем йĕппе чикнĕн тăлт-тăлт! мелсĕррĕн тапса илчĕ. Чалт уçăлчĕç куçăмсем. Пуç янлатать. Мĕн мурĕ? Çывăрмасăрах тĕлĕк куратăп мар-и? Юсанса лартăм. Куçăм сĕтел çине тăрăнчĕ. Унта укçа купи, çыру тата çырнă хут листисем выртаççĕ. Ăçта эпĕ? Кам эпĕ? Сылтăм енчи тăнлавра пĕчĕк шăхличĕ ши-ши! шилетет. Ывăнсан, пуçра яланах çав сасса илтетĕп эпĕ. Ура çине тăтăм та кантăк патне пытăм, чӳречене яриех уçса ятăм. Пӳлĕме çил варкăшса кĕчĕ. Туятăп: чуна уçăлтарать. Ăшăмра тăвăл та лăпланма пикенет. Ким патне кайсан, шăп та шай çапла, халь тин çеç асра сăнарланă пек, пулать-тĕр çав. Унашкал элек-телеке тӳсме хал çитерейрес çук.

Çитет нăйкăшма! Карта тытатăп айĕн-çийĕн куçакан шухăш пĕлĕтне чарма. Пăтранакан кăмăл алăкне шартлаттарса хупатăп та тимĕр сăлăп яратăп, «Ĕçлемелле, ĕçлемелле, Талюна! Ĕç хуйха пусарать», — хушатăп хама. Лартăм вырнаçса, самантрах ярса тытрăм ручка. Пуç мимине тек ним те чăрмаламасть. Малалла çыратăп пленумра тумалли доклада. Каламалли нумай. Пурне те асăнмалла: лайăххине çеç мар, начаррине те юсама çул кăтартса хăвармалла.

 

Киле çĕрле тин çитрĕм. Пӳртрен хирĕç анне тухрĕ. Мана кĕтет ĕнтĕ. Рубен, ытти чухнехи пекех, çыврать. Мăнтарăн ачи тĕлĕкре çеç амăшĕпе вылять-тăр. Кăнтăрла пачах кураймастпăр пĕр-пĕрне. Илай урама тухса вăркăннă. Тĕлĕнмелли çук: вăйă вăхăчĕ.

— Апат çиме лар часрах. Аллуна çу. —Анне алăри сумкăна илчĕ.

Эх, ик-чак!.. — терĕ тĕлĕннĕ сассипе. — Талюна, сумкуна мĕн тултарнă çак эсĕ? Тапса тухнă пĕтĕм.

— Укçа. Пилĕк пин!

— Тур çырлахах, ик-чак! Ун чухлĕ укçа тӳперен те йăтăнса анас çук, çул çинче те йăваланса выртас çук. Тупрăм тесен, çын ĕненмĕ. Кам пăрахса хăвартăр?!

— Апатне кайран та çийĕп. Тухса ларар-ха, анне, алкум картлашки çине. Калаçмалли пур.

— Инкек-синкек пулман пулĕ те? — пуплешсе утрĕ вăл ман хыççăн.

Çумăн ларсан, пилĕк пин укçа пирки йăлтах каласа патăм.

— Каясшăн-и вара Ким патне? — ыйтать анне. Сасси чĕтренсе тухать. Пăшăрханни таçтан паллă.

— Эсĕ мĕнле ăс паран? — ыйтатăп.

— Эх, хĕрĕм, ĕмĕр хăраххăн пурăнни вăл —пурнăçа сая яни çеç. Карта юпи те мăшăрлă, э-э, ик-чак. Тĕрĕсех. Ывăлун ашшĕпе çырлахтарсан илемлĕ пурнăç кĕтĕччĕ те сире. Ачана ют çынпа ӳстерме, нинай, аплах пулĕ-ши? Çыр-ха эсĕ Рубен ашшĕ патне. Чĕн, илĕрт ăна. Килтĕр кунта пурăнмаллах. Уçламасăр услам çу ӳкереймĕн. Арăмăн кирлĕ вăхăтра майне килтерме те, йăпăлтатма та пĕлмелле. Упăшка тени ун пеккине чунтан хаклать.

— Пире Ким патне ярасшăн мар-и эсĕ?

— Эх, ик-чак... Ăçтан чарайăп? Унашкал вăй-халăм çук ман. Ху кирек мĕн ту та, мăнукăма вара парса ямастăп.

Мĕнле хăюллă ман анне. Вăл сисмелле мар йăпăштин кулса илтĕм. Чăнах, ăçта тухса кайăп-ха ачана пăрахса? Юрĕ, ватă çын сăмахне шывпа юхтармăп. Ватă çын чунĕ сисĕмлĕ. Кимран каçару ыйтма тивет.

 

Тепĕр кунне тӳрех почтăна кĕтĕм. Укçине пĕр пус тăкакламасăр каялла ярса парас терĕм. Куçарнăшăн самай тӳлемелле иккен. Хама хĕсĕкрех, килсе тухрĕ те-ха капла, мĕн тăвăн? Шалу укçине йăлтах аннене панăччĕ, Илай валли тумтир туянма.

Пушанчĕ сумка. Сумка çеç-и? Унпа пĕрле чунăм та пушанчĕ. Укçине тавăрса пани — Кима хам çумран ĕмĕрлĕхех тĕксе яни пулчĕ ку. Тĕрĕс турăм-ши? Хама юратакан çынна çухатрăм-çке. Питçăмарти тăрăх куççуль юхса анчĕ.

Çывăхра тăракансем сисесрен аванмарланса, почтăран тухса сирпĕнтĕм.

 

29

Ĕçе кайма тухрăм. Ăшра лăпкă. Анне фермăран килсе ĕлкĕрчĕ. Вăл чăх-чĕпсене тăрантарса хăварнă. Ывăл, вăрансан, пĕччен юлнипе кăмăлсăрланса макăрмĕ. Çавăнпа чунăм лăпкă та, ача пирки пăшăрханмастăп. Варарахпа, ирхи апат хыççăн, вĕсем, аннепе Рубен иккĕшĕ, фермăна каяççĕ.

— Мăнукăм пире фермăра питĕ пулăшать, э-э, ик-чак... — мухтанать вара анне час-часах кӳршĕ хĕрарăмĕсем умĕнче. — Тыррине те сапать, таканасем çине шыв та ярать. Чăх-чĕпсем ун хыççăн кĕшĕлтетсе кăна çӳреççĕ. Палланăнах.

Паян шăрăх. Çил кăшт та сĕртĕнсе иртмест. Курăк та йĕпе мар. Ир-ирех сывлăм пĕрчисене пуçтарса, çулçăсене тутăрпа шăлса типĕтнĕ хĕвел.

Кĕске çанăллă çӳхе кĕпепе çеç эпĕ. Пуçра та — чĕнтĕрлĕ, крахмалпа хытарнă шурă шлепке, туплашка çиппинчен çыхнăскер. Çуралнă кун ячĕпе Юльттине парнеленĕччĕ ăна. Пурпĕрех пăчă. Тен, уйра уçăрах пулĕ-и? Ялтан тухрăм. Малалла пăхрăм та — çул çинче, самай аякра, — икĕ çын. Тем туртса пыраççĕ. Ача урапи — кӳме, ахăртнех. Камсем-ши? Тĕсесе пăхатăп. Палланă çынсем евĕрех туйăнаççĕ. Ара,чим-ха, кусем Варукпа Демьян мар-и? Çавсем-çке, çавсемех. Ăçта каяççĕ-ши? Хуса çитес-ха хăвăртрах. Тытăнтăм вăрăммăн яра-яра пусма. Вĕсемпе курса калаçсан, ăшăм вăркама чарăнать. Чăннипех кăмăллă çынсем. Шутсăр маттур тата. Пăх-халĕ, ним мар, виçĕ ачана çитрĕç. Асли — ывăл. Пире кура вĕсем те ачине Рубен ят пачĕç. Варук иккĕмĕш хырăм çĕклесен, çутă тĕнчене пĕр харăс икĕ пике парнелерĕ.

— Пулас кинсем, — шухăшлăн каларĕ Варук. — Ашшĕ-амăшне тĕп тăвакансем.

— Ай, турах, ун пекех ан кала-ха, Варук. Халĕ ĕлĕкхи мар. Ашшĕ-амăшĕн хĕрĕсене качча пама ятарласа тупра хатĕрлес çук.

— Ку тĕрĕсех, — сăмса çунаттисене хускаткаласа илчĕ Варук. — Чи хаклă мул — эпир хамăр. Пĕр ачасемшĕн кăна пурăнатпăр.

Йĕкĕрешсем тĕлĕнмелле пĕр сăнлă. Эпĕ уйăраймастăп пачах. Ашшĕ те пăтраштарать имĕш. Амăшĕ темле? «Эпĕ уйăратăп вĕсене», — текелет хăй. Ма ĕненес мар? Вăл, ара, кунне темиçе хут вĕсене кăкар çумне хурать.

— Лити — сарăрах, — тет Варук (Лити — Иулита ятлă ĕнтĕ).

— Липа — хурарах (хут çине Олимпиада тесе çыраççĕ).

Демьян — чăн-чăн упăшка. Канăçлă çын вăл. Çемйишĕн сăрта тепĕр май çавăрса лартма хатĕр. Ачисемшĕн каçсах каять. Хăшĕ те пулин чирлесен-и? Пĕтрĕ пуç вара. Чăлăм куç хупмасть çĕр каçа. Сыхлать, эмеллет. Сыватать-сывататех. Ун пек самантсенче хăй начарланса хухсах юлать. Рубен ывăлне вăл алăран ямастчĕ. «Ывăл. Путех, çавăнпа ытларах юратать. Упăшка тенине арçын ача кирлĕ...» — тетчĕ Варук, мăшăрне ырласа. Халĕ Демьян хĕрачасемпе те çавнашкалах айланать. Варук хăй нихăçан та чăпăл туса курман тăр ачисене, ялан Тимукĕ шыва кĕртет. Пиелет. Унтан икĕ аллине икĕ пукане тытнăн çӳрет каллĕ-маллĕ пепкисене çĕклесе. Рубен — çумра. Вăл, патне ан пыр, — мăнаçлă. Ара, ашшĕпе юнашар-çке.

«Тинех ăнлантăм: айванскер вăл ман упăшка, — тет Варук куçĕсене çиçтерсе. Хăйĕн йăл куллинче, пупленинче, пит-куçĕ вылянинче — йăлтах Демьяна мухтани, ăна чунтан юратни. — Ывăл-и, хĕрача-и — пурпĕрех уншăн. Ача-пăча пултăр. Тепринче каллех йĕкĕреш çурататăп пулĕ-ха, анне йăмăкĕ пек. Унăн вуникĕ ача, пĕрне те хăраххăн чун паман».

Демьян çав-çавах аслă механик. Варук та МТСрах. Вăл — трактористка, учительница-трактористка тесен, тĕрĕсрех пуль: çамрăксене трактор çӳретме вĕрентет. Ах, хастар, ĕçчен хĕрарăм-çке! Çире пур-ха хăйĕн. Çӳреме те йывăр-тăр. Пурпĕрех тĕк пек вĕçет, ниме те уямасть, юлашки кун çитичченех тăрмашать. Йĕкĕрешсене çуратма та тӳрех МТСран пульницăна илсе кайнă. Çăмăллансан та уйăх çитиччен килте ларма тӳсĕм çитереймен, ĕçе тухнă. Демьянĕ каланине те хăлхана чикесшĕнех мар ку тĕлĕшпе. Упăшки кăмăлсăртарах пулнă пек пулать те — лăпланать: ăнланать ĕнтĕ мăшăрĕн чунне.

Ĕç укçине усăсăр тĕпĕр-тĕпĕр салатса ямаççĕ. Çĕнĕ çурт та лартрĕç ав. Часах пурăнма куçаççĕ унта.

Пĕррехинче, вĕсем патне нимене пырсан, çапла калаçу пулса иртрĕ пирĕн.

— Варук, мĕншĕн ултă кĕтеслинех хапсăнтăр? Йывăр-çке тӳрех унашкал пысăк çурта вăй çитерме?

— Тимук ĕмĕчĕ çалла. Ачасене выляса ӳсме ирĕклĕ пултăр тет. Тата тăшмансем кĕвĕçсе тăччăр. Пирĕн, нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнă çĕнтерӳçĕсен, чаплă кил-çуртсенче пурăнса телей курмалла тет.

Халĕ те Варукпа Демьян çинчен куç илмесĕр утатăп. Чарăнчĕç. Упăшки урапа-кӳме çине пĕшкĕнчĕ. Ачисемпе ăçта çул тытнă капла кусем?

■ Страницăсем: 1... 8 9 10 11 12 13 14 15 16 17 18 ... 23