Пулас кинсем :: Виççĕмĕш пайĕ


— Иптеш, ыйăхна сир-ха!

Пиншак аркине кăшт сиртĕм. Такам йыснана хулпуççинчен лăскать.

— Хаспати! Кам? Мĕн? — ним ăнланманскер, хăпăл-хапăл тăрса ларчĕ йысна.

— Ну-и, сăвăр та иккен эсĕ, — ахăлтатса илчĕ хайхи этем.

Кам, ара, ку? Илтнĕ кулă пек. Тимлесерех пăхрăм. Ак япала! Хамăр ял çынниех — Керле-çке. Çĕр хута хамăр ялтан инçет вырăнта мĕн туса çӳрет-ши вара?

Тем шыраса, айккинелле пăрăнчĕ Керле.

— Асăрхан унран, асту, питĕ путсĕр çын вăл, — пăшăлтатрăм йыснана.

Керле таврăнчĕ.

— Ну, ӳсĕр шампа, урăлса çитрĕн-и-ха? — терĕ вăл йыснана.

— Мĕн кирлĕ сана? — сассине хытарчĕ йысна.

— Ну-и, анкă-минкĕ те вара эсĕ. Мана ним те кирлĕ мар. Сана кирли, акă, манăн пур.

— Мĕн пур вара сан?

— Ыраш туянтарма пултаратăп.

Йысна çак çынпа çыхланасран хăраса ӳкрĕм, çавăнпа аллине вăрттăн чăмăртарăм. Вăл ман шухăша сисрĕ пулас, унсăрăн мана çурăмран лăпкамĕччĕ.

— Эх, шел, — терĕ шутсăр куляннăн, — питĕ туянмаллаччĕ те ун чухлех çумра укçам çук.

— Мĕн чухлĕ пур? — тĕпчет Керле.

— Пачах çук, пĕр пус та енчĕк тĕпĕнче чăнкăртатмасть.

— Ухмах вырăнне хуратăн-и мана? Укçи çук имĕш ун! Хăлха чикки тыттарăп та ак пĕрре, вара пĕлĕн кампа калаçнине.

Шутсăр тĕлĕнтĕм Керлерен. Ара, весен кĕлетĕнче ĕмĕрне пĕр михĕ тырă та хĕл каçса курайман-тăр? Вĕсен çемйи авалтанпах юлхавпа чапа тухнă. «Мĕнле ыраш сутан эсĕ? Колхозăнне вăрларăн-и?» — теессĕм килчĕ. Анчах шăла çыртрăм. Вăл мана палласан çапса вĕлерĕ тата.

— Эппин, иптеш, лашупа пирĕн михĕсене яла çитерсе пар-ха, — сассине хальхинче йăвашлатрĕ Керле. — Хамăр питĕ ывăнтăмăр.

— Аякка-и? Хăш яла?—тĕпчет аппа упăшки.

— Çитсен куран. Ну, хыпалан! — сассине хăпартрĕ каллех Керле. — Мĕн çаплах хыçаланан эсĕ?! Кӳл лашуна!

— Чирлĕ арăма пульницана леçрĕм те, йышăнмасăр хăшкăлтарчĕç. Яра куна выçах тăчĕ учĕ. Тин çеç тăварнăччĕ. Кăштах вăй пухтăр. Тул çутăласпа леçсе ярăп, ара.

— Эпир кĕтейместпĕр, — шăл витĕр чăрт! сурчĕ Керле. Вăл пирĕн лава туртса илет пулĕ тесеччĕ, юрать чăркăшмарĕ. Алне сулчĕ те çырма тĕпнелле чупрĕ. Унтан, нумай та вăхăт иртмерĕ, пĕчĕк урапа туртса хăпарчĕç. Иккĕн-мĕн вĕсем. Тепри кам-ха? Тĕттĕмре уйăрса илме хĕн. Керле йĕтем çинчи колхоз тыррине сыхлать. Ав епле сыхлать йĕксĕк. Вăрласа сутаççĕ. Вĕсем пирĕн тĕлте чарăнчĕç.

— Юлашки хут хушатăп: кӳл лашуна! Унсăрăн, пĕлетен-и, ман чăмăрăн пылакне тутанма тивĕ,— хăмсарчĕ Керле. Анчах ăна юлташĕ чарчĕ, çыхланма хушмарĕ. Тата тем мăкăртатса илчĕç хайхискерсем. Вĕсен сăмахне уйраймарăм зпĕ. Вара малалла утрĕç. Урапи чĕриклетни çеç илтĕнчĕ.

— Эй, сутăçсем! Кам патĕнче чарăнатăр? Туянма пырасшăн эпĕ! Ыраш питĕ кирлĕ мана! — кăшкăрчĕ вĕсене йысна.

— Пăçăххи Микули патне пыр! — илтĕнчĕ тĕттĕмре.

Прокурор патне эпĕ те кĕтĕм. Тимлĕн итлерĕ вăл пире.

— Тĕпченĕ хыççăн, ĕçе суда яратпăр, — терĕ. Часах ман питĕ тĕлĕнме лекрĕ. Керлепе пĕрле тырă вăрлаканни пирĕн ял çынни — хайхи Сĕмьюн пулнă. Ман пирки те анонимкăсене вĕсемех çырнă иккен. Тепĕр тĕлĕнтермĕш: Иванова инструктор — Керлесен таврашех. Вăл ĕçрен тухрĕ. Тюмене çитичченех кайнă терĕç.

 

33

Тăвайккинчен хăпаратăп велосипедăма тĕксе «Салам, Итемри юлташ!» — илтрĕм эпĕ. Ун кун пăхкаларăм. Мана сывлăх сунакăнĕ çырма хĕрринче ларать иккен.

— Ай-уй, эсир-çке ку, Инга Юрьевна! — пырса алă патăм. — Ăçталла çул тытнă?

— Хулана. Çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçланнă кун тӳсеймерĕм хам вĕрентнĕ шкула çитмесĕр. Ачасем шкула пуçтарăннине, каникул хыççăн стройра мĕнле тăнине айккинчен, хыçĕнчен хурланса сăнарăм. — Сасси хăйĕн мар — ют. Ĕçрен кăларнăранпа йăлт улшăннă вăл.

— Хăвăн айăпна туятăн-и?

— Мĕнле туям мар? Айванлăх пĕтерчĕ. Халĕ чавса çывăх та çыртаймăн.

Астăватăп, комсомол райкомне хыпар çитрĕ: «Инга Борзова совет учителĕ ятне вараларĕ. Комсомолра та текех вырăн пулмалла мар уншăн...» Сăлтавне вара çителĕклех уçса панă… Ытла хăрушла япала. Хам кайнăччĕ çав ĕçе тĕрĕслеме. Районти çутĕç пайне те çавнах пĕлтернĕ. Унтан та заведующи хăй пынăччĕ.

Акă мĕнле пулса иртнĕ иккен унта.

Инга Юрьевна пĕррехинче, хĕвеллĕ ăшă кун, пиллĕкмĕш класс ачисене хăй вĕрентекен биологи урокĕ вырăнне шкул пахчине ертсе тухать. Чĕкĕнтĕр акма йăран чавмалла. Хастар ĕçлеççĕ пурте. Нелли ятлă хĕрача кăна пăхса тăрать. Вăл эрне каялла çеç больницăран тухнă. Чĕри хавшак унăн. Çавăнпа тухтăр халлĕхе йывăр ĕç тума хушман. Учительница ăна хăйĕн пĕчĕк ридикюльне тытса тăма парать.

Нумай та вăхăт иртмест, ĕçленипе ăш хыпнă ачасем пахча çумĕнчи тараса патне чупаççĕ. Нелли те юлмасть юлташĕсенчен. Витрене хăй енне тайăлтарса шыв ĕçнĕ самантра, тахăшĕ чавсаран тĕкнĕ пулĕ-и ăна, учительница ридикюлĕ аллинчен тухать ӳкет те вăркăнать çăла. Шари-и! çухăрса ярать Нелли, хăранипе чĕтреве ерет.

— Ан кулян-ха у териех...

— Эсĕ ăна юри пăрахман-иç!..

— Инга Юрьевна пĕр сивĕ сăмах та каламĕ. Курăн ака! — йăпатаççĕ Неллие юлташĕсем.

Инга Юрьевна лăплантарма мар, тулхăрсах каять:

— Путсĕр хĕрача эсĕ! — çапса пăрахас пекех хăмсарать вăл. — Пĕлетĕн-и, миçе тенкĕччĕ унта? Çĕр тенкĕ! Çĕр тенкĕ! Турăçăм, ăçтан тупас ман халь çавăн чухлĕ укçа?! Тупăнчĕ ман тĕле çĕр çăтасшĕ. Ух, путсĕрскер. Кай кунтан, куç ан куртăр сана. Чун илли! Хуть те мĕнле тавăрса пар. Унсăрăн шкула килсе ан кĕр!

Нелли уласах йĕрет. Мĕнле макăрмăн, ара? Ун чухлĕ укçа ăçтан туптăр вăл? Амăшĕ параяс çук. Пулсан, чармĕ-ха, анчах çынни вăл чирлĕскер, пачах ĕçлеймест.

Çак пăтăрмах пирки учительсенчен никам та пĕлмен, Нелли вара чылай вăхăт шкула пырайман, чĕрепе тепĕр хут аптраса ӳкнĕ. Пĕрле вĕренекенсем тантăшйе пулăшмалла укçа пухма пуçлаççĕ.

Каланă — тунă. Никам та пăрăнса юлман. Эрне иртсен мĕн пуррине шутласа пăхнă — çирĕм пилĕк тенкĕ.

— Шел, çитмест. Çапах та, тен, каçарать? Çырлахмаллах ĕнтĕ. Вĕрентекен-çке вăл. Ăнланатех пуль, — çапла шутлаççĕ те ачасем тепĕр кунне биологи урокĕ пуçланас умĕн укçана сĕтел çине кăларса хураççĕ.

— Мĕн япала ку? — тĕлĕненçи пулать çамрăк учительница.

— Нелли парса ячĕ, — тет пионерсен отряд Совечĕн председателĕ.

— А-а... укçа-и? — аса иленçи тăвать. Хăй хут укçасене йăпăр-япăр ярса илсе шутлама тытăнать. — Тем, ман унта нумайрахчĕ пек астăватăп.

— Ыттине ӳлĕмрен. Нелли — миллионер мар.

— Юрĕ, кĕтĕп.

Çĕнĕрен укçа пухма тытăнаççĕ ачасем. Ку хутĕнче пулса иртнĕ пăтăрмах пирки сăмах вĕçертмех тивнĕ. Ара, аслисем кам пĕр пус патăр сăлтавне пĕлмесĕр?

Шăп çак самантра флотран курма Инга савнийĕ — Мишша Чичканов таврăнать киле, шăпах унпа канашлама шутлаççĕ те ачасем.

Мишша тимлĕн итлет кĕçĕн тусĕсене.

— Ăнлантăм. Мĕн тумаллине пĕлетĕп. Атьăр ман хыççăн, — чĕнет вăл ачасене. — Ан кулянăр, халех учительницăна хăйĕн укçине тавăрса паратпăр.

Моряк вĕт-шакăра тараса патне ертсе каять. Салтăнать, вара вĕренпе çăла анать. Унта нумаях та тăмасть, Инга Юрьевнăн пĕчĕк сумкине тупса та тухать.

— Пăхăр-ха, укçи йĕпенмен-и? — хыпкаланаççĕ ачасем. Уçать моряк ридикюле. Виçĕ тенкĕлĕх хут укçапа вунă пус кăна иккен унта. Тĕлĕннипе ачасем антрасах ӳкеççĕ. Никам пĕр сăмах чĕнеймест. Мишша вара килнĕ кунах хăйĕн савнă хĕрĕпе курнăçмасăрах ялтан тухса вĕçтернĕ.

 

— Ăçта та пулин ĕçлетре? — ыйтрăм эпĕ çырма хĕрринче ларакан Инга Борзовăран.

— Ан пăшăрханăр, Итемри юлташ. Пирĕн çĕршывра ĕçсĕрлĕх çук.

— Тĕрĕсех калатăн та-ха, анчах пуçламăшĕнчех такăнтарнă чул катрамне айккинелле илсе пăрахма сăмăлах мар. Ӳлĕмрен ан чăрмантартăр тесен, çула тасатмаллах.

— Тăрăшăп.

— Мишша çырать-и? Вăл ĕнтĕ часах таврăнать-тĕр.

— Кая юлчĕ. Манпа юнашар — урăххи ĕнтĕ. Сăмах-юмах çыхăнмарĕ пирĕн.

— Тепре куриччен!— сывпуллашрăм та Инга Борзовăпа, велосипед çине утланса, район центрĕ еннелле пăрăнакан çул çине тухрăм.

 

34

Пĕлтĕрхи ноябрь уявĕ умĕнхи кунсенче манăн çамрăксемпе сывпуллашма тиврĕ: парти райкомне куçарчĕç. Халĕ унта ĕçлетĕп эпĕ. Инструкторта. ВЛКСМ райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулма Юльттинене суйларĕç. Маттур хĕр вăл. Район çамрăкĕсене кирлĕ пек пĕлсе ертсе пырать. Малашне те çаплах пуласса шанатăп. Унăн çамрăксем хушшинче авторитечĕ пур, пĕлĕвĕ те çителĕклĕ. Вăл ĕнтĕ— инженер. Чиперех вĕренсе тухрĕ.

Паян эпир субботника тухрăмăр. Райкомра ĕçлекенсенчен, дежурнăйсăр пуçне, пĕр çын та пӳлĕмре лармасть.

Ман аллăмра — шăпăр, йывăç тĕмĕсем хушшисенче çӳп-çапсене шăлса пухатăп. Ешĕл курăк сăмсаланнă. Çурхи сывлăш калама çук уçă, çу пек тутлă, тарăннăн çăтас килет.

Çапла хĕрсе ĕçленĕ самантра дежурнăй чӳречене уçрĕ те мана телефон патне чĕнни çинчен пĕлтерчĕ. Шăнкăравлаканне тăхтама хушрăм, субботник хыççăн калаçми пултăм. Анчах та ку кĕтекенни мар имĕш: хуласене çыхăнтаракан телефон станцийĕ шырать. Кама кирлĕ-ши вара эпĕ? Аякри сасă ман хушамата ыйтса тĕпчет, мана пăрахса кайма хушмасть, халех Ленинградпа çыхăнтарма пулать. Шăтăр-шатăр туни илтĕнчĕ. Вара çын сас пачĕ:

— Талюна, эсĕ-и ку?

Манпа калаçма тытăннă çынна тӳрех палласа илтĕм.

— Ким! Ким! Эпĕ ку, эпĕ! — тетĕп. — Салам!

— Мĕнле пурăнатăр, Талюна? Аннӳ, Илпинаспа Рубен чиперех-и тата?

— Пурте сып-сывах. Эсĕ ху мĕнле пурнан, Ким?

— Талюна, пĕлетĕн-и, мĕн? Мана Ленинградра çĕнĕ хваттер пачĕç. Икĕ пӳлĕмли!

— Питĕ лайăх.

— Анчах ăнлан: кил-çурт пур та, арăм çук-çке. Кил çути йăлтăркки, Талюна, эсĕ кăна маншăн. Ăнлан çакна, тархасшăн. Ним тăхтаса тăмасăр ачасемпе куçса килме йăлăнатăп. Аннӳне те ан хăвар. Кил-çурт ваттипе илемлĕ. Пысăк килйышпа савăнса пурăнар. Рубенăн кăçал вĕренме каймалла, ав. Пĕрле пулас-тăк, хăвна та çăмăлрах пулĕччĕ. Эпĕ те ачасемшĕн начарах ашшĕ пулмăп. Питĕ кĕтетĕп сире, Талюна. Ăнлан.

— Юрĕ, эс каланă пек пулĕ, Ким.

— Кĕтетĕп. Тухас умĕн телеграмма çаптар.

— Кĕт, пыратпăр, Ким, пыратпăр! Анчах та эсĕ... Сăмахăма вĕçлеме памарĕç, татрĕç.

Анчах, чим-ха, тĕрĕс турăм-и эпĕ? Ким халь кĕтет ĕнтĕ. Май пур-и-ха кайма? Шухăш йăлт пăтрана пуçларĕ. Пуçăм карусель евĕр çаврăнма тытăнчĕ. Чунăмра темле сасă кăшкăрать: «Çитет сана пĕччен пурăнма! Хапха юпи те мăшăрлă. Ĕмĕр иртет. Ан пăлхан, тĕрĕс турăн сăмах парса». Тупата, тепĕр тесен, икĕ ачана ертем те тухса вĕçтерем. Тен, анне те юлмĕ?

Каллех ĕçе васкарăм. Кăмăлăм çĕкленӳллĕ. Халь ман пĕтĕм çĕр питне çуса тасатма вăй çитессĕн туйăнать. Пуç çĕклемесĕр ĕçлетĕп. Хĕвел каçалла сулăннă çĕрелле райком картишне, пахчи-садне, урам тăрăхне тасатса, тирпей кĕртсе çитертĕмĕр. Пĕр кана тимĕр кĕреçе аврисем çине тайăнса уни-уни пакăлтаткаларăмăр та вара килелле салантăмăр.

Яла пырса кĕрсен, Вунеркке юлташăма тĕл пултăм. Вăл манпа юнашар утрĕ. Ким шăнкăравлани, вăл пире хăй патне пурăнма чĕнни çинчен пĕлтермесĕр чун чăтмарĕ.

— Каятăн-и?

— Çавраçил евĕр çавăрăнтарса тухса кайăттăм. Анчах ман пурнăç халь — лăп та шай арланă çип. Çинçе тĕлтен пат! татăлма пултарать. Майлаштарса сыпăп-ха, анчах тĕвĕ пурпĕрех юлать. Унашкал çип йĕп çăрти витĕр тухаймасть, пире те питĕ сикчĕллĕ тĕртĕнессĕн туйăнать. Шутласа пăх хăвах.

— Вăл сана юратать. Çакна ан ман, — вĕрентет мана Вунеркке. — Çын хăй юратнипе мар, хăйне юратнипе телейлĕ, теççĕ.

Туятăп, тусăм мана ăсатма хирĕç мар. Анне мĕн калĕ-ши?

Вунеркке юлташăма хамăр пата кĕрсе тухма чĕнтĕм.

Вăл хирĕçсе-мĕн тăмарĕ, ачасене курас килнипе те тунсăхланă имĕш.

Анне чей ĕçсе ларать. Пире курсан, хыпăнса ӳкрĕ. Вунерккене килĕштерни таçтан палăрать, ăна ниçта лартма пĕлмест.

Лăпланса çитсен, яланхилле хăйĕн ĕç-хĕлĕ пирки сăмах тапратрĕ:

— Ик-чак, ахаль лариччен вăрмана кайса ланккаса çӳрерĕм, — хашш сывласа илчĕ. — Улпут çуртне кĕтĕм. Вăрман хуралçипе калаçасшăнччĕ, килте пулмарĕ, амак тытасшĕ.

— Ах, анне, ма хыпаланан ун пекех. Вăрман çулĕ типтĕр-ха, — лăплантаратăп ăна. — Мĕн кирлине пурне те панă пире.

— Темле çав. Пӳрт хамăр çине ишĕлсе анасран хăратăп. Ик-чак. Виличчен çĕнĕ пӳртре пурăнса курас килни васкатать мар-и?

— Краçук инке, — калаçăва хутшăнать Вунеркке. — Виличчен пайтах пурăнмалла-ха.

— Кашни ирех хĕвел тухать, ик-чак, кун пуçласа вĕçлеме. Пĕлет-ши çын ĕмĕрĕ кун тăрăх иртнине?

Сăнатăп-сăнатăп та аннене, вăл ватăлнăçемĕн пурăнма васканă пек туйăнать. Тĕрĕс ĕнтĕ, çуртне лартмаллах. Лартăпăр-ха. Çын туман ĕç мар. Вăрçăра вилнисен çемйисене пӳртлĕх вăрман кастарма ирĕк панă. Хучĕ кĕсъерех.

— Анне, тен, çурт-йĕр çавăрса асапланмăпăр та? —вăлтатăп.

— Уйăх çине вĕçсе кайăпăр-и?

— Мĕншĕн уйăх çине? Паян Ким шăнкăравларĕ. Чаплă хваттер илнĕ тет. Кăмака хутма вутă кирлĕ мар. Шывĕ пӳртех юхса кĕрет. Ансат. Пире пурсăмăра та хăй патне, Ленинграда, пурăнмаллах чĕнет.

— Ик-чак. Мана та-и?

— Сана та. Ваттисĕр çемье илемсĕр тет вăл. Малтан анне йăл-йăл кулкаласа илчĕ. Ĕненмерĕ-ши кăмака хутмалла марриие, шыв пӳртех юхса кĕнине? Шӳтлет терĕ пуль мана. Кайран пичĕ туртăнса илчĕ, хаш сывласа ячĕ. Вара çапла каларĕ:

— Эх, хĕрĕм, ик-чак. Пĕр вăхăта пыракан киленӳпе пурăниччен, хам çавăрнă çак хăрăк-харăк йăварах сĕвемлесе пĕтерем кĕскелсе çитнĕ ĕмĕрĕме.

Акă сана — Ленинград. Каçса каяс кĕпер ишĕлчĕ те мар-ши?

Рубенпа Илпинас килчĕç. Маттурскерсем: Вунерккене сывлăх сунма пĕлчĕç. Мана, пукан çинче лараканскере, мăйран уртăнчĕç, икĕ айккинчен чăп та чăп чуптăваççĕ.

— Краçук инке, сирĕн каччăпа хĕре пăхса ытармалла мар. Лайăх пăхатăр вĕсене, — мухтать Вунеркке аннене.

— Май çитнĕ таран ĕнтĕ, май çитнĕ таран, — текелет анне. Мăнукĕсем çине ачаш, юратуллă куçпа пăхса илчĕ.

Илпинас йăпăр-япăр пăлтăра тухса кĕчĕ. Аллинче — ывăç тулли çеçпĕл. Ăна икĕ пая уйăрчĕ. Пĕрне мана, теприне Вунерккене парнелерĕ. Çеçпĕл! Çур илемĕ. Паттăр çеçке! Юр айĕнчен пур курăкран малтан шăтса тухать.

— Тавтапуç сана, Илпинас, — чечексене шăршла-шăршла илтĕмĕр эпир. — Ху та çак чечек пекех илемлĕ те паттăр ӳс.

 

35

Комсомол райкомĕн секретарĕ пулнă чух ял çамрăкĕсемпе пĕрмаях пĕрлеччĕ эпĕ. Парти райкомне куçнăранпа ман ĕç урапи çинче урăх ушкăн — çитĕннисем. Вĕсем хушшинче уйрăмах хĕрарăмсем йышлă. Нумайăшин упăшкисем вăрçă хирĕнчен таврăнаймарĕç, арăмĕсем тăлăха юлчĕç. Тăван çĕршыва хӳтĕлесе пуç хунă яшсен савнийĕсем те качча каяймсăр пурăнаççĕ. Мĕскĕнсем, хуйхăпах типсе ватăлаççĕ. Хăшĕсем юратнă каччине ĕмĕр тăршшĕпе чĕри варринчен кăлармасăр пурăнасшăн. Унашкалли кулянса пуçне пĕксе çӳрет. Теприсем çемьеленме ĕмĕтленеççĕ, анчах ăçтан тупăн-ха мăшăрлăх арçын? Вăрçăран тĕрĕс-тĕкел таврăннă арçынсен арăмĕсене ăмсанса, тепĕр чух вĕсене кураймасăр кӳлешсе çӳрекенсем те пур.

Юлашки вăхăтра хĕрарăмсем, çыххи татăлнă кĕлтерен ӳкнĕ улăм пĕрчи евĕр, сапалании палăрма пуçларĕ. Хăрушла япала ку. Чăн-чăн вăрçă чирĕ. Пĕчченлĕх, паллах, чуна пăнтăхтарать вăл. Пĕрисем ĕçке ярăнчĕç. Сăмакун юхтараççĕ те ĕçсе ӳсĕрĕлсе выртаççĕ е урам тăрăх ятлаçса, сӳпĕлтетсе çӳреççĕ. Ун йышшисемпе калаçнă эпĕ. Эрех ĕçсен хуйха-суйха манатăп тенине пĕр хут çеç илтмерĕм ĕнтĕ.

■ Страницăсем: 1... 12 13 14 15 16 17 18 19 20 21 22 23