Пулас кинсем :: Виççĕмĕш пайĕ


— Пирĕн килес, — саламларăм алăк урати урлă каçсан. Мĕн курни шутсăр тĕлĕнтерчĕ мана: урай тулли сухан сарăлса выртать, ура ярса пусма вырăн çук! Тĕпелте икĕ хĕрарăм. Пĕрин аллинче писмен. Вăл тулли тултарнă хутаçа виçет. Çав тери ĕçлĕ хăйсем, килнĕ çынсем çине çавăрăнса та пăхмаççĕ.

— Кунта сан пилĕк килограмм, — пĕлтерчĕ виçекенни.

— Ĕмĕтсĕрленесси, суясси пĕтмест вара çав сан, кума, — çиллес сассипе каларĕ виçнине куç сиктермесĕр сăнаса тăраканни. — Килте виçсе килтĕм — шăп çичĕ килограмм.

— Эппин, ху кай Хусана, ху сут. Хула майрисем мĕнле улталанине курăн вара. Пĕр пуссăр таврăнăн. Пĕлетĕн-и?

Ăнлантăм: кунта суту-илӳ пырать иккен. Писменли, паллах, кил хуçи.

— Вăй патăр, — терĕм ним калама аптранă енне.

— Сире мĕн кирлĕ: сухан-и е çăм? — писменли ыйтрĕ, пирĕн çине куç хӳрипе те пулин пăхмасăр.

— Сухан, — персе ятăм.

— Нумай туянасшăн-и?

— Мĕнпур пеккине йăлтах.

— Кирек мĕн чухлĕ туянсан та, Хусан хакĕпе сутатăп.

— Ял çыннисенчен йӳнĕпе туянан-çке. Ку çеç мар, тата виçине те суйса чакаратăн-ха,— терĕм.

— Ха, сирĕн мĕн ĕç? Мĕн эсĕ мана суд туса тăран? — хаяррăн кăшкăрса пăрахрĕ. — Туянас килсен, курттăм туян, кăшт чакарăп та.

— Спекуляцишĕн миçе çул тĕрмене хупнине пĕлетĕн-и? Халех акт çыратпăр.

Хĕрарăм шартах сикрĕ пулас. Пирĕн çине тинех чарлаттарса пăхрĕ. Вара сасартăках йăвашланчĕ. Сĕтел патне сукмак хывса, суханĕсене айккинелле сирме тытăнчĕ хайхискер.

— Ах, çырлах, хăнасем килнĕ-çке ман пата, эпĕ сисмен те. Иртĕр-ха, иртĕр. Пăх-халĕ, мĕнле хитре хĕрарăмсем. Ара, иккĕшсĕр пуçне, йăлтах хамăр ялсем-çке. Ларăрах сĕтел хушшине, самант сăра тултарса тухатăп.

— Тунякка аппа, эпир ĕçме килмен, ниçта та тухмастăн, — чарчĕ ăна Наçтук бригадир. Вăл пирĕн енне пуçне сĕлтрĕ. — Кусем — районтисем. Кала-ха, мĕншĕн хутшăнмастăн колхоз ĕçне?

— Колхоз ĕçĕ пурнăçа йăлтах хăрăнтарчĕ, — касса татрĕ кил хуçи Наçтука.

— Спекуляци туса пуяс тĕллев лартрăн-и?

— Пуйма терĕн. Мĕн унта? Пӳрте сиплесе çĕнетрĕмĕр çеç, — тӳрре тухма хăтланать Тунякка аппа. - Ку пуйни-и вара, хĕрĕм?

— Ял çыннисенчен сухан, çăм йӳнĕ хакпа туянса хулана илсе кайса хаклăпа сутни — совет саккунĕсемпе килĕшсе тăмасть. Ун пек çынсене судпа айăплаççĕ. Пухнă мулна, сăмахран, пӳртне, конфискацилеççĕ. Тепĕр тĕслĕ каласан, туртса илеççĕ, хăвна тĕрмене лартаççĕ.

— Айтурах! Хăрататăн-çке эсĕ мана, тупата, — кил хуçи икĕ аллипе те пĕççине шарт! çапрĕ.

— Тĕрĕсне калатăп. Халĕ ĕнтĕ районтисем те килсе курчĕç. Апла-капла ан пултăр тесен, ку суханна паянах колхоза кайса пар, ыран ĕçе тух. Унсăрăн шар курса тăрăн. — Çапла вĕçлерĕ бригадир хăйĕн сăмахне.

Кил хуçи макăрса ячĕ. Ямăт укçа сăптăрма хăнăхнă çыннăн кăмăлĕ улшăнсах тăрать, кĕске вăхăтра пĕтĕм ăшчиккине тавăрса кăтартать-мĕн вăл. Хаярланчĕ, çавăнтах йăвашланчĕ, каçарма ыйтрĕ, сăмах та пачĕ ку усал ĕçе пăрахма....

Тухса каяс умĕн ăна та ял хĕрарăмĕсен пухăвне чĕнсе хăвартăмăр.

 

37

Çĕнĕ кун кăч-кăч! кăч-кăч! каскалакан пуртă сассипе пуçланчĕ. Платниксем паян пӳрте мăклама килчĕç. Анне вĕсен çывăхĕнче ăшталанса çеç çӳрет. Халĕ вăл калама çук çамрăк курăнать. Тумĕ уяври пек: сурпан сырăннă, матка тутри çыхнă, çийĕнче — куçлă-куçлă улача кĕпе, икĕ аркăллăскер, аркисем — хĕрлĕ сатин.

Эпĕ лаçра тăрмашатăп. Ĕçлекенсене ирхи апат — çăмарта хăпартни туса çитертĕм. Пĕрер стакан вĕретнĕ сĕт ĕçрĕç. Платниксем тин çеç лаçран тухрĕç те ĕçе кӳлĕнчĕç.

Пусăран шыв ăсма тухнă чух курах кайрăм: пĕрене çинче чĕлĕм паклаттарса Макаç мучи лара парать. Эпĕ ăна курманни хăçантанпа? Ах, ытла ватăлса кайнă-çке вăл. Çĕр çула та çитнĕ-тĕр? Хевти те юлман пулĕ ун? Тӳсме çук шăрăх пулин те, пуçне хăй çĕлĕк тăхăннă. Ун айĕнчен сухалĕ пекех шап-шурă çӳçĕ курăнать. Анне пырса тăчĕ ун патне.

— Сывлăх сунатăп, Макаç мучи! — саламлатăп ăна.— Мĕнле пурăнан?

— Кĕтĕр-катĕр анчах. Пурнăç хытти аптратать. Сывлăх пĕтрĕ. Пӳрменнине туртса илеймĕн. Пехĕтсĕр çын ĕнтĕ эпĕ, — ӳпкелешет Макаç мучи. - Ăшчик пӳлĕнсе тăрать.

Ним туса лăпланайман енне эсир пӳрт хăпартнине килсе курам терĕм.

— Э-э, ик-чак... Кур-кур, чару çук.

— Па-а, вăртах, пӳртне мĕншĕн урам хĕррине мар, таçта мура, шала лартан? Латсăр пулмасть-и ун пек? Ниçталла мар — таçталла ку сан.

Эпĕ пахчана, пусă хĕрринелле утрăм. Анне сăмахĕ мана илтĕнмест. Анчах вăл Макаç мучие мĕн каласа ăнлантарасси маншăн паллă.

Эрне хушши тавлашрăмăр аннепе пӳрте ăçта лартас пирки.

Лаç пирĕн урам хĕрринче. Ăна пăстарма юратчĕ. Çук çав — ун умĕнче хур-кăвакал çĕр каçать. Хур ларакан вырăна пӳрт вырнаçтарма юрамасть, сивĕ пулать имĕш, ĕнтĕркесе хĕл каçма тивет. Сарайĕнче вара ĕне выртса çĕр каçать. Ĕне выртнă çĕре пӳрт лартсан, ăшă та хăтлă пулать, тет. Иштерчĕ çав хуралта пирĕн анне. Чармарăм.

Шыв ăсса таврăнтăм. Вучах чĕртетĕп. Ăстасене тăрантарма анне ятарласа така пустарчĕ. Унсăрăн пӳрт сивĕ пулать, тет.

Хăçантанпа хăшкăлатпăр ĕнтĕ çак ĕçпе. Виççĕмĕш çул тапаçланатпăр. Виçĕ çул ĕнтĕ отпуск вăхăтĕнче килтен тухса кураймастăп. Хĕрӳ тапхăр çитсенех, анне çапла евитлет хурать:

— Э-э, ик-чак... Талюна хĕрĕм, ĕçлекенсене пĕччен пăхма хал çитерейместĕп.

Ман вара ирĕксĕрех ĕçрен тӳлевсĕр канăва тухма та тивкелерĕ.

Виçĕмçул вăрман кастарса, пĕренисене тиеттерсе килтертĕм. Пĕлтĕр, çу кунĕсенче, пуралаттартăмăр. Вăрмантан кӳрсе килнĕ кашни пĕренене анне хыпаласа та çупăрласа тĕрĕслерĕ.

— Ах, ик-чак... хăшĕ те пĕри ама йывăç пулинччĕ, — шав хăй тĕллĕн мăкăртатать.

Çункав пухакан Илпинаспа Рубен кукамăш хăтланăвĕсене курса тĕлĕнеççĕ. Пĕчĕк хĕрĕм вара ыйтса пĕлмесĕр тӳсеймерĕ:

— Кукамай, мĕншĕн кирлĕ сана ама йывăç? Ăмма шыран ăна?

— Эх, ик-чак... Çуртăмăра ама йывăç кĕтĕрччĕ тетĕп-çке. Вăл инкек-синкекрен сирсе тăрать, хуйха-суйха çывăха ямасть, тет. Пӳрт хуçисем вара ĕмĕр телейлĕ, тулăх пурăнаççĕ.

— Ох-хо-хо! — тĕлĕненçи пулать Рубен. Вăл карчăксен халапне ĕненмест ĕнтĕ, апла пулин те, хирĕçлесе, ун-кун каласа, ватă çынна кӳрентермест. Паян ăна кукамăшĕ ирех вăратнă. Вăл — пулас арçын, куртăр çурт-йĕр мĕнле хăпартнине. Кам пĕлет, тен, ĕмĕрĕнче хăйĕн те çурт лартма тĕл килĕ.

Илпинас лаçра мана пулăшать. Çĕрулми шуратать, ав. Хуран айĕнче çунтарма паçăр хурăн вутти йăтрĕ.

Ĕнтĕ пӳрт никĕсĕ хатĕр. Пĕренесене вырнаçтарма тытăнчĕç.

Тем шутласа кăларнă тата пирĕн анне. Хыпаланса кĕчĕ лаççа. Мĕн пулнă-ши? Аллинче — сурăх çăмĕ. Йăрхахра çакăнса тăракан сăхман кĕсйине тем тустарать.

— Ара, ик-чак... кĕсъенех ятăм-çке, ăçта кайса кĕчĕ пулать-ха? Кам та пулин илчĕ-ши?

— Мĕн çухатрăн, анне? — кăсăкланатăп.

— Кĕмĕл укçасем хатĕрленĕччĕ. Кĕсъене ятăм терĕм.

— Чим-ха, паçăртарах сĕтел çинчен кĕмĕл укçасем пухса илтĕм. Çавсем марччĕ-и?

— Çирĕм пуслăххисем пиллĕкчĕ. Э-э, ик-чак... Енчĕке уçса, вак укçасем кăларса тыттартăм. Вăл кĕмĕл укçасене çăмпа чĕркерĕ те лаçран самант тухса шурĕ. Каллех тем тĕшмĕшленет пулас? Алăка уçрăм та сăнама тытăнтăм. Юрать-ха, ачасем пахчана тухнă тĕл пулчĕ.

Ăстасем виççĕмĕш пĕренесене вырнаçтарнă, мăкне сараççĕ тăватăмĕш пĕренесене хума.

— Тăхтасамăр-ха кăшт, тăхтасамăр, — чарчĕ вĕсене анне.

— Кинемей, татах чăрмантаратăн-и-ха? Васкатпăр.

— Эх, ик-чак. Пĕлместĕр-и вара, чи малтанхи хут пӳрт мăкламастăр пулĕ?

Аннене куçран вĕçертместĕп. Пулас пӳртĕн сулахай кĕтесне хайхи кĕмĕл укçасем чĕркенĕ сурăх çăм чăмаккине мăк хушшине чикесшĕн тăрмашать. Тем мăкăртатать хăй. Вара сăхсăхнă май ӳксе пуççапрĕ.

— Мĕн ăрăмăçлан, кинемей, ху çуртна ху? — ыйтрĕ ăстасенчен пĕри — çамрăк йĕкĕт.

— Нимле ăрăмăç та тумастăп, ик-чак... Илтмен те, курман та-и вара эсир? Пӳрт мăкласа хăпартнă чух, турăш лартмалли кĕтесе виç пĕрене хурсан, çăмпа чĕркесе укçа хураççĕ.

— Мĕнле усă парать вара вăл? Е ĕмĕрне те вилесшĕн мар эсĕ, тăхлачă? — эйпешкеленет çав йĕкĕтех.

— Çуралтăн-тăк, вилессинчен хăтăлаймăпăр, ик-чак... Çăмпа укçа чĕркесе хĕстернинчен усси пур, теççĕ. Пӳрчĕн ĕмĕрĕ вăрăма тăсăлать, унта пурăнакансен пурнăçĕ телейлĕ пулать. Эпĕ ача-пăчасăр çын мар, хĕрĕм те, ывăлăм та, мăнукăмсем те пур. Вĕсемшĕн пӳрт лартатăп. Пурăнччăр ырă курса.

Ăстасем тек карчăка юмахлаттарса чăрмантармарĕç, пĕр кана кулкаласа илчĕç те каллех ĕçе пуçăнчĕç.

Тепĕр темиçе эрнерен пирĕн пӳрт тăрланчĕ. Пӳлĕмсем карса, алăксем лартрăмăр. Урам енче тăватă пысăк чӳрече. Кантăксем чечек çурчĕç темелле: тул енчи хашаксене ăстасем тем тĕрлĕ эрешлесе пĕтерчĕç.

Кăмака туса мăрье кăларсан, урай сăрласа типĕтсен, пурăнма куçрăмăр.

Пӳлĕмсенче çутă, духи сапнăн, тутлă сухăр шăрши тăрать.

Сĕтел, пукан, йывăç кравать лартса, уйрăм пĕчĕк пӳлĕм патăмăр Рубена. Уроксем тума ăна кунта никам та чăрмантармĕ. Лайăх вĕрентĕр. Стенасем çине ӳкерчĕксем çакрăмăр та, чăннипех илем çиçет.

Эпир те, Илпинаспа иксĕмĕр, пĕр пӳлĕм йышăнтăмăр — пысăккине. Аннен те хăйĕн кĕтесĕ пур.

Йĕрке кĕртсе çитерсен, кĕркунне, пахчаçимĕç пухса кĕртнĕ хыççăн, çĕнĕ çурт ĕçкине пуçтарăнтăмăр.

Илай шăллăм шăп та шай çĕнĕ çурт ĕçки пуçланнă тĕле çитрĕ. Маттур вăл пирĕн. Килтен тухса кайсан, çапкаланса çӳремерĕ. Ĕçлерĕ кирлĕ таран. Çартан таврăнсан, институт пĕтерчĕ. Ĕнтĕ вăл чăн-чăн çын — геолог. Çĕпĕрте çĕр айĕнчи пурлăха шырать.

Ывăлĕ килнĕшĕн анне чикĕсĕр савăнчĕ. Пăртакçă ĕçрĕ те хĕрчĕ. Илая ытала-ытала юрлать:

 

Пахча кайăк — саркайăк

Хăй йăвине кăтартмасть, ай-яй-яй;

Ун йăвине кам пĕлмест? —

Çӳлти хампар пуçĕнче...

 

Унччен те пулмарĕ тăчĕ те сиксе, яра пачĕ ташша. Хăнасем шартлаттарса алă çупаççĕ, пускил çынни купăс калать. Анне сăвă кĕвĕлесе тăпăртатать:

 

Кук сасси пек сассăм пур та,

Пăрчăкан ташши ташшăм пур! Их-их!

 

Питĕ илемлĕ, асăнмалăх пулчĕ ку çĕнĕ çурт ĕçки. Хăнасем нумай пухăнчĕç, тем те парнелерĕç. Вунеркке тусăм, ав, Рубен валли кĕнекесем хума ятарласа этажерка тутарнă. Варукпа Демьян тĕрлĕ татăк-кĕсĕксенчен килте тĕртнĕ кавир сарса хăварчĕç урайне.

Ырă тăван-пĕтен, тус-тантăш пур чух пурнăç тени чăннипех уяв çав.

 

38

Тĕлĕнтермĕш хыпар! Кашни тĕл пулакан çыннăн челхи вĕçĕнче пĕр сăмах-юмах явăнать: «Хумăш Варукĕ уйрах, сухаланă çĕрте, тракторĕ çинчех ача çуртса пăрахнă...»

Ĕлĕк чух сайра хутра тырă вырнă çĕртех çуратакансем пулкаланă. Хальхи саманара ĕçре, уйрăмах трактор çинче, ача çуратни, паллах, килĕшӳсĕртерех япала. Ĕненме хĕн! Анчах, мĕн пытармалли пур, çапла пулнă. Йăлтах чăн.

Ах, ку Варука, мĕн-ма çав териех чăрсăрланать-ши? Эпĕ тӳрех больницăна чупрăм Варук патне. Кĕтни кăлăхах терĕç, паян никама та ун палатине кĕртмеççĕ.

Тепĕр кунне тин ирĕк пачĕç Варукпа курнăçма. Чи çывăх юлташĕ пулнине шута илсе.

Ав вăл шурă простынь сарнă кравать çинче выртать. Сăн-сăпачĕ пĕртте хăратса пăрахмарĕ мана. Чип-чиперех. Питçăмартисенчен те юн тарман.

— Ну, мĕнле сывлăхсем?

— Лайăх туятăп, пепкем те аптрамасть.

Ятлас килет ăна, анчах шăла çыртса тӳсетĕп. Юрамасть. Пурпĕрех каларăм:

— Мĕншĕн хăвна хĕрхенместĕн? Отпуск илмеллеччĕ.

Ăна çын каласа çĕнтерейĕ-и? Хăйĕннех перет:

— Кĕтменччĕ эпĕ. Вăхăт çитиччен сиксе тухрĕ, атту больницăра çуратмăп-и?

— Йывăр япала çĕклерĕн, ахăртнех?

— Çук-çке. Анах чухлатăп ĕнтĕ. — Варукăн халичченхи евĕрех сăмса çунаттисем вылянса илчĕç. — Арçын ача тени çапла вăл: чарусăр, хырăмра та канлĕ выртмасть. Эй, ара, пулин. Пачах хуйхăрмастăп. Ахальтенех васкамарĕ-тĕр-ха. Тен, ăна ăраскалĕ илĕртрĕ? Самани хĕрӳ халь. Тĕнчери мире сыхлама паттăрсем кирлĕ.

Пĕлетĕп Варука: вăл нихçан та нăйкăшмасть. Шухăшĕсем те унăн халĕ — таса, ĕмĕчĕсем — ырă.

— Часрах сывалăр, Варук тусăм, — пил парса хăвартăм.

 

Демьян шăнкăравларĕ:

— Арăма ачипе киле илсе таврăнтăм. Хăнана чĕнетĕп сире, Талюна.

Парнелĕх кипкесем туянтăм та йыхăрнă çĕре вĕçтертĕм.

Саккăрмĕш ача ĕнте вĕсен! Малтанхи ывăлĕ хыççăн Варук виçĕ хутчен йĕкĕрешсем çуратрĕ. Ку пĕччен килнĕ тата. Матур хĕрарăм вăл ман фронтри тусăм.

Варук килте пĕчченех. Мана сĕтел хушшине лартасшăн каллĕ-маллĕ кумма тытăнчĕ. Хăй темшĕн чӳречерен вĕлт! те вĕлт! пăхса илет.

— Эсĕ, Варук, вырт-ха. Вĕрĕлĕн акă. Ача хыççăн хĕрарăмăн чирлесси аякра мар.

— У териех ачашланас йăла çукчĕ-ха, — алне айккинелле сĕлтсе илчĕ.

— Чим-ха, пепкӳ ăçта вара сан? — ыйтрăм, ача ниçта та çуккине асăрхаса.

Яваплама ĕлкĕреймерĕ. Çак вăхăтра ачасем пӳрте кĕшĕлтетсе кĕчĕç.

— Анне! — кăшкăрса ячĕ пĕр ачи пăшăрханнă сасăпа. — Сарайĕнче такана çинче пĕр пĕчĕк ача, пиеленĕскер, выртать!

— Аппай! Чăнах-и? — пĕççине шарт! çапрĕ Варук. Хăмăр куçне çутăлтарса ытарлăн ыйтрĕ: — Кам килсе хунă-ши?! Мĕн тăвăпăр ĕнтĕ, ачамсем? Çырма тĕпне кăларса ывăтăпăр-и?

— Мĕн эсĕ, анне?! Апла юрать-и вара? Унăн пирĕн пекех ӳсес килет-тĕр?

— Ах, шел-çке ăна шутсăр, пĕчĕкскере, — йĕрсе ячĕ иккĕмĕш ачи. — Чи малтан эпĕ куртăм ăна, сарайне пытанма кĕрсен. Анне, киле илсе кĕрер ăна. Юрать-и?

— Киле? — чăрласа пăхса илчĕ Варук ачисем çине. — Мĕн тумалла-ши? Илсе кĕрсен, кӳрентермĕр-и ăна? Юратăр-и? Пăхăр-и?

Ачасем пĕр саслăн çав сарайĕнчи такана çинче выртакан пепкене чунтан савма, ăшă сĕт ĕçтерме, маннă пăтти пĕçерсе çитерме пулчĕç.

— Юрĕ эппин, — килĕшрĕ Варук ачисемпе. — Эсир каланă пек пултăр. — Лешсем, савăнăçлăн кăшкăрашса, кĕшĕлтетсе тухса кайрĕç пӳртрен. Варук мана куç хĕсрĕ.

— Атя, Талюна, тупăннă пепкене илме, — чĕнчĕ вăл, йăпăштин кулса илнĕ май. Эпĕ ку кулăшла мыскарана тавçăртăм кăшт. Чăнах, чăн-чăн камит вăл Варук, чее.

Сарайне кĕтĕмĕр.

— Анне, куратна? Ав, ав вăл! Утă купи çинчи таканара, — аллипе тĕллесе кăтартрĕ ыттисенчен кăшт çӳллĕрех арçын ача.

Кĕрр! сырса илтĕмĕр таканана.

— Ах, ăçта пăрахса хăварнă мĕскĕне, — пуплет Варук, ачана алла илсе чуптунă май. — Ылтăнăм, ăмăрткайăкăм. Сана, няняма, аппу-пиччӳсем питĕ хĕрхенчĕç.

— Анне, эпĕ те чуптăвам-ха ăна!

— Кӳр, хам çĕклем!

— Ай-уй, куçĕ хупă! Мĕншĕн уçмасть? Суккăр-им вăл?

— Паппа тăвать, — ăнлантарать Варук хăй тавра тĕпĕртетекен вĕт-шакăра. — Халь ăна чуптума та юрамасть. Кăшт ӳссен, тархасшăн.

— Мĕн ятлă-ши вăл? — тĕпчет пĕри те пĕри.

— Айванскерне кам мĕнле чĕнетĕр? Пĕрле ят хума тивет. Шырăр илемлĕ ят, — хушать амăшĕ ачисене. Лешсем вăштах ятсем тупрĕç: Кĕçтенкки, Тимуш, Савик, Сентти.

— Селĕм ятсем сĕнетĕр, — Варук пĕрне те теприне пуçĕнчен ачашласа илчĕ. — Аçу мĕн тейĕ-ха. Ун кăмăлне те шута илмелле. Вăл ĕçрен таврăнсан, пĕрле суйласа илĕпĕр пĕр-пĕр хӳхĕм ят. Юрать-и?

Алкум картлашкипе хăпаратпăр. Вĕт халăх амăшне такăнса ӳкесрен сыхланма астутарать. Пӳрте кĕрсен, Варук аллинчи ачине çӳле çĕклерĕ те пил пачĕ: «Тăван çĕршывăмăра юрăхлă çын пулса ӳс. Юман пек патвар çитĕн. Хĕвел пек çуталса тăр. Уй пек аслă, шĕшкĕ пек хунавлă пул. Кăкăр сĕчĕ паракан аннӳпе утьăкка сиктерекен аçуна юрат, тăванусене хисепле. Саркайăк пек савăнса, хăлат кайăк пек авкаланса, хуракăш пек мамăкланса пурăнмалла пултăр. Ух-ух!»

■ Страницăсем: 1... 14 15 16 17 18 19 20 21 22 23