Пулас кинсем :: Виççĕмĕш пайĕ


— Анне, папана ăçта вырттарас тетĕн? — йĕри-тавра пăхкалать хĕрачи.

— Кун пирки шухăшламан та эпĕ, — хыпăнса ӳкенçи тăвать Варук. Унтан ывăлне çапла каларĕ: — Левуç, пыр-ха, пăлтăрта сăпка пур, илсе кĕр пӳрте.

Йышпа Левуç илсе кĕнĕ сăпкана мачча кашти çинчи пăтаран çакрăмăр. Вара амăшĕ пепкине мана тыттарчĕ те сăпкара вырăн сарса тирпейлерĕ. Кун хыççăн эпĕ ачана сăпкана вырттартăм, сиктерме тытăнтăм, авалхи юрра юрласа:

 

Чу-чу, чуччуне,

Хурама хуппи сăпки,

Çĕмĕрт йывăç пĕкечи,

Пилеш йывăç сиктерми,

Çиччĕ пирĕ çивитти.

Ачине, нянине,

Альлине, тяппине,

Тетте илер выляма,

Пыл хыптарăп çăварна, ня-ня, па-па...

 

Вĕт-шакăра тунсăх пусрĕ. Пулни-иртнипе вăрахчен киленсе тăма тӳсĕм çук вĕсен, çĕнни кирлĕ. Тăтăшах кăсăклăнтараканни пултăр. Тухса кайрĕç тĕркĕшсе.

— Юрĕ, паян выльăр та, ыран пахчара çĕрулми çумлама тытăнатпăр! — çак сăмахпа ăсатрĕ вĕсене амăшĕ. Хăй çийĕнчех йăшăлтатакан пепкине, сăпкаран илсе, çĕнĕрен типĕ кипкепе пиелерĕ, унтан ăна кăкăр ĕмĕртме ларчĕ.

— Мĕнле спектакль йĕркелесе ирттертĕн çак эсĕ? Пуссан та тĕшмĕртместĕп, — ыйтрăм эпĕ Варукран. Вăл ахăлтатса ячĕ.

— Çапла майпа хам вăтаннине пытартăм, — хăй кулма шав чарăнаймасть. — Ачамсенчен именетĕп, ку пĕчĕккине эпĕ çуратнă тесе ан шухăшлаччăр. Тупнă шăллĕне ытларах юратĕç, хĕрхенĕç тетĕп.

— Шухăшласа кăларан та вара эсĕ, — иксĕмĕр вара чун каниччен култăмăр.

Варук ывăнчĕ пулĕ, питçăмартисем тĕлкĕшме тытăнчĕç унăн, нар пек хĕрелчĕç. Температури хăпарчĕ, ахăртнех.

— Эсĕ вырт-ха, вырт, — сĕнетĕп ăна.

— Ачасен кĕпе-йĕммисене кĕлернĕччĕ, ухса пăрахас тенĕччĕ.

— Тарам пултăр.

— Ейпух, хама тем кансĕрле туятăп.

Варук йывăç кравать çине майланса выртрĕ. Эпĕ ăна икĕ хут утиялпа витрĕм.

— Эсĕ, Талюна, упăшка киличчен ан кай-ха эппин.

Демьян часах таврăнчĕ. Вăл алăк урати урлă каçнă-каçман арăмĕ патне ыткăнчĕ.

— Чирлемерĕн пулĕ-çке? — хыпăнса ӳкрĕ хайхискер, йăпăр-япăр алă тупанне арăмĕн çамки çине хучĕ. — Ах, кăвар пек çунтаран. Халех вĕри сĕтпе пыл ĕçтеретĕп.

Куритери кĕлерсе хунă кĕпе-йĕм çине пăхса илчĕ.

— Аллуна шывпа йĕпетме юрамасть. Каларăм-çке сана, кĕпе-йĕмне хам çăватăп тесе. — Тытăнчĕ читлĕхри пакша пек кускалама: сăпкари ачан кипкине юсарĕ, тулли витре, пуракпа хыр йĕкелĕ йăтса кĕчĕ, сăмавар чĕртрĕ...

Эпĕ ним те чĕнместĕп, Демьян чупкаланине çеç пăхкаласа тăратăп.

— Варук-Варя, вилме ан шухăшла эс тата, — йĕрсе ярас пекех Демьян.

— Мĕн кирлĕ мара юмахлан эсĕ, Тимук? — кăмăлсăрланчĕ арăмĕ.

— Ача çуратасси вăл çăмăл маррине ăнланатăп. Эсĕ, Варук, хăв ним те ан ту. Эпир ачасемпе самант ĕлкĕретпĕр. Йĕп вĕçĕ чухлĕ те ан пăшăрхан. Пурăн, пурăн кăна!

Кăшт чирленĕшĕн çын вилмест те-ха.

Тупата, телейлĕ ман фронтри хĕр-юлташăм. Çав тери лайăх упăшка лекнĕ ăна. Варука çĕклесе çӳременни кăна.

Эпĕ сывпуллашса тухса каятăп. Ара, çавнашкал айван мар-çке: виççĕмĕш çын кунта ытлашши.

 

39

Илпинаспа иксĕмĕрех килтĕмĕр масар çине. Хуйхăллă эпир. Хамăра тăлăххăн туятпăр. Ара, çемьере пĕр харăс икĕ çын катăлчĕ-çке.

Аннен вилтăпри умне пырса тăтăмăр. Хĕрĕм нӳрлĕ тăлавар татăкĕпе уйăх каялла лартнă палăка тусанран тасатать. Ман ним тума та алă çĕкленмест — чунăм ытла пусăрăнчăк. Чĕлтĕрти чечексем те кăмăлăма çĕклентерме пултараймаççĕ.

Анне... Хĕвелĕн чи çутă шевли анне тивлечĕпе лăпкатчĕ пире, хура тăпра хăйĕн сĕткенлĕ çимĕçне, йывăç-курăк пыллă улми-çырлине анне аллипе парнелетчĕ... Халĕ кил-çурт ăшчикки унсăрăн йăлтах пушă кăшкар пулса юлчĕ. Вут хутса кăларнă кăмака та ăшăтмасть пире. Выльăххи-чĕрлĕххи те пуçне пĕксе макăрать, хур-кăвакалĕ те мăйĕсене тăсса хурлăхлăн какăлтатать. Вĕсем, паллах, тарават та ырă кăмăллă кăштăрти карчăкшăн тунсăхлаççĕ ĕнтĕ. Урам хапхи те, пахча калинкки те салхуллăн чĕриклетсе уçăлаççĕ.

Çĕнĕ пӳртре анне тăватă çула яхăн пурăнчĕ мансăрăн. Ачасемпе кăна. Çурт тăрланă çул мана партин аслă шкулне, Мускава, вĕренме ячĕç. Ывăлăмпа хĕрĕме анне савăнсах йышăнса юлчĕ.

— Ара, ик-чак... Руньккапа Илпинассăр эпĕ пĕр кун та пурăнаяссăм çук, куляннипе ӳксе вилĕп. Вĕсем текех пĕчĕк ачасем те мар, — тетчĕ те пĕрне, теприне пуçĕнчен ачашласа илетчĕ. — Эх, сулутайăмсем.

Хама вара Мускава тухса каяс чух, лайăх астăватăп, çапла каланăччĕ:

— Э-э, ик-чак... Эсĕ тухтăр пуласшăнччĕ-çке, Талюна хĕрĕм. Çавăнтах каймалла марччĕ-ши? Вăхăтна усăсăр сапалани мар-ши ку? Кайран йывăр лекмĕ-и хăвнах? Хĕвел вăл тухать те анать, систермесĕр пирĕн кунçула кĕскетет.

— Ан кулян, анне, — йăпатса лăплантарма тăрăшрăм ăна. — Парти ĕçне эпĕ чунтан юрататăп. Çынсене пирĕн ĕç те тухтăр сиплĕхĕ евĕрех кирлĕ.

Кайран-малтан анне тек нихăçан та ман пурнăç пирки пăшăрханнине кăтартмарĕ. Ачасене вăл чунне парса пăхрĕ. Ахальтен мар шкулта лайăх ĕлкĕрсе пычĕç. Çу кунĕсенче, каникул вăхăтĕнче, тăватсăмăр та пĕрлеччĕ. Колхозра ĕçлеттĕмĕр. Илпинас, Рубен тата хам ир-каç шыва кĕрсе киленеттĕмĕр. Мĕн чухлĕ кĕнеке вуламан-ши тата! Уйрăмах летчиксем çинчен. Тавлашаттăмăр. Эпир тупăшнине анне килĕштерместчĕ.

— Хирĕçсе каятăр акă, — чарма пикенетчĕ вăл. Эпир вара кулаттăмăр.

Сахал мар кала-кала панă эпĕ ачасене хамăр вĕçевçĕсем çинчен те. Рубенăн чăн-чăн туртăмне чухлама пĕлмен иккен эпĕ ун чухне, Вăл Омск хулине, ашшĕ пурăнакан çĕре, кайса килесшĕн пулчĕ. Чармарăм. Ятăм. Кам шутланă çапла пулса тухасса? Курма тесе кайрĕ те киле таврăнмарĕ. Мĕнпе илĕртрĕ-ши ашшĕ? Самолет çине лартса ярăнтарнипе-ши? Летчик тăватăп санран тесе-ши? Пĕлместĕп. Ахăртнех, çаплах пуль. Анчах ывăл таврăнмарĕ, унтах юлчĕ.

Çапла пирĕн ĕç-пуçсем. Тăлăх эпир. Анне патне, масар çине, тăтăшах килсе тăратпăр, вăл пире тӳлек кăмăлĕпе хуйха-суйха мантарать, хăй те пирĕнтен селĕм хыпар кĕтсе выртать пекех туйăнать.

— Рубен таврăнмарĕ. Килетех вăл, эс уншăн ан кулян, — тетĕп аннен ыйтуллă сăнне асра тытса.

— Кукамай, ĕнер пирĕн шкулта пуху пулчĕ. Чăх-чĕп ферминче тăрăшса ĕçленĕшĕн пире колхоз председателĕ парне пачĕ. «Кукаму пек паттăр эсĕ, Илпинас», — терĕ пĕтĕм ачасем умĕнче. Çитес каникул вăхăтĕнче каллех ĕçлеме сăмах патăм. — Ку Илпинасăн тупа туни пулчĕ, ахăртнех.

 

Ĕçрен киле таврăнтăм. Пӳрте кĕнĕ-кĕмен ман ума Илпинас пырса тăчĕ.

— Талюна анне, саламла мана.

Пăхса илтĕм те ун çине — ытармалла мар хитре те-çке, мур илесшĕ. Сенкер куçĕ çăлтăр евĕр хĕм пĕрĕхтерет. Сарă вăрăм çӳçĕ сĕлĕ шерепи майлă çурăм çийĕн сапаланса эрешленнĕ. Çӳлти тути хĕрринчи ясмăк пĕрчине — турпаллине куратăп та, тӳрех амăшĕ — Оля куç умне тухса тăрать.

— Йăлтах аннӳне пăхнă эсĕ, Илпинас, — тетĕп ăна. — Çӳхе туту хĕррине хăмăр сăрă пăнчă тумлатма та манман вăл.

— Пĕркун: «аçуна туртнă, ун сăнарлă эсĕ», — терĕн-çке. Аттен те янахĕ манăнни манерлĕ, пăнт путăк.

— Пĕлетĕп: эсĕ — ик ытарайми хитре чечек юратăвĕн илемĕ. Ӳсет ман килте пулас кин. Кам ячĕпе-ши? Ырă çын тĕлне пулинччĕ. Мĕн тери шел ашшĕпе амăшне, хăйсен хӳхĕм хĕрне курма пӳрмен вĕсене.

Çири пальтона хывса çаксан, йăвашшăн кăна ыйтрăм унран:

— Мĕн ятпа саламламалла-ха сана, хĕрĕм?

— Мана шкулти комсомол организацийĕн секретарьне суйларĕç! — вăрăм мăйне акăш пек тăсса, тутине илемлĕн пăркаласа илчĕ Илпинас.

— Саламлатăп эппин, — савăннине уçăмлăнах кăтартмасăр каларăм хам.

— Ха, саламлать вăл. Мĕн, эпĕ пултарăп тетĕн-и?

— Ку ĕнтĕ шкулти комсомолецсене курăнарах парать.

— Асту-у! Мĕн чухлаччăр? Вĕсен шухăшне витĕр пĕлетĕп: амăшĕ райкомра ĕçлет, ним ĕçлемесен те, пире никам ятлама хăяймĕ терĕç пулĕ.

— Ах, Илпинас, хавас та вара эсĕ пушă параппан çапма. Капла шухăшласа эсĕ юлташусене кӳрентеретĕн.

— Мĕнле ĕçпе кăсăклантарăп-ха вĕсене?

— Ку урăх калаçу. Кун пирки пĕрле ларса сӳтсе явăпăр.

Илпинас лăпланчĕ, пичĕ-куçĕ çуталчĕ.

Эпĕ тĕпел кукринче вучах чĕртсе хуран çакрăм. Çĕрулми шуратрăм. Тăрмашнă май Илпинас валли сĕнӳсем шĕкĕлчетĕп. Кайран, Илпинас ман ума хутпа кăранташ илсе ларсан, эпĕ тӳрех хам сĕнӳсем пирки шарламарăм, хĕрĕм шухăшне тĕпчесшĕн пултăм:

— Ну, плана кĕртмелли ĕçсене палăртрăн-и, секретарь юлташ? Атя сӳтсе явар.

Вăл чылайччен тăхтарĕ чĕнмесĕр. Пăтăр-патăр хыпăнса ӳкменшĕн хаклатăп ăна.

— Талюна анне, кашни çамрăкăн хамăрăн юратнă Тăван çĕршыва хӳтĕлеме хатĕр пулмалла.

— Мĕнле майпа?

— Арçын ачасен те, хĕрачасен те çар ретне тăма хатĕрленмелле.

Илпинас тĕллевĕ ман ĕмĕтпе пĕр манерлех иккен. Ку аван. Çапах та ыйтрăм:

— Мĕншĕн хĕрачасене те çара ярасшăн эсĕ?

— Пирĕн ӳсĕмре йĕкĕтсен йышĕ сахал. Çавăнпа хĕрсене те салтака илмелле. Тата акă эсĕ те, ман тăван анне те çарта пулнă-çке. Çитменнине, летчиксем-ăшшă.

— Ун чухне тĕнчере вăрçă ахăрнă. Тăван çĕршыва хаяр тăшман таптасран çăлмалла пулнă. Халĕ мирлĕ самана тăрать, анчах пирĕн таврара капитализмла çĕршывсем пуррине самантлăха та манма юрамасть.

— Военком патне кĕмелле те каламалла: эпир те, хĕрсем, çара каясшăн.

— Ун пекех васкамалла мар пуль. Малтан мĕнле те пулин çар профессине вĕренмелле, хĕрĕм.

— Летчика вĕреннĕ пулăттăмăр. Анчах ăçта? Районта аэроклуб çук, — ассăн сывласа ячĕ Илпинас.

Халĕ ĕнтĕ ăна пулăшмалла, унсăрăн алли усăнĕ. Эпĕ сĕнекен ĕç халăх хуçалăхĕнче те, çара та юрăхлă.

— Вĕренĕр, акă, çĕвĕ çĕлеме! — пат! татса хутăм. Илпинас мана ăнланмарĕ, ахăлтатса кулса ячĕ.

— Çĕвĕç — çар специальноçĕ-и? Мăшкăллас тетĕн-им эсĕ, Талюна анне?

Ăна хам шухăша вĕçне çити итлеме сĕнетĕп.

— Çĕвĕç — çар специальноçĕ. Вăл çĕлет салтаксем валли çипуç.

— Чăнах та-çке, — килĕшет манпа Илпинас. — Ку — пĕр специальность тейĕпĕр?

— Тата?

— Тата... Шофер, тракторист та кирлĕ çын çарта. Варук аппунах илер акă. Вăл вăрçăччен тракторист пулнă. Фронтра хăйĕн тракторĕпе мĕнле кăна ĕç тумарĕ-ши: аэродромсене тасатса тăчĕ, япаласем те турттарчĕ. Трактор çӳретме пĕлекен танк чуптарма та часах хăнăхать.

— Ĕненетĕп, — хут листи çине тем паллă тăвать хĕрĕм.

— Илер акă тата радиста. Вăрçă вăхăтĕнче çар чаçĕсенче мĕн чухлĕ хĕр радист ĕçленĕ. Фронтра та кирлĕ çын. Вăл çеç-и! Моторист, техник, артист, музыкант тата ыттисем те — пурте çарта кирлĕ профессисем.

Çакăн хыççăн Илпинас сĕм-тĕттĕмчченех сĕтел хушшинчен тухмарĕ, тăрăшсах çырса ларчĕ.

Шкулта вара мĕнле ĕç пуçарчĕ-ха Илпинас? Радист, çĕвĕç кружокĕсем йĕркелерĕ. Техникăпа кăсăкланакансем те пайсăр юлман. Пирĕн колхоз ку тĕлелле виçĕ трактор туяннăччĕ ĕнтĕ. Вĕсенчен пĕринпе Варук хуçаланать, Тапăннă та вара ăна Илпинас. Вăл ăна аслă класра вĕренекен ачасене хăй тракторĕпе паллаштарма тилмĕрнĕ. Варук хирĕçлеме кăмăл çитереймен. Шăпах тракторне юсава тăратнă. Меллĕ самант. Вара вăл ачасене пĕтĕм чунне парса трактор пайĕсене вĕрентме тытăннă.

Хам та пĕрре мар курнă çамрăксем Варук тавра кĕшĕлтетнине. Тусăм мухтаннине те илтмен мар:

— Чăн-чăн пулас трактористсем тупрăм! Савăнтараççĕ мана çамрăксем. Часах уя тухатпăр, — пĕлтерчĕ вăл пĕррехинче. Ун чухне уйра юр юлманччĕ ĕнтĕ. Çурхи шыв çеç çырмара кашласа юхатчĕ.

Пĕр пĕрчĕ те иккĕленместĕп, нумай та вăхăт иртмĕ, акă, çамрăк трактористсем çинчен район тăрăх ырă хыпар сарăлĕ. Кĕтсех, шансах тăратăп.

 

40

Эпĕ чи малта пыратăп. Ман хыçра хĕрарăмсем, кайăк хур карти евĕр карталанса утаççĕ. Йыш сахал мар пирĕн — вунçиччĕн. Тимрек ялне ыраш пусси урлă сукмакпа тӳртен каçатпăр. Сукмак икĕ енĕпе — шупка симĕс хăмăл хумĕ. Пучахсем, туй маткисем пек, шӳлкемепе капăрланнă. Тĕсесе пăхатăп та, пучах тавра сарă, симĕс тĕслĕ вĕтĕ-вĕтĕ шăнкăравсем çакăнса тăнăнах туйăнать. Çавсем чăнкăлтатаççĕ, ахăртнех, сывлăшра. Ыраш шăркана ларнă самант. Шăрши мĕнле тутлă!

Тырă пиçсе çитесси аякра мар. Халĕ халăхăн чи канлĕ вăхăт. Çак самантпа усă курса, эпир хĕрарăмсене район пухăвне чĕнтĕмĕр. Унта хĕрарăмсен Совечĕн председателĕсемпе членĕсем хутшăнаççĕ. Совет çук ялсенчен — чи лайăх ĕçлекенсем— ятлă-сумлă хĕрарăмсем. Халлĕхе районта ку йышши Советсем сахал-ха. Хĕрарăмсем пĕр çĕре чăмăртаннă çĕрте те ĕç-тени утса-чупсах пыраймасть. Çĕнĕ япала. Ăнланманни, пĕлменни чăрмантарать.

Тимрек ялĕнчи хĕрарăмсен совечĕ — «Чиперрисем» вара хăйне ырă енĕпе кăтартма ĕлкĕрчĕ. Ăна Селле фельдшерица ертсе пырать. Вĕсен ĕçĕпе паллашма илсе каятăп та ĕнтĕ ялсенчен район пухăвне килнĕ хĕрарăмсене.

Яла кĕрсен, тӳрех клуба ертсе кайрăм. Кунта Пăлли ыйтăвне пăхса тухмалла паян.

Пăлли эпĕ ун патĕнче юлашки хут пулнă çулах сектантсемпе ермешсе ялтан тухса кайнăччĕ. Темиçе çул ним сас-хура памасăр таçта çапкаланса çӳренĕ. Çурт-йĕр сутнă укçине пĕтерсен, ахăртнех, хăйсен йышĕнче ытлашши çын пулса тăнă. Айванскере тек чарса тăман, хӳтерсе янă ĕнтĕ. Ахальтенех вĕсене ылханса калаçмĕччĕ халь. Нумаях пулмасть колхоза илме ыйтнă хăйне. Çук, йышăнман ăна каялла. «Тĕрлĕ йăх-яхсем пирĕн колхоза кирлĕ мар», — тенĕ. Хăшпĕрисем вара Пăллие «Чиперрисен» ушкăнĕнче хӳтлĕх шырама сĕннĕ.

Темиçе кун каялла кун пирки Селле юлташ райкома пырсах манпа канашларĕ. Пăлли ыйтăвне сӳтсе явнине хам ертсе килекен хĕрарăмсене те итлеттерес килчĕ. Вĕсемшĕн те усăллă пулма пултарать. Çавăнпа васкатрăм та. Пашкаса пырса кĕтĕмĕр клуба. Алăк уçса пăхрăм — çын туллиех, -Селлене пĕлтерчĕç пирĕн пирки. Вăл, пире кĕтнĕскер, вăштах тухрĕ. Вара, саламласа, пурне те зала илсе кĕрсе вырнаçтарчĕ.

— Тен, малтан Пăлли аппана хăйне итлĕпĕр! — ыйтрĕ хĕрарăмсенчен пĕри.

— Итлес! — харăс илтĕнчĕ хĕрарăмсен сасси.

— Каласа пар эппин, — хушрĕ ăна Селле.

— Ах, хĕрарăм-тусăмсем, ялйыш, сирĕн умăрта эпĕ çав тери айăплă, — Пăллин питçăмарти тăрăх куççуль ярăмланчĕ. Сасси улшăнса хулăнланчĕ. — Ывăла пытарсан, ухмахах тухрăм никак. Чун чарусăр тулашрĕ. Тĕнче хĕррине çитсе чикĕнме хатĕрччĕ. Шăп çав самантра ют çынсем пырса кĕчĕç. Илĕртрĕç вĕсем мана, ӳхмаха. Халиччен йăранти кăшман евĕр ним хускалмасăр ларнăскер, тухса ланчăртатрăм çавсем хыççăн. Темиçе çул çӳрерĕм тĕнче тăрăх сулланса. Енчĕк çаралчĕ. Укçа-тенкĕсĕр ниçта та çăкăр сăмси тăсса памаççĕ. Каялла таврăнтăм. Хамăр кӳршĕсемсĕр, ял çыннисемсĕр тек тĕнчере пурăнайманнине чун-чĕререн ăнлантăм. Йышăнăр мана хăвăр йыша. Тархаслатăп. Колхоз правленине колхоза илме чĕререн ыйтатăп. Ӳлĕм нихăçан та ялйышран уйрăлмăп. Колхозра та ыттисемпе шай ĕçлеме сăмах паратăп. Пулăшсамăр. Таса ман чунăм. Ăша уçса кăтартăттăм та сире, анчах ун пек тума мелĕм çук.

— Мĕн тăвăпăр? — ыйтрĕ хĕрарăмсенчен Селле.

— Ăçтан килнĕ, çавăнта кайтăр! — кăшкăрчĕ пĕри вырăнтан. — Колхоз йăх-яхсенчен аякра тăмалла.

— Тăрса калаç, сăмах илсе! — тахăшĕ хăтăрса пăрахрĕ ăна.

— Пустуй мĕн çăвар тутине пĕтермелле? — терĕ леш хĕрарăмах. — Юрĕ, калам хам шухăша: ăçта пурăнасшăн-ха вăл? Килтен киле çапкаланса çӳрес тет-и, ялйыш ятне ярса? Е чееленсе таврăнчĕ?

■ Страницăсем: 1... 15 16 17 18 19 20 21 22 23