Пулас кинсем :: Виççĕмĕш пайĕ


Илпинас сăмахĕ ая юлчĕ. Эпир çитес çĕре çитрĕмĕр эппин.

 

44

Застава начальникĕ пире илме ятарласа машина янă-мĕн. Унăн вашаватлăхĕ тĕлĕнтерчĕ. Кăмăлăмăрсем çĕкленчĕç. Часах курнăçрăмăр, паллашрăмăр. Чĕптĕм тăхтамасăр, ывăлăм пирки тапратрăм сăмаха.

— Пĕр пытармасăр, тĕрĕссине калăр, тархасшăн: пурăнать-и?

— Епле ан пурăнтăр, тет? Эсир, Итемри юлташ, пустуй хыпăнса ӳкнĕ. Кунта килме тухни çинчен панă телеграммăра Рубена кăтартрăмăр. Çавăн хыççăн, тухтăр каланă тăрăх, сывлăхĕ юсанас енне сулăннă. Анчах вăл темшĕн шухăша путать. Ку вăл пачах суран хавшатнипе мар.

Гаспитале те машинăпа ăсатрĕç. Чунăм çинçе çип пек татăлатъ. Уласа макăрас килет... Калаçаймастăп, чĕлхе-çăвар çыхланать.

— Эсир, амăшĕ, ытлашши шуйханатăр. Унашкал юрамасть. — Тухтăр мана шыв тултарнă пĕчĕк стакан тыттарчĕ. Ахăртнех, лăплантаракан эмел. — Ĕçĕр, ĕçĕр. Рубен апатланать-ха халь, кăшт тăхтама тивет, — терĕ те пӳлĕмрен тухса кайрĕ.

Ман тӳсĕм çук, хăвăртрах ывăлăм патне кĕрĕттĕм. Тупата, ларас-тăрас килмест. Вăхăт шумасть пачах. Тăхта-ха, мĕн-ма эпĕ çав териех тулăксăрланатăп? Васкакантан савăнăç тарать, теççĕ. Рубена та пирĕнпе тĕл пулма хатĕрлемелле-тĕр? Чунра тем лăштах ячĕ.

— Талюна анне, эсĕ Рубен патне малтан пĕчченех кĕр. Юрĕ-и?

— Эсĕ, Илпинас, хăратăн-и-мĕн?

— Мар-ха... Темшĕн çапла кирлĕ пек туйăнать. Иксĕмĕр пĕр харăс умне пырса тăрсан, савăннипе чĕри тапма чарăнĕ.

Хĕрĕм мана алран тытрĕ, ачашлать. Ларатпăр мăшăр кăвакарчăнсем евĕр.

— Юрĕ, — килĕшетĕп вăл каланипе.

Аранах кĕчĕ тухтăр. Пире шурă халатсем пачĕ.

— Тăхăнăр. Халĕ кайăпăр, — чĕнчĕ вăл.

— Эпĕ пĕччен. Хĕрĕм юлтăр. Вăл кайран пырĕ, — терĕм, ун хыççăн утрăм.

Тухтăр мана палатăна илсе кĕчĕ. Кунта пĕр кравать.

— Рубен, — сас пачĕ тухтăр, — аннӳ килчĕ.

Ывăлăм пуçне çĕклерĕ. Вăл шурă тутăр çыхса лартнăнах курăнчĕ.

Кравать патне ыткăнтăм. Чĕркуçленсе ларса, ăна сылтăм алăпа ыталарăм.

— Ывăлăм! Ылтăнăм! — тетĕп, питĕнчен чуптăватăп.

— Анне, юратнă аннем! — пăшăлтатрĕ Рубен. Шĕкĕр турра, алли-ури тĕрĕс-тĕкелех. Кăкăрне хыпаларăм. Бинтланă-мĕн. Кăкăртан та амантнă эппин.

— Мĕнле туян хăвна, ывăлăм?

— Самай. — Кăштахран ыйтрĕ: — Анне, нумайлăха килтĕн-и?

— Эсĕ сывалса çитмесĕр те каймастăп.

— Пăрахса ан кай. Эсĕ çумра ларсан, пĕлетĕп: суранăм хăвăртрах юсанать.

— Сана малашне хам пăхăп, эмел ĕçтерĕп, апатне те хам алăпа çитерĕп. Кĕнеке вулăпăр, акă, пĕрле. Сывалса çитсен, киле илсе кайăп.

— Мĕн эсĕ, анне, кирлĕ мара калаçан? — кăмăлсăррăн тухрĕ сасси. — Ман служба пĕтмен-иç. Сывалса çитсенех чикке сыхлама хурала тухатăп эпĕ.

— Эсĕ, ывăлăм, ытлашши ан калаç. Йывăрланăн тата.

— Тăшмана каçармастпăр... — йынăшса илчĕ. Ахăртнех, суранĕсем ыратаççĕ. Куçне хупрĕ. Чĕнместĕп. Шăпăрт ларатăп. Çывăртăрах, ара. Вăйĕ те юлман-тăр. Çук-çук, ăна калаçтарасшăн хыпăнмастăп, Тăван çĕршыв чикки урлă каçакан тăшмансене мĕнле тыткăна илни, хăйне мĕнле амантни, ман пата мĕншĕн çыру çырманни пирки те пусахламастăп.

Пĕри алăк уçса пăхрĕ, ахăртнех, медсестра. Тĕрĕслерĕ пулĕ-и?

Рубен йăшăлтатса илчĕ.

— Анне, килте мĕнле унта?

— Йĕркеллех. Кунта манпа пĕрле Илпинас та килчĕ. Ывăл куçне ярр! Уçрĕ.

— Илпинас килнĕ терĕн-и çав эсĕ?

— Килнĕ. Халĕ вăл тухтăр пӳлĕмĕнче-ха.

— Мĕншĕн ман пата кĕмест?

— Чĕнес-и?

— Тĕкĕр пар-ха. Тумбочкăра пулмалла унта. Тыттартăм çавра тĕкĕрне.

— Анне, тен, пуçри бинтне сӳсе пăрахас? Мĕнле шутлан?

— Апла юрамĕ, ывăлăм. Илпинас ют çын мар-çке.

— Эпĕ начарланнă пулĕ, анне? — тет Рубен, хăйне куçкĕски витĕр пăхса.

— Мĕн кирлĕ мара калаçан? Питӳ-куçу çырла пекех-ха.

Çав тери хитре каччă.

Эпĕ палатăран тухрăм. Илпинаса хăйне çеç Рубен патне кĕртсе ятăм.

 

45

Хваттере кĕрсех пурăнатпăр госпиталь çывăхĕнче. Эпĕ Рубен патĕнчен татăлмарăм, пĕтĕм вăя хурса пăхрăм. Çур уйăхсем иртнĕ çĕрелле ывăлăм ура çине тăчĕ. Вăхăта ытларах паркра ирттеретпĕр, ялан виçсĕмĕр çӳретпĕр уçăлса. Телей пире хăпартлантарса тăрать.

Аллейăсем хушшипе утаттăмăр. Рубена чĕнчĕç. Суранне эмеллесе çĕнĕрен çыхмалла.

Юлашки вăхăтра Илпинас улшăнчĕ пачах. Вăл пĕртте унчченхи пек мар, сĕлкĕш. Сисетĕп: ун чунне тем кăшлать. Тӳсеймерĕм текех шăл çыртма.

— Илпинас, тем пытаратăн эсĕ. Шанми пултăн-и мана?

— Ах, чак... Сан мансăрах нушу пысăк. Мĕнле хăям-ши пуçу тăрне татах йывăр кире пуканĕ лартма?!.

— Эсĕ мана хăратан, хĕрĕм. Мĕн асаплантарать сана?

— Ним те. Анчах хыпарăм сан ăшна вут хыптарĕ. Акă мĕншĕн кулянатăп.

Умне тăтăм та аллăма ун хулпуççи çине хутăм.

— Итлетĕп.

— Талюна анне, паян-и, ыран-и, пурпĕрех пĕлме тиветчĕ сан. Эпĕ радистсен курсне пĕтертĕм. Кунпа кăна çырлахас килмерĕ. Вĕренме каятăп. Сан пекех, тата хамăн анне пекех, летчица пулатăп. Атте те фронтра вĕçнĕ, самолет çинчен тăшмана кăкланă. Пире экзамен тыттарчĕç, сывлăха тухтăрсем тĕрĕслерĕç. «Вĕçме пултаратăр», — терĕç.

— Хĕрĕм! Мана пĕччен... — çухăрса яраттăм чутах. Ятласа тăкас-и? Чим. Эпĕ хамшăн çунатăп мар-и? Мантăм-им? Хамах ăна çав çул çине тĕкрĕм-çке. Акă халĕ мĕн акнине выр!

— Шуралса, хут тĕслех пулса кайрăн ĕнтĕ. Çав териех хыпăнса ан ӳк-ха, эпĕ пĕччен мар, Варук аппа хĕрачипе — Липăпа иккĕн.

— Мĕн тăвăпăр? Апла пулсан, сан халех тухса кайма тивет.

Мĕнле ăс парса чарас? Хирĕç тăрсан, вăл мана ĕмĕрне те çын вырăнне хурса хисеплемĕ.

— Ырă кăмăллă эсĕ — пирĕн аннемĕр, - терĕ ыталаса чап-чап! чуптурĕ. - Тек эпĕ кăшт та тытăнса тăма пултараймастăп. Билет кĕсъере.

Эпир уйрăлтăмăр.

Рубен медсестра пӳлĕмĕнче вăрах тытăнса тăмарĕ.

— Илпинас кайрĕ те-и? — ыйтрĕ вăл йĕри-тавра пăхкаласа.

Темшĕн вĕсем иккĕшĕ пĕр чĕлхеллĕ пекех туйăнчĕ. Çапах та шăла çыртрăм.

— Лавккана чупрĕ-ха, — персе ятăм. Рубен йăл кулчĕ. Эпир кăшт уткаласа çӳренĕ хыççăн çăра лăсăллă йывăç сулхăнĕнчи сак çине пырса лартăмăр.

— Анне, мана çыру çырмасăр пурăннăшăн питĕ кӳрентĕн, ахăртнех? Халĕ те ыйтмастăн, — ман куçран хăюллăн чăрлаттарчĕ Рубен.

— Мĕншĕн иртнине пăлхатас? Пурнăçра тем те килсе тухать. Халĕ эсĕ ман умра. Çак чи пахи.

— Часах киле каян. Кирлĕ хыпара пĕлмеллех сан. Чĕнместĕп, хистеместĕп. Килĕшӳсĕр сăмах вĕçертсе ярасран пăшăрханнипе чĕрем сиксе тухасла параппан пек тӳнклеттерет.

— Аннем, пирĕн чи çывăх тусăмăр, — вăл пуçне кăкăрăм çине хучĕ, — эпĕ, килте вуннăмĕш класра вĕреннĕ чух, пĕр хĕре çав тери юратса пăрахрăм. Пĕррехинче чăтайман енне чуптуса илтĕм. Вара, эсир сисесрен хăранипе, именнипе, килтен тухса тартăм. Çак сăлтав çыру çырма вăтантарчĕ.

Кам хĕрне юратать вăл? Чунне уçса парасса кĕтрем. Çук, шарламарĕ. Эпĕ те тĕпчемерĕм. Çапах та ыйтрам:

— Чиперкки савать-и хăвна?

— Эпир пĕр-пĕрне юрататпăр.

■ Страницăсем: 1... 18 19 20 21 22 23