Пулас кинсем :: Виççĕмĕш пайĕ


Сивĕ шывпа пĕрле ăшăма шухăшсем варкăшса кĕчĕç, эпĕ тараса юпи çумне тайăнтăм.

...Килти пурнăç тĕлĕрсе выртакан Атăл шывĕ евĕр тӳлеккĕн юхать. Чăн-чăн хăна эпĕ кунта. Мана çитереççĕ, ĕçтереççĕ, ачашлаççĕ, хисеплеççĕ, ырă сунса ăшшăн пуплеççĕ. Мĕн кирлĕ ĕнтĕ кунтан ытла этеме? Ним сисмесĕр темиçе кун хыçа юлчĕ те. Анчах чунăма тунсăх пусать. Мĕншĕн? Пурте йĕркеллĕ-çке. Хыпсах çунма нимĕнле сăлтав та çук темелле.

— Талюна! Эсĕ мĕншĕн ир вăраннă? Э-э, ик-чак... — илтрĕм эпĕ анне сассине. Вăл, йывăçсем хушшинчен тухса, ман паталла утрĕ. Саппун аркине çавăрса тытнă. Яшкана яма пултран татнă иккен. Ман çине чăрлаттарса пăхрĕ те ыйтрĕ: — Мĕн пит хуйхăллă çак эсĕ? Мĕн канăçсăрлантарать?

— Çук-çке, — тетĕп.

— Туяп-ха, туяп. Сăнатăп-сăнатăп та пĕрре те ĕлĕкхи пек мар-ха. Ия.

— Эх, аннем, юмахлатăн та çав. Ара, вăрçă çулăмĕ витĕр тухнă хĕрӳ ăçтан ĕлĕкхи пек чечен пултăр ĕнтĕ? Ватăлатăп. Çавă çеç. — Каламалли пур-ха хамăн. Мĕн тăвас-ши? Чĕлхене çатăрт çыртрăм. Унтан пулмалли пулатех тетĕп те патлаттарса хуратăп: — Акă мĕн, аннем: сана эпĕ кукамай тума хатĕрленетĕп.

Манăн хыпар аннене çав тери тĕлĕнтерчĕ-ши? Вăл самант хытса тăчĕ, пичĕ шурчĕ, аялти тути темле чĕтренсе илчĕ, куçĕсем мăчлатаççĕ. Ун-кун пăхкаласа илчĕ тем шыранăн.

— Мĕн, хăраса ӳкрĕн-и? Эсĕ ан пăшăрхан, аннем, — тетĕп.

— Ăмма хăрас ман, ик-чак... Эпĕ ăна сисмен тетĕн-и-мĕн? — Сасси хăйĕн улшуллăн тухать. — Анчах хăшне «атте» тесе чĕнтерен: фронтра пĕрле вĕçнине е радиопа «Талюна арăм» тесе саламланине?

— Суйламĕ-ха вăл, хăйĕн ашшĕнех «атте» тесе чĕнĕ.— Каласса çапла каларăм та-ха, хамăн чĕре тӳсмелле мар пăчăртанса, хĕсĕнсе килчĕ.

— Хăçан тавăрăнать-ха ашшĕ? — тĕпчет анне.

— Хăçан яраççĕ, çавăн чухне килет.

Пĕр хушă чĕнмерĕмĕр. Китайка туратти вĕçĕнче темле кайăк чĕвĕлтетсе сас пачĕ. Шăплăха анне сирчĕ:

— Кĕрӳ хальтерех килни пирĕншĕн аванччĕ. Хăвах пĕлен, ялта тĕрлĕ çын. Унсăрăн хăвна фронтра амашка хĕр пулнă тейĕç, э-э, ик-чак...

— Ан шиклен, аннем. Килетех вăл, тен, çывăх вăхăтрах, — шантаратăп.

— Эппин, сăра тумалла. Çĕприне паянах çĕнетсе хурас пулĕ. Капах килсе кĕрĕ те намăс курăпăр.

Тек кун çинчен калаçас килмен пирки аннене вучахри яшка пирки аса илтеренçи турăм. Вара вăл хыпалансах пахчаран тухса кайрĕ.

Пĕччен юлсан, чунăм татăлса ӳкесле касăлма тытăнчĕ. Çитет аннен ăшă çуначĕ айĕнче рехетленсе пурăнма. Ĕçе тытăнмалла. Анчах ăçта-ха ман ĕç вырăнĕ?

Вăрçăччен пысăк ĕмĕтĕм пурччĕ — тухтăра тухасси. Тен, халĕ шăпах çавна тытăнса пăхма вăхăт? Паллах, кăçал вĕренме каяймастăп-ха: пĕчĕк этеме кĕтсе илсе аталантарма тивет. Килес çул, тен, вĕренме каятăп института — Ленинград хулине. Кăçал, эппин, ĕç меслечĕсене хăнăхмалла, медицина техникумĕнче вĕреннине тепĕр-хут пуçа кӳмелле. Район центрĕнче вăрçă тухиччен пульница уçнăччĕ, çавăнта çитсе калаçас.

Витререн сивĕ шыва куркапа ăсса илтĕм те тараса кутĕнчех çăвăнтăм.

Анне апата чĕнчĕ.

— Ĕçе каятăп, — терĕм аннене.

— Халех-и? Эх, ик-чак... — хыпăнса ӳкрĕ анне,— Кирлĕ мара ан та пупле. Канмалла сан. Ĕç тени кашкăр мар, вăрмана тармасть, ĕлкĕрĕн. Эсĕ хулана кайсан, манран пурăнасси пулмасть. Аçу çук, Илай ача кăна, ăна пĕччен кирлĕ пек тăн параймăп.

Куççуль ытла çывăх-çке çав аннен, йăпăртатса анчĕ те питçăмарти тăрăх.

— Эпĕ хулана каймастăп, Районта та ĕç тупăнĕ.

— Апла тесен, татах хуть, — сăнĕ хĕвел пек çуталчĕ. — Тупру йăлтах пăлтăрти çатан арчара.

Çатан арчана çĕклесе кĕтĕм. Саппунĕ, тутăрĕ, кофти, юбки, кĕпи — пĕтĕмпех кунта, туфлипе сантали те пур. Пĕрне, тепĕрне хам çине хурса пăхатăп. Пĕри те юрамасть. Çитсă кĕпе тухрĕ. Тĕрри килĕшӳллĕ: чакăр тĕс çинче шурă ункăсем. Аса илтĕм: çав тери юрататтăм çак кĕпене. Пĕвĕме ятулантаратчĕ. Паллах, пилĕк йĕп çăрти витĕр тухнă чух темле тум та килĕшет хĕре. Пĕвĕм халĕ те пăсăлман-ха ман, çапах та ĕлĕкхи мар. Тăхăнтăм. Арки чĕркуççисене аран-аран витет.

— Ара, ик-чак... — ассăн сывлать анне.— Кĕске кĕпе вăл хăй çӳлелле ухса каять, вăрăмми çĕрелле тăсăлать.

Эпĕ кулса ямасăр тӳсейместĕп.

Документсем чикнĕ тăпăл-тăпăл сумкăна илтĕм те килтен тухрăм. Анне хапха умĕнче пăхса тăрса юлчĕ.

Пульницăра мана главврачпа паллаштарчĕç. Çӳллĕ çын. Сăмси çинчи куçлăхĕ витĕр пысăк кăвак куçсем пăхаççĕ: Мăйăхĕ —хĕрлĕ сарă, кăвакарнă пĕрчĕсем те курăнаççĕ.

— Сирĕн пирки илтнĕ, Итемри юлташ, илтнĕ, — текелет ман алла хытă чăмăртанă май. —Маттур хĕр эсир.

Хам мĕн тĕллевпе çӳренине пĕлтертĕм.

— О-о! Пире фельдшер питĕ кирлĕ, савăнсах йышăнатпăр. Заявлени халех çырăр, приказ пулать.

Вăл мана хутпа ручка хурса пачĕ. Эпĕ çырма тытăнтăм.

— Хăçан кĕтмелле сире?

— Çитес эрне пуçламăшĕнче ĕçе тухатăп.

Алă парсах уйрăлтăмăр. Ăшă кăмăллă çынпа тĕл пулса калаçнă хыççăн хăвна сĕт кӳллинче чӳхенсе тухнă пекех туятăн. Утатăп юханшыв хĕррипе килелле. Ура айĕнче — çерем. Кăвак тӳпере тăрисем тăрлатаççĕ. Сывлăш бомбăсем çурăлнипе чĕтренмест. Чунра лăпкă, лăпкă! Пурăнас, ĕçлес килет, тупата! Тӳсеймен енне юрласа яратăп:

 

Симĕс улăх тăрăх утассăм килет,

Ешĕл курăк шăршине шăршлассăм килет.

Килессĕм килет, каяссăм килмест,

Тăвансенчен уйрăлассăм килмест.

 

8

Эпĕ чăх-чĕп ферминелле çул тытрăм. Анне ĕçлет унта. Ăна хам больницăна ĕçлеме вырнаçнн çинчен пĕлтересшĕн. Шап-шурă чăх-чĕпсем хушшинче пĕр ватă хĕрарăма куртăм. Алă патăм:

— Чипер чупаççĕ-и?

— Э-э, çӳретпĕр-ха ерипен. Алай, — терĕ хайхискер. Унтан вăл ман çине чăрр! пăхрĕ. Вара кăшкăрсах ячĕ: — Аппай! Эсĕ Талюна пултăн-няк! Ах, çырлах! — ыталаса илчĕ мана. — Ав епле пулса кайнă эсĕ. Çамрăк чух аннӳ те каснă-лартнă сан пекехчĕ. Ах, чипер-çке. Тавтапуçах, хăвах килсе курăнтăн. Унсăрăн пĕрер хамах пырас теттĕм-ха.

Анне киле кăнтăр апатне кайнă-мĕн. Кинемей татти-сыпписĕр пуплет.

— Вăрçăра питĕ хăрушă пулчĕ пулĕ? — тет. Куçĕ самант шывланчĕ. — Ман пĕртен-пĕр ывăл таврăнаймасть ĕнтĕ. Вăрçă тухнă çулах вилнĕ хутне ярса пачĕç. Упăшкам та çамрăклах çĕре кĕчĕ. Тăрантаракансăр тăрса юлтăм. Мĕн тăвас? Мекеçленетпĕр çакăнта аннӳпе — икĕ карчăк.

Чĕрем пăчăртанса килчĕ. Шел ватăсене. Ĕçне пултараççĕ-ха вĕсем, питĕ тĕплĕ тăваççĕ. Анчах ватлăхра хуть канăç кирлех. Фермăсенче çамрăксен ĕçлемелле, ватăсене пенси парасчĕ. Колхозри ватăсем пенсие тивĕçсĕр мар. Улĕм пулатех-ха ĕнтĕ, пулатех.

Эпĕ килелле васкарăм. Аякранах куратăп: анне кантăка уçнă та урамалла тĕмсĕлсе пăхать. Ачисене кĕтет ĕнтĕ. Илай та таврăнман пулĕ-ха. Вăл пирĕн лаша кĕтӳ кĕтет.

— Мĕнле, илчĕç-и? — тĕпчет анне.

— Паянтан пуçласа санăн хĕрӳ — фельдшер.

— Чăнах-и? Ак, ик-чак... — йăл-йăл кулкалать аннем савăнăçлăн. — Питĕ аван, тухтăрлă пултăмăр эппин.

Тухтăр... Ĕмĕчĕ пур-ха. Анчах тухтăр пуличчен çулсем пайтах иртĕç. Унччен чылай-чылай чăрмав урлă сике-сике каçма тивĕ.

Анне яшка антарнă çĕрелле Илай килсе кĕчĕ.

— Талюна аппа, ташла! Почтальон хирĕç пулчĕ те сан валли пĕр харăс виçĕ çыру тыттарчĕ! — урисемпе тăпăртатса, аллине çӳле çĕклесе, конвертсене вĕлкĕштерчĕ.

— Тепĕр чух, паян ташлаймастăп! —тетĕп.

Илай çырусене пама шутламасть те. Анне хăтăрса пăрахсан тин кăмăлсăррăн ман енне тăсрĕ. Эпĕ йăпăр-япăр алла илтĕм çырусене, кам çырнине пĕлме адресĕсене пăхрăм. Пĕри — Булатран, тепри — райкомолтан, виççĕмĕшĕ— парти райкомĕнчен.

— Кайран вулăн. Кил, малтан апат çи, — сĕтел хушшине чĕнет анне.

Мĕнле тӳсĕн? Чи малтан Булат çырăвне ӳçрăм. Вулатăп та шалт! тĕлĕнетĕп. Вăл, иккен, Кимăн музыкăлла саламне илтнĕ. «...иксĕмĕр утнă чух «Ким арăмне çавăтса пырать» тесе пӳрнепе тĕллемĕç-ши мана?» — тесе çырать. Мĕнле ăнланмалла кăна? Кĕвĕçӳ-и? Çак йĕркесем чунăма йăлтах тăлласа лартрĕç. Малашне пурнăçăм мĕнле йĕрпе чупĕ-ши капла?

Сăнăм самаях улшăнчĕ пулас: анне куçне тартмасăр ыйтрĕ:

— Камран?

Эпĕ тĕрĕсне каларăм. Вăл кунпа çеç çырлахмарĕ-ха, татах тĕпчет:

— Хыпарĕ ырриех мар-и-мĕн?

Булат мĕн çырни пирки темшĕн шарлас килмерĕ ман. Эпĕ çийĕнчех пачах урăххи—хăйпе пĕрле ĕçлекен кинемей çинчен сăмах тапратрăм. Мĕн юмахларĕ-ши анне, каçартăр ĕнтĕ мана, анчах унăн халапĕ хăлхана кĕмерĕ. Çак вăхăтра эпĕ унран аякра — фронтра, летчиксен ушкăнĕнче, çӳрерĕм.

Тепĕр кун ирхине кантăкран Варук шаккарĕ. Эпĕ чӳречене уçрăм.

— Талюна, сана çырупа билет ярса панă-и?

— Мĕн-мĕн? — ăнланаймастăп эпĕ.

— Парти райкомне каймалла. Тата комсомолецсен районти конференцине чĕннĕ.

 

9

Хам кăмăла эпĕ паян пачах ăнланмастăп. Чунра савăнăçпа юнашар пăшăрхану вырнаçнă. Вăл мана хĕпĕртеме те, йĕрсе яма та чарать. Пире çавнашкал хисеплĕ учреждение пыма чĕнеççĕ-çке, пăлхантарать, паллах. Пĕл ĕнтĕ: хамăра темле тыткаламалла унта?

Çула тухма ман пата килнĕ Варук тантăшăм та халичченхи пек мар: шăтăкран пуçне кăларнă шăши евĕр — шăп.

— Мĕншĕн чĕнеççĕ-ши пире парти райкомне? — Варук куçĕнчен пăхатăп.

— Ним те чухламастăп. Тимук кун пирки акă мĕн шутлать: «Эсир — комсомолецсем. Мĕнле те пулин ĕçе кӳлесшĕн сире».

КПСС райкомĕнчен ярса панă çырăва тепĕр хут, йĕркесем хушшинче пире чĕннин сăлтавне пĕлесле, тĕплĕн вуларăмăр. Çырăвне КПСС райкомĕн секретарĕ Н. Лукин текенни алă пуснă.

— Нил Лукич чĕнет-и? — анне, пăрçа пăшалăвĕпе уйран сыпса лараканскер, кашăкне тирĕк хĕррине тĕрентерсе хучĕ.— Ара, вăл хăй те сирĕн пекех фронтра çапăçнă. Командир пулнă, тет. Орден та пур ун. Тулĕк аманнипе вăрçă вĕçне çитеймен. Кăмăлĕ, эх, кăмăлĕ ун — ылтăн! Ним шикленмесĕр, вăтанмасăр, хăюллăнах кайăр ун патне. Чĕннĕ пулсан, эсир — ăна кирлĕскерсем. Э-э, ик-чак.

Тĕлĕнтерчĕ пире анне хăй калаçăвĕпе. Вăл парти райкомĕн секретарĕпе самаях юлташлă иккен. Нил Лукич колхоза ĕçпе килсен, анне ĕçлекен фермăна час-часах кĕрсе тухнă, тет. Атте, шăллăмсем, ман пирки кăсăкланнă имĕш. Питĕ çыншăн тăрăшакан çын, тет.

Килтен эпир кăнтăр апачĕ вăхăтĕнче тухрăмăр. Райкома пирĕн виçĕ сехет тĕлне çитмелле.

— Итле-ха, Талюна, çар тумĕпе каймалла марччĕ-ши пирĕн? — пăшăрханса хăй тăрăх пăхкаларĕ Варук. — Эх, ача. Тем, килĕшмест пек туйăнать капла.

— Йăнăшатăн. Сана пăхса ытармалла мар. Эсĕ, Варук, — чăн-чăн майра кĕлти, — лăплантаратăп ăна.

Варук, вăрçăчченех мăнтăркка пулнăскер, фронтра та ытлашши палăрмаллах хухмарĕ. Халĕ вăл пушшех те кĕрĕ курăнать. Çийĕнче — икĕ аркăллă кĕпе. Пĕвĕ — улача, аркисем — тĕттĕм хĕрлĕ сатин. Саппунĕ сарă тĕслĕ çитсăран. Шурă тутăрне каялла çавăрса çыхнă. Уринче — шурă нускипе сандали. Варукăн уяв тумĕ ку. Хĕр чух вăл çапла тумланса ярмаркăна тата вăрманти темиçе ял çамрăкĕ пухăнакан вăййа çӳренĕ. Саппун кĕсйи ун мăкăртса тăрать, тутăрпа чĕркесе документсем чикнĕрен. Утнă май Варук кĕсйине тăтăшах хыпашласа тĕрĕслет.

— Талюна, сан пекех майралла тăхăнмаллаччĕ пулĕ, — шав кансĕрленсе пырать тантăшăм.

Ĕçе вырнаçма пульницăна та çак платьепех кайнăччĕ эпĕ.

Темтепĕр çинчен пуплесе утатпăр, хыçалалла пăхса илесси асра та çук. Сасартăк аслати йăвашшăн кĕмсĕртетни илтĕнсе кайрĕ. Иксĕмĕр те пĕр харăс палт çаврăнтăмăр. Эль кулли енчен çутă кĕмĕл тĕслĕ пĕлĕт капланса хăпарать.

— Эль куллинчен тухсан, сивĕ çумăр пулаканччĕ, — тет те Варук, вара эпир алран алă çавтăнса яра патăмăр. Катрам пĕлĕтĕн тӳпери çулĕ çу сĕрнĕ çатма пек яка, çавăнпа питĕ хăвăрт шуçать ĕнтĕ. Пире самант хуса çитĕ акă. Эпир хашкана ертĕмĕр. Тарса ĕлкĕртĕмĕр-ши? Çумăр пĕрчисем пире хупăрласа тĕвме мар, пуç тăрне те пăт-пат та ӳкмеççĕ. Çил ачисем кăна пирĕн кĕпе аркисене туллаççĕ.

Пуçа каçăртрăмăр. Тӳпе — тап-таса! Мамăк çунатлă пĕлĕтсене кам илĕртсе пирĕн çултан пăрчĕ-ши? Сехĕрленсе, шикленсе ӳкни халĕ ĕнтĕ çав тери кулăшла пулса кайрĕ. Хамăртан хамăр кулатпăр.

Часах райкома çитрĕмĕр. Кабинет умĕнче ларакан хĕрарăм пирĕн çине темле сӳрĕккĕн пăхса илчĕ. Эпир ним калама та пĕлеймерĕмĕр, тăратпăр аптраса.

— Такам кирлĕччĕ ĕнтĕ сире? — ыйтрĕ хайхискер.

— Пире секретарь чĕнтернĕ. — Эпĕ ридикюльтен йыхравлă çырăва кăларса патăм.

Куçĕсем вылянчĕç хĕрарăмăн. Тĕлĕнчĕ пулас.

— Ах, эсир-и ку? — хыпăнса ӳкрĕ. Эппин, вăл пирĕн пирки илтнĕ. Пĕлет. Çырăвне те хăй пичетленĕ пулĕ-ха. Анчах та вăл çар тумлă хăюллă хĕрсене кĕтнĕ, ахăртнех. Пире тăхтама хушса, васкасах кабинета кĕрсе кайрĕ. Пăртакран каялла тухрĕ, вара кабинет алăкне янках уçрĕ.

— Тархасшăн, кĕрĕр, — пуçне сĕлтрĕ тараватлăн.

— Иртĕр, иртĕр, — чĕнчĕ, сĕтел хушшинчен тăрса, пире хирĕç утакан мăтăк сухаллă, кăпăшка сарă çӳçлĕ, вăтам пӳллĕ, пĕр хĕрĕхсенчен иртнĕ арçын.

— Нил Лукич Лукин, — паллаштарчĕ, алă тытнă май. Эпир те, сывлăх сунса, хăмăр ятсене каларăмăр.

— Ну, мĕнле пурăнатпăр? — ыйтрĕ Нил Лукич.

Ни эпĕ, ни Варук ыррăн ним те калама пĕлмерĕмĕр. Мăк-мак çеç тухрĕ сасă. Хамăра тăлланă пек туятпăр темшĕн.

Нил Лукич çынпа сăмах тупма пĕлекенскер иккен. Пирĕн кăмăла тӳрех çавăрса ячĕ. Çакăн хыççăн пирĕн те чĕлхесем салтăнчĕç. Нил Лукича тахçан палланă çывăх çын пек туятпăр. Малалла калаçу шыв майлах юхрĕ. Хамăр çинчен йăлтах каласа патăмăр. Фронтра тăшмана хирĕç çапăçнисене те аса илтĕмĕр.

— Мирлĕ кунсене кĕтсе илтĕмĕр. Халĕ ĕнтĕ мĕнле ĕçе кӳлĕнесшĕн эсир? — ыйтать Нил Лукич.

— Эпĕ — медик, — терĕм. — Район пульницинче вăй хурасшăн. Ĕнер унта пултăм. Главврачпа калаçса татăлтăмăр.

— Эпĕ — тракторист, — Варук сасси мăнаçлăн тухрĕ, хăй кăштах пуçне каçăртнă. — Аллăмсем трактор рулĕшĕн тунсăхласа çитрĕç.

Чылайччен сăмахласа лартăмăр эпир райком секретарĕпе. Чĕлхе вĕçне самаях якатрăмăр, çитет пулĕ. Ура çине тăтăмăр.

— Фронтовик хĕрсем, юлашки сăмахăм акă менле ман, — Нил Лукич аллисене пирĕн хулпуççи çине хучĕ, — татса парайман ĕçсем сиксе тухсан е сире кам та пулин кӳрентерме пăхсан, вăтанса ан тăрăр, тӳрех кунта килĕр. Райком сире хӳтĕлеме яланах вăй çитерĕ. Ĕçĕрсем ăнăçлă пулччăр!

Урама тухрăмăр. Эпĕ хама вĕçсе каясла туятăп. Ман кăмăла вашаватлă çынпа тĕл пулни çĕклентерчĕ. Варукăн та сăнĕ çуталса кăна тăрать.

 

10

Вырсарникун çитрĕ. Паян вунă сехетре районти комсомолецсен конференцийĕ уçăлать.

— Ытлашши мĕшĕлтетен. Хăвăртрах пуçтарăнкала,— васкатать мана Варук.

Вăл çар тумĕпе. Унтан юлас мар. Эпĕ те летчиксен формине — кительпе юбка тăхăнтăм.

— Часах таврăнаймăр-ха, — тутăрпа чĕркесе, тăпăрч пӳремечĕ парса ярасшăн вĕтеленсе çӳрет анне.

— Килĕшмест ĕнтĕ пире çыхă çĕклесе çӳрени. Ан чăрман, — ӳкĕтлетĕп ăна.

— Ха, ик-чак... Хырăм выççи яка тете мар, — ятлать анне.

Вара ирĕксĕрех Варук, аннене кӳрентерес мар тесе, пӳремече хăй сумкине илсе чикрĕ.

Район центрĕ пирĕн ялтан икĕ çухрăма яхăн çеç. Эпир пĕрре ярăнса утрăмăр та çитсе те тăтăмăр.

Акă клуб — пысăк чӳречесемлĕ, пĕр хутлă йывăç çурт. Уяв тумĕпе капăрланнă. Тăрринче хĕрлĕ ялав вĕлкĕшет. Куçа лозунгсемпе плакатсем ыталаççĕ. Кĕвĕ янăрать.

Клуба çамрăксем ушкăнăн-ушкăнăн кĕреççĕ. Пире, çар тумĕллĕ хĕрсене, вĕсем пăрăнса çул параççĕ. Йăшт! та йăшт! пăхса илеççĕ пирĕн çине. Пăшăлтатса тем пуплеççĕ. Хăрах хăлхапа илтетĕп:

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 8 9 ... 23