Ĕмĕр сакки сарлака. 4-мĕш кĕнеке :: Пӗрремӗш пайӗ
— Çапла пулмасăр!
— Шыв арман пĕвине те татать!
— Пыршă пĕверен çӳхерех!
Йĕплĕ сăмахсем Михха чĕрине тиврĕç. Анчах хирĕçес вырăнне вăл приказчике хушрĕ:
— Абрам Семенович, илтрĕр-и, бурлаксем мĕн терĕç?
Паянах Атăлкассине лав яр. Çул пăсăличчен кĕрпе тавраш илсе килĕр. Какай çармăссен енче тупăр. Выльăх-чĕрлĕх сутмасăр пурăнмаççĕ.
— Юрать, Михаил Петрович.
— Тăвансем, хам кунта чухне нимĕн те ан пытарăр. Çитменлĕхсем татах çук-и? Тен, ыйтса пĕлмеллисем пур?
Хуçа кăмăллă калаçни бурлаксене пушшех тĕлĕнтерчĕ. Çуртне-йĕрне çунтарса янăранпах çынсемпе евĕклĕн калаçма тăрăшни палăратчĕ, пурпĕр хальхи пеккине курман. Бурлаксемпе пĕрле апатланчĕ, ашка кĕрпе хушасси çинчен, çитменлĕхсем пирки сăмах хускатрĕ. Патшана сирпĕтнине пĕлнĕ пулсан, бурлаксем ытларах хăйĕччеç, ыйтса пĕлме те вăтанса тăмĕччĕç, самана улшăннă хыпар вĕсен хăлхине кĕменни чĕлхисене çыхрĕ.
— Сирĕн кăмăл аслăран аванах пурăнкалаттăмăр та... Çăкăр çителĕклĕ... — хуçапа халăх умĕнче ырă ят илме май пуррине сиссе йăпăлтатрĕ Сантăр. —Вăт, хăшпĕрисен пахилкки шыв ярать. Пахилккесĕррисем те пур. Кĕçех юр сĕлтĕшленĕ те ура тупанĕнчен пуç тупине çитĕ. Ĕç вăхăтĕнче никамăн та чирлесе выртас килмест. Ан çилленĕр те, çавăн çинчен шухăшласа пăхсан ытлашши пулмĕччĕ.
Сантăр яланхиллех ăна ырă сунса калаçрĕ те, Михха чунĕ сӳлетрĕ. Ĕлĕк те малтан пахилкке пирки ыйту тапратнăччĕ. Ав, ним шарламасăр тимлеççĕ. Вĕсен ăшĕнче мĕн пуррине кам чухлĕ? Тен, халĕ те кавар тума хатĕрленеççĕ вĕсем. Тен, патшана вырăнтан кăларнине те пĕлеççĕ. Апла тесен, тĕрĕсне калани аванрах мар-и? Вĕсем илтмен пулсан?.. Пăлхатса хăварни çеç; Кун пирки паян ахаль те икĕ хут йăнăшнă. Йывăçа чипер антарсан, Вăхăтлăх правительство-и е урăххисен влаçĕ çирĕпленĕ-и, — пурин çинчен те калаçма юрать. Луччă бурлаксен кăмăлне çавăрма тăрăшас.
— Абрам Семенович! — чăннипех çилленнĕн чĕнчĕ Михха. — Бурлаксен пахилкке çуккине ма маларах астутарман? Александр Кузьмич тĕрĕсех ятлăть: çурхи шывра пахилккесĕр мĕнле çӳрĕн. Миçе мăшăр кирлине шута ил те Атăлкассине çын яр.
Пичугов тĕлĕнчĕ. Бурлаксене мĕн те пулин кирли çинчен сăмах хускаткаласа курнă вăл, Михха хăтăрса кăна пăрахаканччĕ. Халĕ ăна айапласшăн.
— Юрать, Михаил Петровнч, паянах лав яратăп.
— Сана, Александр Кузьмич, — Сантăр еннелле çаврăнчĕ Михха, — халăх хутне кĕнĕшĕн тав тăватăп. Яланах çавăн пек пул. Мĕн кирлине вăтанмасăр ыйт. Эпĕ хам бурлак, сирĕн нушасене манран лайăх никам та чухлаймĕ.
Ельпох калатăп: акă йывăçа чипер хăваласа антарар-ха, леш енне каçсан, пĕлĕт курăнми ĕçтерĕп.
Бурлаксем сасартăках чĕрĕленчĕç, чĕлхисем уçăлчĕç.
— Шан, Михал Петровчă, пăрахут пек чуптарса антаратпăр!
— Спиртне кăна ан шелле!
— Сирĕншĕн шеллемĕп, тăвансем! Ман сăмах çирĕп. Тăрăшăр кăна! — терĕ Михха. Вара, бурлаксене йăлтах парăнтарнăн шутласа, приказчикне йыхăрчĕ: — Абрам Семенович, атя-ха, гавань мĕнле унта, кайса пăхар!
Михха бурлаксемпе сывпуллашрĕ те, приказчикпе иккĕшĕ баракран тухрĕç. Лав çине вырнаçрĕç, шухăша путса шарламасăр пычĕç. Михха малалла мĕн пулассине пĕлейменнипе пуçне çĕмĕрчĕ. Ан тив, бурлаксем пурте кăмăллă пек те —тепĕр май та çаврăнĕç. Вĕсем такана çинчи шыв пек вылянчăк. Приказчикăн пуçĕнче пĕр ĕмет: кăçал бурлаксене улталаса тупма шутланă укçа кĕсйине чипер кĕрсен, Михха патĕнчен кайĕччĕ те хăйĕнчен йывăç кастарĕччĕ. Çаратса е улталаса пуйнисем сахал-им тĕнчере?
Çапла вĕсем ĕмĕрхи ăвăслăха çитрĕç. Çуна çинчен анса çулсăрах утрĕç. Тĕтĕм йăсăрланнине асăрхасан, Михха бурлаксем пурăнакан хӳшĕ инçе маррине тавçăрса кăшкăрчĕ: -
— Охо-хо-хо-хо!
Вут çуркамĕсем тăратса тунă хӳшĕрен виçĕ арçын тухрĕ. Ялан тĕтĕм çинче пурăннăран упăте пекех хура. Паллать ку çынсене Михха. Хăйĕнчен ик-виçĕ çул кăна аслă вĕсем.
— Мĕнле пурăнатăр? — саламласа ал пачĕ хуçа.
— Пит аван, Михал Петрович. Сывлăша çăтса тăранмалла мар. Шыва кĕме юханшыв шыраса çӳремелли çук, тӳрех чăм!
— Кăштах тĕтем аптратасшăн та, пурпĕр хура пӳртринчен уçăрах.
Бурлаксем шутлеме хăтланни Михха канăçсăрлăхне сиреймерĕ. Сăлтавĕ те пур çав. Гавань татăлни пулнă-çке. Юрать, ун чухне Атăл таппи Элнет шывне çитнĕччĕ те, йывăç нумаях çухалманччĕ.
— Косяксем тӳсейĕç-ши?
Бурлаксем хуçана лăплантарма васкарĕç:
— Ун пирки ан шикленĕр, Михал Петрович!
Михха гавань çинелле тинкерчĕ. Пĕчĕк витре хулăнăш косяк вĕçĕсене юханшывăн икĕ çыранĕ хĕрринче ларакан ăвăссенчен çыхнă. Шыва урлă каçах косяк çумне пĕрене мăшăрласа кăкарнă. Пиншер тăваткал чалăш йывăç авса тăвăннипе косяк чĕтрешсе кăна выртать.
— Сыхă тăрăр! — астутарчĕ Михха.
— Халь те çывăрмасăр хураллатпăр, Михал Петрович!
— Аш хушса параççĕ уйта, кайса илĕр!
— Тавтапуç, Михал Петрович!
— Пахилккесем шыв ямаççĕ-и? Абрам Семеновича калăр, вăл улăштарса парĕ.
Бурлаксенчен уйрăлсан, Михха чунне хускатнă сăмахне пуçарчĕ:
— Акă мĕн, Абрам Семенович... Самана пăтăрмахне ху та пĕлмелле. Патшана вырăнтан кăларса çапнă. — Приказчикĕ ăнланаймасăр пăхнине асăрхасан: — Эс ăна илтмен-и вара? — терĕ.
— Тунмастăп, Михаил Петрович, хăлхана кĕмен.
— Мăк чикрĕн-им хăлхуна? —кăмăлсăрланчĕ Михха.
— Михаил Петрович, кăлăхах кӳрентеретĕр. Патша хыпарĕ вăрмана çитнĕ пулсан айккипе иртес çукчĕ. Эпĕ çармăссем хушшинче пурăнатăп. Унта ман çывăх тус-йышсем пур. Бурлаксем те систерĕччĕç.
Михха ĕненчĕ. Çапах та лăпланаймарĕ.
— Паян çитмесен, ыран персе çитĕ. Хăв та, тус-йышусем те çывăрса ан юлăр!
— Тăрăшăпăр, Михаил Петрович. Мольăпа сулăсене чиперех хуса антарăпăр. Эсир бурлаксен хутне кĕни ĕçе ăнăçтарĕ.
— Пурпĕр çăвара карса ларас мар. Халăхран уйрăлса ан çӳре. Вак-тĕвек ыйтусене хăвах çырлахтар. Ман ваккат Хусана кайнă-ха. Вăл мĕн пĕлсе килнине хыпарлăп.
Вĕсем Трифун патне таврăнчĕç те çуна çине вырнаçрĕç.
— Ĕнтĕ кантуралла хăвала!
IX
Тăлмач Лукарье патĕнчен тухрĕ те хăйсен баракĕ еннелле утасшăнччĕ, хапхаран чаплă çуна кӳлнĕ урхамах тĕрлеттерсе кĕнине курсан, кил хушшинчех чарăнса тăчĕ. Ку урхамахпа хуçа хĕрĕ килнине тавçăрса, ун патне чупса пычĕ.
— Клавдия Михайловна, салам!
— Салам, салам, Йожеф! Мĕнле пурăнатăр? Киле хăçан кайма шутлатăр? — шӳтлесе те хаваслăн чĕнчĕ хĕр.
— Пурнăçа хурламалла мар. Киле таврăнассин тĕлли те çук.
— Сывă пулсан вăрахах кĕтмĕр ĕнтĕ.
Тăлмач сисчĕвленчĕ. Хуçа хĕрен сăмахĕсем мĕне пелтереççĕ-ши? Анчах тĕпчеме вăхăт пулмарĕ. Клавье çуна çинчен анма шутланине тавçăрса, аллине пачĕ, тăлăпне хывса хума пулăшрĕ. Хĕр çине пăхса чунне килентерчĕ. Ахаль те ытарма çукскер, сивĕ çĕрте пулнипе пиçсе çитнĕ çырла пекех. Пурнăçра кама телей е инкек кӳрĕ-ши вăл?
— Тавтапуç! — терĕ те Клавье тăлмач енне çаврăнса пăхмасăрах çуна патĕнчен пăрăнчĕ.
— Килте кам пур? — алăкран кĕрсенех ыйтрĕ Клавье.
— Аннӳ пулма кирлĕ, —хуравларĕ лакей.
Клавье, аллисене ăшăтнăн сăтăркаласа, амăшĕ патне васкарĕ. Сивĕ çĕртен кĕнипе пит-куçĕ вут тивнĕн хĕмленет. Пӳлĕмре юрлани илтĕннипе алăк хăлăпне тытсах тимлерĕ.
Ылтăн çĕрĕ пурччĕ ман,
Выртрĕ юлчĕ чӳречĕ умне.
Савнă каччă пурччĕ ман,
Тăрса юлчĕ хапха умне...
Амăшĕ сăвăласа юрланине Клавье пайтах илтнĕ, хăй те унран юрлама вĕреннĕ. Алăка уçса кечĕ те, чупса пырса ыталас вырăнне, хытса тăчĕ.
Амăшĕ ĕçкĕпе айкашнине Клавье пĕлет. Ашшĕпе иккĕшĕ тату пурăнманнине те сисет. Ку ăна пăшăрхантарать те, паянччен ытлашши йӳпсеменччĕ. Ашшĕ-амăшĕн пурнăçне хутшăнни ырă мар тесе шутланă. Амăшĕ ку териех ӳсĕррине курман пирки тӳсеймерĕ:
— Анне! — кӳренсе чĕнчĕ вăл.
Лукарье юрлама чарăнчĕ. Пӳлĕмре хĕрĕ пуррине асăрхасан, пуçĕ тăрăлма пуçларĕ. Сасартăках ним тума аптранипе çăра куркине сĕтел çине лартрĕ, кăкшăмне хăй умĕнчен тĕксе шутарчĕ. Хĕрĕ унăн пĕртен-пĕр савăнăç-çке. Анчах алăк çумĕнчен хăпманни кăмăлне пăсрĕ.
— Хĕрĕм, эс ма иртместĕн? — терĕ сӳрĕккĕн.
— Эх, анне... Ма яланах сăрапа аппаланан-ши? Аттепе иксĕре курасшăн, иксĕрпе калаçасшăн çитрĕм те... Эсĕ ӳсĕр пуçпа тем анрашатăн.
Лукарье намăсланчĕ, хурланчĕ. Икĕ куçĕнчен куççуль юхса анчĕ.
— Хĕрĕм, каçар… Шухăшласан, сăра енне çаврăнса пăхас килмест. Телейсĕр пурнăçа аса илетĕп те каллех сыпатăп.
Амăшĕн куççулĕ Клавье кăмăлне çемçетрĕ. Хăвăрт пырса ыталарĕ.
— Анне, эпĕ сана юрамисĕр сăмахпа кӳрентертĕм-и тен, ан çиллен, тархасшă.
Лукарье хĕрне пĕчĕк чухнехи пек арки çине лартрĕ, пуçĕнчен саврĕ.
— Çук, çук, хĕрĕм... Эсĕ чăннине каларăн. Хам ăссăрри кăна...
— Апла тесен ма ĕçетен? Çав тĕриех мĕн пулвă? Тĕрĕссипе, сан мĕн кирли пурте пур. Пуянлăх та, чап та... Хăвна тирпейлĕ тытмалла кăна.
— Ах, ачам... Эсĕ çамрăк-ха, хуйхă мĕнне чухламастăн. Телее укçа парса илме çук. Сутăн илнĕ телей чĕрене ăшăтмасть. Ман чĕрене ăшăтакан пĕртенпĕр эсĕ. Сана та сайра кăна саватăп. Уншăн эс айăплă мар. Çамрăк хер вăхăтсăр карчăка тухнă амăшне пăхса лараймĕ. Çакна çеç калатăп: унта, аçу-аннӳ çук çĕрте, чыслăн пурăнма тăрăшасчĕ сан.
Амăшĕ мĕншĕн çапла асăрхаттарнине Клавье сисре. Çамрăк чухне юратакан каччи пулнă-и, тен. Пуян таврашĕ марри те паллă. Клавье савакан каччă та пуян ачи мар-çке. Пурпĕр Ванюкран лайăххи никам та çук. Атăлкассине те ăна курасшăн килчĕ. Ыран Тĕмшер чиркĕвĕнче курнăçĕç. Хусанта тарават йышăннине аса илсен хăех пырĕ. Çыру парса хăварма та юрать. Халиччен ним пытарманскер, Ванюк пирки чĕре хускалнине та каласа парасшăнччĕ, амăшĕ ытларах салхуллипе, шарламарĕ. Асăрханма хушнине хирĕç кăна хуравларĕ:
— Анне, ман пирки ан пăшăрхан. Эпĕ хама улталама ирĕк памăп.
— Тем пекехчĕ, хĕрĕм...
— Хăвах куртăн ĕнтĕ, çуйланма сăлтав çук.
— Тĕрĕссипе, хĕрĕм, эп хамшăн мар, саншăн, сан ăраскалушăн канăçсăрланатăп. Ырă-и, усал-и, иçмасса, эп хамăнне пурăнса ирттернĕ. Сана мĕн кĕтет-ши? Ырлăх-ши е хурлăх?
— Ырлăх, анне. Эпĕ халь те никамран телейлĕ. Аттепе анне юратаççĕ. Вĕренетĕп. Мана урăх ним те кирлĕ мар.
— Ку ырлăх, хĕрĕм, пирĕн çунат айĕнче чухне çеç. Ыранах уйăрнă кайăк чĕппи пек йăваран вĕçсе кайан та... Эпĕ те сан пекех çамрăкчĕ. Савнă каччăм та пурччĕ. Атте-анне ман кăмăла пăхмаре, Михха пурлăхне ытларах хапсăнчĕ.
Амăшĕ чĕринче мĕн пуррине ним пытармасăр каласа пани хĕре хумхантарчĕ, туйăмне пĕлтерме хистерĕ.
— Анне, — ачашшăн чĕнчĕ Клавье, — ĕмĕре хĕр пуçăн ирттерсен те, килĕшмен йĕкĕте качча тухассăм çук эп. Тата... каччă шырама кирлех те мар. Эсир мана ача чухнех çураçнă вĕт...
— Астăватăн-им эс ăна?
— Ан тĕлĕнтер... Атте-анне пилленĕ каччăна епле манăп-ши? Е эп сире хисеплемен хĕр тетĕр-и? Çук, анне, эп сирĕн сăмахăртан тухмăп. Тата пĕркун тĕл пултăмăр та... Вăл çав тери маттур иккен.
Лукарье шартах сикрĕ..
Амăшĕ пăлханни Клавьене хăйне май канăçсăрлантарчĕ.
— Эс мĕн, Ванюка хамăр пата илсе кайнăшăн çиллентĕн-им? Ăна кирек хăçан та ырлаттăн-çке?
Лукарье тăна кĕчĕ. Хĕрĕн ыйтăвне хуравлама лекетех. Вăл Ванюка хурласшăн мар, анчах Клавьене унран сивĕтесшĕн.
— Сан ăраскалушăн çунатăп, хĕрĕм. Тĕрĕссипе, эпĕ Ванюка курни тахçан ĕнтĕ. Çавăнпа ним калама аптратăп. Ашшĕне пăхсан, начар йĕкĕтех мар-и, тен? Сан кăмăл ун еннелле туртăнни те пăшăрхантармасть. Анчах иксĕре çураçнăранпа вăхăт нумай иртнĕ. Сирĕн çул юпписем пĕр çĕрелле тухаймĕç.
— Мĕншĕн апла, анне?
«Эсир иксĕр пĕртăвансем», — тейĕччĕ ĕнтĕ Лукарье, анчах хĕрĕ хăйне курайми пуласса, ашшĕ шутланакан çыннинчен писме пултарасса аса илчĕ те чĕлхине çыртрĕ. Ун вырăнне:
— Мĕншĕнне хăвах чухламалла, хĕрĕм. Ванюк ашшĕ пире сиен тунине мантăн-им? Аçу ăна нихçан та каçармĕ, — терĕ.
Клавье кăмăлĕ тĕксĕмленчĕ. Чăнах, мĕнле маннă вăл?.. Çав самантрах сӳнми ялкăшакан туйăмĕ тепĕр хут вăй илчĕ. Ашшĕ-амăшĕ ырă-тату пурăнманшăн вĕсем айăплă-им? Тата амăшĕ те телей укçара мар терĕ. Ванюк килĕшсен, вĕсен ирĕкĕнчен тухма та хатĕр пек сунса, вăл ыран чиркĕве каймах тĕвтурĕ. Кун çинчен калаçса амăшĕн кăмăлне пăсас мар тесе çеç урăх сăмах çине куçрĕ.
— Атте ăçта? Хăçан таврăнать?
— Кам пĕлет... Вăл манран ыйтса çӳремест.
Сăмах çинех Михха персе çитрĕ. Хĕрĕ сĕтел хушшинчине асăрхасан, чунĕ тăвăлни таçта сирĕлчĕ. Клавьене вăл ывăл ачи пур чухне те юратнă. Лешĕ хĕрлĕ шатрапа вилнĕренпе ăна пĕртен-пĕр шанăç тесе шутлать.
— Ха, ман пăрчкан килнĕ-çке?
— Ой, атте! — хирĕç чупса пырса ыталарĕ ăна Клавье, питçăмартинчен чуптурĕ. — Эс çуккишĕн пăшăрханаттăм. Ĕнтĕ кăмăл уçăлчĕ.
Михха ыттисемшĕн сехмет те, хĕрĕшĕн яланах ырă ăш-пиллĕ çын. Халь те акă, хăрах аллине Клавье хулпуççийĕ çине хурса, тепринпе пуçĕнчен ачашлăрĕ.
— Мĕн çăмăлпа? Сывлăхусем мĕнле?
— Сире курас килнипе, атте. Сывлăх тесен, çĕр çулхи юманăнни пек.
— Аван, хĕрĕм. Хам та сана курасшăн çунаттăм. Пыма вăхăт пулмарĕ.
— Ăнланатăп, атте. Халь те тепле ĕлкеретĕн. Михха чĕри çемçелчĕ. Ирхине арăмĕпе ятлаçнине те манчĕ. Апат тухташĕ те таçта вĕçсе саланчĕ.
— Ельпох та, хĕрĕм, эпĕ тутă. Тата кампа, ăçта апатланнă тетĕн?
Марисен енче çӳренĕ чух ашшĕ яланах Упияра кĕнине пĕлет Клавье. Çавăнпа:
— Антун тусу патĕнче пуль, — терĕ.
— Çук, чухлаймарăн! Сана çураçнă каччăпа пĕр тирекрен çирĕмĕр... — Клавье ним ăнланманла куçран пăхнине асăрхасан: — Хăвна кампа çураçнине мантăн-им! — терĕ.
Клавье тĕлĕнсех кайрĕ. Халь çеç-ха, ашшĕ çилленесрен хăраса, амăшĕ Ванюк çинчен шухăшлама хушмарĕ. Ашшĕ ав хăех сăмах хускатрĕ.
— Атте-анне пиллесе çураçнă каччăна епле манăп-ши! Михха илтмен пекех хай шухăшне майĕпен малалла тăсре:
— Паян йывăçа юханшыва йăвантарнине курма кайрăм. Çавăнта пĕрле яшка çиме лекрĕ. Илемлĕ те Маттур, сăрнай...
Ашшĕ Ванюка ырă суннăн калаçни чĕреренех-ши? Çакна вĕçне çитиех пĕлесшĕн пулса:
— Тепĕр тесен, вăл маншăн никам та мар. Тĕнчере маттур йĕкĕтсем тем чухлех! — терĕ Клавье.
— Тĕрĕс. Пуян хĕрĕн унашкал сăрнайпа мĕн ĕç? Иртни-пулни аса килнĕрен кăна сăмах хускатрăм. Луччă çакна каласа пар-ха, хĕрĕм... Хусанта мĕн хыпар? Патшана вырăнтан кăларнă пирки мĕн сас-хура пур?
Ашшĕ Ванюка курайманнине Клавье йăлтах ĕненчĕ. Чунĕ вĕçнипе ăна юратни çинчен персе яманшăн хăйне хăй тав турĕ. Çавăнтах пăшăрханса ӳкре. Емĕтленни кăлăхах иккен. Ванюк бурлака тухса кайнă.
— Ой, атте! —ӳкĕннĕ сасăпа эхлетрĕ вăл. — Хусанта тĕрлĕ сас-хура çӳрет. Нумаях пулмасть-ха икĕ гимназинче вĕренекенсем пухăнса митинг ирттерчĕç.
— Вара?
— Турă çырлахтăр, халиччен çăвар уçма хăранисем те хăюлланнă. Патшана шеллекенсем çеç тупăнмарĕç. Раççее нимĕçсене сутнă вăл тесе кăшкăраççĕ. Вăхăтлăх правительствăна ырлаççĕ. Нимĕçсене Раççейрен хăваласа ямасăр вăрçа чарма юрамасть, теççĕ. Арçын ачасем хăйсен ирĕкĕпе вăрçа кайма шутлаççĕ. Хĕрупраçсем те хĕрарăмсен батальонне çырăнасшăн.
Лукарьене хĕрĕ ытлашширех сӳпелтетнĕн туйăнчĕ.
— Клавье! — хыттăн чĕнчĕ вăл. — Чĕлхене тыткалама пĕлеççĕ. Хĕр вĕт эсĕ! Е патшана турă вырăнне хисеплеме вĕрентмен-и сире?
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...