Тискерлĕх


Инкек


Çав çулхине хĕл питĕ сивĕ килсе çитрĕ. Кашни кун çил-тăман тустарать. Çил вăйлă пулнипе мĕнпур çунă юра çырмасене хӳсе тултарчĕ. Çав кун хамăн пӳлĕмре ĕçлесе ларнă вăхăтра алăка пĕр карчăк уçрĕ. Вăл: «Кĕме юрать-ши?» — тесе алăка хупмасăр пăхса тăрать. «Юрать», — тесен кĕрсе тăчĕ, анчах та иртсе ларма пултараймарĕ. Хăй унталла-кунталла пăхкалатъ, темрен хăранăн туйăнать. Пирĕн ĕçре кирек кам килсен те кашнинех чи малтан тĕплĕн, пĕр чармасăр итлесе пĕтермелле, çын нушине ăнланмалла. Çавна чухласа, карчăка хама хирĕç тенкел çине лартрăм, кун хыççăн тин мĕн пирки килнине ыйтса пĕлме шутларăм. Пĕлетĕп-ха ĕнтĕ, çакăнта никам та ырă ĕçпе килмест. Мĕнле те пулин пăтăрмах сиксе тухсан кăна пирĕн пата пырса хăйсен нушисене каласа параççĕ.

Чи малтан çакна асăрхарăм: ман умра ларакан карчăк веç чĕтĕрет, нимĕн те калаймасть, пĕрмай ман çине куçран пăхса ларать. Вăл мана темĕншĕн ытла та нуша курнă çын пек туйăнса кайрĕ. Мĕншĕн тесен унăн аллисем хытса шултăркаса кайнă, пĕр куçĕ вара ытла илемсĕр курăнать, темĕнле çаврăнса тулалла тухса тăрать.

Лăплантарнă хыççăн хушаматне, ăçта пурăннине ыйтса пĕлсен, ватă хĕрарăм калаçма тытăнчĕ. Ĕмĕрне те çакăнта пулса курманччĕ, халĕ акă ватăлса çитсен кунта килме тӳр килчĕ. Тата мĕн курмалли пур-ши? — тесе йĕрсе ячĕ. Кун хыççăн ĕсĕкле-ĕсĕкле каласа пама тытăнчĕ.

Малалла