Чакак


Чакак хӑнисем


Чак! чак! чакакĕ

Пăри пăтти пĕçернĕ,

Пăтти пиçнĕ-пиçменех

Хăнисене чĕнтернĕ.

Шăкăриех хăнисем:

Чĕнменнисем, чĕннисем

Килсе тулчĕç ун патне

Çакă ирхине.

Пĕрне кашăк тыттарать,

Тепĕрне хăй хыптарать,

Виççĕмĕшне чей парать...

Чакак хĕрсех хăналать.

Пĕрне кăна памарĕ,

Кăшт та кăмăл тумарĕ:

— Эсĕ ак мĕн, наян тус,

Калама çук уссăр пуç,

Кĕрпе те авăртмарăн,

Вутă та татмарăн,

Шывне те тултмарăн,

— Пая тивĕç пулмарăн.

Мухтанчăк чакак


Пĕррехинче, вăрман уçланкинче,

Чакак пуху пуçтарнă. Вăт тĕнче!

Тапратнă юптарма хăй юмахне —

Ăçтан кăна тупать-ши сăмахне?

Тӳрех пуçланă мухтама хăйне:

«Тупайăр-ши эсир ман пеккине?

Ĕçлетĕп эп пĕрмай, курман канса,

Иртет-çке вăхăтăм ăшталансах.

Çунатăмсем епле хăватлă ман!

Ман пек хитре никам вĕçсе курман.

Илемлĕ сассăм тĕнчере пĕрре,

Ачашлăх çуратать чун-чĕрере.

Вăрман мухтавĕ, чапĕ-сумĕ эп,

Ӳссе пырать кунсеренех хисеп», —

Тесе мухтанчĕ чакăлти чакак,

Шăв-шавĕпе çеç тухрĕ вăл «чапа».

Кăштах кăна илесчĕ именсе,

Чысна çухатăн эс вĕçкĕнленсе.

Хисеп хăех тупать сана, тăхта,

Хăвна çеç нихăçан та ан мухта...