Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр министрӗнче 2016 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнченпе ӗҫленӗ Михаил Резников ку пукансӑр юлнӑ. Михаил Игнатьев Элтепер Хушӑва паян ирпе алӑ пуснӑ.
Ҫул-йӗрпе отраслӗнчи лару-тӑрӑва нарӑсӑн 4-мӗшенче хула-район пуҫлӑхӗсемпе видеоконференци ирттернӗ чух хускатнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Михаил Васильевич каланӑ тӑрӑх, маларах ведомствӑсемпе муниципалитетсем ҫул-йӗр тума тата тытса тӑма укҫа ҫитменнишӗн пӑшӑрханса калаҫнӑ, халӗ пуррипе те вӑхӑтра усӑ кураймаҫҫӗ. 2016 ҫулта Чӑваш Ен территорийӗнчи ҫул-йӗр отрасльне 3 миллиард та 645 миллион тенкӗ укҫа хывнӑ, кӑҫал 5 миллиардран кая мар уйӑрмалла.
Патшалӑх саккасне пурнӑҫлакан тӗп учреждени — Чӑваш Республикин Ҫул-йӗр управленийӗ. Унӑн пуҫлӑхӗн тивӗҫне хӑй вӑхӑтӗнче Федерацин наркотӗрӗслев службин республикӑри управленине ертсе пынӑ Евгений Барсуков генерал-майор пурнӑҫлать. «Чӑвашупрдорта» профессионалсен тухӑҫлӑ команди ӗҫлемелле», — асӑрхаттарнӑччӗ Элтепер республикӑн транспорт тата ҫул-йӗр министрне Михаил Резникова.