Турци Раҫҫей ҫыннисене ют ҫӗршыв паспорчӗсӗрех кӗртме пуҫласшӑн. «Российская газета» (чӑв. Раҫҫей хаҫачӗ) ӗнер хыпарланӑ тӑрӑх, ку ыйтӑва ҫывӑх вӑхӑтра Мускавпа сӳтсе явасшӑн. Ун пирки Турцин ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министрӗ Мевлют Чавушоглу каланӑ. Хӑйӗн шухӑшне министр Антальере Раҫҫей гражданӗсемпе тӗл пулнӑ чухне палӑртса хӑварнӑ.
Раҫҫей самолетне Турцире персе антарнӑ хыҫҫӑн хутшӑнусем сивӗнни Турцишӗн пӗртте меллӗ мар тесе шухӑшлаҫҫӗ экспертсем. Пӗрремӗшӗнчен, унта туристсем сахаллӑн ҫӳреме тытӑннӑ. Унччен ҫуркуннерен пуҫласа сӗм кӗркуннечченех Турцирен Раҫҫей ҫыннисем татӑлман. Иккӗмӗшӗнчен, икӗ тӑрӑх экономика енчен те питех те килӗштерсе ӗҫленӗ.
Ют ҫӗршыв паспорчӗсӗрех Турцине Раҫҫей ҫыннисене кӗртме пуҫласан туристсен шучӗ ӳсессе шанаҫҫӗ.