Тӗнчере тӗрлӗрен кӗнчеле тесе ахальтен каламан пулӗ. Чӑваш Енӗн Строительство министерствине пӑхӑнакан организацисенчен пӗрне ертсе пыма тивӗҫ пулнӑ пуҫлӑх хӑйне айван тесе ӗнентерме хӑтланса суд тӑрӑх ҫӳрет иккен. Ҫак тӗлӗнмелле хыпара тӗнче тетелӗнчи «Правда ПФО» хаҫат журналисчӗсем пӗлтернӗ.
Унта ҫырни тӑрӑх хакласан, пуҫлӑх пуканне йышӑннӑ ҫын хӑйӗн тилхепийӗ килӗшменрен кутӑнлашма пуҫламан-мӗн-ха. Пӑтӑрмахӗ тепӗр ҫынпа ҫыхӑннӑ. Хайхи пуҫлӑх унччен пӗрле ӗҫленӗ пӗлӗшӗнчен 6 миллион тенкӗ кивҫен илнӗ пулать, ҫавна вӑл хут ҫырсах ӗнентернӗ иккен. Тӳлес вӑхӑт ҫитсен хута ҫырнӑ чух хӑй ӑслӑ-тӑнлах пулманнине ӗнентерме шухӑш тытнӑ. Мӗнле лару-тӑрура алӑ пусса панине те астумасть имӗш, хӑй сывах маррине вӑл суд урлах ҫирӗплетме ыйтнӑ иккен.