2013 ҫулта Муркаш районӗнчи Катикасси ялӗ ҫывӑхӗнче нумай ачаллӑ ҫемьесем валли 535 ҫӗр лаптӑкӗ уйӑрса панӑ. Анчах унта халӗ те газ, шыв, электричество ҫук.
Шупашкарти Ленин районӗн прокуратури мэри нимӗн те тумасть тесе суда тавӑҫ тӑратнӑ. Ку тӗлӗшпе суд пулнӑ. Приговорпа килӗшӳллӗн Шупашкар хула администрацийӗн инженери инфратытӑмӗн объекчӗсене 9 уйӑхра хута ямалла.
2011 ҫулта ЧР Элтеперӗ виҫӗ тата ытларах ача ҫуратакан ҫемьесене ҫӗр лаптӑкӗ парасси пирки хушу алӑ пуснӑ. 2012 ҫулта Шупашкар хула администрацийӗ Катикасси ҫывӑхӗнче инженери инфратытӑмне хӑйӗн укҫи-тенкипе хута ямашкӑн шантарса документ алӑ пуснӑ. Тепӗр ҫул ҫав ял патӗнче 535 ҫӗр лаптӑкӗ уйӑрса панӑ.
Анчах администраци шантарнӑ сӑмахне тытман. Проекта 2015 ҫул варринче ҫеҫ саккас панӑ, ӑна тепӗр ҫул пурнӑҫа кӗртнӗ. Анчах вал патшалӑх экспертизи витӗр тухайман.
Халӗ инфратытӑма хута ямашкӑн 429,3 миллион тенкӗ кирлӗ. Администрацин вара укҫа ҫук. Анчах суд ку яваплӑхран пӑрӑнмалли сӑлтав маррине палӑртнӑ.