Путишле тес путишлех те мар ҫак тӗслӗх Ҫӗрпӳ районӗнче пулса иртнине эпир пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер, асӑннӑ хулара пурӑннӑ пӗр этем хӑй ӗмӗрӗнче виҫҫӗмӗш ҫынна вӗлернӗ хыҫҫӑн кравать айне пытаннӑ. Анчах йӗрке хуралҫисем ӑна пӗрех асӑрханӑ.
Пӑтӑрмах кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче сиксе тухнӑ. 56-ри хӑнапа 49-ти кил хуҫи тавлашса кайнӑ. Асли кӗҫех алла ҫӗҫӗ ярса тытать, тарӑхтаракана мӑй тӗлӗнчен 4 хутран кая мар чикет. Кил хуҫи вилет, хӑна тарать. Вӑл пӗр тусӗ патӗнче пурӑннӑ. Йӗрке хуралҫисем ҫавӑнта ӑна шыраса пырсан хайхи арҫын кравать айне кӗрсе тарнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тарӑх, ҫын вӗлерекене суд 14 ҫуллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ.