Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ҫынна йывӑр ан кала, ху та ҫавна курӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Николай Федоров чӑваш чӗлхине аталантармашкӑн пулӑшма шантарнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 09.03.2020 09:54 | 1650 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи
Федераци Канашӗн сайтӗнчи видео скринӗ
Федераци Канашӗн сайтӗнчи видео скринӗ

Чӑваш Ене республикӑн пӗрремӗш президенчӗ пулнӑ Николай Федоров килнӗ. Вӑл кунта килсен тӑван чӗлхе ыйтӑвӗ пирки те сӑмах хускатнӑ.

Николай Федоров Шупашкара килсен ЧР Наци вулавӑшӗнче пулса курнӑ. Николай Васильевич ҫитес вӑхӑтра тӑван чӗлхене вӗрентме, учебниксемпе преподавательсене хатӗрлеме хушма укҫа пулассине пӗлтернӗ. Ҫакна Конституцири тӳрлетӳ те, этнокультурӑна упрасси, тума хӗтӗртет.

«Хушма укҫа уйӑрса парӗҫ, хала ав ҫӗнӗ институт, тӑван чӗлхесене вӗренме тата аталанма пулӑшакан федераци фончӗ, туса хучӗҫ, ӑна эпӗ ертсе пыратӑп. Хальлӗхе унта пысӑках мар укҫа, 200 миллион тенке яхӑн», - тенӗ Николай Федоров.

Ҫулталӑкне ку тӗллевпе 2 миллиард тенке яхӑн уйӑрма палӑртаҫҫӗ.

#чӑваш чӗлхи, #Наци вулавӑшӗ, #укҫа-тенкӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/63027
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Кукша // 2899.12.5768
2020.03.09 14:32
Тем пекчё!
Валери Туркай // 2649.5.9242
2020.03.10 06:52
Федоров Чӑваш Чӗлхине ҫӑласшӑн-и?! "Я буду выжигать каленым железом чувашский национализм!" текеннипе-и?
Ан култарӑр-ха ман ватӑ кушакӑмсене!
Каснӑ чӗлӗ ҫӑкӑр ҫумне тепӗр хут ҫыпҫӑнмасть.
Валери Туркай 89278555480
Микула // 9259.3.8429
2020.03.11 19:04
Чӗлхене хӗссе хунӑ хыҫҫӑн уншӑн "компенсаци" виҫӗ пус ?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем