Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: «Атӑл.Тӑлмач» лайӑхрах куҫарма пуҫланӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 25.08.2022 08:16 | 1166 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ хатӗрлекен «Атӑл.Тӑлмач» онлайн-куҫаруҫӑри модель ҫӗнелнӗ. Енчен те малтанхине 673 пин мӑшӑрпа вӗрентнӗ пулсан, хальхине вӗрентме 1 127 пин мӑшӑрпа усӑ курнӑ. Ҫапла май куҫару пахалӑхӗ ӳснӗ.

Хальхи вӑхӑтра вӑл «Яндекс.Тӑлмачран» пӗрре те кая мар куҫарать, хӑш чухне ирттерет те. Ку ӗнтӗ моделе вӗрентнӗ чухне ытларах мӑшӑрсемпе усӑ курнипе ҫыхӑннӑ. Аса илтерер, ҫулталӑкӑн пӗрремӗш чӗрӗкӗнче Яндекс.Тӑлмач чӑваш чӗлхин модельне 1 миллион мӑшӑрпа вӗрентсе ҫӗнетнӗччӗ. «Атӑл.Тӑлмача» вӗрентнӗ чухне вара Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинчи мӑшӑрсен йышӗ тата та ӳсрӗ — 1 миллион та ҫӗр пинрен иртрӗ. Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ пухӑннӑ мӑшӑрсемпе ҫеҫ мар, унсӑр пуҫне ытти ҫӑлкуҫсенчен пуҫтарнисемпе те туллин усӑ курнӑ. Ҫав шутра — моно корпуссемпе те (калӑпӑр, Википедин чӑваш уйрӑмӗнчи текстсемпе, Чӑваш халӑх сайчӗн Литература кӗтесне вырнаҫтарнӑ текстсемпе тата ыттипе те). Ку та пахалӑха ӳстерме май пачӗ.

Ҫак вӑхӑт хушшинче «Атӑл.Тӑлмачра» ҫавӑн пекех тепӗр ҫӗнӗлӗх те хушӑнчӗ — сайтра вӑйӗ мелӗпе усӑ курса халь кашни хутшӑнаканӑн тӳпине палӑртма май пур. «Атӑл.Тӑлмачра» куҫарни, куҫарусене хаклани тата куҫарусене тӳрлетни «опыта» ӳстерет, ҫапла май хутшӑнаканӑн шайӗ ӳссе пырать. Хутшӑнакансем хӑйсен шай виҫипе тупӑшма та пултараҫҫӗ — ку вара хаклав ӗҫне ӳстерме пулӑшать. «Атӑл.Тӑлмач» мӗнпур даннӑйсене уйрӑм ҫынпа ҫыхӑнтармасӑр пухса пырать. Хӑвӑрӑн шай ӳснине куратӑр пулин те сайт эсир кам иккенне пӗлмест.

«Атӑл.Тӑлмачра» ҫӗнӗлӗхсем сахалах мар пулин те вӑл халӗ те beta шайран тухман-ха. Ҫӗнетмелли тата лайӑхлатмаллисем сайтра пайтах: тӗслӗхрен, сайта смартфонсем ҫинче йӗркеллӗ уҫӑлмалла тӑвасшӑн. Унсӑр пуҫне виртуаллӑ клавиатура хушас ӗҫ майӗпен пулса пырать.

Сайтӑн статистикине пӑхас пулсан — унпа усӑ курни эрнесерен ӳссе пырать. Енчен те малтан кунне 20-50 пуплевӗш куҫарнӑ пулсан, паянхи кун ку кӑтарту кунне темиҫе ҫӗре ҫитет.

Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ сире пурне те «Атӑл.Тӑлмачпа» анлӑрах усӑ курма чӗнсе калать. Эсир мӗн куҫарни, куҫарусене хакласа пулӑшни, куҫарнисене юсани — ҫакӑ пӗтӗмпех каярах куҫару пахалӑхне ӳстерме май парӗ. «Яндекс.Тӑлмачри» куҫарусем пирӗн алла лекес ҫук, ку сайтпа усӑ курса куҫарнӑ тӗслӗхсемпе вара пахалӑха ӳстерме май пур.

#ЧЧЛ, #сайтсем, #Яндекс, #чӑваш чӗлхи, #аталану

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://translate.chv.su/
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем