Юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ача-пӑча ыйтӑвне хуравланӑ. Ыйтаканӗсем ачасем пулнӑ та, унта хускатнӑ темӑсем — аслисем татса памаллисемех.
Тӳрӗ линие пултаруллӑ ачасемпе ҫамрӑксен «Эткер» центрӗнче йӗркеленӗ.
Икӗ сехете тӑсӑлнӑ калаҫура Олег Николаев районсенчен килекен видеошӑнкӑравсене йышӑннӑ, республикӑри колл-центрпа ҫыхӑннӑ.
Аса илтерер: ҫитес ҫул пирӗн республикӑра Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗ пулӗ. Ҫак енӗпе нумай ӗҫ туса ирттерме палӑртнӑ.