Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Чӑваш Ен картти валли умсаккас йышӑнатпӑр

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 27.11.2014 14:21 | 1661 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Чӑваш халӑх сайчӗ тӑрӑшнипе ҫитес вӑхӑтра Чӑваш Енӗн чӑвашла схеми А1 форматпа пичетленсе тухмалла. Ҫавна май чи малтан туянас кӑмӑллисем валли умсаккас йӗркелетпӗр — ӑна 250 тенкӗпе туянма май пур. Умсаккаса «СУМ» лавкка урлӑ ирттеретпӗр. Тӳрех палӑртатпӑр: укҫине малтан тӳлемелле (наложенный платеж мелӗпе саккаслакансене кайран ҫеҫ ярса парӑпӑр).

Чӑваш Ен схемин чӑвашла вариантне эпир нарӑс уйӑхӗнче пуҫласа. Чи йывӑрри — ял ячӗсен чӑвашла вариантне (тӗрӗссине) палӑртасси пулчӗ. Ку тӗлӗшпе пире Чӑваш халӑх ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗ, Тутарстан чӑвашӗсен «Сувар» хаҫачӗ, Чӗмпӗр Ен чӑвашӗсен «Канаш» хаҫачӗ самай пулӑшрӗҫ. Вуншар ҫын тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн сахал мар йӑнӑшран хӑтӑлтӑмӑр. Схема ҫине эпир совет саманинче панӑ ӗлӗкхи хитре чӑвашла ятсене илсе пама тӑрӑшрӑмӑр (т-х: Ӗсмел, Каҫал, Аслӑ Арапуҫ). Ҫавӑн пекех курӑнакан лаптӑка лекекен тулашри чӑваш ялсене кӑтартрӑмӑр — Тутарстанри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑваш ялӗсем ӑҫтарах вырнаҫнине лайӑх курма май пур.

Ку вариант — малтанхи. Ҫавна май эпир ӑна 300 экземплярпа кӑна пичетлерӗмӗр. Сӗнӳсем пухса каярах пысӑкрах тиражпа кӑларасшӑн. Малашне ҫавӑн пекех ятарласа юханшывсен ячӗсен схемине тата кашни район схемине уйрӑммӑн кӑларма планланӑ.

Каласа хӑварас пулать — Чӑваш Енӗн чӑвашла пичетленнӗ схеми хальхи вӑхӑтччен пӗрре те кун ҫути курман. Пирӗн республика йӗркеленнӗренпе те пур схема-картта та вырӑсла кӑна тухнӑ. Ку схемӑна эпир ялсен чӑвашла ячӗсене сыхласа хӑварас тӗллевпе кӑлартӑмӑр. Кунта, паллах, пур ял ячӗсем те вырнаҫаймарӗҫ — хӑш-пӗрисем ытла ҫӑт вырнаҫнӑран пурин валли те вырӑн тупӑнмарӗ.

Хӑйсен наци чӗлхипе кӑларнӑ халӑхсем Раҫҫейре сахалрах. Ку ӗҫе чи малтанах пирӗнтен ҫурҫӗрелле вырнаҫнӑ ҫармӑссем пурнӑҫланӑ. Вӗсен карттине PDF форматпа уҫласа илме пулать.

#схемӑсем, #карттӑсем, #плакатсем, #Тутарстан, #Чӗмпӗр облаҫӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем