Ӗнер Раҫҫей правительстви тӗнчерен хупӑнас тӗлӗшпе тепӗр утӑм тунӑ — Future Leaders Exchange (FLEX) калӑпӑшлӑ вӗренӳ программинчен тухнӑ иккен. Вӑл программӑпа килӗшӳллӗн Раҫҫей шкул ачисем АПШ-ра тӳлевсӗр вӗреннӗ, пурӑннӑ. Правительство ҫак утӑма программӑна хутшӑннӑ пӗр ача АПШ-ра юлни пирки, «АПШ влаҫӗ ачана опекӑна илни» пирки тунӑ пулать.
FLEX программӑна АПШ Конгресӗ 1992 ҫулта йышӑннӑ, унпа усӑ курса СССР-а кӗнӗ патшалӑх ачисем АПШ пурнӑҫӗпе тӗплӗнрех паллашма пултарнӑ, америка ачисен те хӑнасен пурнӑҫне лайӑхран ӑнланма май пулнӑ. Программӑна 8–10 класра вӗренекен ачасем хутшӑнайнӑ. Вӗсен ятарлӑ экзамен тытмалла пулнӑ, ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн вӗсем ҫулталӑк хушши АПШ-ри «вӑтам пурлӑхлӑ» ҫемьере пурӑнма тата шкула ҫӳреме пултарнӑ. Программӑна пурӗ 22 пин ача хутшӑннӑ, вӗсенчен 8 пинӗ — Раҫҫейрен.
FLEX программӑна хутшӑнас тесе Чӑваш Ен шкул ачисем те тӑрӑшса пӑхнӑ. Экзаменсем 4-мӗш лицейра иртнӗ. Хӑшӗ-пӗрисем ҫӗнтерсе АПШ-ра вӗренсе-пурӑнса та курнӑ пулинех.
Астрономсем Ҫӗртен 124 ҫутӑ ҫул аяккарах вырнаҫнӑ тӗлӗнмелле планетӑна тупса палӑртнӑ. Унӑн условлӑ ячӗ — «Шыв тӗнчи».
Планетӑн официаллӑ ячӗ — GJ1214b. Ӑсчахсем пӗлтернӗ тӑрӑх, унти атмосфера пӑс евӗр. «Шыв тӗнчи» пирӗн планетӑран 2,5 хут пысӑкрах, 7 хут ҫӑмӑлрах.
Астрономсен шухӑшӗпе, вӗсем унччен нихҫан уҫман планетӑн тӗсне тупса палӑртнӑ. Ҫав планета ытларах шывран тата паллӑ мар материалтан тӑрать. Ӑна ӑсчахсен палӑртма тивӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, планета ҫинчи шыв пысӑк температурӑна пула «вӗри пӑра» ҫаврӑнма пултарать.
Планетӑна Чилири, Аслӑ Британири, Швейцарири, Америкӑри ӑсчахсен ушкӑнӗ уҫнӑ.
Чӑваш Енре ҫуралнӑ Антон Батракова 2010 ҫулта АПШри ҫемье усрава илнӗ. Ҫав ҫулах ҫемье ӑна Миссури штатӗнчи социаллӑ приюта панӑ. Антон унтан 18 ҫул тултарсан ҫеҫ кайма пултарнӑ.
Шӑматкун Антон Чӑваш Ене таврӑннӑ. «Халӗ вырӑссем маншӑн пиччесемпе аппасем пекех. Вырӑсла тулли кӑмӑлпа калаҫатӑп. Тинех вырӑс апатне ҫирӗм. Катлет питӗ юрататӑп!» — тенӗ Антон.
Антон каланӑ тӑрӑх, ҫурт-йӗр ыйтӑвӗ татӑлнӑпа пӗрех. Ӗҫ шырамалли ҫеҫ юлнӑ. Ӑна стройкӑра ӗҫлеме сӗннӗ-ха. Малашне Антон института кӗрсе аслӑ пӗлӳ илме ӗмӗтленет. Антон акӑлчанла аван калаҫать, ҫавӑнпа вӑл тӑлмачӑра ӗҫлеме пултарать.
Антон Батраковӑн чи пысӑк ӗмӗчӗ — пилота вӗренсе тухса истребительпе вӗҫесси. Вӑл халӗ республикӑри психологипе педагогика реабилитаципе тӳрленӳ центрӗнче сипленет. Специалистсем ӗҫпе тивӗҫтерекен службӑн тата ҫурт-йӗр черетне тӑма пулӑшӗҫ. Антон центрта 3 уйӑхран пуҫласа ҫулталӑкченех пурӑнма пултарӗ.
Унччен РФ Президенчӗ ҫумӗнчи ача прависене хӳтӗлекен Павел Астахов АПШри ҫемьесем усрава илнӗ ачасем Раҫҫее таврӑнни пирки пӑшӑрханса калаҫнӑччӗ. «Усрава илнӗ ашшӗ-амӑшне яваплӑхаран никам та хӑтарман.
Раҫҫейре тата ют ҫӗршывра паллӑ Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ Лефкадра иртекен пӗтӗм тӗнчери фольклор фестивальне хутшӑнӗ. Вӑл ҫурлан 17–24-мӗшӗсенче Грецири Лефкад утравӗнче иртӗ.
ЧР Культура министерствин пресс-релизӗнче каланӑ тӑрӑх, фестиваль кӑҫал 52-мӗш хут иртет. Вӑл — ӗлӗкренпех пыракан культура йӑли. Ӑна пула Греци йӑлапа фольклора хаклакан ҫӗршыв ятне ҫӗнсе илнӗ.
Фестивале ҫулсерен Европӑри ушкӑнсем пухӑнаҫҫӗ. Кашниех хӑйсен ташшипе, кӗввипе паллаштарать. Унта килнисем концертсӑр пуҫне куравсене ҫитӗҫ, урамри артистсене курӗҫ. Фестиваль яланхи пекех концертпа вӗҫленӗ.
Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ фестивальре Раҫҫей чысне хӳтӗлӗ.
Сӑмах май, Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ Раҫҫей чысне тӗнче шайӗнче иртекен мероприятисенче пӗрремӗш хут хӳтӗлемест. Кӑҫал пуш уйӑхӗнче ушкӑн Турцире иртнӗ «Навруз» уява кайнӑ. Утӑ уйӑхӗнче вара Ҫурҫӗр Королина фольклорӗн пӗтӗм тӗнчери «Фолкмут АПШ 2014» фестивале хутшӑннӑ.
Утӑ уйӑхӗн 18–27-мӗшӗсенче Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче иртнӗ Ҫурҫӗр Каролинӑра иртнӗ фольклор фестивальне хутшӑннӑ.
«Фолкмут США 2014» фестивале вӑл Чӑваш Ен ятне кӑна мар, Раҫҫее те кӑтартнӑ. Чӑваш Ен коллективӗ Пӗтӗм тӗнчери фестивале хутшӑннине професси ӳсӗмӗ тата тӗнче культуринчи пуян опытпа паллашмалли пӗлтерӗшлӗ пулӑм тесе хаклать Чӑваш Енӗн Культура министерстви.
Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ Раҫҫейре тата унӑн тулашӗнче паллӑ. Вӑл Пӗтӗм Союзри тата Пӗтӗм Раҫҫейри смотрсен лауреачӗ, Чӑваш Республикин Константин Иванов ячӗллӗ патшалӑх премине те тивӗҫнӗ вӑл. Хӑйӗн 85 ҫулхи ӗмӗрӗнче вӑл ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесне ҫитнӗ. Вӑл пулман республика юлман-мӗн. Юлашки 30 ҫулта ансамбль чикӗ леш енне те гастрольсемпе тухса ҫӳрет. Вӑл Европӑри, Азири, Африкӑри 10 ытла ҫӗршывра хӑйӗн пултарулӑхӗпе халӑха тӗлӗнтернӗ.
Ӑсчахсем темиҫе миллион ҫул каялла Марс планета нӳрӗрех тата ӑшӑрах пулнине ҫирӗплетеҫҫӗ.
Орегон университетӗнчи тӗпчевҫӗсем Curiosity марсоход тунӑ сӑнсене тишкернӗ. Вӗсене Марс ҫинчи Гейла кратер тарӑнӑшӗнчи 3,7 миллион ҫул каяллахи тӑпра кӑсӑклантарнӑ. Тӗплӗн тишкернӗ хыҫҫӑн Хӗрлӗ планетӑпа Ҫӗр ҫинчи тӑпрасен пӗрешкеллӗхне палӑртма май килнӗ.
Curiosity тунӑ сӑнсем ҫинчи тӑпра ҫурӑлса кайнӑ сийлӗ, сульфат йӗрӗсем палӑраҫҫӗ, эллипс евӗр шӑтӑксемпе. Кунашкал тӑпрана Антарктикӑри Типӗ Тӳремре тата Чилири Атакама пушхирте тупма пулать-мӗн.
Ӑсчахсем палӑртнӑ тӑрӑх, кунашкал тӑпра Марс ҫинче малтан пурӑнма май пулнине ҫирӗплетмест. Анчах темиҫе ҫул каялла ҫак планета ӑшӑрах тата нӳрӗрех, пурӑнма меллӗрех пулни пирки калама пулать-мӗн.
Иракра пулса иртекен пулӑмсем Британипе Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсене питӗ пӑшӑрхантараҫҫӗ иккен. Ҫавна пулах Вашингтон Иранпа тӳрремӗн калаҫма хатӗр-мӗн. Кун пирки tvrain.ru сайт, тепӗр майлӑ каласан, «Дождь» телеканал, пӗлтерет.
Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсемпе Иран тахҫанах хирӗҫ тӑракан ҫӗршывсем шутланаҫҫӗ пулин те вӗсем иккӗшӗ те «Иракпа Левантӑн ислам патшалӑхӗ» джихадист ушкӑнӗнчи боевиксен хастарлӑхне тытса чарасшӑн, Ирак влаҫӗсене пулӑшасшӑн имӗш.
Британин премьер-министрӗ Тони Блэр хальхи кризисӑн тӗп сӑлтавӗ анӑҫ коалицин вӑйӗпе вунӑ ҫул каялла Саддам Хуссейна сирсе янипе ҫыхӑнман тесе каланӑ иккен.
Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ представителӗ Леонид Волков Валерий Кагунькин ӳнерҫӗн куравӗ уҫӑлнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Валерий Кагунькин Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Туканаш районӗнче ҫуралнӑ, халӗ арӑмӗпе Тамара Магдалинӑпа 17 ҫул ытла АПШри Калифорнири Сакраменто хулинче пурӑнать.
Чӑваш ӳнерҫи аякра пурӑнсан та Тӑван ҫӗршывпа ҫыхӑну тытать. Ӳнерҫӗ картинӑсем ӳкерет кӑна мар, Америкӑра вырӑс тата совет ӳнерне сарать. Вырӑс юлташӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫлени чӑваш ӳнерсисене Калифорнире «Вырӑсла Америкӑна» упрама май парать. Вӑл 200 ытла ҫул «пурӑнать» ӗнтӗ.
«Калифорни — Ҫӗпӗр» курав Ҫӗпӗре тата аякри Калифорние вырӑс колонисчӗсем «парӑнтарнине» кӑтартать. Чӑваш ӳнерҫисем те Америкӑра хӑйне евӗр чӑваш колонисчӗсем. Ара, вӗсем ӳнерти вырӑс стильне пропагандӑлаҫҫӗ-ҫке-ха. Леонид Волков ӳнерҫӗсене Валерий Кагунькинӑн тӑван кӗтесне — Чӑваш Ене — пыма йыхравланӑ.
Тамара Магдалина хӑйӗн пултарулӑхӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Валерий Кагунькин хӑйне хавхалану кӳнӗшӗн пурне тав тунӑ. Вӑл хӑйӗн тӑван кӗтесне — Туканаш ялне — аса илнӗ.
И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче Америкӑран килнӗ тӑватӑ ҫын акӑлчан чӗлхи вӗрентнӗ имӗш. Ӗҫлени тарама-ха. Ют чӗлхене аван пӗлекенсем ӑна ӑша хывтарни лайӑх та пуль. Туризм тӗллевӗпе Раҫҫее килнӗскерсем Америка идеологине сарассипе тӑрӑшнӑ теҫҫӗ. Акӑлчан чӗлхи вӗрентекенсене нумаях пулмасть миграци тытӑмӗн ӗҫченсем тытса чарнӑ.
Преподавательсенчен пӗри, 2001 ҫулта ҫӗршыва Тӗнче корпусӗн волонтерӗ евӗр килсе ҫитнӗ иккен. Тӗнче корпусӗ сӑнавпа тӗпчев ирттерет тесе тепӗр ҫул вӑл организацие Федерацин хӑрушсӑрлӑх служби Раҫҫейре ӗҫлеме чарнӑ.
Хальхинче тытса чранӑ Америка ҫыннисене 2-шер пин тенкӗлӗх штрафланӑ та Раҫҫейрен тухса кайма хушнӑ.
Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсен Европа тата Еврази енӗпе ӗҫлекен патшалӑх секретарӗ Виктория Нуланд Молдави чиккине ҫирӗплетме укҫа уйӑрса парассине пӗлтернӗ. Ку тӗллевпе АПШ 10 миллион доллар парать иккен.
Молдавире «лару-тӑру ансат мар. Ҫавӑна эпир Молдавине малтан шантарнӑ укҫа ҫумне 10 миллион доллар хушса парас терӗмӗр», — тесе каланӑ Нуланд Кишиневра иртнӗ пресс-конференцире.
Патшалӑх секретарӗ Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсен ҫапла утӑмӗ енсен стратегилле хутшӑнӑвӗпе килӗшсе тӑнине палӑртса хӑварнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |