Ҫак кунсенче республикӑри министерствӑсенче коллеги ларӑвӗсем иртеҫҫӗ. Ун пекки Культура министерствинче те пулнӑ. Ҫавӑнта Светлана Каликова министр иртнӗ ҫулхи ӗҫсене пӗтӗмлетнӗ, ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн тав тунӑ.
Ларура хӑш-пӗр ҫынна ведомство наградисемпе чысланӑ. «Чӑваш Республиикн тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ята Вырӑс драма театрӗн артистне Вера Боровковӑна тата Чӑваш патшалӑх академи дама театрӗн артистне Марина Яковлевӑна панӑ.
Чӑваш патшалӑх филрамонийӗнче тӗп инженерта тӑрӑшакан Александр Никитин тата Наци библиотекин пай заведующийӗ Луиза Федерова «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» пулса тӑнӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ тата Чӑваш Енри Профессиона писательсен союзӗ ҫул ёлки ирттерме палӑртнӑ. Ӑна Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче йӗркелӗҫ.
Литература ёлкине поэтсем тата поэзие юратакансем пуҫтарӑнӗҫ. Вӗсем иртсе кайнӑ ҫулталӑка пӗтӗмлетӗҫ, сӑвӑсем вулӗҫ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче нумаях пулмасть Любовь Фёдорова сӑвӑҫӑн ҫӗнӗ кӗнекине хӑталнӑ.
Чӑваш Енри профессионал писательсен союзӗн халӑх тетелӗнче Марина Карягинӑпа Екатерина Янгалакова телесюжечӗ тӑрӑх пӗлтернӗ тӑрӑх, «Ӑшӑх вырӑн ҫук тинӗсре» сӑвӑ пуххи — Любовь Фёдорован 9-мӗш кӗнеки.
Автор чӑваш литературинче иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенчех палӑрма пуҫланӑ иккен. Елчӗк районӗнчи (халӗ — муниципаллӑ округ) Энтепе хӗрӗ малтан тӑван тӑрӑхӗнче, унтан Шупашкарти шкулсенче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ. Виталий Родионов, Любовь Мартьянова, Раиса Сарпи, Юлия Силэм пек пултаруллӑ тантӑшӗсемпе, «ҫилҫунатҫӑсемпе» литература тӗнчине кӗнӗ.
Красноармейски (Трак ен) тӗп вулавӑшӗн пӳлӗмӗнче Нестер Янкас ячӗллӗ культурӑпа искусство тата литература пӗрлӗх правленийӗн черетлӗ анлӑ ларӑвӗ иртрӗ. Ӑна пӗрлӗхӗн правлени председателӗ Иван Прокопьев-Чураль ҫыравҫӑ ертсе пычӗ, иртсе пыракан 2023 ҫулта туса ирттернӗ ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетрӗ.
Кунсӑр пуҫне пайташсем пӗрлӗх ертӳҫин ҫумӗн Виталий Михайлов-Чунтупайӑн пӗрлӗх фончӗн укҫи-тенки пирки тунӑ отчётне итлерӗҫ, Нестер Янкас ячӗллӗ премие илме тата пӗрлӗхӗн чыслав паллисене тивӗҫлӗ уйрӑм ҫынсен кандидатурисене пӑхса тухрӗҫ, Нестер Янкас ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине тата пӗрлӗх 35 ҫул тултарнине чыслӑн кӗтсе илмелле терӗҫ. Клавдия Васильева, Леонид Антонов, Анатолий Алексеев, Георгий Ефимов-Тусли, Николай Никоноров, Владимир Константинов паянхи кун тухса тӑракан ҫивӗч ыйтусене ҫӗклерӗҫ.
Лару ӗҫне ЧНКан Красноармейски (Трак ен) тӑрӑхӗнчи уйрӑмӗн ертӳҫи Зинаида Михайлова хутшӑнчӗ. Вӑл вырӑнти уйрӑмпа Нестер Янкас пӗрлӗхӗ пӗрле йӗркелесе ирттерекен "Янкас вулавӗсем" наукӑпа таврапӗлӳ конференцийӗ пирки каларӗ, унӑн тематикипе паллаштарчӗ.
Чӑваш Республикин Л.Н. Толстой ячӗллӗ ятарлӑ вулавӑшӗнче Виктор Чугаровпа тӗлпулу ирттернӗ. Вулавӑшра пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑна — кинорежиссёр, поэт, ҫулҫӳревҫӗ, Чӑваш Енре велоспорта йӗркелекенӗ.
Унпа тӗл пулса калаҫма Шупашкарти 28-мӗш шкулта тата пӗтӗмшле пӗлӳ паракан 2-мӗш шкулта вӑтам классенче вӗренекенсем пырса ҫитнӗ.
Ачасене чи малтанах режиссёрӑн «Чἅваш чӗлхи» фильмне кӑтартнӑ. Унта ют ҫӗршывсенче пурӑнсан та тӑван чӑваш чӗлхине манман ҫынсем сӑнарланнӑ. Унтан хӑна фильма Берлинта, Парижра тата Шупашкарта ӳкерни ҫинчен каласа кӑтартнӑ, ачасен ыйтӑвӗсене хуравланӑ.
Раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи «Варкӑш» литература клубӗнче «Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем» кӗнекене хӑтлӗҫ. Кӗнеке Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. 2022 ҫулта ҫав ӗҫ ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫырнӑ алҫырусен республикӑри конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.
Кӗнеке авторӗ — Юрий Исаев. Вӑл — учёнӑй, филологи наукисен докторӗ, Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗн директорӗ.
Хӑтлав 18 сехетре пуҫланӗ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче этнографи вулавӗ иртӗ. Мероприяти раштав уйӑхӗ 14-мӗшӗнче пулӗ.
Этнографи вулавне виҫӗ чӑваш тӗпчевҫине халаллӗҫ: Иван Юркин ҫуралнӑранпа 160 ҫул, Николай Никольский ҫуралнӑранпа 145 ҫул тата Гурий Комиссаров (Вантер) ҫуралнӑранпа 140 ҫул ҫитнине.
Этнографи вулавне паллӑ учёнӑйсем, краеведсем, педагогсем, писательсем, журналистсем хутшӑнӗҫ. Вӗсем истори, литература,чӑваш халӑхӗн этнографийӗн ыйтӑвӗсене сӳтсе явӗҫ.
Иван Юркин — писатель, фольклорист, этнограф, малтанхи чӑваш прозаикӗсенчен пӗри.
Николай Никольский — пултаруллӑ историк, этнограф, лексикограф, педагог-просветитель, вӑл чӑвашсен пӗрремӗш хаҫатне «Хыпара» уҫнӑ.
Гурий Комиссаров — этнограф, историк, философ, поэт, краевед, просветитель, педагог.
Чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Л.Н. Толстой ячӗллӗ Чӑваш Республикин ятарлӑ библиотекинче сухӑрсем валли пултарулӑх студийӗ уҫӑлӗ.
Ӑна «Улӑп ачисем» инклюзивлӑ пултарулӑх студийӗ ят панӑ. Унта куҫ япӑх куракан тата пачах курман ачасем чӑваш халӑхӗн пултарулӑхӗпе паллашӗҫ.
Ыран, чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Вера Кузьмина» кӗнеке-альбома хӑтлӗҫ.
СССР халӑх артисткин, Чӑваш Енӗн хисеплӗ ҫыннин, К.В. Иванов ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауеачӗ, «Ылтӑн маска» Пӗтӗм Раҫҫейри театр премийӗн лауреачӗ Вера Кузьмина (16.11.1923 – 22.10.2021) ҫинчен хатӗрленӗ ӗҫе Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути кӑтартнӑ.
Пултаруллӑ артистка Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 150 ытла сӑнара калӑпланӑ.
Вера Кузьминана темиҫе хутчен орденпа чысланӑ. Ҫав шутра – «Халӑхсен туслӑхӗ», «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» IV степеньлӗ, «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденсем, Хисеп орденӗ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Арҫури» поэмӑпа ҫыхӑннӑ документпа ӳнер куравӗ ӗҫлет. «Параллели: мифы и легенды в поэзии» (чӑв. Параллель: Поэзири мифсемпе легендӑсем) ят панӑскере чӑваш литературин классикӗ, педагог тата этнограф, Михаил Фёдоров ҫуралнӑранпа 175 ҫул, унӑн «Арҫури» поэмине ҫырнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Курава уҫма ӑслӑлӑх, культура, ӳнер ҫыннисем, журналистсем хутшӑннӑ.
Филологи наукисен докторӗ Виталий Родионов Михаил Фёдоровӑн пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ, вӑл чӑваш литературине епле витӗм кӳни ҫинчен асӑнса хӑварнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |