Паян, юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Петр Егорович Егоров — зодчий Санкт-Петербурга XVIII века. Личность и творческое наследие мастера: вчера, сегодня, завтра. К 290-летию со дня рождения» (чӑв. Петр Егорович Егоров — Питӗрти XVIII ӗмӗрти зодчи. Ӑста тата унӑн пултарулӑхӗн эткерӗ: ӗнер, паян, ыран. Ҫуралнӑранпа 290 ҫул ҫитнине халалласа ) ятпа ҫавра сӗтел иртнӗ.
Петр Егорович Егоров (1731-1789) – Чӑваш Енре ҫуралса Раҫҫейӗпе ят-сум ҫӗнсе илнӗ паллӑ архитектор, вырӑс классицизмӗн малтанхи тапхӑрти пайташӗ, ӑна никӗс хунисенчен пӗри.
Юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи «Кӗмӗл ӗмӗр» галерейӑра Пётр Егоров ячӗллӗ I пленэра хутшӑннисен ӗҫӗсен куравӗ уҫӑлӗ.
Пётр Eгоров – XVIII ӗмӗрти пултаруллӑ архитектор, классицизмӑн пысӑк ӑсти. Унӑн пултарулӑхӗн чи ҫӳлли шайне кӑтартаканни Питӗрти Ҫуллахи пахчан карти шутланать. Ӑна тӗнче культурин шедеврӗ тесех хаклаҫҫӗ. Пётр Егорович Хӗллехи керменӗн, Смольный мӑнастирӗн, Петергофри керменпе парк ансамблӗн, Штегельман ҫурчӗн архитекторӗ пулнипе те палӑрнӑ.
Пётр Егоров ҫуралнӑранпа 290 ҫул ҫитнине халалласа Сӑр юханшывӗн хӗрринче, Етӗрне ҫӗрӗ ҫинче, Питӗрти, Мускаври, Шупашкарти сӑр ӑстисем икӗ эрне ӗҫленӗ. Вӗсем паллӑ архитекторӑн тӑван кӗтесне халалланӑ вырӑнсене ӳкернӗ. Чи лайӑх ӗҫсем «Солнце над Сурой» (чӑв. Сӑр ҫийӗнчи хӗвел) экспозицире вырӑн тупӗҫ.
Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви республикӑри чи лайӑх муниципалитет культура учрежденийӗсене тата вӗсенче ӗҫлекен пултаруллӑ ҫынсене палӑртасшӑн.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвне хутшӑнас кӑмӑллисенчен заявкӑсене юпа уйӑхӗн 5-25-мӗшӗсенче йышӑнӗҫ. Кашни район кашни номинаципе пӗр кандидатран ытла тӑратаймӗ.
Муниципалитетсенчи культура учрежденийӗсем ҫак номинацисенче хутшӑнайӗҫ: «Районти чи лайӑх культура ҫурчӗ», «Ялти чи лайӑх культура ҫурчӗ», «Ял тӑрӑхӗнчи чи лайӑх вулавӑш», «Ялти чи лайӑх вулавӑш», «Муниципалитетри чи лайӑх музей».
Муниципалитетсенчи культура учрежденийӗсенче тӑрӑшакансене ҫак номинацисенче хаклӗҫ: «Районти культура ҫурчӗн чи лайӑх ӗҫченӗ», «Ялти культура ҫуртӗнчи чи лайӑх ӗҫчен», «Ял тӑрӑхӗнчи вулавӑшӑн чи лайӑх ӗҫченӗ», «Ялти вулавӑшӑн чи лайӑх ӗҫченӗ», «Муниципалитет музейӗн чи лайӑх ӗҫченӗ».
Шупашкарти В.С. Чаплина ячӗллӗ вулавӑшра Геннадий Трифонов философа асӑнса «ҫавра сӗтел» иртнӗ.
Мероприятие ученӑйӑн вӗрентекенӗ, Шупашкарти коопераци университечӗн доценчӗ, философи наукисен кандидачӗ Эрбина Никитина ертсе пынӑ. Ҫавра сӗтеле философи наукисен докторӗ, профессор, Владимир Чекушкин; Виталий Станьял литературовед тата публицист, Валерий Осипов философ тата ӑсчахӑн хӗрӗ Ульяна Князева хутшӑннӑ.
Аса илтерер: Геннадий Трифонов – ӑсчах, философи наукисен докторе, геологипе минералоги наукисен кандидачӗ, профессор, Раҫҫейри философи обществин регионти уйрӑмӗн председателӗ пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче вилнӗ.
Пулас ӑсчах 1938 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Етӗрнекассинче ҫуралнӑ. 1961 ҫулта Мускаври М.В. Ломоносов ячӗллӗ университетӑн геологи факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ.
Юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, 11 сехетре, Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче ҫамрӑк авторсемпе опытлӑ калем ӑстисем тӗл пулӗҫ.
Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн правленийӗн председателӗ Лидия Филиппова пӗлтернӗ тӑрӑх, заявкӑсене авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Семинара 45 ҫула ҫитичченхи ҫыравҫӑсем хутшӑнайӗҫ. Вӗсем валли темиҫе секци ӗҫлӗ. «Поэзи» секцире ҫамрӑксемпе Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер тӗл пулӗ, «Прозӑра» – Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Улькка Эльмен, вырӑсла ҫыракан авторсемпе – Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Светлана Гордеева. Чӑваш халӑх писателӗ Анатолий Кипеч харӑсах икӗ секцире: «Публицистикӑра» тата «Драматургире» – ӗҫлӗ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Варкӑш» литература клубӗ малалла ӗҫлет. Вӑл уйӑхра пӗр хутчен пуҫтарӑнать. Ҫак уйӑхӑн 14-мӗшӗнче «Йӑкӑнат авланать» сборника сӳтсе явнӑччӗ.
Черетлӗ лару юпа уйӑхӗнче иртӗ. Унта Ангелина Павловскаян «Атте сасси» кӗнекине сӳтсе явма йышӑннӑ. Клуб хастарӗсенчен пӗри, Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗ Ольга Австрийская, издательство сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «унччен авторӑн вӗр ҫӗнӗ кӑларӑмӗпе паллашма ӗлкӗрмелле».
Аса илтерер: ҫӗнӗ кӑларӑма кӑҫалхи ҫулла 1000 экземплярпа пичетлесе кӑларнӑ. Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, романӑн тӗп сӑнарӗ тӑван Славаш ялне таврӑнать. Унта ӑна юхӑннӑ «Ударник» колхоз, хытхура айне пулне хирсем, хупӑннӑ фермӑсемпе машинӑпа трактор паркӗ кӗтсе илнӗ. Ҫемьеленсен арҫын Мускава ӗҫлеме ҫӳреме тытӑнать, арӑмӗ — тавар патне Сургута...
Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнчи «Асамлӑ тӗрӗ» клуб ҫулла каннӑ хыҫҫӑн ӗҫе ҫӗнӗрен пуҫӑннӑ. Чӑваш тӗррине вӗрентекен уроксем кӗҫнерникунсерен 18 сехетре пуҫланӗҫ. Пӗрремӗш заняти ҫак эрнере иртнӗ.
Тӑван халӑхӑмӑрӑн тӗррин вӑрттӑнлӑхӗпе паллашас, ӑна алла илес, хӑш ереш тата тӗс мӗне пӗлтернине ӑнланас тесен вулавӑша ҫул тытмалла. «Асамлӑ тӗрӗ» кружока 2013 ҫулта йӗркеленӗ. Ӑна пуҫарма Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Евгения Жачева (вӑл 2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайрӗ) халӑх ӑсти хутшӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче йӗркеленӗ «Варкӑш» литература клубӗ малалла ӗҫлет. Чӑваш литературине юратакан хастарсем авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче черетлӗ тӗлпулӑва пуҫтарӑннӑ. Вӗсем «Йӑкӑнат авланать» сборника сӳтсе явнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗ Ольга Австрийская хӑйсен сайтӗнче пӗтернӗ тӑрӑх, вӑл кӗнеке «кӑҫал ҫуркунне пичетленсе тухнӑ. Унта Валентин Васильев-Уҫӑмӑн «Хӗвеле тӳртӗн пӳрт» повесть-новелли, Сергей Ялавинӑн «Ҫул ҫинче», Василий Петровӑн «Ҫыру», Светлана Асаматӑн «Ҫын сӑмахӗ», Дмитрий Верендеевӑн «Йӑкӑнат авланать», Александр Артемьевӑн «Савӑксӑр сад», Андрей Растворцевӑн «Чи хаклӑ мул», Александр Пономаревӑн «Хинган шуҫӑмӗ» калавӗсем кӗнӗ».
Тӗлпулӑва хутшӑннӑ Галина Антонова редактор кӑларӑма еплерех пухса хатӗрлени, мӗншӗн шӑпах вӑл е ку автора кӗртни ҫинчен туллин каласа панӑ.
Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче паллӑ чӑваш ҫыравҫин, Улькка Эльменӗн (Ольги Куликован), пултарулӑх каҫӗ иртнӗ.
Аса илтерер: поэт тата прозаик ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче 60 ҫул тултарнӑ. Вӑл — темиҫе кӗнеке авторӗ. Вӗсем — «Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?», «Кая юлнӑ ӳкӗнӳ», «Ҫирӗп чунлисем телейлӗ», «Упраймарӑм сана», «Сарӑ кӗпе». Шкул ачисем валли ҫырнӑ калавсен «Кушак» кӗнеки нумаях пулмасть кун ҫути курнӑ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, «Улькка Эльменӗн пултарулӑх каҫӗнче Чӑваш халӑх писателӗ Анатолий Кипеч, Чӑваш халӑх поэчӗсем Юрий Семендер тата Светланы Асамат, Людмила Сачкова, Василий Кервеня, Галина Матвеева, Раиса Воробьёва, Лидии Ковалюк ҫыравҫӑсем тата ытти хӑна чылай ӑшӑ сӑмах каланӑ».
Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче паллӑ чӑваш ҫыравҫин, Улькка Эльменӗн (Ольги Куликован), пултарулӑх каҫӗ иртӗ. Ҫыравҫӑ хӑйӗн юбилейне ҫапла майпа уявлӗ. Мероприяти «Чӑваш кӗнеки» центрта 14 сехетре пуҫланӗ.
Улькка Эльменне вулакансем поэт тата прозаик евӗр пӗлеҫҫӗ. Унӑн пирвайхи сӑввисене район хаҫатӗнче Ольга Куликова шкулта вӗреннӗ чухнех пичетлеме тытӑннӑ. Каярах калавӗсем пӗри хыҫҫӑн тепри республикӑри «Ҫилҫунат», «Тӑван Атӑл», «Ялав» журналсенче кун ҫути курнӑ.
Паян Улькка Эльмен — темиҫе кӗнеке авторӗ. Вӗсем — «Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?», «Кая юлнӑ ӳкӗнӳ», «Ҫирӗп чунлисем телейлӗ», «Упраймарӑм сана», «Сарӑ кӗпе». Шкул ачисем валли ҫырнӑ калавсен «Кушак» кӗнеки нумаях пулмасть кун ҫути курнӑ. Вӑл ӗҫ ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫырнӑ ал ҫырусен республикӑри конкурсӗнче пӗлтӗр ҫӗнтернӗ.
Улькка Эльмен 1961 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Авшак Эльмен ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн тӑван районӗнчи Нурӑсри вӑтам шкулта ачасене чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентнӗ. Пӗр вӑхӑт районти «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» хаҫатра, Санарпуҫӗнчи вӑтам шкулта директор ҫумӗ, район администрацийӗнче тӗрӗслевпе йӗркелӳ пайӗн тӗп специалисчӗ пулса ӗҫленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |