Паян Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче «Исторический опыт нациестроительства и развития национальной государственности чувашского народа» (чӑв. Наци строительствин историлле опычӗ тата чӑваш халӑхӗн патшалӑхӗ аталанни) пӗтӗм Раҫҫейри конференци иртӗ.
Унта ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче тӗпленнӗ чӑвашсен наципе культура автономийӗсен пайташӗсем тата АПШра, Францире, Великобританире, Казахстанра, Беларуҫ Республикинче, Украинӑра, Эстонире тата Молдавире пурӑнакан ентешӗмӗрсем видеоконференци мелӗпе хутшӑнӗҫ.
Мероприятие уҫнине 10 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен онлайн-мелпе ҫак адреспа https://www.youtube.com/watch?v=YvJ6cJ92xq8&feature=youtu.be пӑхма май килӗ.
Юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче «Асамлӑ тӗрӗ» кружок хӑйӗн ӗҫне пуҫӑнӗ.
Тӑван халӑхӑмӑрӑн тӗррин вӑрттӑнлӑхӗпе паллашас, ӑна алла илес, хӑш ереш тата тӗс мӗне пӗлтернине ӑнланас тесен вулавӑша ҫул тытмалла. Пӗрремӗш заняти юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 18 сехетре пуҫланӗ.
«Асамлӑ тӗрӗ» кружока 2013 ҫулта йӗркеленӗ. Ӑна пуҫарма Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Евгения Жачева (йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр. Вӑл кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайрӗ) халӑх ӑсти хутшӑннӑ.
Кӑҫалхи занятисене Евгения Жачеван вӗренекенӗ, Надежда Кузнецова ӑста, ирттерӗ.
Паллӑ ҫыравҫӑ, Шупашаар районӗнчи Тойтерек (унччен Чуралькасси) ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Иван Илларионов (Иван Мучи) ҫуралнӑранпа авӑнӑн 29-мӗшӗнче 125 ҫул ҫитрӗ. Ҫавна май Л.В. Пучков ячӗллӗ Чӑрӑшкасси шкулӗнче вӗренекенсем Иван Мучи ҫинчен чылай тӗпчесе пӗлнӗ, унӑн кун-ҫулӗнчи паллӑ самантсемпе ҫывӑхрах паллашнӑ.
Шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Алина Никооаева пӗлтернӗ тӑрӑх, Иван Мучин пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашма ҫыравҫӑн хӗрӗ Людмила Ивановна Фомина ҫемье архивӗнчи материалӗсене шкула парнелени пысӑк пулӑшу кӳрет. Вӗренекенсем 1928-мӗш ҫулхи, 1930-1940-мӗш ҫулсенчи «Капкӑн» журналсемпе (пичет кӑларӑмне шӑпах Иван Мучи никӗсленӗ) кӑсӑклансах паллашнӑ, ҫемьен сӑн ӳкерчӗкӗсен альбомне пӑхса тӗлӗннӗ, хайлавӗсене вуласа тишкернӗ.
«Иван Ивановичӑн пурӗ 113 псевдоним пулнӑ, вӗсен шутӗнче Утик, Хӑймала, Мами, Сӑнакан, Илтекен, Куракан... Халӑхра ӑста сатирик Иван Мучи тенипе асра юлнӑ», – тесе хыпарлать Алина Николаева.
Сӑмах май, ӗнер Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче сатирика асӑнса литература каҫӗ иртнӗ.
Паян, авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче сатирӑпа юмор каҫӗ иртӗ. Ӑна ҫыравҫӑ, «Капкӑн» сатира журналне никӗслекенӗ Иван Мучи ҫуралнӑранпа 125 ҫитнине халалланӑ. Мероприятие Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен союзӗпе (ертӳҫи — Лидия Филиппова) пӗрле йӗркелеме палӑртнӑ. Литература каҫне ҫыравҫӑсем, чӑваш эстрада артисчӗсем, «Капкӑн» журналӑн редакторӗнче тата пичет кӑларӑмӗнче ӗҫленисем пухӑнӗҫ.
Иван Мучи Шупашкар районӗнчи Тойтирекре 1895 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Хусанти вӗрентекенсен семинарӗнче пӗлӳ илнӗ. Вӑл актер, тӗпчевҫӗ, литература тата театр критикӗ пулнӑ. Истори тата сатира прозин ӑсти тӗрлӗ жанрпа ӗҫленӗ май калавсем, фельетонсем, халапсем, шӳтсем, памфлетсем, юмахсем, репортажсем, очерксем ҫырнӑ. Унӑн тӗп кӑларӑмӗсем: «Кулӑшла калавсем», «Катка хыҫӗнчи этем», «Суйласа илнисем», «Хӗрлӗ кулӑш» т.ыт.те. Антон Чехов хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ.
Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнчи Литература каҫӗ 13 сехетре пуҫланӗ.
Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗн пуҫлӑхӗ Светлана Старикова 65 ҫул тултарнӑ.
Вӑл 1955 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Анаткас Кипеч ялӗнче ҫуралнӑ. 1983 ҫулта Хусанти патшалӑх культура институтӗнчи библиотека факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл мӗн паян кунччен вулавӑшра ӗҫлесе пурӑннӑ.
Шупашкарти 4-мӗш вӑтам шкулта, Тӗп ӑслӑлӑхпа техника библиотекинче, «Промтрактор» акционерсен обществин ӑслӑлӑхпа техника библиотекинче тӑрӑшнӑ.
1997 ҫултанпа Светлана Старикова Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче тӗрлӗ должноҫре ӗҫленӗ: патентпа техника пайӗнче аслӑ библиограф, марктингпа инноваци пайӗн заведующийӗ, директорӑн ҫумӗ, вулавӑш директорӗ.
Авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче «Варкӑш» литература клубӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта ҫамрӑксен хайлавӗсенчен тӑракан «Пирӗшти патне янӑ ҫыру» кӗнекене тишкернӗ.
Кӑларӑма 11 авторӑн: Нина Царыгинан, Екатерина Кошелеван, Ольга Австрийскаян, Инесса Шашкинан, Анастасия Владимирован, Валентина Селенинан, Ирина Кошкинан, Мальвина Петрован, Анастасия Данилован, Екатерина Устинован, Олесч Михайлован – хайлавӗсем кӗнӗ. Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑларӑмра тӗрлӗ темӑна хускатнӑ: тӑватӑ ураллӑ туссем, ҫутҫанталӑка хӳтӗлесси, ҫемьери хутшӑнусем ҫинчен тата ытти те.
Кӗнекене хаклама авторсем те пуҫтарӑннӑ. Литература клубне пухӑннисем кӗнекери калавсем, юмахсем, халапсем – вӑтам шкул ҫулӗнчи ачасем валли питех паха хайлавсем.
Авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче Чӑваш ҫулҫӳревҫисен пӗрремӗш форумӗ иртӗ. Вӗсем кӑҫалхи ҫулла епле канни ҫинчен каласа кӑтартӗҫ. Инҫе ҫула тухсан мӗн пӗлмеллине ӑнлантарса парӗҫ. Ҫула тухсан ӳкерӗннӗ сӑн ӳкерчӗксемпе паллаштарӗҫ.
Форум Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче (Шупашкар хули, Ленин проспекчӗ, 15-мӗш ҫурт) иртӗ. Вӑл 17 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Унта хутшӑнакансене 17 сехетре регистрацилеме тытӑнӗҫ.
Чӑваш Енри ҫулҫӳревҫӗсен пӗрремӗш форумне хутшӑнас ыйтусене 8 (8352)23-02-17 (хушма номер 128) телефон номерӗпе уҫӑмлатма пулать.
Паян Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ Стихван Шавли поэт тата куҫаруҫӑ ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалласа ҫавра сӗтел ирттерчӗ. Ырӑ йӑлана малалла тӑсса мероприятие вулавӑш хӑйӗн Ютубри каналӗнче тӳрӗ эфирта кӑтартрӗ.
Калаҫӑва Юрий Артемьев литературовед, филологи наукисен докторӗ тата Чӑваш Республикин искусствисен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, ҫыравҫӑ тата драматург, «Тӑван Атӑл» журналӑн редакторӗ Арсений Тарасов хутшӑнчӗҫ.
Стихван Шавли обкома ҫӳреме юратман, ҫавна май вӑл, тен, нумай ҫухатнӑ та пулӗ. Ҫак шухӑша та асӑнса хӑварчӗ Юрий Артемьев. «Шавлисем пирӗн литературӑн меккисем, вӑл юпасем нихҫан та ҫӗрмеҫҫӗ», — терӗ Арсений Тарасов.
1976 ҫулта ҫӗре кӗнӗ поэт. «Вӑл пӗтӗм пурнӑҫне, талантне чӑваш чӗлхи пурӑнтӑр, аталантӑр тесе пӗтӗм вӑйне ҫитернӗ таран пултарулӑхӗпе, гражданлӑхӗпе, публицистла хӑюлӑхӗпе май килнӗ таран тунӑ», — палӑртрӗ Юрий Артемьев.
Шавли пек ятсене пропагаландӑламаллах, манӑҫма памалла мар. Ҫак шухӑша палӑртрӗҫ ҫавра сӗтеле хутшӑннӑ хӑнасем.
Авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Стихван Шавли чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитет. Юбилей ячӗпе Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче онлайн мелпе «Стихван Шавлы: грани творчества» (чӑв. Стихван Шавли: нумай енлӗ пултарулӑх) ҫавра сӗтел иртӗ.
Ҫыравҫӑн малтанхи хайлавӗсем 1931 ҫулта Самарӑри «Пӑр тапранчӗ» альманахра пичетленнӗ, 1941 ҫулта «Малтанхи аслати» сӑвӑсен кӗнеки пичетленнӗ. Пулас ҫыравҫӑ Самар облаҫӗн Шӑнтал районӗнчи Чулҫырмара ҫуралнӑ.
Стихван Шавли вырӑс ҫыравҫисен: А. Пушкинӑн, Ю. Лермонтовӑн, Н. Ершовӑн, Т. Шевченкон тата ыттисен – сӑввисене чӑвашла куҫарнӑ.
Ҫавра сӗтеле Юрий Артемьев литературовед тата филологи наукисен докторӗ, Арсений Тарасов журналист хутшӑнӗҫ. Ҫавра сӗтеле Наци вулавӑшӗн Youtube-каналта трансляцилӗҫ. Вӑл 10 сехетре пуҫланӗ.
Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрте тата вӑл тӑрӑхра пурӑнакансем малашне ҫӗнӗ йышши вулавӑша ҫӳреме тытӑнӗҫ. Унта тӑватӑ зона пӑхса хӑварнӑ: ҫемҫе дивансемпе меллӗ пукансемлӗ вулав залӗ, компьютерсемпе планшетсемлӗ информаци центрӗ, интерактивлӑ оборудованиллӗ тата электрон микроскопӗллӗ интеллект-центр тата курав зони.
Вулавӑшри кӗнеке фондне те пуянлатнӑ. Куҫ начар куракансем валли саспаллисене пысӑклатса кӑтартакан портативлӑ хатӗр тата тифлофлешплеер туяннӑ. Тӗнче тетелне тухас тесен вай-фай ҫыхӑнупа усӑ курма пулать. Кирлӗ хутсене сканерлама тата пичетлеме те майсем пур.
Ҫӗнӗ йышши вулавӑша иртнӗ уйӑхӑн 27-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑшра уҫнӑччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |