Афганистан тата Ҫурҫӗр Кавказ ҫӗрӗсенче ҫапӑҫса паттӑрлӑх кӑтартнӑ ентешсем ҫинчен Елчӗк тӑрӑхӗн ҫынни Николай Малышкин «Чыслӑх салтакӗсем» кӗнекене пӗлтӗр кӑларнӑччӗ. Кӗнеке тишкерӗвне пӗлтӗр район центрӗнчи тӗп вулавӑшра халӑха пухсах хӑтлани пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Унта Елчӗк район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Н.П. Миллин, Афган вӑрҫин инваличӗсен районти пӗрлӗхӗн ертӳҫи, «Раҫҫей ветеранӗсен союзӗн» Елчӗк районӗнчи уйрӑмӗн ертӳҫи П.И. Анисимов тата ыттисем пухӑннӑччӗ.
Паян «Чыслӑх салтакӗсене» Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗн краеведенипе наци литературин пайӗнче хӑтланӑ. Кӗнеке авторӗ Николай Малышкин кӑларӑмри кашни ҫын пирки пӗрчӗн-пӗрчӗн материал пухни, кӗнеке кӑларассипе ҫыхӑннӑ ытти вӑрттӑнлӑх ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Татьянӑсен кунӗнче Хӗрлӗ Чутайри тӗп вулавӑшра ҫак районти Калкасси ялӗнче ҫуралнӑ Анатолий Алексеевич Тихоновӑн «Ӗмӗтӗм ман малалла…» кӗнеке хӑтлавӗ пулчӗ. Анатолий Алексеевич хӑй вӑхӑтӗнче бухгалтер пулса районти тӗрлӗ организацисенче ӗҫленӗ, ҫав вӑхӑтрах 3-мӗш ушкӑн инваличӗ пушӑ вӑхӑтра поэзипе интересленнӗ. 2013 ҫулта унӑн пӗрремӗш кӗнеки — «Ӗмӗтленнӗ, ӗмӗтленетӗп-ха...» сӑвӑсен пуххи — вулавшӑн ача-пӑча уйрӑмӗнче кун ҫути курнӑ. Зоя Спиридонова поэт-композитор Анатолий Ӗмӗтӗн сӑввипе «Мӑшӑрӑм» ятлӑ юрӑ кӗвӗленӗ. Автор ӑна хӑйӗн мӑшӑрне — Лидия Федоровнӑна — халалланӑ.
Литература ҫулталӑкӗнче, раштав уйӑхӗнче кун ҫути курнӑ ҫӗнӗ кӗнекере ытларах юрату ҫинчен хайланӑ сӑвӑсем. Кӗнеке хуплашки те, тӳрех вулакана хӑй патне туртать, сӑвӑсем чуна тыткӑнлаҫҫӗ. Хӑтлава Елена Чубайкина библиотекарь ертсе пычӗ. Пухӑннисем малтанах «Мӑшӑрӑм» юрӑ итлесе киленчӗҫ. Анатолий Ӗмӗт районти «Пирӗн пурнӑҫ» хаҫатпа, республикӑра тухса тӑракан «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» хаҫатпа, «Капкӑн» журналпа туслӑ ҫыхӑну тытать.
Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче республикӑн Наци вулавӑшӗн кинозалӗнчи (вӑл 213-мӗш пӳлӗмре вырнаҫнӑ) Чӑваш Республикинчи кинематографистсен пӗрлешӗвӗн киноклубӗнче черетлӗ кинокурав иртет.
Кинокуравра Николай Семенов режиссерӑн «Сурхурипе кӑшарни йӑлисем паян...» этнографиллӗ документлӑ фильмне кӑтартӗҫ тата сӳтсе явӗҫ. «Тӗлпулура документлӑ фильмсем ӳкересси тата Республикӑмӑрта пулса иртекен тӗрлӗ пулӑмсене хамӑрӑн ӑрусене валли ӳкерсе упраса хӑварасси пирки тӗплӗн калаҫӑпӑр», — тесе пӗлтерет Чӑваш Республикин кинематографистсен пӗрлешӗвӗ.
«Сурхурипе кӑшарни йӑлисем паян...» этнографиллӗ документлӑ фильма 2012-мӗш ҫулта Элӗк районӗнчи Татмӑш ялӗнче ӳкернӗ.
Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» пӗрремӗш кинофестивалӗнче фильм «Чи ӑста документлӑ фильм» номинацине тивӗҫнӗ.
Фильм 11 минут пырать. Кинокӑтрату 18 сехетре пуҫланать.
Ҫак кунсенчен Елчӗк районӗнчи Вырӑскасси вулавӑшне ҫӳрекен кӗнеке тусӗсем Николай Рубцовӑн сӑввисен пуххисемпе паллашрӗҫ. Рубцов сӑввисене литературӑна юратакансем С. Есенин, Ф, Тютчев , В. Маяковский сӑввисемпе пӗр шая лартаҫҫӗ, шел, поэтӑн пурнӑҫӗ ытла та кӗске пулнӑ.
Архангельск облаҫӗнчи Елецк поселокӗнче ҫуралса ӳснӗ вырӑссен паллӑ поэчӗ Николай Михайлович Рубцов (1936–1971) пурӑннӑ пулсан кӑрлачӑн 3-мӗшӗнче 80 ҫул тултарнӑ пулӗччӗ. Поэт Вологдӑри ача ҫуртӗнче ҫитӗннӗ, ашшӗ, политработник, вӑрҫӑра пуҫне хунӑ, амӑшӗ 1942 ҫулта вилнӗ. Вӑл тӗрлӗ ҫӗрте ӗҫленӗ. М. Горький ячӗпе хисепленекен литература институтӗнчен вӗренсе тухнӑ (1962–1969). Унӑн чи малтанхи сӑвви 1962 ҫулта пичетленнӗ. Хӑй пурӑннӑ чухне унӑн «Лирика» (1965), «Звезда полей» (1967), «Душа хранит» (1969), «Сосен шум» (1970), «Зеленые цветы» (1971) сӑвӑсен пуххисем кун ҫути курнӑ. Поэт вилнӗ хыҫҫӑн 1976 ҫулта Рубцовӑн «Подорожники» сӑвӑсен пуххине пичетленӗ. Поэта вӗлернӗ унӑн ҫураҫнӑ хӗрне 7 ҫуллӑха хупнӑ.
Патӑрьел районӗнчи Вӑрманхӗрри Шӑхаль ялӗнче ҫуралса ӳснӗ чӑваш халӑхӗн юратнӑ юрӑҫи Клара Чекушкина кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче 75 ҫул тултарчӗ. Чӑваш Республикин тата Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗн, Клара Ивановна Чекушкинӑн юбилейӗ ячӗпе Патӑрьелти тӗп вулавӑш ӗҫченӗсем «Паллӑ ентешсем» ярӑмра «Клара Чекушкина» ятлӑ буклет ӑсталанӑ.
Буклетра юрӑҫӑн кӗске биографийӗ, пултарулӑхӑн кун-ҫулӗ, юрӑҫӑн пултарулӑхӗпе паллаштаракан сӑнӳкерчӗксем, статьясем вырнаҫнӑ.
Патӑрьел районӗнчи Ҫӗнӗ Ахпӳртри вулавӑш пунктӗнче (ҫапла калаҫҫӗ иккен) ҫак кунсенче «Чун илемӗ — сӑвӑ хӗлхемӗ» кӗнеке куравӗ ӗҫленӗ.
Ҫапла ӗҫленӗ, мӗншӗн тесен ӑна кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче йӗркеленӗ те паянччен ӗҫлеттернӗ.
«Чун илемӗ — сӑвӑ хӗлхемӗ» — «Листая календарь — 2016» (чӑв. 2016 ҫулхи календаре уҫса) ярӑмпа йӗркеленӗскер пулнӑ.
Паян хупӑннӑ курав икӗ пайран тӑнӑ. Пӗрремӗшне Чӑваш халӑх поэтне, тӑлмача, Юрий Сементере халалланӑ. Вӑл кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче 75 ҫул тултарнӑ.
Теприне Раиса Сарпи поэтӑн юбилейне тӗпе хурса йӗркеленӗ.
Куравра авторсен сӑввисем кӑна мар, вӗсем пирки тӗрлӗ литератор ҫырнӑ ӗҫсем те вырӑн тупнӑ.
Кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче вулавӑшра ачасене Юрий Сементер пултарулӑхӗпе паллаштаракан каҫ та йӗркеленӗ.
Шупашкарти вулавӑшсенче чи вуланакан кӗнекесемпе журналсен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Рейтинга 2015 ҫулхи раштав уйӑхӗнче чи нумай вуланисем кӗнӗ.
Ӳсекен ӑру ытларах юмах вуланине палӑртнӑ. Лия Гераскинӑн «В стране невыученных уроков», Джоан Роулингӑн «Гарри Поттер и философский камень» кӗнекисене, Пушкин юмахӗсене ытларах ыйтнӑ. Ачасем ҫавӑн пекех Эдуард Успенскин кӗнекисене, Ганс Христиан Андерсен юмахӗсене килӗштернӗ.
Аслисем детективсем ытларах вуланӑ. Дарья Донцовӑн, Александра Марининӑн, Татьяна Устиновӑн хайлавӗсене тӑтӑшрах ыйтнӑ. Вӗренӳ кӗнекисем те ҫӳлӗк ҫинче тусанланса выртман.
Журналсен йышӗнче «Дисней», «Том и Джерри», «Играем с Барби», «Мир принцесс» мала тухнӑ. «Наука и жизнь», «Мир техники», «Здоровье», «Крестьянка» журналсене те нумаййӑн вуланӑ.
Раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарти пӗрлештернӗ вулавӑшра ачасен «Хӗл мучи патне — ҫыру» конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Унта тӗп хулара пурӑнакан 1300 ытла шӑпӑрлан хутшӑннӑ.
Жюри пур ҫырӑва та тимлӗ вуланӑ. Ачасем Хӗл мучине хӑйсен ҫитӗнӗвӗсем пирки ҫырса кӑтартнӑ. Хӑйсем Хӗл Мучипе Юрпике пулнӑ-тӑк мӗн тӑвӗччӗҫ? Ҫак ыйтӑва та хуравланӑ вӗсем.
Ачасем Хӗл Мучирен парне кӑна мар ыйтнӑ. Вӗсем тӗнчери тӑнӑҫлӑх, килти хӑтлӑх, сывлӑх пирки ӗмӗтленеҫҫӗ. Тӑлӑхсем вара ҫемье тупасшӑн.
Ачасем ҫырӑвӗсене илемлетнӗ. Ҫӗр-ҫӗр ҫыруран жюри пайташӗсем чи лайӑххисене суйланӑ. «Шупашкар хулинчи пӗчӗк тикки — 2016» ята 7-ри Тимур Таланцев ҫӗнсе илнӗ. Принцесса ятне вара 6 ҫулти Эвелина Лямина тивӗҫнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Шупашкарти тӗп Юрпике раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче парнесемпе тата дипломпа чысланӑ.
Тӗп номинацисемсӗр пуҫне чи лайӑх 30 ҫырӑвӑн авторӗсене палӑртнӑ.
Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑмри шкулта та Литература ҫулталӑкне халалласа уяв иртрӗ. Ку шкулта вӗренекенсем чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ Людмила Иосифовна Александрова ертсе пынипе литература альманахӗсем кӑларса тӑраҫҫӗ, вырӑнти ҫыравҫӑсемпе тӗлпулусем ирттереҫҫӗ. Нумаях пулмасть, сӑмахран, Галина Зотова ҫыравҫӑ-таврапӗлӳҫӗпе курнӑҫрӗҫ.
Галина Зотова ачасене хӑйӗн кӗнекисемпе паллаштарчӗ, кӑҫалхи май уйӑхӗнче Константин Иванов ҫуралса ӳснӗ Слакпуҫ ялне, поэта халлалланӑ уява кайса курни пирки каласа кӑтартрӗ, сӑнӳкерчӗксемпе паллаштарчӗ. Кӑкшӑм ялӗн вулавӑш ертӳҫи Бундина Надежда Павловна Константин Иванов ҫулталӑкӗнче туса ирттернӗ ӗҫсемпе паллаштарчӗ.
Уявра Кӑкшӑм шкулӗн учителӗсемпе вӗренекенӗсем «Нарспи» поэма сыпӑкӗсене пӑхмасӑр каларӗҫ. Пухӑннисем патне хӑнана Нарспипе Сетнер, Сенттипе Тӑхтаман килчӗҫ.
Кӑҫал вырӑс халӑх поэчӗ Сергей Есенин ҫуралнӑранпа 120 ҫул тултарчӗ. 4-мӗш класра вӗренекенсем поэтӑн юратнӑ сӑввисене пӑхмасӑр каларӗҫ.
Уява вырӑнти поэтсене те хӑнана чӗннӗ. Е.Б. Кркалевская тата Ф.
Шупашкар районӗнче ӗнер Литература ҫулталӑкне тата К. Иванов ҫулталӑкне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура хупнӑ.
Иртсе каякан ҫулталӑка тивӗҫлипе ирттерме тӑрӑшнишӗн районти Культура ҫурчӗ, «Бичурин тата хальхи самана» музей, районти тӗп вулавӑш дипломсене тивӗҫнӗ.
Районти вулавӑшсенче, чӑн та, тӗрлӗ мероприяти иртет. Вӗсенчен пӗри — ҫулталӑкри чи вулакан кӗнекене суйлани. Кӑҫал Улькка Эльменӗн «Упраймарӑм сана» кӗнеки пуринчен ытла сасӑ пухнӑ. Кӗнеке авторӗ (сӑмах май, вӑл хаҫатҫӑ) Шупашкар район ҫыннисемпе тӗл пулассишӗнех ӗнер уява пырса ҫитнӗ. Хӑйӗн пултарулӑхне пысӑка хурса хакланӑшӑн, кӗнекене юратса вуланӑшӑн Улькка Эльменӗ Шупашкар район ҫыннисене чунтан тав тунӑ.
Сӑнсем (16)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |