Ӗнер Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Николай Айзман ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалласа литература каҫӗ ирттернӗ.
Паллӑ драматурга, режиссёра, актёра хисеплесе йӗркеленӗскере студентсене, преподавательсене, библиотекарьсене тата вулакансене чӗннӗ.
Чӑваш драматургине аталантарассине Николай Айзман самай тӳпе хывнӑ. Вулакансем унӑн «Лиза Короткова», «Кай, кай Ивана», «Опера ҫурални» тата ытти хайлавне аван пӗлеҫҫӗ. Унӑн пьеси тӑрӑх лартнӑ спектакльсене халӑх яланах йышлӑн пухӑннӑ.
Литература каҫне пухӑннисем Н. Айзманӑн пултарулӑхӗпе паллашнипе пӗрлех «Кай, кай Ивана» спектаклӗн видеоверсийӗпе паллашнӑ.
Наци вулавӑшӗн «Чӑваш кӗнеки» центрӗнче, сӑмах май, Н. Айзмана халалланӑ курав малалла ӗҫлет.
Кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче паллӑ чӑваш ҫыравҫи, пурте пӗлекен «Сӗве Атӑла юхса кӗрет» роман тата ытти хайлав авторӗ Куҫма Турхан ҫуралнӑранпа пӗр ӗмӗр ҫитрӗ. Ҫав ятпа ыран Чӑваш наци вулавӑшӗнче «Сӗм авал пулнине чӗртекен» ятпа литертаура каҫӗ иртӗ.
Куҫма Турхана эпӗ ҫыравҫӑ пек кӑна паллаштартӑм та, анчах вӑл калем ӑсти кӑна пулман. Вӑл — куҫаруҫӑ та. К. Иванов ячӗллӗ патшалӑх премине те, кам та кам пулӗ те, анчах вӑл тивӗҫлипех тивӗҫнӗ (тавталогие юри усӑ курнине вулакан ӑнланчӗ-тӗр).
Историлле проза ӑстин паллӑ хайлавӗсем шутӗнче «Йӑмраллӑ ял», «Кӗтне хӗрринче» тата ыттисене кӗртме пулать.
Хӑйсен ентешне каҫалсем асра тытса уяв каҫе йӗркелес тенӗ. Ҫав шутра вӑл тӑрӑхри ентешлӗхе те палӑртмалла.
Литература каҫӗ 15 сехетре пуҫланӗ.
Елчӗк районӗнчи Тӗмер ялӗнчи вулавӑшра ӗҫлекенсем ҫынсене киле ҫитсе кӗнеке вулаттараҫҫӗ.
Кӗнекепе пичет кӑларӑмӗсене вӗсем халсӑр ватӑсемпе сусӑрсем патне киле кайса параҫҫӗ.
Килсерен кӗнекепе ҫӳренине вулавӑш ӗҫченӗсем кӑҫалхи Литература ҫулталӑкӗпе ҫыхӑнтараҫҫӗ-ха.
Асӑннӑ ялти культура ӗҫченӗсем те ватӑсемпе сусӑрсем патен тухса ҫӳреҫҫӗ. Нумаях пулмасть, акӑ, вӗсем ватӑ Николай Никитин, сусӑр Василий Уткин, 92-ри Раиса Яковлева патӗнче пулнӑ.
Киле пырса кӑмӑл тунине ватӑсемпе сусӑрсем чунтан тав туса йышӑнаҫҫӗ. Киле кӗнеке пырса парас ырӑ йӑла Хӑвӑлҫырмари вулавӑшӑн та пур. Унтисем нумаях пулмасть ҫав ялти Геннадий Купташкин килӗнче пулнӑ. Вӑл ӗмӗрӗпе вырӑнти колхозра водительте, бригадирта ӗҫленӗ. Ватлӑхра сусӑрланса юлнӑ.
Йӗпреҫ районӗнчи Туҫари вулавӑшра раштавӑн 5-мӗшӗнче «Кайӑксене хӗлле апат ҫитерӗр» ятпа калаҫу ирттернӗ.
Экологи темине халалланӑ мероприятие вулавӑш кӗҫӗн классенче вӗренекенсене пухнӑ. Чӗнме ыттисене те чӗннӗ-ха. Пӗчӗккисем уйрӑмах хастар пулнӑ. Вулавӑш ӗҫченӗсем чи малтанах вӗсене Чӑваш Енӗн кайӑк-кӗшӗкӗпе паллаштаракан слайд кӑтартнӑ. Ун тӑрӑх пӗчӗкскерсем чылай кайӑк хамӑр патрах хӗл каҫма юлнине пӗлнӗ. Мӗнле кайӑксем сивӗ хӗлтен хӑраманнине те пӗлнӗ ачасем. Сивӗрен хӑрамаҫҫӗ те вӗсем, анчах выҫлӑх самай шиклентерет. Ҫунатлӑ туссене хӗл каҫма ҫӑмӑл пултӑр тесен вӗсене апат памалла. Апат хурса пама сырӑш туса ҫакмалла. Сырӑшне ачасем ашшӗ-амӑшӗ пулӑшнипе туса та хатӗрленӗ.
Слайдсемпе паллашнӑ хыҫҫӑн вулавӑш ӗҫченӗсемпе пӗрле вӗсем хӑйсен сырӑшӗсене ҫакма тухнӑ.
Вулавӑшсене хӑш-пӗр ҫыравҫӑ хӑйӗн кӗнекине кӑмӑлтан парнелет. Темиҫе уйӑх каялла республикӑн Наци вулавӑшне чӑваш ҫыравҫи тата тӑлмачи Иван Егоров 503 кӗнеке, ҫав шутра хӑйӗн тата унӑн пиччӗшӗн Михаил Сениэль хайлавӗсем пулнӑ, парнелени пирки эпир пӗлтернӗччӗ.
Патӑрьелӗнчи тӗп вулавӑша асӑннӑ районти Ҫӗнӗ Ахпỹрт ялӗнче ҫуралса ỹснӗ Людмила Сачкова ҫыравҫӑ «Ӑс-хакӑл хӑвачӗ: интервьюсем» кӗнеке парнеленӗ. Кӗнекере — Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӗҫленӗ тата халӗ вӑй хуракан чӑваш ӑсчахӗсен еткерлӗхӗпе кун-ҫулӗ ҫинчен йӗркеленӗ пурӗ 47 интервью вырӑн тупнӑ. Интервью паракансен шутӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн пуҫлӑхӗ Ю.Н. Исаев, Ю.М. Артемьев литературовед, критик, В.П. Станьял литературовед, публицист, поэт, общество деятелӗ, таврапӗлỹҫӗ, А.А. Трофимов искусствовед, ӑсчах, В.Г. Харитонова историк-археолог, А. П. Хусанкай тӗпчевҫӗ, литература критикӗ, публицист тата ыттисем те пур.
Темиҫе уйӑх каяллахи ҫак ӗҫ пирки паян кӑна пӗлтӗм. Сӑмахӑм — республикӑн Наци вулавӑшне уҫӑ кӑмӑллӑ ҫын 503 кӗнеке парнелени пирки.
Наци вулавӑшӗн фондне пуянлатаканни — чӑваш ҫыравҫи тата тӑлмачи Иван Егоров. Парнеленӗ кӗнекесем хушшинче Иван Егоровӑн хӑйӗн кӗнекисем те пур, унӑн аслӑ пиччӗшӗн, паллӑ чӑваш ҫыравҫин Михаил Сениэлӗн суйласа илнӗ хайлавӗсем те. Вӑл шутра — сӑвӑсем, поэмӑсем, «Альма-матер» роман, «Листья на ветру», «Предвечерний свет» сӑвӑсен пуххисем тата Иван Егоровӑн «Ҫут тӗнче» виҫӗ томлӑ пӗрремӗш романӗ те.
Михаил Сениэльпе Иван Егоров Тутарстанри Аксу районӗнчи Саврӑшпуҫӗнче ҫуралнӑ. Иван Павлович тӗрлӗ район хаҫатӗнче, «Коммунизм ялавӗнче» (хальхи «Хыпар») литература ӗҫченӗнче, куҫаруҫӑра тӑрӑшнӑ, Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ пулнӑ. Унӑн паллӑ хайлавӗсен шутне «Лайǎх ача», «Виҫӗ чарлан», «Куҫ ҫути», «Инҫет кӑваклӑхӗ», «Ҫут тӗнче», «Тӗтреллӗ Лондон», «Хурал пӳрчӗ» ятлисене кӗртмелле.
Михаил Сениэль пирки ытлашши каласа кайни кирлех те мар-тӑр.
Муркашри ял тӑрӑхӗсен хушшинчи вулавӑшра «Молодежь выбирает здоровье. Ҫамрӑк ӑру ҫирӗп сывлӑхшӑн» кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ. Ӑна республикӑра иртекен «Ҫамрӑксем сывӑ пурнӑҫ йӗркишӗн» акци май пуҫарнӑ.
«Ӳсекен ӑрӑвӑн сывлӑхӗ — хальхи обществӑн пысӑк пахалӑхӗ» ярӑмпа уйӑрса тухнӑ кӗнекесем тӗрлӗ ҫулхи вулакана кӑсӑклантарма тивӗҫ. Ҫапах та тӗп аудитори — ҫамрӑксем. Асӑннӑ кӗнекесене шӗкӗлченӗ май яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ сывлӑхпа ҫыхӑннӑ ыйтусен хуравне тупайӗ, епле апатланнинчен, сывӑ пурнӑҫ йӗркинчен этем сывлӑхӗ нумай килнине пӗлейӗ.
«Сиенлӗ йӑла-йӗрке: унран сыхланасси» ярӑмри кӗнекесем эрех-сӑра, пирус туртнин сиенӗ пирки кӑна мар, тӗрлӗ вӑйӑ та, телевизорпа компьютер та ҫынна хӑй серепине ҫаклатни пирки ӑнлантарса параҫҫӗ.
«Вӑрӑм ӗмӗр вӑрттӑнлӑхӗ» ярӑмрисем ӳсентӑрантан тӑракан апат-ҫимӗҫ уссипе паллаштараҫҫӗ.
Елчӗк районӗнчи вулавӑшсем тӑван халӑхӑмӑрӑн паллӑ ҫыннисене асӑнса тӗрле мероприяти ирттерсех тӑраҫҫӗ. Вилӗмсӗр Ҫеҫпӗл Мишши ятне те унтисем асра тытаҫҫӗ. Кӑвар чӗреллӗ поэтӑмӑр, чӑваш поэзийӗн классикӗ Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 116 ҫул ҫитнине асра тытса ҫав районти Патреккел ял вулавӑшӗнче чӑвашлӑх сехечӗ ирттернӗ.
Культура учрежденийӗ «Халӑх асӗнчи поэт» калаҫу йӗркеленӗ. Унта ачасене йыхравланӑ. Чӑвашлӑх сехетне пухӑннӑ шкул ачисене паллӑ поэт ҫинчен ҫӗнни те кӑсӑкли самай каласа кӑтартнӑ. Ачасем вулавӑшра чӑваш поэзийӗн классикне Ҫеҫпӗл Мишшине халалласа йӗркеленӗ «Ҫеҫпӗл пирӗн чӗрере» курав урлӑ та ҫулӑм чӗреллӗ поэт пурнӑҫӗпе, пултарулӑхӗпе, йывӑр та синкерлӗ шӑпипе тӗплӗн паллашма пултарнӑ.
Паян, чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери ырӑлӑх кунӗ. Ҫак кун 1998 ҫулта Токиора Ырӑлӑхшӑн пӗтӗм тӗнчери юхӑмӑн пӗрремӗш конференцийӗ иртнӗ. Унта чылай ҫӗршыв хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.
«Ырӑ тума йывӑр-и? Паллах, ҫук», — тесе ӑнлантарнӑ Етӗрнери ача-пӑча вулавӑшӗнче ӗҫлекенсем асӑннӑ хулари 2-мӗш вӑтам шкулта 3-мӗш «б» класра вӗренекенсемпе курнӑҫсан.
Тӗлпулӑва вӗсем виҫӗм кун йӗркеленӗ.
Ыркӑмӑллӑх урокӗнче ырӑ туни пӗр-пӗрин кӑмӑлне ҫӗклени, хавас кӑмӑл парнелени пирки калаҫнӑ. Ачасене вӗсем «ырӑ кӑмӑл» сӑмахпа ҫыхӑннӑ ваттисен сӑмахӗсене аса илме ыйтнӑ. Ӑшшӑн йӑл кулнин пӗлтерӗшне те уҫса панӑ. Унтан пурте пӗрле пулса «День рождения кота Леопольда» (чӑв. Леопольд кушакӑн ҫуралнӑ кунӗ) мультфильмри «Если добрый ты» (чӑв. Эсӗ ырӑ пулайсан) юрра аса илнӗ.
Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Пӑвари вулавӑшра ӗҫлекенсем нумай вуласан ӑслӑ пулатӑн тесе шухӑшлаҫӗ. Кӑҫал республикӑра «Чӑваш Енӗн литература палитри: вуламалли 100 кӗнеке» акци иртнӗ май кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ.
Аса илтеретпӗр, ку акцие республикӑн Наци вулавӑшӗ ЧР Культура министерстви пуҫарнипе йӗркеленӗ.
Ҫӗнӗ Пӑвари вулавӑшри курава тӗрлӗ темӑпа тӗрлӗ автор тӗрлӗ ӳсӗмрисем валли ҫырнӑ кӗнекесене пухнӑ. Вулавӑшра ӗҫлекенсем ӗнентернӗ тӑрӑх, вулакансем вӗсемпе чунтанах кӑсӑкланаҫҫӗ. Нумаях пулмасть вулавӑшра вӑл кӗнекесене сӳтсе явнӑ. Аслӑ ҫулхисем Н. Петровскаян «Шурӑ лили», Леонид Агаковӑн «Юманлӑхра ҫапла пулнӑ» тата «Ылтӑн вӑчӑра», А. Афанасьевӑн «Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ», А. Артемьевӑн «Салампи» хайлавӗсене вуласшӑн.
Кӗҫӗн класра вӗренекенсемпе вулавӑш «Нумай вулатӑн — ӑслӑ пулатӑн» темӑпа калаҫу ирттернӗ. Вӗсене В. Давыдов-Анатрин «Ӱссен эсӗ кам пулан?» (сӑвӑсемпе юмахсем), Петӗр Ҫӑлкуҫӑн «Карамель-тарамель» кӗнекисемпе паллаштарнӑ. Асӑннӑ кӗнекесем пурте «Чӑваш Енӗн литература палитра: вуламалли 100 кӗнеке» йыша кӗнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |