Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ИӖМ

Раҫҫейре
Вадим Антонов генерал
Вадим Антонов генерал

Вадим Антонов текех министр мар.

Чӑваш Енре шалти ӗҫсен министрӗнче 1997 ҫултан пуҫласа 2011 ҫулччен ӗҫленӗ Вадим Антонов юлашки ҫулсенче Красноярск крайӗнче ҫак тытӑма ертсе пырать. Анчах юлашки вӑхӑтра ун пирки: «Ӗҫрен каять», — сӑмах-юмах ҫӳреме пуҫланине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ.

Ҫӗршывӑн Шалти ӗҫсен министерствин, Инкеклӗ ӗҫсен министерствин, Следстви комитетӗн тӗрлӗ тытӑмӗнче пысӑк вырӑн йышӑнакан сакӑр генерала ӗҫрен хӑтарма РФ Президенчӗн 435-мӗш номерлӗ паянхи указӗпе йышӑннӑ.

Шупашкарта ҫуралнӑ, Чӑваш Ен ШӖМне ертсе пынӑ Вадим Антонов юлашки ҫулсенче Шалти ӗҫсен министерствин Красноярск крайӗнчи Тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗнче 2011 ҫултанпа тӑрӑшрӗ.

 

Персона Валерий Шуйков
Валерий Шуйков

Мускавра шар курнӑ Елчӗк ҫынни ахаль-махаль ҫын мар. Вӑл — РФ Инкеклӗ ӗҫсен министрӗн канашҫи Валерий Шуйков.

Чӑваш Енри кӑнтар енчи маларах асӑннӑ ҫав районти Шӑмалакра 1958 ҫулхи ҫӗртмен 23-мӗшӗнче ҫуралнӑ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУран вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн комсомол органӗсенче ӗҫленӗ. РФ халӑх депутачӗ пулнӑ, РФ Аслӑ Канашне суйланнӑ. РФ Наци политикин патшалӑх комитечӗн ертӳҫин ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Инкеклӗ ӗҫсен министерствин департаментӗнче 10 ҫул ытла тӑрӑшнӑ. Валерий Шуйков Инкеклӗ ӗҫсен министерстви чикӗ леш енче ирттерекен гуманитари операцийӗсене темиҫе хутчен те хутшӑнни паллӑ.

Пуҫне амантнӑ В. Шуйкова Мускав варринче тупнӑ, ӑна Боткин ячӗллӗ хулари клиника пульницин реанимаци уйрӑмне вырттарнӑ. Тӗпчевҫӗсем Елчӗк чӑвашне такамсем юри суранлатнӑ пуль тесе те, инсульта пула персе аннипе пуҫне амантман-ши тесе те шухӑшлаҫҫӗ-мӗн.

 

Пӑтӑрмахсем

Элӗк районӗнчи Вырӑс Сурӑм ялӗнче пысӑк инкек сиксе тухнӑ. Пушарта 7 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ — 3 аслин тата 4 ачан. Чи кӗҫӗнни 2015 ҫулта ҫуралнӑскер пулнӑ. Ыттисем — 2007, 2008 тата 2009 ҫултисем.

Раҫҫей ИӖМӗн Чӑваш Республикинчи тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх пушар пирки вӗсене кӳршисем 00:59 вӑхӑтра пӗлтернӗ. Вӑл саманталла инкек тӳсннисен ҫурчӗ уҫӑ ҫулӑмпах ҫуннӑ. Пӑтӑрмах вырӑнне ҫывӑхри 25-мӗш пушар пайӗнчи икӗ автоцистерна тата Юнтапа ял тӑрӑхӗнчи ирӗклӗ йӗркепе ӗҫлекен пушар ушкӑнӗ ҫитнӗ.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх пушар кӑмакан мӑрйипе тӗрӗс мар усӑ курнӑран тухнӑ. ИӖМ ӗҫченӗсем пӗлейнӗ тӑрӑх ҫемье ку пӳрте дача пек кӑна усӑ курнӑ. Йывӑҫ пӳрт икӗ ҫул ытла пушӑ тӑнӑ. Выранти халӑх пӗлтернӗ тӑрӑх хуҫисем яла инкек умӗн пӗр кун маларах ҫеҫ ҫитнӗ.

 

Республикӑра

Ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче МЧС ӗҫченӗсем Атӑлта путакан икӗ ҫынна ҫӑлнӑ. Ҫамрӑксем утнӑ чухне пӑр катӑлнӑ.

26-рискер юлташӗпе Атӑлӑн сулахай енне пӑр урлӑ кайма шухӑшланӑ. Кун пек вӑхӑта перекетлес тенӗ вӗсем. Анчах ҫыран хӗррине 1 ҫухрӑм ҫеҫ ҫитеймен — пӑр катӑлнӑ та вӗсем шыва чӑмнӑ.

Телее, ҫав вӑхӑтра Атӑл хӗрринче МЧС ӗҫченӗсем дежурствӑра пулнӑ. Республикӑри ҫӑлавпа шырав службин ҫӑлавҫи Марина Петрунина бинокльпе пӑхсан пӑр айне кайнӑ ҫынсен кӗлеткине курнӑ та пулӑшу чӗннӗ.

Арҫынсене шывран кӑларсан вӗсем ӳсӗр пулни палӑрнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу киличчен вӗсене пӗрремӗш пулӑшу панӑ. Пӗрне пульницӑна илсе ҫитернӗ. Тепри кайма хирӗҫленӗ.

Сӑмах май, МЧС ӗҫченӗсем ҫак кунсенче рейдсене тухса ҫӳренӗ. Акан 1-мӗшӗнче ҫӑлавҫӑсем Атӑл ҫинчи 20 пулӑҫ-экстремала асӑрханӑ.

 

Раҫҫейре

Чӑваш Ене 112-тытӑм валли федераци хыснинчен укҫа килмелле.

Регионсене "кӗмӗл" уйӑрас ыйтӑва иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче РФ Правительство ларӑвӗнче ҫӗршывӑн Инкеклӗ ӗҫсен министерстви пуҫлӑхӗ Владимир Пучков асӑнса хӑварнӑ. Дмитрий Медведев премьер-министра вӑл васкавлӑ службӑсемпе 112 номерпе ҫыхӑнассине йӗркелеме 25 региона укҫа уйӑрма палӑртакан хушу проекчӗпе паллаштарнӑ. Ӗҫлӗ хутра Чӑваш Ен те пур. Пирӗн республикӑна 19,5 миллион тенкӗ ытларах уйӑрассине каланӑ. Тӑкаксен 5 процентне вырӑнти хыснасенчен уйӑрмалла. Пирӗн республикӑра ку суммӑна пӑхса хӑварнӑ-мӗн.

Оборудовани монтажне тата хута ярас ӗҫсене кӑҫалхи виҫҫӗмӗш кварталта пуҫламалла.

Хальхи вӑхӑта илсен 112-тытӑм ҫӗршыври 11 регионта пӗтӗмпех ӗҫлесе кайнӑ.

 

Культура

Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче ачасем валли «Кушак ҫурчӗ хыпса ан илтӗр» урок йӗркеленӗ. Ӑна РФ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин республикӑри управленийӗ йӗркеленӗ.

Театрта ҫав кун ачасем валли артистсем «Кошкин дом» (чӑв. Кушак ҫурчӗ) спектакль лартнӑ.

Спектакль курма пынӑ шӑпӑрлана «Константин-01» тата «Валентин» ят панӑ пушарпа кӗрешекен геройсем кӗтсе илнӗ. Ачасене вӗсем парнесемпе савӑнтарнӑ, пушар хӑрушсӑрлӑхӗ пирки вӑйӑ мелӗпе ӑнлантарнӑ. Пӗчӗкскерсене ҫавӑ кӑна кирлӗ пулнӑ тейӗн: ертӳҫӗсем хатӗрленӗ конкурссене хаваспах хутшӑннӑ май тупӑшса тенӗ пек алӑ ҫӗкленӗ, маларах тӗрӗс хуравлассишӗн ӑнтӑлнӑ. Кашни тӗрӗс пӗлмессерен вӗсене пӗчӗк парне тивӗҫни те ҫитӗнӳ патне талпӑнма хистенӗ.

 

Республикӑра

Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗнче ҫамрӑк пушарнӑйсем присяга тытнӑ. «Пушар хӑрушсӑрлӑхӗ» специальноҫа кунта пӗлтӗр ҫеҫ вӗрентме тытӑннӑ. Пӗрремӗш курсра ку енӗпе ӑс пухакансем чуна парса ӗҫлессине ҫирӗплетсе тупа тунӑ.

Ҫамрӑксем ку самантра хумханнине пытарман. Ара, присяга тытсан яваплӑхӗ ӳсет-ҫке-ха. Савӑнӑҫлӑ лару-тӑрӑва РФ ИӖМӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗ Станислав Антонов та хутшӑннӑ. Вӑл присяга тытакан ҫыннӑн малашне ҫӑлавҫӑ пулмалла маррине палӑртнӑ. Вӗсем урӑх ҫулпа та кайма пултараҫҫӗ. Чи кирли — вӗсем йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ ҫынна пулӑшчӑр.

Колледжра ку специальноҫ — ҫӗнӗлӗх. Малтанах унта 25 ҫамрӑка вӗрентме палӑртнӑ. Анчах унта 62 ҫын килме кӑмӑл тунӑ. Колледжра кирлӗ хатӗр-хӗтӗр хальлӗхе ҫук. Ку енӗпе РФ ИӖМӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ пулӑшать.

 

Ӑслӑлӑх ИӖМ пуҫлӑхӗ Владимир Пучков
ИӖМ пуҫлӑхӗ Владимир Пучков

Нумаях пулмасть Чӑваш Ене РФ гражданла хӳтӗлев, инкеклӗ ӗҫсен министрӗ Владимир Пучков килни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, пирӗн республикӑра вӑл кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче пулчӗ.

Чӑваш Енре пулнӑ май Владимир Пучков республикӑшӑн ырӑ хыпар пӗлтернӗ. Инкеклӗ ӗҫсен Раҫҫейри министрӗ каланӑ тӑрӑх, пирӗн республикӑри предприятисенче пушарнӑйсемпе ҫӑлавҫӑсем валли экипировка тата обмундировани кӑларма тытӑнасшӑн. Ку хатӗрсем пирки каласан, Арктика тӑрӑхӗнче тӑхӑнмалли тата усӑ курмалли таранах Чӑваш Енре кӑларас шухӑшлӑ иккен.

Владимир Пучков республика хӑвачӗ пысӑк. Ӑслӑлӑх коллективӗсем, вӗсем шухӑшласа кӑларас ӑсталӑх пуррипе, специалистсем ҫителӗклипе тивӗҫлипе усӑ курмалла. Вырӑнсенче ырӑ япаласем нумай шухӑшласа кӑлараҫҫӗ, анчах вӗсем хӑйсем валли ҫул уҫма пултарайман. Ҫапларах шухӑшлать иккен Владимир Пучков.

 

Республикӑра РФ гражданла оборона, инкеклӗ ӗҫсен министрӗ Владимир Пучков
РФ гражданла оборона, инкеклӗ ӗҫсен министрӗ Владимир Пучков

Паян Чӑваш Ене РФ гражданла хӳтӗлев, инкеклӗ ӗҫсен министрӗ Владимир Пучков килнӗ. Вӑл тӗрлӗ мероприятие хутшӑнмалла.

Раҫҫей шайӗнчи министрӑн тӗп тӗллевӗ ҫапах та — хӗллехи вӑхӑтра ҫӑлавҫӑсем автоҫулсем ҫинче пысӑк пӑкӑсене тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх объекчӗсене инкекрен сирме хатӗррипе хатӗр маррине тӗрӗслесси.

Владимир Пучковпа федераци ведомствин яваплӑ ытти хӑш-пӗр ӗҫченӗ те республикӑна килсе ҫитнӗ. Вӗсем чӑваш ҫӑлавҫисен аэромобиль ушкӑнӗн хӑватне тата пахалӑхне те хакласси пирки Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ.

Мускавран килнисем республикӑн тӗп хулинчи пушартан тата ытти инкек-синкекрен ҫӑлакан 6-мӗш номерлӗ пайне ҫитсе курма палӑртнӑ.

 

Сывлӑх

Инкеклӗ ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем хӑйсен професси уявӗ умӗн ырӑ ӗҫ тунӑ. Вӗсем «Донор кунӗ» ыркӑмӑллӑх акцине хутшӑннӑ.

Кашни тумлам юн ҫын пурнӑҫне ҫӑлать. Ку профессире вӑй хуракансене ҫакна ӑнлантарма кирлӗ мар ӗнтӗ: ҫӑлавҫӑсем хӑйсемех питӗ лайӑх пӗлеҫҫӗ.

Юн пама килекен кашни ҫыннах медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухать. Донортан 450 миллилитр юн илеҫҫӗ. Юлашки 5 ҫулта 50 ытла ҫӑлавҫӑ донор пулнине палӑртмалла. Вӗсем ыркӑмӑллӑх акцийӗсене час-часах хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсен йышӗнче кашнинчех юн паракансем нумайланса пыраҫҫӗ.

2011 ҫултанпа ҫӑлавҫӑсем акцие тӑтӑшах хутшӑннӑ. Унтанпа вӗсенчен 400 ытла хутчен юн илнӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Укҫа-тенкӗ ыйтӑвӗнче тимлӗ пулмалла, тӑкакланма васкамалла мар. Унччен алӑ ҫитмен ӗҫсем юлнӑ тӑк халӗ шӑпах вӗсене пурнӑҫламалла. Ҫитес вӑхӑта плансем хатӗрлӗр, анӑҫлӑ самантсене ан вӗҫертӗр.

Кӑрлач, 03

1926
99
Ксенофонтов Иван Ксенофонтович, чӑваш актёрӗ, театр ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1940
85
Дмитриев Аристарх Иванович чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1940
85
Садюков Николай Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ.
1949
76
Табаков Владимир Алексеевич, таврапӗлӳҫӗ, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ.
1951
74
Белова Зоя Степановна, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1954
71
Пупин Пётр Степанович, чӑваш кӳлепеҫи ҫуралнӑ.
1968
57
Шупашкарти урама Мичман Павлов ятне панӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи