Йӗпреҫ районӗнче суд тенкелӗ ҫине 34 ҫулти арҫын ларӗ. Йӗпреҫ поселокӗнче пурӑнаканскер ют ҫын ҫуртне икӗ хутчен кӗнӗ. Мӗн шыранӑ вӑл? Пӗрле эрех ӗҫмешкӗн юлташ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 19 сехетре вӑл пӗлӗшӗн карти урлӑ каҫнӑ, верандӑн чӳречине илнӗ те пӳрте кӗнӗ. Унта ӑна кил хуҫи асӑрханӑ. Лешӗ ӑна унччен хӑйӗн патне килме чарнӑ.
Кӗтмен хӑна кил хуҫине пӗрле эрех ӗҫес килнине пӗлтернӗ. Анчах лешӗ ӑна хӑваланӑ, полици чӗнессипе хӑратнӑ.
Тепӗр 7 сехетрен хайхи арҫын каллех ун патне кӗнӗ. Хальхинче ӑна урӑх ыйту канӑҫ паман: полици чӗнмен-и? Кил хуҫи чӑннипех те тарӑхса кайнӑ та 02 номерпе шӑнкӑравланӑ. Кӗтмен хӑна ниҫта та кайман – пакунлисене унтах кӗтсе илнӗ.
Палӑртмалла: ҫак арҫын уголовлӑ майпа 6 хутчен явап тытнӑ. Унччен вӑл вӑрланӑшӑн тата юттисем патне кӗнӗшӗн ҫакланнӑ.
«Земство тухтӑрӗ» федераци программине аякри районсемпе ялсене тухтӑрсем кайманранах ӗҫлеттерсе янӑччӗ хӑй вӑхӑтӗнче. Программӑна йышӑнакансем тата сывлӑх сыхлавӗнчи тӳре-шара Мускавра йышӑннӑ хут шурӑ халат тӑхӑнса ҫынсене сиплеме ирӗк паракан диплом илнисем хуласенче кӑна тӗпленес туртӑма чакарасса тем пекех шанчӗҫ.
Программа пурнӑҫа кӗме тытӑннӑ хыҫҫӑн та кӑлтӑксем курӑнчӗҫ. Хӑйсем аякра вырнаҫнӑ пулин те хӑш-пӗр район центрӗсем ку программӑна лекеймерӗҫ. Хула евӗр шутланакан поселоксене (пирӗ республикӑрисенчен кунта Вӑрнара, Вӑрмара, Йӗпреҫе, Кӳкеҫе кӗртмелле) Обязательнӑй медицина страхованийӗ ҫинчен калакан саккуна улшӑну кӗртнӗ хыҫҫӑн ҫитменлӗхе пӗтерчӗҫ.
Кӑҫал республикӑри яллӑ вырӑнсенче ӗҫлеме 24 врач куҫса кайнӑ. Земство тухтӑрӗсем хушшинче пӗтӗмӗшле практика врачӗ, терапевт, педиатр ытларах тӗл пулаҫҫӗ. Вӗсен хушшинче акушер-гинекологсем, рентгенологсем тата ытти хӑш-пӗр специалист та пур.
Иртнӗ уйӑх тӗлне илсен, земство тухтӑрӗсем Вӑрнар, Канаш тата Муркаш районӗсене ытларах кайнӑ. Вӗсенче тӑватшар тухтӑр ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӑрмар районне виҫҫӗн суйланӑ.
Вырсарникун Красноармейски районӗнчи Алманч ялӗнче 15 сехет тӗлне ҫиҫӗме пула ҫурт чутах ҫунса кайман. Пӳртре тӗпелти йывӑҫран тунӑ маччана ҫулӑм ярса илнӗ. Пушарнӑйсем ҫулӑма ҫур сехетрен ҫеҫ сӳнтернӗ. Телее, ытти пӳлӗм шар курман. МЧС ӗҫченӗсем ҫурт ҫиҫӗм ҫапнине пула ҫуннине малтанхи верси ҫеҫ тесе пӗлтереҫҫӗ.
Ҫав кунах ҫав вӑхӑт тӗлнелле Йӗпреҫ поселокӗнче пушар тухнӑ. Унта пушӑ тӑракан ангар аслатиллӗ ҫумӑр вӑхӑтӗнче ҫунма тытӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, асар-писер ҫанталӑкра замыкани пулнӑ. Ҫулӑм сирпӗннипе ангар ҫунма тытӑннӑ. Вӑл 40 тӑваткал метра сиенлетнӗ. Пушарта никам та суранланман.
Ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш Енре ҫӑкӑр пӗҫерекенсен конкурсӗ иртнӗ. Конкурсра ҫичӗ ӑста ӑмӑртнӑ.
Конкурса «Петровский» ҫӑкӑр комбиначӗн, «Шупашкарти ҫӑкӑр пӗҫерекен 2-мӗш савут», «Сӗнтӗр-Ҫӑкӑр», Комсомольскинчи «Ҫӑкӑр савучӗ», Ҫӗрпӳ райповӗн «Пӗремӗк» савут, «Йӗпреҫри ҫӑкӑр савучӗ», «Шупашкарти элеватор» савут ӗҫченӗсем хутшӑннӑ.
Кашни конкурсҫа 5 килограмм чуста панӑ. Унран ҫӑкӑр тата булка таврашӗ пӗҫермелле пулнӑ. Ҫӑкӑр пӗҫерекенсен хушшинче чи маттурри «Сӗнтӗр-Ҫӑкӑр» савутра ӗҫлекен Зоя Амосова пулнӑ. Ӑна 5 пин тенкӗлӗх сертификат, мультиварка, 12 килограмм шурӑ ҫӑнӑх парнеленӗ.
Ыттисене те парнесӗр яман. Тӗрлӗ номинацире палӑртнӑ вӗсене. Вӗсене 3 пин тенкӗлӗх сертификат (унпа йӑла техники туянма пултарӗҫ), 12 килограмм ҫӑнӑх панӑ.
Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Йӗпреҫ поселокӗнче ҫурт ҫунса кайнӑран нумай ачаллӑ виҫӗ ҫемье нимсӗр-мӗнсӗр тӑрса юлни пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. ЧР Правительстви вӗсене пулӑшу кӳме шантарнӑччӗ.
Укҫан пулӑшмашкӑн Иван Моторин алӑ пуснӑ. Ӑна ЧР Министрсен Кабинечӗн резерв фондӗнчен парӗҫ. Кашни ҫемьене 780 пин тенкӗ пама палӑртнӑ.
Укҫа-тенкӗпе ҫеҫ мар пулӑшма палӑртнӑ. ЧР Вӗренӳ министерствине ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ ҫемьесенчи ачасене ҫуллахи уйлӑха ярас тӗлӗшпе ӗҫлеме хушу панӑ.
Пушарта шар курнисем хальлӗхе тӑванӗсем патӗнче пурӑнаҫҫӗ. Икӗ ҫемье интернат шкулӑн ҫуртне куҫнӑ. Нумай ачаллӑ ҫемьене муниципалитетри ҫурт-йӗр фондӗнчен пурӑнмалли кӗтес уйӑрса парӗҫ.
Йӗпреҫ районӗнчи Йӗпреҫ поселокӗнче ҫуралса ӳснӗ 19 ҫулти пике ӑнсӑртран вилнӗ. Ку пӑтӑрмах иртнӗ эрнере Шупашкарта пулнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Надя тусӗн хваттерӗнче пулнӑ. Унта вӑл вӑхӑтлӑх пурӑннӑ. Каҫхине ҫывӑрма выртнӑ вӗсем, анчах ирхине Надя вӑранайман.
Аппӑшӗ каланӑ тӑрӑх, Надя хаваслӑ, ырӑ чунлӑ пике пулнӑ. Ҫак кунсенче вӑл ППЭ тытма хатӗрленнӗ. Повара вӗренме ӗметленнӗ. Надя сывлӑхӗ начарри пирки нихӑҫан та каламан. Пике мӗншӗн вилни хальлӗхе паллӑ мар.
Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, ку ӗҫ тӗлӗшпе судпа медицина экспертизи ирттернӗ. Пӗтӗмлетӗвне тепӗр уйӑхран ҫеҫ калӗҫ.
Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Йӗпреҫ поселокӗнче 13 хваттерлӗ ҫуртра пушар алхаснӑ. Ҫулӑма 2 сехете яхӑн сӳнтернӗ.
Телее, пушарта никам та вилмен. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушнипе, инкек тӳснӗ ҫынсене ЧР Министрсен Кабинечӗн резервӗнчи укҫа-тенкӗпе пулӑшӗҫ.
Ҫуртра нумай ачаллӑ виҫӗ ҫемье пурӑннӑ. Кашнинче — виҫшер ача. Хальлӗхе вӗсем тӑванӗсем патӗнче пурӑнаҫҫӗ. Пушар ҫурт тӑррине йӑлтах сиенлетнӗ. Ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Паян Йӗпреҫ район администрацийӗнче пуҫлӑх пӳлӗмӗнче штаб ларӑвӗ пулнӑ. Унта шар курнӑ ҫемьесем те хутшӑннӑ. Ларура ҫемьесене укҫан пулӑшасси, вӗсене вӑхӑтлӑха ӑҫта вырнаҫтарасси пирки калаҫнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Михаил Игнатьев кун пирки Йӗпреҫ районӗн пуҫлӑхӗпе Сергей Горбуновпа калаҫнӑ.
Республикӑри яваплӑ службӑсемпе органсем ҫынсене шыв кӗмелли вырӑнсене хатӗрлессипе ӗҫлеме пуҫланӑ. Кун пирки паян Чӑваш Енӗн премьер-министрӗ Иван Моторин ирттернӗ канашлура Чӑваш Енри Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитечӗн ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Олег Павлов каласа кӑтартнӑ.
Шыва кӗме ятарлӑ вырӑнсем республикӑра 13, унсӑр пуҫне тата та 15 объект хатӗрлессине палӑртнӑ. Анчах та ку ыйтупа Улатӑрта, Йӗпреҫре, Патӑрьелӗнче, Комсомольскинче, Хӗрлӗ Чутайра, Пӑрачкавра, Вӑрмарта, Шӑмӑршӑра, Ҫӗмӗрлере, Елчӗкре, Тӑвайра ҫителӗксӗр ӗҫленине каланӑ. Пӗлтӗр шывра пулнӑ инкексен шучӗ 30-а ҫитнӗ. Кӑҫал та сарӑмсӑрлӑхсӑр май килмен. Хальлӗхе вӗсене виҫӗ тӗслӗх шута илнӗ. Республикӑри мӗнпур районпа хулара ҫак енӗпе ҫирӗп тӗрӗслесе тӑмалла, кирлӗ мерӑсене вӑхӑтра йышӑнмалла.
«Подвиг предков бессмертен» (чӑв. Асаттесен паттӑрлӑхӗ вилӗмсӗр) — ҫак ятпа Ҫӗнтерӳ уявӗ умӗн республикӑра шкул ачисен хайлавӗсен пуххине кӗнекен пичетлесе кӑларнӑ. Тиражӗ 500 экземпляр. Конкурса республикӑри коммунистсен партийӗ 2015 ҫулта фашистла Германие ҫапса аркатнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалласа ирттернӗ. Вӑрҫӑра паттӑрлӑх кӑтартнӑ хӑйсен тӑванӗсемпе ял-хула тӑрӑхӗсенчи паттӑрсем ҫинчен конкурса пурӗ чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ 126 ӗҫ килнӗ: республикӑри 14 районпа 5 хуларан.
Ҫӗнтерӳҫӗ ятне Ҫӗрпӳ районӗнчи Патӑрьел ялӗнчи Андрей Петров тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш вырӑнта: Кристина Аверьянова (Вӑрмар районӗ, Мӑнҫырма), Лилиана Михайлова (Шупашкар районӗ, Ҫӗньял), Ангелина Ястребова (Муркаш районӗ, Муркаш) тата Николай Иванов (Хӗрлӗ Чутай районӗ, Штанаш). 3-мӗш вырӑна Кристина Прокопьева (Йӗпреҫри 1-мӗш шкул), Софья Яруткина (Шупашкар районӗ, Ҫӗньял), Александр Кузин (Ҫӗрпӳ районӗ, Туҫи), Денис Базманкин (Патӑрьелти 1-мӗш шкул), Варвара Фёдорова (Ҫӗнӗ Шупашкарти 12-мӗш шкул) тата и Михаил Евсягин (Ҫӗмӗрлери 2-мӗш шкул) тухнӑ.
Кӗнекере конкурса хутшӑннӑ пур авторӑн хайлавне те пичетленӗ.
Республикӑри ял хуҫалӑх предприятийӗсем, фермерсем, уйрӑм хушма хуҫалӑх тытакансем ака-суха ӗҫӗпе малалла ҫине тӑраҫҫӗ. Хӑш-пӗр хуҫалӑхра тӗш-тырра акса пӗтерме те ӗлкӗрнӗ. Ҫӗрулми тата пахчаҫимӗҫ лартакансем те пур.
Вӑрманҫӑсен те ҫак тапхӑрта хӗрӳ тапхӑр пулнӑ. Йӗпреҫ вӑрман хуҫалӑхӗн питомникӗнче, акӑ, хыр вӑрри акнӑ. Ку ӗҫе вӑрманҫӑсем икӗ кун маларах, ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, вӗҫленӗ. Хыр вӑрри Ҫутҫанталӑк министерствин «Лесцентр» хысна учрежденийӗ хушнипе 0,3 гектар лаптӑка йышӑннӑ.
Вӑрлӑха тӗрлӗ микроэлементпа апатлантарнӑ, кайран СЛУ-2-20 маркӑллӑ сеялкӑпа акнӑ. Ытти техникӑна та ку ӗҫе явӑҫтарнӑ. Ҫамрӑк хунава тепӗр икӗ ҫултан куҫарса лартӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |