«Ирӗклӗх» «Кунта чӑвашла калаҫатпӑр» ҫыпӑҫтаркӑчсене пур ҫӗре те ҫитерме тӑрӑшать. Организаци ертӳҫи Дмитрий Степанов каланӑ тӑрӑх, чылайӑшӗ общество транспортӗнче хӑйсене ӑнланмасран шикленсе чӑвашла калаҫма вӑтаннӑ. Халӗ вара ҫыпӑҫтаркӑчсене курсан хӑрамасӑрах тӑван чӗлхепе пуплеме пултараҫҫӗ.
«Чӑвашпичечӗ» чӑвашла калаҫма тытӑнсан «Ирӗклӗх» хастарӗсем ҫырусемпе ытти предприятисем патне тухнӑ. «ТАВ» суту-илӳ компанийӗ ҫырӑва пӗрремӗш хуравланӑ.
«Эпир сирӗн ҫырӑва пӑхса тухрӑмӑр, акцие хутшӑнма хатӗр. Лавккасенчи сутуҫӑсем хушшинче чӑваш чӗлхине пӗлнипе пӗлменни пирки ыйтӑм ирттертӗмӗр. Пур лавккара та, Улатӑртине шута илмесен, чӑвашла пӗлекенсем ӗҫлеҫҫӗ», — тенӗ хуравра.
«Кунта чӑвашла калаҫатпӑр» тесе ҫырни ҫитес вӑхӑтра «ТАВ» компанин Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Канашри, Вӑрнарти, Йӗпреҫри, Патӑрьелти, Каҫалти, Шӑмӑршӑри лавккасенче пулмалла.
Йӗпреҫ поселокӗ ҫулсерен ҫурла пуҫламӑшӗнче уява пухӑнать. Кӑҫал ҫурлан 2-мӗшӗнче йӗпреҫсем 121-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ.
Илемлетнӗ пӑравус артистсене парка илсе ҫитернӗ хыҫҫӑн уяв уҫӑлнӑ. Йӗпреҫ районӗн пуҫлӑхӗ Александр Яковлев, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Чугаров тата ыттисем етешӗсене уявпа саламланӑ. Александр Яковлев Валентина Ивановӑна, Надежда Масловӑна, Раиса Ивановӑна Йӗпреҫ район администрацийӗн Хисеп грамотипе чысланӑ. Йӗпреҫре ӗҫлекен ытти ҫынсем те грамотӑсене тивӗҫнӗ.
Унтан хӑнасене тата йӗпреҫсене районти ача-пӑча, фольклор, эстрада, ташӑ ушкӑнӗсем сцена ҫинче савӑнтарнӑ. Кун хыҫҫӑн Анатолий Алясов юрӑҫ юрӑсем шӑрантарнӑ. Ҫавӑн пекех уявра Комсомольски районӗнчи Александровка ял тӑрӑхӗнчи «Родники» ансамбль, Вӑрнарти «Тивлет» юрӑпа ташӑ ансамблӗ, чӑваш эстрада артисчӗсем, Шупашкарти «Волжане» вокалпа инструмент ансамблӗ сцена ҫине тухнӑ.
Уяв спорт ӑмӑртӑвӗсемсӗр иртмен. Йӗпреҫри чи вӑйлӑ ҫын ятне Роман Ковальчик тивӗҫнӗ.
Ӗнер Йӗпреҫ районӗнчи кану базинче «Фермер кунӗ–2014» республика шайӗнчи уяв иртнӗ. Мероприятие фермерсен тата ял хуҫалӑх кооперативӗсен ассоциацийӗн ертӳҫи Ильдар Чемеров ертсе уҫнӑ, вӑлах пынӑ.
Фермерсем патшалӑх енчен хӑйсене епле пулӑшу лекнине сӳтсе явнӑ. Асӑннӑ района илсен, юлашки виҫӗ ҫулта унти 7 фермера вӑл грант евӗр лекнӗ. Республикӑра туса илекен ӳсен-тӑран апат-ҫимӗҫӗнчен 27 проценчӗ – фермерсен тӳпи-мӗн.
Фермер кунне банкирсемпе ял хуҫалӑх техникине тата ыттине сутакан предприятире тӑрӑшакансем те хутшӑннӑ. Вӗсем кашниех хӑйсен продукцине ырланӑ-мухтанӑ: кам кивҫен укҫа, кам тавар сӗннӗ.
Фермерсем агротуризм аталантарасси пирки те калаҫнӑ, пахча ҫимӗҫпа улма-ҫырла туса илнин усси пур текенсем те тупӑннӑ. Елчӗк районӗнчи Федор Шадриков фермер, ав, Финляндие кайса унти ӗҫтешӗсен пурнӑҫӗпе паллашни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Унта агротуризмӑн ҫемье центрӗсене йӗркелеҫҫӗ иккен.Сӑнсем (24)
Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнчен тытӑнса Йӗпреҫ поселокӗнчи ЗАГС уйрӑмӗ уйрӑлакансем хушшинче ыйтӑм ирттерет. ЗАГС ӗҫченӗсем ҫынсене тӑхӑр ыйтӑва хуравлама ыйтаҫҫӗ. Унта ҫынсен хӑйсен ятне кӑтартмалла мар. тепӗр мйалӑ каласан, йӑлтах анонимлӑ.
Ҫапла тӗпчес шухӑш патне йӗпреҫсем пӗрлешекенсенчен 65 проценчӗ кайран уйрӑлнӑран пырса тухнӑ иккен. ЗАГС ӗҫченӗсем ҫемье мӗншӗн арканнине пӗлес тӗллевпе лартнӑ иккен.
Нарӑс–ҫу уйӑхӗсенчи ыйтӑма тишкерсен, унта хутшӑннӑ уйрӑлма шут тытнӑ 14 ҫынтан ҫурри характер пӗр килменнипе сӑлтавланӑ. 3 ҫын мӑшӑрӗ урӑххипе улталанипе ҫырлахайман. Тепӗр ҫавӑн чухлӗ вара пурнӑҫа кашни расна хакланипе пӗр-пӗюринпе тек пурӑнма май килмест тесе уйрӑласси патне ҫитнӗ. Пӗр ҫын вара эрех ӗҫекен ҫынпа пурӑнас темен.
Сӑмах май каласан, кӑҫалхи пилӗк уйӑхра Йӗпреҫре 38 мӑшӑр пӗрлешнӗ, 28-ӑн уйрӑлнӑ.
Ҫынсене карас тата ытти ҫыхӑнупа тивӗҫтерекен компанисенчен пӗри (монополипе кӗрешекенсем реклама тесе хакласран хӑшне каламӑпӑр) Шупашкар хулинчи Чапаев поселокне тата Красноармейски салине чӗлкӗмпе оптика линийӗн ҫыхӑнӑвне илсе ҫитернине пӗлтерет. Ун пек меслетлӗ ҫыхӑнупа нумай хутлӑ 77 ҫурта, е 3 пин ытла киле, тивӗҫтернӗ.
Ку вӑл пӗрремӗш проект мар-ха, юлашки темиҫе ҫулта асӑннӑ компани FTTx технологие, тепӗр майлӑ ӑна «киле ҫити оптика» теҫҫӗ, юсаса ҫӗнетесипе ҫине тӑнӑ. Ку меслет оптика чӗлкемне пӗр-пӗр вырӑна илсе ҫитерме май парать иккен. FTTx пулӑшнипе ҫынсем тӗнче тетелне пысӑк хӑвӑртлӑхпа кӗме пултараҫҫӗ, телефон ҫыхӑнӑвӗ те пек аванрах-мӗн, интерактивлӑ телевиденипе те тивӗҫтереҫҫӗ.
«Киле ҫити оптика» технологине хальхи вӑхӑтра Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Улатӑр, Ҫӗмӗрле хулисене, Кӳкеҫ, Вӑрмар, Вӑрнар, Йӗпреҫ поселокӗсене, Муркаш, Ҫӗньял тата Красноармейски ялӗсене ҫитернӗ. Пӗчӗкрех хӑш-пӗр ялсенче те вӑл пур. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 40 километр ҫавӑн пек лини хунӑ пулсан, ҫулталӑк вӗҫлениччен тепӗр 85 километр палӑртнӑ. FTTx технологи ырлӑхне ҫывӑх вӑхӑтра Пӑрачкавпа Етӗрнере пурӑнакансем туйса илӗҫ.
Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗн халӑхӗ ака-суха пӗтнине уявланӑ. Унта ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Валентина Андреева та хутшӑннӑ.
Уяв Йӗпреҫри культурӑпа кану паркӗнче иртнӗ. Ял тӑрӑхӗсен наци йӑлипе килӗшӳллӗн капӑрлатнӑ автоколонна делегацийӗ культура центрӗнчен Этнографи музей комплексӗ патнелле ҫул тытнӑ.
ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Валентина Андреева Йӗпреҫ районӗн халӑхне уй-хир ӗҫӗсене ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ ятпа саламланӑ. Унтан Валентина Владимировна Чӑваш Республикин патшалӑх наградисене панӑ. ЧР ял-хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Ирина Кошкина, Йӗпреҫ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Чугаров тата ытти хисеплӗ ҫынсем тӑрӑшса ӗҫлекен халӑх пирки сахал мар ырӑ сӑмах каланӑ.
Уявра хуҫалӑхсем, механизаторсем, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекенсем, предприятисем, организацисем хушшинче иртнӗ экономика тупӑшӑвӗн ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Чи лайӑх пултарулӑх ушкӑнӗсем те парнесӗр юлман. Районти чи лайӑх спортсменсене те палӑртнӑ.
Официалла пай хыҫҫӑн сцена ҫинче пысӑк концерт пулнӑ.
Паянтан пуҫласа республикӑри районсенче чӑвашсен тӗп уявне — Акатуя — паллӑ тума пуҫлӗҫ. Кӑҫал старта Канаш районӗ пӗрремӗш тухӗ.
Акӑ Акатуй ирттермелли график.
Акӑ график:
1. Канаш районӗнче ҫӑвӑн 30-мӗшӗнче 10:00 сехетре Асхва ялӗнчи «Урожай» стадионта иртет.
2. Йӗпреҫ районӗнче ҫӑвӑн 31-мӗшӗнче 11:00 сехетре Йӗпреҫри культурӑпа кану паркӗнче пулӗ.
3. Красноармейски районӗнче ҫӗртмен 1-мӗшӗнче 10:00 сехетре Красноармейскинчи «Факел» стадионта иртет
4. Комсомольски районӗнче ҫӗртмен 7-мӗшӗнче 10:00 сехетре (Сабантуй) Урмаел ялӗнче пулӗ.
5. Улатӑр районӗнче — ҫӗртмен 12-мӗшӗнче 10:00 сехетре Явлей ялӗнче.
6. Элӗк районӗнче ҫӗртмен 12-мӗшӗнче 11:00 сехетре Тури Татмӑш ялӗнче пулать.
7. Патӑрьел районӗнче ҫӗртмен 12-13-мӗшӗсенче 10:00 сехетре Шӑнкӑртам ялӗнче иртет.
8. Вӑрнар районӗнче ҫӗртмен 12-мӗшӗнче 10:00 сехетре Вӑрнарти «Химик» стадионта иртет.
9. Куславкка районӗнче ҫӗртмен 12-мӗшӗнче (Акатуй) 11:00 сехетре Куславккара Атӑл хӗрринче пулӗ.
10. Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫӗртмен 12-мӗшӗнче 10:00 сехетре Ишеккасси ялӗнче пулать.
11. Муркаш районӗнче ҫӗртмен 12-мӗшӗнче 11:00 сехетре Лантӑш ялӗнче иртет.
Ӗнер Йӗпреҫ районӗнче «Хӑрушсӑр урапа» район конкурсӗ иртнӗ. Мероприяти Йӗпреҫри 2-мӗш шкулта пулнӑ.
Унта пӗтӗмпе 10 команда хутшӑнма кӑмӑл тунӑ: Йӗпреҫри 1-мӗш шкул, Йӗпреҫри 2-мӗш шкул, Эйпеҫ шкулӗ, Ҫӑкалӑх шкулӗ, Ирҫе Ҫармӑс шкулӗ, Пучинке шкулӗ, Чӑваш Тимеш шкулӗ, Энтриел шкулӗ, Пысӑк Упакасси шкулӗ, Пӑкӑян шкулӗ.
Командӑсем пилӗк тапхӑра парӑнтарнӑ: «Ҫул-йӗр правилине пӗлекенсем», «Пӗрремӗш медпулӑшу парассине пӗлесси», «Автохула», «Велосипедпа эрешлесе ярӑнасси», «Пултарулӑх конкурсӗ».
Конкурса хутшӑнакансен пӗлу шайне судьясем хакланӑ. Ҫӑмӑл мар тупӑшура Йӗпреҫри 2-мӗш шкул ачисем маттур пулнӑ, вӗсем 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Йӗпреҫри 1-мӗш шкул команди 2-мӗш вырӑна тухнӑ. Пысӑк Упакасси шкулӗн ачисем 3-мӗш пулнӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗ команда — Йӗпреҫри 2-мӗш шкул — Йӗпреҫ район чысне республика вӑййисенче хӳтӗлӗ. Вӑл ҫу уйахӗн 20–21-мӗшӗсенче иртӗ.
Ҫу уйӑхӗн 4-11 мӗшӗсенче Грецире ачасен «Пӗчӗк кӑвакалсен ташши» Пӗтӗм тӗнче фестивалӗ иртессине, унта Йӗпреҫри ача-пӑча ӳнер шкулӗн вӗренекенӗ, Кӗлӗмкассинче пӗлӳ пухакан Татьяна Новикова каяссине пӗлтернӗччӗ.
Ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Татьяна тӑван тӑрӑха таврӑннӑ. Пушӑ алӑпа мар — наградӑсемпе. Татьяна Новикова Пӗтӗм тӗнче фестивалӗнче I степень Диплома, «Ылтӑн микрофон» кубока, «Пӗчӗк кӑвакалсен ташши» фестиавлӗн лауреат дипломне тивӗҫнӗ. Таня ача-пӑча пултарулӑхне сарнӑшӑн «Музендис Трэвел» компанин президенчӗн Б.Музендис аллинчен диплом илме тивӗҫ пулнӑ.
— Татьяна чылай конкурсра ҫӗнтернӗ. Вӑл «Тӗнчери халӑхсен ташшипе юрри» концерт программине хутшӑнчӗ, тӗлпулусенче, ӑсталӑх класӗсенче пулчӗ. Унпа пӗрле конкурса Тӑвай районӗнчи тепӗр ача кайнӑ, — тенӗ Йӗпреҫри ача-пӑча ӳнер шкулӗн директорӗн ҫумӗ Наталья Рекунова.
Юрий Энтинӑн пултарулӑх центрӗ, РФ Вӗренӳ министерстви, РФ Культура министерстви, Грецин Тӗп Македонин переферийӗн администрацийӗ пулӑшнипе ҫу уйӑхӗн 4–11-мӗшӗнче «Пӗчӗк кӑвакалсен ташши» Пӗтӗм тӗнче фестивалӗ иртӗ.
Фестивале Раҫҫейри, Грецири тата 20 ытла ҫӗршыври ачасем хутшӑнӗҫ. Палӑртма кӑмӑллӑ: Пӗтӗм тӗнче шайӗнче иртекен мероприятие Йӗпреҫри ача-пӑча ӳнер шкулӗнче вӗренекен, Кӗлӗмкасси шкулӗнче ӑс пухакан Татьяна Новикова хутшӑнӗ. Ертӳҫи — Наталья Рекунова.
Таня концерт программине (тӗнчери халӑхсен юррисемпе ташшисен концерчӗ), Раҫҫейри тата Европӑри культура тата ӳнер ӗҫченӗсемпе иртекен тӗлпулусене, ӑсталӑх класӗсене хутшӑнӗ. Фестивале ҫитнисене Греци историпе, культурипе паллаштарӗҫ, вӗсемпе пултарулӑх вӑййисем, конкурссем, спорт ӑмӑртӑвӗсем (вӗсем спорт лапамӗсенче, тинӗс хӗрринче иртӗҫ) ирттерӗҫ.
Ҫавӑн пекех Татьяна Новикова Грецире экскурсире пулӗ, Македоние, Солоникӑна, Халкидикӑна ҫитсе курӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |