Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри виҫӗ районта ӗҫмелли шыв пахалӑхӗ норматива тивӗҫтермест.
Шыв пахалӑхӗ гигиена нормипе Патӑрьел тата Пӑрачкав ялӗсенче, Йӗпреҫ поселокӗнче килӗшсе тӑмасть. Тӑватӑ районта вара ҫӑлти шыв пахалӑхӗ йӗркесӗр иккен.
Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче Йӗпреҫри шыв пахалӑхӗ унри тимӗр виҫине тата тӑрӑ маррине пула юрӑхсӑр пулнӑ. Ҫурла уйӑхӗнче шӑрши те, тути те япӑхланнӑ. Тимӗр шайӗ кирлӗ пек виҫеллӗ пулман. Ҫакна специалистсем унти
«Водоканала» шыва сиенсӗрлетес ӗҫсем туса ирттернипе сӑлтавланӑ. Шыв йышӑнакан ятарлӑ хатӗр вӑйлӑ ҫумӑрта тулса тасамарланнӑ иккен. Урӑх сӑлтав та пулнӑ кунта.
Роспотребнадзор «Водоканала», район администрацийӗ, районти ял тӑрӑхӗсен ячӗсемпе суда тавӑҫсемпе тухнӑ, унта шыв пахалӑхне лайӑхлатма ыйтнӑ. Суд ку ыйтӑва тивӗҫтернӗ.
Пӑрачкаври шыв та тӑрӑ мар пулнине, унра аммиак тата тимӗр хутӑшӗсем виҫепе килӗшсе тӑманнине палӑртнӑ. Патӑрьелти шывра сульфатсем пулнӑ, литипе бор тупса палӑртнӑ.
«Чӑваш Ен НТРК» АУ тата «МТРК Мир» акционерлӑ хупӑ общество радиовещани тумашкӑн конкурс выляса илнӗ. Наци телерадиокомпнаийӗ 95,9 МГц хума, «Мир» 96,5 МГц хума выляса илнӗ. Икӗ тӗслӗхӗнче те Шупашкарта 0,25 кВт хӑватлӑ передатчиксем лартӗҫ.
Вещани концепцийӗ – «ирӗклӗ». 95,9 МГц хум ҫинче Наци радиовӗ ӗҫлеме тытӑнӗ. 96,5 МГц хум ҫинче вара «Мир» радиостанци пулӗ. Хальлӗхе вӗсем хӑҫан ӗҫлеме пуҫласси паллӑ мар-ха. Ӗҫӗ нумай: техника тӗлӗшӗнчен тӗрӗслемелле, лицензи илмелле, ытти вак-тӗвеке пурнӑҫламалла.
Аса илтерер: халӗ Наци радиовӗ икӗ хум ҫинче ӗҫлет: 72,41 МГц (Йӗпреҫ) тата 105,0 МГц (Ҫӗрпӳ).
Юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче республикӑра Ял кинофестивалӗ уҫӑлассине, ку мероприятие кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут ирттерессине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ.
«Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗ тата электрон документацин архивӗ пуҫарнӑ мероприяти тунтикун Шупашкар районӗнчи Ҫӗньялта «Мамы» кино кӑтартнипе уҫӑлнӑ. Кайран киномобиль асӑннӑ районти Пархикассине кайнӑ, ӗнер Элӗкре пулнӑ.
Аса илтерер: кинофестивале Чӑваш Енри Ашшӗпе Амӑшӗн ҫулталӑкне халалласа ҫак темӑпа ҫыхӑннӑ фильмсене суйласа илнӗ: «Мамы», «Отцы», «Дневник мамы первоклассника», «Дочь», «Страна хороших деточек».
Шупашкар районӗнчи Ҫӗньялти культура ҫуртне пуҫтарӑннисене «Чӑвашкино» киностуди директорӗ Николай Медведев саламланӑ, элӗксене — киностудин секторӗн ертӳҫи Артур Галкин.
Юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче республикӑра Ял кинофестивалӗ уҫӑлӗ. Ку мероприятие кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут ирттерӗҫ.
Хальхинче кинофестивале Чӑваш Енри Ашшӗпе Амӑшӗн ҫулталӑкне халаллӗҫ. Ҫавна май куракансене «Мамы», «Отцы», «Дневник мамы первоклассника», «Дочь», «Страна хороших деточек» фильмсене кӑтартӗҫ.
Фильмсене «Киномобиль» пулӑшнипе кӑтартӗҫ. Вӑл пулӑшнипе кинотеатра кирек хӑш вырӑнта та йӗркелеме пулать.
Пилӗк кунра киномобиль Элӗкри, Йӗпреҫ поселокӗнчи, Шупашкар районӗнчи икӗ ялти лапамсенче ӗҫлӗ. Малтанах Ҫӗньялта фильм кӑтартӗҫ. Унтан киномобиль Пархикассине куҫӗ. Каярахпа черет элӗксемпе йӗпреҫсем патне ҫитӗ. Фильмсене 14 сехетре кӑтартма тытӑнӗҫ.
Цифра танмарлӑхне пӗтерес проекта пурнӑҫласа вырнаҫтарнӑ Wi-Fi точкӑсемшӗн ҫурла уйӑхӗнсенпе укҫа тӳлеттерме пӑрахнӑрапа ку пулӑшупа усӑ куракансен шучӗ самантра нумайланнӑ тет «Ростелеком» ПАО.
Wi-Fi урлӑ кӗнӗ интернет-сессисен (интернет тухнисен) шучӗ 35 процент йышланнӑ: утӑ уйӑхӗнче 903 пин пулнӑ, ҫурла уйӑхӗнче 1215 пин сесси шута илнӗ. Интернет-трафикӑн Wi-Fi точкӑсенчи трафикӗ ҫурла уйӑхӗнче 1 Пб-ран иртнӗ – ку малтанхи уйӑхринчен 27 процент ытларах.
«Ростелеком» 250-ран пуҫласа 500 ҫын таран пурӑнакан ялсене интернет ҫитерет. Интернет хӑвӑртлӑхӗ ҫеккунтра 10 Мбитран кая мар.
Чӑваш Енре Муркаш, Хӗрлӗ Чутай, Патӑрьел, Етӗрне, Красноармейски, Вӑрнар, Пӑрачкав, Йӗпреҫ, Куславкка, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Комсомольски районӗсенче 77 точка вырнаҫтарнӑ.
Чӑваш Енри вӑрмансенче йывӑҫсен вӑррисене пуҫтарас ӗҫ хӗрсех пырать. Пухсан вӗсене Вӑрмана хӳтӗлекен центра кӳрсе килеҫҫӗ.
Малтан вӑрра уйӑраҫҫӗ. Палӑртмалла: ҫак ӗҫе алӑпа тӑваҫҫӗ. Унтан унӑн шӑтаслӑхне тӗрӗслеҫҫӗ. Ҫавна май унӑн класне палӑртаҫҫӗ. Экспертиза витӗр тухнӑ хыҫҫӑн вӑрра Йӗпреҫре вырнаҫнӑ фонда ӑсатаҫҫӗ
Пӗр пайне саппас валли хатӗрлеҫҫӗ. Тепӗр пайне ҫуркунне питомниксенче акаҫҫӗ. Ытларах чухне хыр, чӑрӑш, ҫӑка тата хурӑн вӑррисене пухаҫҫӗ.
Сӑтӑрҫӑҫем тупӑнсан вӑрмансене ятарлӑ хутӑшпа сапаҫҫӗ. Юманлӑхсем йӗркене кӗнӗ. Лӑсӑллӑ йывӑҫсен вӑрманӗсенче вара лару-тӑру япӑхрах. Комсомольски районӗнчи вӑрман участокӗнче 100 яхӑн гектара ятарлӑ хутӑшпа сапнӑ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнчи пуҫлӑх пуканне Валентин Федоров тунтикун йышӑнӗ. Чӑваш Енри художниксен пӗрлешӗвне 2013 ҫултанпа ертсе пыраканскер оперӑпа балет театрӗнче 1989 ҫултанпа тӗп художникра ӗҫлет. Йӗпреҫре 1960 ҫулта ҫуралнӑ Валентин Федоров Мускаври ӳнер театрӗ ҫумӗнчи Немирович-Данченко ячӗллӗ шкул-студине 1988 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн пӗр ҫул Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче художникра тӑрӑшнӑ.
Тимӗр Акташ журналиста Валентин Федоров пуҫлӑх ӗҫне тунтикунтан кӳлӗнессине пӗлтернӗ. Ҫывӑх вӑхӑтри плансенчен вӑл театр Галкинӑн «Атилла» балетне лартассипе ӗҫленине пӗлтернӗ.
Тӑван культура учрежденийӗнче ӗҫлекенсемпе вара улшӑнусем пулмӗҫ. Ҫапларах хуравланӑ вӑл Тимӗр Акташа.
Йӗпреҫри крансенчен мӗншӗн таса мар шыв юхать? Кун пирки нумаях пулмасть сайтра пӗлтернӗччӗ. ЧР строительство министрӗн Владимир Михайловӑн хурав пур: шыв япӑх ҫанталӑка пула тасамарланнӑ.
Аса илтерер: Йӗпреҫ районӗнчи Пӑва, Шӑрттан ялӗсенче, Йӗпреҫ поселокӗнче кранран таса мар шыв юхнӑ. Ҫынсем кун пирки прокуратурӑна ҫӑхавланӑ. Тӗрӗслев ҫакна ҫирӗплетнӗ: шыв ҫын пурнӑҫӗшӗн тата сывлӑхӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратать.
Кӑҫал ҫумӑр нумай ҫунӑран Кире юханшывӗнчи шыв вараланнӑ-мӗн, вӑл шыв приемникне тасамарлатнӑ.
Шыв управӗн тӗпне водолазсем тӗрӗсленӗ, 3-мӗш насос станцийӗн пӑрӑхӗсене дизинфекциленӗ. Министр ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, халӗ шыв нормӑпа килӗшсе тӑрать.
Йӗпреҫри Энгельс урамӗнчи Черноречка юханшывӗ урлӑ хывнӑ кӗпере юсакан подряд организацине палӑртнӑ. Ӗҫе «Полимер» тулли мар яваплӑ общество кӳлӗнӗ. Ку ыйтӑва, саккун ыйтнӑ пек, конкурс ирттерсе татса панӑ.
Аса илтерер, кӗпер айӗнчи шыв юхса каймалли пӑрӑха тытса тӑракан бетон вӑйлӑ ҫумӑр вӑхӑтӗнче ҫак уйӑхра атӑлса ӳкнӗччӗ. Кӗпер ишӗлесрен хӑранипе вырӑнтисем «Чӑвашупрдор» предприятине пӗлтернӗ хыҫҫӑн унта специалистсем тухса кайнӑччӗ. Ку ыйтупа ирттернӗ канашлӑва республикӑн Инкеклӗ лару-тӑру енӗпе тимлекен патшалӑх комитечӗн ӗҫченӗсем, ҫул-йӗр тата пӗве-плотина тӑвас енӗпе тӑрӑшакан экспертсем, «Чӑвашупрдор» предприяти специалисчӗсем хутшӑннӑччӗ. Вӑл канашлура юсавччен юханшыв шайне шлюзсем уҫса чакарма, асӑрхаттару паллисем вырнаҫтарма йышӑннӑччӗ.
Нумаях пулмасть Йӗпреҫ районӗнчи Савкка ялӗнче уяв иртнӗ. Халӑх ял уявне пухӑнса савӑннӑ.
Ял-йыша ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Федоров, Культура аталанӑвӗн центрӗн директорӗ Александр Майоров, Йӗпреҫ хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Фадеев, Йӗпреҫри интернат шкул директорӗ Николай Майоров саламланӑ.
Ял уявӗнче чи маттуррисене, пултураллисене саламланӑ, дипломсемпе, грамотӑсемпе, тав ҫырӑвӗсемпе чысланӑ. Унтан халӑха пултарулӑх ушкӑнӗсем юрри-ташшипе савӑнтарнӑ. Спорт лапамӗнче волейболла, футболла вылянӑ, тӑршшӗне сикнӗ, 100 метр чупнӑ, кире пуканӗ йӑтнӑ, михӗпе ҫапӑҫнӑ.
Юлашкинчен пурне те шӳрпепе хӑналанӑ. Уяв ташӑ каҫӗпе вӗҫленнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |