Нумаях пулмасть Чӑваш Енре чӑваш чӗлхи урокне вӑйӑ евер ирттерме пуҫласси пирки пӗлтернӗччӗ. Канаш хулинче вара ҫынсен шухӑшне пӗлес тесе алӑ пустарса ҫӳреҫҫӗ.
Унти пӗр шкулта ачасен ашшӗ-амӑшӗнчен чӑваш чӗлхине вӗрентме ирӗк ыйтса алӑ пустараҫҫӗ. Вӗсене ятарлӑ бланк валеҫсе панӑ, унта ашшӗ-амӑшӗ шкул директорӗ ячӗпе ҫырса чӑваш чӗлхине вӗрентме ирӗк парать.
Пӗр хӗрарӑм шухӑшӗпе, чӑваш чӗлхине вӑйӑ евӗр ирттерни, уншӑн паллӑ лартманни аванрах. Предмет унӑн ачисене килӗшет-мӗн, ҫавӑнпа вӑл ӑна программӑран пачах кӑларттарасшӑн мар.
РФ Следстви комитечӗн Канашри пайӗ хулари «Чистый город» (чӑв. Таса хула) муниципалитетӑн унитарлӑ предприятийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчевҫӗсене материалсене Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин республикӑри управленийӗ тата ШӖМӗн экономика хӑрушсӑрлӑхӗн пайӗ ярса панӑ.
«Таса хула» муниципалитетӑн унитарлӑ предприятийӗн директорӗ пулнӑ ҫын тӗлӗшпе (вӑл — Депутатсен районти пухӑвӗн депутачӗ) пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Асӑннӑ предприяти пуҫлӑхӗ муниципалитетӑн ҫурт-йӗрӗнче пурӑнакансенчен 2,8 миллион тенкӗ укҫа пухнӑ, анчах хыснана ҫакукҫа суммӑран 900 пинне ҫеҫ куҫарса панӑ. Ҫапла майпа хыснана 1,9 миллион тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ. Ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн ӗнерхи пуҫлӑхӑн судра явап тытма тивӗ.
Канаш районӗнче ҫӗр чавнӑ вӑхӑтра экскаватор машинисчӗ мамонтӑн асав шӑлне асӑрханӑ. Вӑл ӑна тӳрех Канашри тавра пӗлӳ музейне леҫсе панӑ. Кун пирки «Чӑваш Ен» ПТРК хыпарлать.
Музей сайтӗнчи информаци тӑрӑх, Геннадий Петров экскаваторщик тасатакан сооружени никӗсне яма шӑтӑк алтнӑ. Унччен те пулман — 1 метр ҫурӑ тарӑнӑшӗнче хальччен курман япаласене асӑрханӑ. Вӗсем мамонтӑн асав шӑлӗн пайӗсем пулнӑ иккен.
«Мамонтӑн асав шӑлӗ тӑпрара нумай вӑхӑт выртнӑ, ҫавӑнпа самаях япӑхнӑ. Ахӑртнех, вӑл пысӑк мамонтӑн асав шӑлӗ», — палӑртнӑ вырӑнти тавра пӗлӳ музейӗн тӗп управҫи Надежда Шмонина.
Экскаваторщик тупнӑ асав шӑлӗсене музейрех хӑварӗҫ. Анчах ӑна ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн эксперчӗсем тишкерсе хак парӗҫ, пӗр мамонтӑн е темиҫе чӗр чунӑн асав шӑлӗсем иккенне уҫӑмлатӗҫ.
Канаш районӗнчи Чарпуҫ ялӗнче пурӑнакан арҫын ҫутӑшӑн тахҫантанпах тӳлемен. Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне унӑн парӑмӗ 214 пин те 714 тенке ҫитнӗ. Вӑл — республикӑра пурӑнакансенчен чи пысӑк парӑмли. Ҫавӑн пирки Чӑваш Енӗн Строительство министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ.
Кун пирки ҫырма сӑлтавӗ те пулнӑ. Республикӑра Чӑваш Енри электроэнергипе тивӗҫтерекен компани клиенчӗсен йышӗнче ҫӳтӑшӑн тӳлеменнисем самай нумайланнӑ. Иртнӗ уйӑх пуҫламӑшӗ тӗлне пӗтӗмӗшле парӑм 201,26 миллион тенке капашнӑ.
Нумай вӑхӑт тӳлеменнисем патне авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа ҫутӑшӑн хывмалли квитанци хӗрлӗ тӗслӗ хут ҫине кӑларни пыма тытӑннӑ. Авӑнра 1400 ҫынна ун пек квитанци ярса панӑ, ку уйӑхра вара парӑмӗ 5 пин тенкӗрен иртнӗ 1 пин ҫын патне хӗрлӗ тӗслӗ «телей ҫырӑвӗ» пырса выртӗ. Сӑмах май, Ҫӗмӗрлери, Канашри, Етӗрнери районсен хушшинчи уйрӑмсен клиенчӗсен йышӗнче ҫутӑшӑн тӳлеменнисем уйрӑмах нумаййӑн: 200-шер ҫын ытла.
ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри спортсмен хӑйне евӗр ӑмӑртура палӑрнӑ. 58 ҫулти арҫын 24 сехет чупса чи лайӑххи пулса тӑнӑ.
Василий Дюкин Канаш хулинче ҫуралса ӳснӗ. Вӑл Череповец хулинче иртнӗ ӑмӑртӑва хутшӑннӑ. Унта спортсменсем тӗрлӗ вӑхӑт чупнӑ: 1, 3, 6 тата 12 сехет. Теприсем 100 метра парӑнтарнӑ. Чи чӑтӑмлисем вара пӗр талӑк чупнӑ.
Пирӗн ентеш 24 сехет чупакансен йышӗнче чи маттурри пулнӑ. Вӑл пӗр талӑкра 184 ҫухрӑма парӑнтарнӑ. Ҫапла майпа вӑл пӗрремӗш вырӑн йышӑнса ылтӑн медале тивӗҫнӗ.
Халӗ тӗнче тетелӗнче япала сутакан нумай. Анчах ултавҫӑсем те тӗлӗрмеҫҫӗ, хӑйсем валли тупӑш тумалли майсем шырасах лараҫҫӗ.
Канаш хулинче пурӑнакан ҫамрӑк хӗрарӑм та ултавҫӑсен аллине лекнӗ. Хайхискер анлӑ сарӑлнӑ сайтра ӗне сутни пирки пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ.
Кӑштах вӑхӑт иртсен ҫамрӑк хӗрарӑм патне пӗр ҫын шӑнкӑравланӑ та ӗне илесси пирки пӗлтернӗ. Арҫынпа йӑлтах калаҫса татӑлнӑ вӑл, лешӗ унӑн карточки ҫине кӑштах укҫа куҫарма шантарнӑ. Ҫапла майпа арҫын хӗрарӑмӑн банк карттин реквизичӗсене пӗлнӗ. Хӗрарӑм вара вӗсене никама та пӗлтермелле маррине шута хумасӑр йӑлтах каланӑ. Кун хыҫҫӑн сутуҫӑн карточки ҫинчен 6 пин тенке яхӑн ҫухалнӑ.
Канаш хулинче 40 ҫулти хӗрарӑм хуняшшӗне вӗлернӗ. Пӑтӑрмах авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче кӑнтӑрла пулса иртнӗ. Кинӗпе 61 ҫулти ашшӗ пӗрле эрех ӗҫсе ларнӑ. Черкке хыҫҫӑн черкке пушатнӑҫемӗн кӗленче тӗпне те тухнӑ тӑвансем.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, арҫынпа хӗрарӑм эрех ҫитменнине кура хирӗҫсе кайнӑ. Хуняҫана хаярри сахалтараххӑн туйӑннӑ имӗш — кинне вӑл лавккана хӑвалама пуҫланӑ. Лешӗн вырӑнтан та хускалас килмен, арҫын хӑйӗннех пенӗ. Тарӑхса кайнӑ кин алла ҫӗҫӗ ярса илнӗ. Унпа вӑл пӗрре кӑна яшлаттарнӑ, анчах суран вӑйлах пулнӑ, арҫын часах вырӑнтах вилсе кайнӑ.
Хӗрарӑма йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчев малалла пырать.
Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ГАЗель кювета чӑмнӑ. Аварире темиҫе ҫын суранланнӑ. Ҫавна май айӑплине халӗ явап тыттарасшӑн.
Следовательсем каланӑ тӑрӑх, ҫав арҫын ҫынсене турттаракан усламҫӑ кассирӗпе ГАЗеле 1600 тенкӗпе пама калаҫса татӑлнӑ. Хайхи водителӗн Мукавран 11 ҫынна Канаша илсе килмелле пулнӑ.
Арҫыннӑн пассажирсене илсе ҫӳреме лицензи пулман. Транспортра хӑш-пӗр лакӑч ҫинче ҫыхӑнмалли пиҫҫихи те пулман. Автобус техтӗрӗслев витӗр те тухман. Кустӑрма шини ҫине тӗрлӗ калӑпӑшлӑ тата ӳкерчӗклӗ протектор лартнӑ.
Водитель каҫхине сехетре 70 ҫухрӑм хӑвӑртлӑхпа пынӑ. Ҫул пӑрлак пулнӑ. Арҫын руле итлеттереймен – автобус кювета чӑмнӑ. Аварире 7 ҫын шар курнӑ. Пӗри хытах аманнӑ.
Халӗ водителӗн суд сакки ҫине ларма тивӗ. Ун тӗлӗшпе кӗҫех приговор янӑрӗ.
«Газпром межрегионгаз Чебоксары» общество пресс-конференци ирттерсе газ парӑмӗ пирки калаҫнӑ. Журналистсем парӑма кӗрсе кайман-ха, ӑшӑпа тивӗҫтерекен организацисем тата муниципалитетсем газшӑн вӑхӑтра тӳлессишӗн хыпсах ҫунмаҫҫӗ иккен.
Общество пуҫлӑхӗ Кияметдин Мифтахутдинов газ парӑмӗ республикӑра 2 млрд тенке ҫывхарнине пӗлтернӗ.
«Ытти ҫул ҫулла парӑм чакатчӗ. Кӑҫал вара сахалланма мар, ӳссе кайрӗ. Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне парӑм 1,87 млрд тенке ҫитрӗ», – тенӗ Кияметдин Мифтахутдинов. Вӑрнар, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав, Шупашкар районӗнсенчи тата Улатӑр, Канаш, Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисенче организацисен парӑмӗ уйрӑмах пысӑк-мӗн.
Пуян мар Улатӑр, Элӗк, Йӗпреҫ районӗсем парӑмсемпе татӑлнӑ, тупраллӑ Вӑрнар районӗ «Газпромом» умӗнчи парӑма ҫулталӑкра 7 млн ӳстерсе 18,8 млн. тенке ҫитернӗ. Куславкка парӑмӗ — 31 млн. Улатӑрпа Канаш та тӳлев виҫине пысӑклатса янӑ.
Чӑваш Енре авӑн уйӑхӗн 24—27-мӗшӗсенче тӗлӗнмелле пуйӑс пулӗ. Раҫҫейӗ чукун ҫулӗн куҫса ҫӳрекен лекципе курав комплексӗ Канашра тата Шупашкарта чарӑнӗ.
Экскурси пуйӑсӗ РОСНАНО компанин тата Раҫҫейри, ҫавӑн пекех ют ҫӗршыври малта пыракан предприятисен опычӗпе паллаштарӗ.
Ӗҫлекенсем валли 3 вакунтан, курав валли йӗркеленӗ 9 вакунтан тӑракан пуйӑсра экскурси йӗркелекен ятарлӑ ҫынсем те пулӗҫ.
Авӑн уйӑхӗн 24—25-мӗшӗсенче пуйӑс Шупашкарта, чукун ҫул вокзалӗ умӗнчи 2-мӗш ҫул ҫинче чарӑнӗ. Авӑн уйӑхӗн 26—27-мӗшӗсенче вӑл Канашри чукун ҫул вокзалӗ умӗнчи виҫҫӗмӗш ҫул ҫинче тӑрӗ. Экскурси 10 сехетрен 19 сехетчен иртӗ. Кӑнтӑрлахи апат вӑхӑчӗ — 13.00 сехетрен 14.00-чен.
Билет хакӗ – 70 тенкӗ. Шкул ачисене, кӑнтӑрлахи уйрӑмра вӗренекен студентсене, пенсионерсене, сусӑрсене куравпа тӳлевсӗрех паллаштарӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |