Раҫҫейри туроператорсен ассоциацийӗн вице-президенчӗ Тарас Кобищанов шухӑшланӑ тӑрӑх, Раҫсей ҫыннисем кӑҫал ют ҫӗршывсене сахалрах кайӗҫ. Ку вӑл, сӑмахран, халӑх йышлӑ ҫӳрекен Египета пырса тивӗ. Хак пысӑк пулни тата сервис питех марри Раҫҫей ҫыннисене ҫӗнӗ вырӑнсене суйлама хистӗ.
Ют ҫӗршывсенчен Раҫҫей ҫыннисем малтанхиллех ҫапах та Турцие, Таиланде, Арабсен Пӗрлештернӗ Эмиратне, ҫавӑн пекех Египета суйлаҫҫӗ.
Ют ҫӗршыври отельсен хуҫисем хаксене йӳнетме тӑрӑшнине те палӑртса хӑварнӑ маларах асӑннӑ эксперт.
Шупашкарта рельс тӑрӑх ҫӳремен пӑравуспа ярӑнтарӗҫ. Хӗрлӗ тӗҫлӗ ҫӗнӗ аттракциона Гостехнадхор инспекцийӗнче тӗрӗсленӗ.
Унпа ярӑннишӗн 250 тенкӗ тӳлемелле. Пӗчӗк ачасене аслисемсӗр лартмӗҫ.
Маларах эпир Гостехнадзор терӗмӗр те, аттракционсене тӗрӗслесе тӑрать. Пӑравуса туяннӑ чухне хула ертӳҫисем ӑна Мускав ҫыранӗпе ҫӳреттерес ӗмӗтлине пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ ҫул тӗлӗнчи канмалли кунсенче Чӑваш Ене 40 пине яхӑн турист килнӗ. Ку цифрӑна республикӑн Правительствинче эрнесерен иртекен канашлура экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов асӑнса хӑварнӑ.
«2023 ҫулти Ҫӗнӗ ҫул уявӗсен тӗлӗнче пирӗн тӑрӑха 22 пин ҫын килнӗ пулсан, хӑна ҫурчӗсем кӑҫал пӗлтернӗ тӑрӑх, 40 пине яхӑн турист килнӗ. Унччен хӑна ҫурчӗсенчи номерсенчен 40 процентӗнче ҫынсем йышӑннӑ пулсан, халӗ — 55 процента яхӑн. Ку вӑл Шупашкар тата Чӑваш Республики туристсене илӗртнине пӗлтерет», — тенӗ министр.
Чӑваш Енре автотуризма аталантарасшӑн. Кун пирки республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ. Тата тӗрӗсрех каласан, пирӗн республикӑмӑр Раҫҫейре автотуризма аталантармалли пилот проектне хутшӑнас кӑмӑллӑ.
Асӑннӑ темӑна Раҫҫейӗн Патшалӑхӑн Думин туризма тата турист инфраструктурине аталантарас енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ҫавра сӗтелӗнче сӳтсе явнӑ. Асӑннӑ лару ВДНХра иртнӗ.
Автотуризм ҫемьепе канмалли меллӗ вариант тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Республика Мускав тата Уралпа Ҫӗпӗр тӑрӑхӗнчи регионсем хушшинче вырнаҫнӑран пирӗн тӑрӑхра автотуризма аталантарма пушшех те меллӗ тесе шухӑшлать Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн министрӗ Дмитрий Краснов. Ҫитменнине тата ҫывӑх вӑхӑтра машинӑсем хӑвӑрт ҫӳремелли М12 «Хӗвелтухӑҫ» ҫула туса пӗтермелле. Апла пулсан Шупашкарпа Комсомольски муниципаллӑ округӗ хушшинче автотуризм кластерне аталантарма май пур тесе каланӑ министр.
Чӑваш Енри ачасем кӗрхи каникул вӑхӑтӗнче те уйлӑхсенче канӗҫ. Унта пурне те ямӗҫ. Йывӑр лару-тӑрури ҫемьесенче ӳсекенсене ҫеҫ.
Ачасене талӑкӗпе пурӑнтармалли уйлӑхсене республикӑра виҫӗ ҫӗрте уҫӗҫ. Вӗсем юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗччен ӗҫлӗҫ.
Заявленисене халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрсенче паянтан йышӑнма пуҫланӑ.
Чӑваш Ен модульлӗ хӑна ҫурчӗсем тӑвассине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Ҫавна валли федераци хыснинчен пирӗн республикӑна тата 130 миллиона яхӑн тенкӗ килӗ. Маларах Чӑваш Ене 178,5 миллион тенкӗ килсе ҫитнӗ.
Модульлӗ отельсем тума ҫӗршыври 58 региона 2023-2024 ҫулсенче 10 миллиард тенкӗ укҫа уйӑрса парӗҫ. Ҫав шутран 130 миллионӗ пирӗн республикӑна лекӗ: 46,4 миллионне кӑҫалах парӗҫ, 83,4 миллионне — килес ҫул.
Эпир маларах асӑнса хӑварнӑ 178,5 миллион тенкӗпе Канаш районӗнче «Малинка 7/12» комплекс хута яма палӑртнӑ. Унта йывӑҫ ҫинче пӗчӗк пӳртсем тӑвасшӑн.
Кӑҫал пирӗн ҫӗршыври ача-пӑча уйлӑхӗсене путёвкӑсем пӗлтӗрхинчен самай сахалрах сутнӑ. Цифра чӗлхипе каласан, 30-40 процент сахалрах.
Туроператорсем ҫакна ача-пӑча путёвкисен хакӗ 15-20 процент хакланнипе тата ҫӗршывра пурӑнакансем путёвка туянайманнипе сӑлтавлаҫҫӗ-мӗн. Кун пирки Туриндустрин Раҫҫейри союзӗнче пӗлтернӗ.
Пултаруллӑ ачасен «Эткер» центрӗнче канакан ачасемпе Чӑваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗн заместителӗ Ольга Федорова тӗл пулнӑ. Вӑл унта ҫурла уйӑхӗн 13 тата 14-мӗшӗсенче пулнӑ май «Как рождается книга» (чӑв. Кӗнеке епле ҫуралать) ӑсталӑх лаҫҫи ирттернӗ.
Ачасене хӑна кӗнеке издательствин ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштаракан видеосюжет кӑтартнӑ. Кайран вӑл вӗсене писатель, художник тата издатель евӗр пулса пӑхма сӗннӗ. Пӗр сехетре ачасен пысӑках мар хайлав ҫырса ӑна илемлетме тата пысӑках мар кӗнеке евӗр хатӗрлеме тивнӗ.
Шупашкарта кинемейсем спектакльсем лартаҫҫӗ. Хальхинче вӗсем ачасене «Кушак аҫипе тилӗ» юмах кӑтартса панӑ. Юмахра Кушак аҫин рольне калӑпланӑ 74 ҫулти Римма Игнатьева: «Хальхинче питӗ тимлӗ итлекен куракансем пулчӗҫ», — тесе ырланӑ шӑпӑрлансене.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра ҫӳрекен ватӑсем «Ретрогварди» проекта хутшӑннӑ май Пукане, Мода, Пантомима тата Драма театрӗсенче выляҫҫӗ. Центрта ӗнентернӗ тӑрӑх, ваттисем лартнӑ спектакльсене тӗрлӗ ҫулхи куракансем кӑмӑлтан йышӑнаҫҫӗ.
Утӑ уйӑхӗнче пӗрисем Етӗрне районӗнчи Сӑр юханшывӗ хӗрринче ачасем валли палатка лагерӗ вырнаҫтарнӑ. 7 ҫултан пуҫласа 15 ҫулчченхисем валли хатӗрленӗ ӑна. Канӑва йӗркелекенӗ — «Такуан» ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорт клубӗ.
Асӑннӑ клуб ӗҫӗнче Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ чылай кӑлтӑк тупса палӑртнӑ: санитарипе эпидемиологи заключенине илмен, гигиена енчен вӗренмен, медосмотр тухман.
Клуба административлӑ майпа явап тыттарма йышӑннӑ. Ӑна 250 тата 10 пиншер тенкӗ штраф хурса панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.02.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ростов Порфирий Матвеевич, «Колхозник ҫулӗпе» хаҫат редакторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Эктел Василий Петрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петрова Татьяна Николаевна, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӗренӳ ӗҫченӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |