Кӑҫал Раҫҫейре Литература ҫулталӑкӗ пулнӑ май вулавӑшсенче, шкулсенче тӗрлӗ мероприяти иртет. Ҫапла майпа аслисем ҫамрӑксемпе ачасене кӗнекепе ытларах туслаштарасшӑн.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче сӑвӑ вулакансен «Чутаях туртать ман чун» конкурс иртнӗ. Ӑна Мӑн Этменри шкулта йӗркеленӗ.
Конкурс ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртнӗ, унта кӗҫӗн классенче вӗренекенсем хутшӑннӑ.
Жюри сӑвӑ вулакансен пултарулӑхне хакланӑ. Вырӑнсене вӗсем ҫапла пайланӑ. 3-4-мӗш классен хушшинче А.Жижайкина, 1-2-мӗш классен йышӗнче Е.Никифоров пӗрремӗш вырӑнсене йышӑннӑ. Паян Хӗрлӗ Чутай шкулӗнче вара «Чутаях туртать ман чун» конкурс район шайӗнче иртнӗ.
Кӑҫал эпир Раҫҫей Федерацийӗнчи Литература ҫулталӑкне, Чӑваш Республикинчи Константин Иванов ҫулталӑкне халалласа литература конкурсӗ пуҫарнӑччӗ. Ӑна «Нарспин» пӗрремӗш куҫаруҫине, Тӑван ҫӗршывшӑн пуҫне хунӑ паллӑ поэта Андрей Петтоки (1905–1942) ячӗпе ирттерте шут тытрӑмӑр.
Литӑмӑртун пӗрремӗш тапхӑрӗ — хайлавсене йышӑнасси вӗҫленчӗ. Конкурса тӑратнӑ хайлавсемпе эсир пирӗн электронлӑ вулавашра паллашма пултаратӑр. Тӗрлӗ тӑрӑхран пурӗ 39 хайлав ҫитрӗ — те литература конкурсӗсем кӑҫал унсӑр та йышлӑ пулнӑран, те ачасене хавхалантаракан сӑлтав ҫукран нумаях хутшӑнмарӗҫ.
Ушкӑнсене вара ҫапла пайлас терӗмӗр: 6–7 классем (сӑвӑ-калав, 5 ӗҫ); 8 классем (сӑвӑ, 8 ӗҫ; проза, 5 ӗҫ); 9–11 классем (сӑвӑ-калав, 5 ӗҫ); аслисем (сӑвӑ, 5 ӗҫ; проза, 9 ӗҫ). Пурӗ ҫапла 6 ушкӑн йӗркеленчӗ. Пысӑкрах ушкӑнсене темиҫе 2-мӗш, темиҫе 3-мӗш вырӑн уйӑрӑпӑр.
Хальхи вӑхӑтра вара — ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗччен — хутшӑнакан хайлавсен сасӑлав тапхӑрӗ пырать. Сирӗн кӑмӑла каяканннишӗн сасӑлас тесен хӑвӑрӑн шухӑша кӗртмелле (хайлав айӗнче). Камӑн ытларах пухӑнӗ — ҫав «Вулакансен кӑмӑлне каякан хайлав» номинацире ҫӗнтерӗ.
Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн Шупашкар районӗн хаҫачӗ «Тӑван ен» конкурс ирттернӗ. Унта «Вӗсен ячӗсене нихӑҫӑн та манмӗҫ» темӑпа сочинени ҫыртарнӑ. Палах, вӑл Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫипе ҫыхӑннӑ.
Хаҫат редакцийӗ конкурса пӗтӗмпе вырӑсла тата чӑвашла ҫырнӑ 15 сочинени килнине пӗлтерет. Ачасем ветерансем пирки ҫырнӑ ӗҫӗсене кирек мӗнле формӑпа та яма пултарнӑ: интервью, очерк, калав.
Редколлеги пӗрремӗш вырӑна Ҫӗньял Покровски шкулӗнчи Софья Яруткинӑна пама йышӑннӑ. Унӑн ӗҫӗ «Рейхстаг ҫинчи ят» ятлӑ. Вӑл аслашшӗ Виталий Яруткин пирки ҫырса кӑтартнӑ. Софья хаҫатран 500 тенкӗлӗх сертификата тивӗҫнӗ. Ҫапла вӑл хаҫат страницинче кирек кама та саламлама пултарӗ.
Куславкка районӗнче чӑваш поэчӗн, куҫаруҫин пултарулӑхне халалласа савӑ вулакансен конкурсӗ кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут иртнӗ.
Паллах, кашни поэт хӑйӗн сӑввисем янӑранине кӑмӑллать. РФ Ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн пайташӗ, поэт тата куҫаруҫӑ Анатолий Смолин хӑйӗн сӑввисен декломаторӗ пулнӑ, вырӑс класикӗсен пултарулӑхне юратнӑ. Куславккара иртекен конкурса Смолин вулавӗсем ят панӑ. Унта ачасем те, аслӑ ӳсӗмрисем те пухӑннӑ. Сӑвӑсем вырӑсла та, чӑвашла та янӑранӑ.
Куславкка район администрацийӗн ҫумӗ Мария Солдатихина каланӑ тӑрӑх, вӗсем Анатолий Смолин ентешӗ пулнӑшӑн хӗпӗртеҫҫӗ. Анатолий Смолин чӑваш классикӗсен хайлавӗсене вырӑсла куҫарса чылай кӗнеке кӑларнӑ.
Конкурса хутшӑннисем поэта аса илнӗ, унӑн сӑввисемпе хывнӑ юрӑсене шӑрантарнӑ. Поэтӑн тӑлӑх арӑмӗпе ывӑлӗ пурне те чунтан тав тунӑ.
«Ҫӗнтерӳ еткерӗ» конкурсра ҫӗнтернӗ ачасем Мускавра пулса курнӑ. Шупашкар ачисем унта Патшалӑх Думине те ҫитсе курнӑ.
Ачасем ҫакна хула конкурсне янӑ сочиненисемшӗн тивӗҫнӗ. Вӗсем унта Тӑван ҫӗршшывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ тӑванӗсем пирки ҫырса кӑтартнӑ.
Ачасемпе Патшалӑх Думинче экскурси ирттернӗ. Вӗсем депутатсемпе калаҫнӑ, Сӳнмен ҫулӑм патне кайса чечексем хунӑ.
Экскурси парламентпа паллашнинчен пуҫланнӑ. Юлашкинчен вӗсем Алена Аршинова депутатпа курнӑҫнӑ. Ачасем ӑна ыйтусем панӑ. Ытларах вӗсене аслӑ шкула вӗренме кӗресси пӑшӑрхантарнӑ.
Алена Аршинова шкул ачисемпе калаҫнӑ май халӗ ӗҫ рынокӗнче экономистсемпе юристсем ытлашшипех пулнине асӑрхаттарнӑ, урӑх професси суйлама сӗннӗ.
Мускавра кондитерсен MODERNBAKERYMOSCOW 2015 конкурсӗ иртнӗ. Шупашкарта вӗренекен студентка пӗр номинацире ҫӗнтерме пултарнӑ. Жюри вӑл торта илемлетме пултарнине пысӑка хурса хакланӑ. Конкурс ака уйӑхӗн 22-24-мӗшӗсенче иртнӗ.
Людмила Румянцева Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗнче вӗренет. Жюрире Раҫҫей кулинарӗсен наци ассоциацийӗн вице-президенчӗ Александр Прокопович тата Коркунов шӑккалат шкулӗн директорӗн ҫумӗ Елена Сучкова пулнӑ. Жюри председателӗн вырӑнӗнче Германири SweetART команири Роберт Оппенедер пулнӑ.
Конкурсҫӑсен ӗҫӗсене тӑватӑ номинацире хакланӑ: юниорсен категорийӗнчи «Чи лайӑх кондитер» (торт илемлетесси), профессионалсен йышӗнчи «Чи лайӑх кондитер» (торт илемлетесси), шӑккалатран хатӗрленӗ чи лайӑх ҫимӗҫ, сахӑртан тунӑ чи лайӑх ҫимӗҫ. Ӑмартӑва Мускаври, Пятигорскри, Брестари, Дон ҫинчи Ростов хулинчи, Шупашкарти тата ытти хулари кондитерсем хутшӑннӑ.
Шупашкар студентки 14 кондитерпа пӗрле юниорсен категорийӗнчи «Чи лайӑх кондитер» (торт илемлетесси) номинацире тупӑшнӑ. Вӗсем икӗ сехет хушшинче торт илемлетнӗ. Ҫапла Людмила Румянцева пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ.
Шупашкарти аш-какай комбинатне инвестици ҫӗнӗ варкӑш парнеленӗ. Вӑл аталанма тытӑннӑ ӗнтӗ. Кунта кӗҫех конкурс вӗҫленмелле. Вӗсем пельмень валли ят тупмашкӑн конкурс ирттернӗ. Ҫӗр-ҫӗр ятран финала виҫҫӗшӗ тухнӑ. Нумаях пулмасть вӗсене чысланӑ.
Жюрире комбинат ӗҫченӗсем пулнӑ: маркетолог, технолог, ертӳлӗх. Конкурса хутшӑнакансем 400 ытла ят сӗннӗ. Анчах экспертсене виҫҫӗшӗ килӗшнӗ: «21-й регион», «Чебняшки», «Чебак Сара». Шел те, кусен йышӗнче чӑвашли ҫук.
Конкурс ҫӗнтерӳҫи — Надежда Ушакова. «Чебак Сара» — икӗ ят. «21-й регион» ята Алексей Михайлов сӗннӗ. Ӑна курсан пельмень вырӑнти комбинатӑн пулнине тӳрех тавҫӑрма пулать-мӗн.
Комбинатра халӗ реконструкци пырать. Кӗҫех пельмень тата пулӑ цехӗсем уҫӑлмалла.
Комбинат кунашкал конкурссене малашне те йӗркелесшӗн. Продукцие кӳршӗ регионсене те ӑсатма тытӑнасшӑн вӗсем.
Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче «Кӗмӗл cacӑ» фестивалӗ иртнӗ. «Кӑҫал ҫӗршыври экономика йывӑртарах лару-тӑрурине пула маларах конкурс ирттерме май ҫук та пек туйӑннӑччӗ. Пытармалли ҫук, аякран килекен ҫамрӑксене пурӑнма вырнаҫтарасси, ҫитересси, ҫӗнтерӳҫӗсем валли парнесем илесси тата ытти нумай тӑкак саплаштармалла-ҫкe. Анчах та Чӑваш наци конгресӗн ертӳҫисем ҫине тӑнипе ырӑ пулӑма пӑрахӑҫланма naмapӗҫ», — тесе пӗлтерет конгресӑн пресс-служби.
Йӗркелӳ ӗҫӗceм кӑшт каярах пуҫланнине пула конкурса хутшӑнакансен йышӗ пӗлтӗрхинчен сахалрах пулнӑ-мӗн. Ҫапах та ҫӗршыври тӗрлӗ хулапа республикӑран Шупашкара 22 ҫaмpӑк ҫитнӗ. Кӑҫалхи «Кӗмӗл cacӑ» фестивале Пушкӑрт Республикинче пурӑнакан йӑхташӑмӑрсем хастар хутшӑннӑ. Bӗceм темиҫе ҫaмpӑк юрӑҫа суйласа илсе инҫе ҫулшӑн саплаштарма май тупнӑ. Ҫав вӑхӑтрах Самар тӑрӑхӗнчен, чӑвашсем унта нумай пулсан та, nӗp юрӑҫ та килмен.
Tӳpeсем хушшинче Раҫҫей тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, «Уяв» ансамбль ертӳҫи Зинаида Козлова, Сарӑтури консерваторие вӗренсе пӗтернӗ, халӗ ЧНКн вице-президенӗ пулса тӑрӑшакан Валерий Клементьев, конгресӑн культура комитечӗн ертӳҫи Елена Османова юрӑҫ, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, «Пӗртӑван Малинасем» ансамбль ертӳҫи Ирина Угаслова, Культура училищинче вӑй хуракан Сергей Казаков хореограф пулнӑ.
Литература тата К.В.Иванов ҫулталӑкне халалласа Чӑваш чӗлхи кунӗ умӗн Красноармейски районӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен пултаруллӑ ушкӑнӗ пуҫарнипе Пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан Упи шкулӗнче Аслӑ поэтӑмӑрӑн вилӗмсӗр «Нарспине» пӑхмасӑр илемлӗ вулассипе ӑмӑрту иртрӗ. Унта пурӗ районти шкулсенчи 13 вӗрентекен хутшӑнчӗ. Вулакансем поэмӑн кашни сыпӑкнех йӗркипе илемлӗ каласа пачӗҫ.
Хаклакансем кашни вулакан куракансене хӑйне епле итлеттерме пултарнине, чӗлхе уҫӑмлӑхне, поэма сыпӑкӗн хӗрӳ саманчӗсене палӑртма пултарнине тата сӑнарсен кӑмӑл-туйӑмне уҫса пама тӑрӑшнине шута илчӗҫ. Ҫивӗч тупӑшура пӗрремӗш вырӑна Пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан Красноармейски шкулӗнчи З.П.Михайлова тухрӗ. Иккӗмӗш вырӑна Пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан Алманч шкулӗнчи Т.Ю.Григорьева тата Красноармейски район администрацийӗн вӗренӳ пайӗн методисчӗ И.М.Федорова тивӗҫрӗҫ. Виҫҫӗмӗш вырӑна вара Пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан Карай шкулӗнчи А.Ю.Никандрова тата Пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан Упи шкулӗнчи В.В.Васильева ҫӗнсе илчӗҫ.
Маттур вӗрентекенсене ӑшшӑн саламлатпӑр!
ЧР Наци вулавӑшӗ ирттерекен «Чӑваш Ен литератури: ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке» конкурспа килӗшӳллӗн Элӗкри ача-пӑча вулавӑшӗ те хӑйне евӗр конкурс ирттерет. Унта ҫулталӑкри чи лайӑх вулакана тӗрлӗ номинаципе палӑртнӑ.
Конкурса вулавӑша ҫӳрекенсем пурте хутшӑнӑҫҫӗ. Унта Элӗкри вӑтам шкулта 3-мӗш «б» класра вӗренекен Ирина Спиридонова хастарлӑхӗпе палӑрнӑ. Вӑлах «Вулав лидерӗ» номинацире ҫӗнтернӗ.
Ирина Спиридонова вулавӑша кашни эрнере килсе кӗнеке куравӗсемпе паллашать, ҫӗнӗ кӗнекесене алла тытать, журналсемпе кӑсӑкланать. Пуринпе те пӗр чӗлхе тупма пӗлекен хӗрача вуласа тухнӑ кӗнекесем пирки хӑйӗн шухӑшне пӗлтерет. Вӑл ҫутҫанталӑк, чӗрчунсем пирки ҫырнӑ кӗнекесене кӑмӑллать-мӗн, фантастикӑпа кӑсӑкланать.
Ирина Спиридоновӑна ЧР Наци вулавӑшӗнче номинацире ҫӗнтернӗшӗн Дипломпа тата парнесемпе хавхалантарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |