«Краски Чувашии» (чӑв. Чӑваш Ен сӑрӗсем). Ҫакӑн пек конкурс РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алёна Аршинова пуҫарнипе иртет. Ӑмӑртӑва Чӑваш Ен культурин хайне майлӑ пурлӑх тата ӑс-хакӑл культурине упраса хӑварас тата сарас тӗллевпе ирттернине пӗлтернӗ.
Конкурса ирттерме Мускаври, Питӗрти, Ленинград облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗсем, Мускав хулин Хӗвеланӑҫ округӗнчи тӗп вулавӑш тытӑмӗ, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ, Шупашкарти вулавӑшсен пӗрлешӗвӗ пулӑшӗҫ.
Конкурс номинацийӗсем ҫапларах: художество пултарулӑхӗ, вокалпа инструмент пултарулӑхӗ, ташӑ пултарулӑхӗ, сӑнӳкерчӗксем, методика шутласа кӑларни.
Конкурс виҫӗ тапхӑрпа иртӗ. Финалистсене Чӑваш Республикин кунӗ умӗн палӑртӗҫ. Конкурс сайтӗнче
https://kraski-chuvashii.ru мӗнпур условипе тӗплӗнрех паллашма май пур.
Муркаш районӗнче хӗрарӑмсен «Ӑнӑҫу» конкурсӗ иртнӗ. Асӑннӑ тӑрӑхра кун пек ӑмӑртӑва юлашки ҫулсенче вӗҫӗмех йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫалхине тӗрлӗ отрасльте тӑрӑшакан 15 хӗрарӑм хутшӑннӑ.
Пултарулӑх конкурсӗнче вӗсем зала хаваслӑ кӑмӑл-туйӑм парнеленипе пӗрлех хӑйсен пурнӑҫӗпе паллаштарнӑ.
Конкурса хутшӑннисене тӳресем кӳрентерес темен — кашнинех тӗрлӗ номинацире хаахалантарнӑ.
Людмила Михайлова (Александровка ял тӑрӑхӗ) «Хӗрарӑм пурне ҫӗнет» номинацире палӑрнӑ, Людмила Жигалова (Ильинка) – «Ырӑ ӗҫсен ҫулӗпе» ятлинче, Валентина Угарова (Катикасси) – «Чӗрене ачасене пaнӑ», Галина Короленко (Москакасси) – «Хӗрарӑм ҫуркунне», Оринино тӑрӑхӗнчи Светлана Вязова – «Ҫынсемшӗн тӑрӑшни», Галина Киселева – «Ӗҫлӗ хӗрарӑм», Ҫaтракасси тӑрӑхӗнчи Светлана Васильева — «Йӑла-йӗркене упраса аталантарасси», Татьяна Трофимова – «Ал ӑcти», Ирина Иванова (Турай) – «Ӗҫe парӑнни», Надежда Скворцова (Хорнуй) – «Ылтӑн чӗре», Шетмӗпуҫӗнчи Валентина Федорова – «Пултарулӑх ҫынсем валли» тата Елена Ильина – «Пысӑк кил хуҫи», Вера Тепеева (Юнкӑ) – «Тӗнчене ылмаштаракан хӗрарӑм», Иванова Валентина (Йӳҫкасси) – «Ял управҫи», Ольга Сютейкина (Ярославка) – «Ырӑ чӗре».
Пушӑн 5-мӗшӗнче красноармейскисем «Трак ен пикине» суйланӑ. Кӑҫал конкурса 5 чиперук хутшӑннӑ. Маттурскерсем чӑваш кӗпипе сцена ҫине тухнӑ, хӑйсен илемлӗ тумӗсене кӑтартнӑ, тутлӑ пӗҫерес ӑсталӑхӗпе тӗлӗнтернӗ.
Кӑҫал «Трак ен пики» ята кам ҫӗнсе илнӗ-ха? Красноармейскинчи шкулта ӑс пухакан пике Анна Исакова чи нумай балл пухнӑ, ҫапла вӑл «Трак ен пики – 2019» пулса тӑнӑ. «Вице-Трак ен пики» номинацире вара Трак вӑтам шкулӗнче вӗренекен Влада Степанова ҫӗнтернӗ. Вӑл «Куракансем кӑмӑлланӑ пике» номинацире те палӑрнӑ.
Алманч вӑтам шулӗн пики Анна Еперина «Ӑста пике», Трак вӑтам шкулӗнче вӗренекен Маргарита Иванова – «Тарават пике», Чатукасси вӑтам шкулӗнче ӑс пухакан Анастасия Егорова «Сӑпайлӑ пике» ятсене тивӗҫнӗ.
Чӑваш Енӗн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн «БОС» (чӑв. Биологилле тасатмалли сооружени) патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗ (вӑл Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче вырнаҫнӑ) канма кайма путевкӑсем туянать. Кун пирки предприяти Патшалӑхӑн закупкисен сайтӗнче ӗнер пӗлтернӗ.
Предприяти хӑйӗ ӗҫченӗсене санаторипе курорта сиплеме ярасшӑн. Путевкӑсене вӑл конкурс ирттерсе туянать. Пурӗ 70 ҫын валли илесшӗн. Пӗр путевкӑшӑн 7 266,67 тенкӗ кӑларса хума хатӗррине пӗлтернӗ. Путевкӑсемшӗн предприяти пурӗ 508,6 пин тенкӗ ытларах кӑларса хума хатӗр.
Путевка сӗнекенсен хучӗсене пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗ таран йышӑнӗҫ. Тепӗр кунне конкурса пӗтӗмлетсе хӑш организацирен путевка илессине татса парӗҫ.
Шупашкарти «Чӑвашҫӑкӑрпродукт» акционерсен обществи валли тӗп директор пулма килӗшекен ҫынна шыраҫҫӗ. Пуҫлах пуканӗ пирки тӗмсӗлекенсен ыйтса ҫырнисене ӗнер йышӑнма пуҫланӑ. Хутсене пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗ таранах кӗтеҫҫӗ.
Конкурс ирттересси пирки Чӑваш Енӗн Юстици тата Пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви ӗнер хыпарланӑ. Мӗншӗн вӑл ирттернине тавҫӑрма йывӑр мар. Предприятин устав капиталӗн 100 проценчӗ паянхи куна — республика аллинче. Сӑмах май, маларах ведомство предприятин акцийӗсене сутас кӑмӑллине пӗлтернӗ.
«Чӑвашҫӑкӑрпродукт» пуҫлӑхӗ пулма аслӑ пӗлӳллӗ ҫынна йышӑнӗҫ. Унӑн агропромышленность комплексӗ енӗпе пӗлӳллӗ пулмалла, асӑннӑ отрасльте 5 ҫултан кая мар ӗҫленине, ертӳҫӗ пуканне 3 ҫултан кая мар йышӑннине шута илӗҫ.
Cусӑрсен хушшинче йӗркелекен «Абилимпикс» конкурсӑн республикӑри тапхӑрне кӑҫал ҫу уйӑхӗн варринче ирттерме палӑртаҫҫӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви пӗлтерет.
Конкурса сусӑр пулнине пӑхмасӑрах ӗҫре ӑста сипециалистсене йыхравлаҫҫӗ. Чире парӑнман тата ӑна пула пуҫ усман ҫынсене ҫакӑ хавхалантарать кӑна мар, ӗҫпе тивӗҫтерекенсем те вӗсене урӑхла хаклама пуҫлаҫҫӗ.
«Абилимпикс» конкурсӑн регионти тапхӑрне хутшӑнакансене виҫӗ ушкӑна пайласа тупӑштарӗҫ: «шкул ачисем», «студентсем» тата «65 ҫултан иртмен специалистсем».
2017 ҫулта «Абилимпикс» олимпиадӑн Раҫҫей шайӗнчи тапхӑрӗнче Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗнче ӑс пухакан Илья Леонтьев иккӗмӗш вырӑн йышӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтернӗччӗ.
Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» IV кинофестивальне хутшӑнас текенсем хайсен киноӗҫӗсене тӑратма пултараҫҫӗ. Чӑвашла фильмсене те, вырӑслисене те йышӑнаҫҫӗ. Вырӑслисен чӑвашла субтитр пулмалла, чӑвашлисен — вырӑсла. Кун пирки Чӑваш Енри Кинематографистсен пӗрлешӗвӗ пӗлтерет.
Чӑваш киноӳнерне аталантарма пулӑшас тӗллевлӗ «Асам» кинофестивале чӳк уйӑхӗн 11-15-мӗшӗсенче ирттерӗҫ. Конкурса кӗске метрлӑ тата тулли метрлӑ фильмсене тӑратма юрать: илемлисене, документлисене, анимациллисене. Пултарулӑх ушкӑнӗсемпе пӗрлешӗвӗсене те, уйрӑм сутдисене те, культурӑпа ӳнер ӗҫченӗсемпе кино ӗҫне кӑмӑллакансене те пӗр пек хапӑл пулӗҫ.
Чи пултаруллӑ тесе йышӑннӑ режиссерсене, операторсене, сценари авторӗсене кӑна мар, артистсене те хавхалантарӗҫ.
Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне хальхи вӑхӑтра Борис Марков пурнӑҫлать. Ӑна, муниципалитетӑн сити-менеджерне ял хуҫалӑх енӗпе ҫум пулса пулӑшнӑскере, Андрей Павлов экс-пуҫлӑх вырӑнне шаннӑ. Хӗрӗхе ҫывхаракан Павлов тӗлӗшпе иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче суд приговор вуланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхне палӑртмалли конкурс комиссине ҫирӗплетнӗ. Йыша республика шайӗнчи тӳре-шара тата чӑваш парламенчӗн икӗ депутачӗ кӗнӗ.
Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, ыран Ҫӗрпӳре районти Депутатсен пухӑвӗн XXXV черетсӗр ларӑвӗ иртмелле. Хӑшӗсем каланӑ тӑрӑх, ҫавӑнта сити-менеджера ҫирӗплетмелле. Эпир асӑрханӑ тӑрӑх, малтанласа палӑртнӑ кун йӗркинче ун пек ыйту ҫукчӗ.
Патӑрьел тӑрӑхӗнче район шайӗнче иртнӗ «Ҫулталӑк ҫынни — 2018» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Хальхинче унта тӗрлӗ ялтан 12 ҫын хутшӑннӑ. Кун пирки район администрацийӗн официаллӑ порталӗ хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ ҫулшӑн «Ҫулталӑк ҫынни» ята республикӑри «Чикӗ хуралҫисен тӑванлӗхӗ» пӗрлӗхӗн районти уйрӑмӗн ертӳҫи Анатолий Быков тивӗҫнӗ. Ӑна тунтикун, нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура дипломпа тата «Ҫулталӑк ҫынни — 2018» конкурс ҫӗнтерӳҫин кубокӗпе чысланӑ.
Палӑртса хӑвармалла, ҫак сумлӑ ята пӗлтӗр хресчен-фермер хуҫалӑхӗн ертӳҫи, Патӑрьел тата Шамӑршӑ районӗсен вӗлле хурчӗ ӗрчетес енӗпе ӗҫлекен зоотехник-консультанчӗ Николай Пирожков ҫӗнсе илнӗ.
Шупашкарта чи маттур дворниксене конкурс ирттерсех палӑртаҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене вара укҫан хавхалантараҫҫӗ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурса хальхинче чи малтан Мускав районӗнче пӗтӗмлетӗҫ, унта ҫӗнтерӳҫӗсем нарӑс уйӑхӗн 4-мӗшӗнче 11 сехетре паллӑ пулӗҫ, Мускав районӗнчи урам тирпейлӳҫисенчен чи маттуррисене нарӑсӑн 11-мӗшӗнче 10 сехет те 30 минутра палӑртӗҫ, Калинин районӗнче вара — ҫав кун 11 сехетре.
Ҫӗнтерӳҫӗсене 15-шер пин тенкӗ преми парӗҫ. 2-мӗш вырӑна тухнисене — 10-шар пин тенкӗпе, виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннисене 5-шер пин тенкӗпе хавхалантарӗҫ.
Палӑртса хӑвармалла, ку конкурса урам тирпейлекенӗн ӗҫӗн хисепне ӳстерес, урамсене хӗллехи вӑхӑтра юртан тасатассине лайӑхрах шайра йӗркелес тӗллевпе ирттереҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |