Паян Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ухсай Яккӑвӗ ячӗллӗ Культура керменӗнче Учительсен кунне халалласа ирттернӗ савӑнӑҫлӑ мероприятине хутшӑннӑ. Чи малтан вӑлкуравсене пӑхса тухнӑ, педагогсемпе калаҫнӑ, вӗсен шухӑш-кӑмӑлне ыйтса пӗлнӗ.
Раҫҫей шайӗнче хисепе тивӗҫнисене уйрӑммӑн палӑртса тав сӑмахӗсем каланӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш шкул директорӗ Вера Вавилова чи пултаруллӑ вӗрентекенсене укҫа-тенкӗ тӗлӗшӗнчен пулӑшу панишӗн ырласа хӑварнӑ.
Мероприятире учительсен хорӗсен республикӑри конкурсӗн пӗтӗмлетӗвӗ иртнӗ. Амӑшӗпе ашшӗн ҫулталӑкне халалласа ирттернӗ конкурсра вырӑсла юрласа Улатӑр хулинчи учительсен хорӗ ҫӗнтернӗ. Чӑвашла юрлакансем те кая юлман — кунта Вӑрмар тӑрӑхӗнчи учительсен хорӗ палӑрнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене «Чувашия» санаторие канма кайма путевка панӑ.
Чӳк уйӑхӗн 15–17-мӗшӗсенче Белгород хулинче ветерансен «Поединки хоров» (чӑв. Хорсен тупӑшӑвӗ) Раҫҫейри II конкурсӗ иртмелле. Унта пирӗн республикӑран кам каяссине ыран палӑртӗҫ.
Юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, 10 сехетре, «Ҫирӗп пирӗн ҫунатсем!» республикӑри фестиваль-конкурсӗ пулать. Унта хутшӑнакансен икӗ хайлав шӑрантармалла. Вӗсенчен пӗри чӑвашла пулмалла. Кун пирки Чӑваш Енӗн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин пресс-служби пӗлтерет.
Конкурса хутшӑнакансене «Вокал», «Фольклор пултарулӑхӗ», «Театр жанрӗ», «Инструмент музыки», «Хореографи», «Илемлӗ сӑмах» номинацисемпе хаклӗҫ.
Белгорода кайма тивӗҫ ветерансен хорне палӑртмалли республикӑри фестиваль Шупашкарта, Трактор тӑвакансен культура керменӗнче, иртӗ.
Чӑваш Республикин Информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн юбилейлӑ сезонне халалласа ҫырнӑ массӑллӑ информаци хатӗрӗсен хушшинче конкурс ирттерет. МИХсем хушшинче йӗркеленӗ конкурса, шел пулин те, пурте хутшӑнаймӗҫ. Телерадиокомпанисем, телевидени студийӗсем, радиостанцисем, Чӑваш Енри пичет кӑларӑмӗсен редакцийӗсем, журналистсем. Ҫав шутра — штатра тӑманнисем те, пултарулӑх конкурсне ӗҫсене тӑратайӗҫ-ха. Анчах электронлӑ кӑларӑмсен айккинче юлма тивет.
Конкурс ӗҫӗсене министерство ҫакӑн пек номинацисенче хаклӗ: «Республикӑри пичет МИХӗсенчи чи лайӑх хайлав (хайлавсен ярӑмӗ)»; «Районти (хулари) пичет МИХӗсенчи чи лайӑх хайлав»; «Телевиденири чи лайӑх материал (программа, программа ярӑмӗ, сюжет, социаллӑ видеролик)»; «Чи лайӑх радиоматериал (программа, программа ярӑмӗ, сюжет, социаллӑ аудиоролик)».
Ӗҫсене кӑҫалхи кӑралчӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗччен хатӗрленисене чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗчи каҫхи пиллӗк сехетчен министерствӑра йышӑнӗҫ.
Чӑвашла ҫырнӑ кӗнеке ал ҫырӑвӗсен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене палӑртакан комисси хӑйӗн ӗҫне кӑҫаллӑха вӗҫленӗ, чи маттуррисене палӑртса сумлӑ премисене кама памаллине ҫирӗплетнӗ.
Чӑваш Енӗн Информполитика министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, комисси пайташӗсем пысӑк ӗҫ туса ирттернӗ, ал ҫырусене тӗплӗ тишкернӗ, чӗлхине хак панӑ, хайлавсен стильне, композицине танлаштарнӑ, произведенисен воспитани сӗмне шыранӑ, вӗсем кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен еплерех калӑпланнине пахаланӑ.
Ҫапла майпа «Шкул ӳсӗмне ҫитмен тата пуҫламӑш классенче вӗренекен ачасем валли ҫырнӑ хайлав» номинацире Николай Ларионовӑн «Шураҫка» ал ҫырӑвне чи лайӑххи тесе палӑртнӑ, уншӑн автора 50 пин тенкӗлӗх грант пама йышӑннӑ. «Вӑтам классенче вӗренекен ачасем валли хайланӑ произведени» номинацире палӑрса Марина Карягина «Ҫӑкӑрпа сахӑр» хайлавӗшӗн 75 пин тенкӗ илнӗ. Виҫҫӗмӗш номинацире Римма Прокопьевӑна ҫитекен пулман. Аслӑ классенче ӑс пухакансем валли шӑрҫаланӑ хайлавсене тишкерсе комисси пайташӗсем Римма Прокопьевӑн «Сар хӗвел хӗрелсен» ал ҫырӑвне пысӑк хак панӑ.
Чӑваш Енӗн Информаци политикин, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерстви Чӑваш Ен ҫинчен ҫырма килӗшекен информаци агентствисене палӑртма конкурс ирттернӗ. Халӗ унӑн пӗтӗмлетӗвӗ паллӑ: пирӗн республика ҫинчен тӳлевлӗ ҫырма ТАСС тата «Россия сегодня» (чӑв. Паянхи Раҫҫей) информаци агентствисем килӗшнӗ.
Вӗсене республика хыснинчен 2 миллион тенкӗ тӳлӗҫ. Ҫакӑ Чӑваш Енӗн Информаци политикин, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерстви ирттернӗ конкурс хыҫҫӑн палӑрнӑ.
Информагенствӑсен тивӗҫлӗ материалсем тупса вӗсене пичете юрӑхлӑ хатӗрлемелле.
Укҫа илекен информаци агентствӑсен Чӑваш Ен пурнӑҫне ҫутатакан материалсене кашни уйӑхрах вырнаҫтармалла.
Икӗ енлӗ килӗшӳ вӑхӑчӗ кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗччен пырӗ.
Ҫӗмӗрле хулинче камсем илем конкурсӗнче тупӑшнине пӗлес килет-и? Кушаксем! Ӑна ЧР Патшалӑх ветеринари службин ӗҫченӗсем йӗркеленӗ.
Жюри пайташӗсем кушаксене тӗрлӗ номинацире хакланӑ. Мероприятие Ҫӗмӗрле хули 101 ҫул тултарнине тата Раҫҫейри экологи ҫулталӑкне халалласа иртнӗ. Ветеринари службин ӗҫченӗ Елена Кузнецова куракансене кушаксене мӗнле пахмаллине, мӗнле прививка тумаллине каласа кӑтартнӑ.
Жюри йышӗнче Ҫӗмӗрле хулин ветеранӗсем те пулнӑ. Кушаксене ҫак номнацисемпе палӑртнӑ: «Самая хвостатая», «Самая ушастая», «Самая спокойная», «Самое оригинальное прозвище», 2Самая модная», «Самая пушистая», «Самая многоцветная», «Самая тяжеловесная», «Самое оригинальное представление питомца». Шел те, номинцисене чӑвашла ят паман ҫӗмӗрлесем.
Чӑваш Енре чи лайӑх участковӑя суйлаҫҫӗ. Конкурсӑн пӗрремӗш тапхӑрӗ старт илнӗ. Сасӑлава авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗччен пырӗ.
Пӗрремӗш тапхӑра республикӑри хуласенче, районсенче, ялсенче ӗҫлекен полици уполномоченнӑйӗсем хутшӑнаҫҫӗ. Иккӗмӗш тапхӑр регион шайӗнче юпа уйӑхӗн 7-16-мӗшӗсенче иртӗ. Ун чухне килӗшнӗ участковӑйшӑн ҫак ссылкӑпа сасӑлама пулать: https://21.мвд.рф/народный-участковы-2017/1-этап-конкурса-народный-участковый-2017.
Ҫӗнтерӳҫӗсене Участковӑйсен кунӗнче саламлӗҫ. Ҫак конкурса ЧР ШӖМӗ ирттерет.
Шупашкар районӗнчи Чӑрашкассинче хӑйне евӗр конкурс иртнӗ. Ҫамрӑксем ҫӳп-ҫапран хӑйсем валли костюм ҫӗленӗ, унпа сцена ҫине тухнӑ.
«Ҫӳп-ҫапран – мода» ятлӑ конкурс авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Чӑрӑшкассинчи культура ҫуртӗнче иртнӗ. Унта сакӑр ҫамрӑк дизайнер хутшӑннӑ.
Конкурсҫӑсем хутран, пластикран, пленкӑран, хаҫатран тата ҫӳп-ҫапа ывӑтмалли ытти япаларан костюм ҫӗленӗ. Модельерсем пурте тӑрӑшса хатӗрленнӗ.
Жюри пайташӗсем чи илемлӗ тума ниепле те суйлайман. Ара, пурте илемлӗ пулнӑ-ха та. Ҫавна май кашни конкурсҫа диплом тата пылак парне парса савӑнтарнӑ.
Паян Чӑваш Енре «Космос открытки» республикӑри конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Акцие Шупашкарти ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗ Андриян Николаев летчик-космонавт космоса вӗҫнӗренпе 55 ҫул ҫитнине тата чӑваш ятне тӗнчене ҫӗкленӗ енешӗмӗрӗн Шуршӑлти комплексне уҫнӑранпа 45 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Конкурса Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Вӑрмар, Шупашкар, Ҫӗмӗрле районӗсенчи тата Шупашкарти 3 ҫултан пуҫласа 65 ҫулчченхи 87 ҫын хутшӑннӑ.
Шупашкарти 20-мӗш вӑтам шкулта вӗренекен 16 ҫулти Арина Кузьмина ӗҫне тӳресем уйрӑмах пысӑка хурса хакланӑ. Ӑна тӗпе хурса почта открытки хатӗрлӗҫ. Маттур ачана тата лайӑх ӗҫ тесе йышӑннисене паян Шуршӑлти СССР летчик-космонавчӗн А.Г. Николаевӑн мемориал комплексӗнче чысланӑ.
Шупашкарти икӗ шкул «ТОП Шкул» конкурсра ҫӗнтернӗ. Ҫапла майпа вӗсем хӑйсен проектне пурнӑҫа кӗртмешкӗн грант ҫӗнсе илнӗ.
Конкурсра 5-мӗш гимнази тата 59-мӗш шкул мала тухнӑ. Вӗсем «Хула шкулӗсем» категорире ҫӗнтернӗ. 5-мӗш гимнази конкурса «Эпӗ. Ыттисем. Тӗнче» проекта тӑратнӑ. 59-мӗш шкул вара «Ҫӗнӗ курӑм» шкул медиастудийӗ» проектпа паллаштарнӑ.
Шкулсем ҫав проектсене пурнӑҫламашкӑн 500 пин тенкӗрен пуҫласа 1 миллион тенкӗ таран грант илӗҫ.
Сӑмах май, конкурсра Раҫҫейри 30 шкул ҫӗнтернӗ. Чӑваш Енрен 13 пӗлӳ ҫурчӗ хутшӑннӑ. Шкулсене «Ялти шкулсем», «Хула шкулӗсем», «Мегаполисри шкулсем» категорире хакланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |