Мускавра пурӑнакан Василиса тата Кирилл Ербулатовсем «Кушакпа йытӑ» юптарӑва пӑхмасӑр каласан панине ӳкерсе илнӗ, видеона «Ютуб» видеохостингра вырнаҫтарнӑ.
«Маттурсем! Мӗнле вӑрӑм пулсан та вӗреннӗ, интонаци мӗне тӑрать!» – ырланӑ вӗсене «Хавал» ушкӑн «Контактра» страницӑра.
Асӑннӑ ушкӑнра хыпарланӑ тӑрӑх, ачасем иккӗшӗ те Мускавра ҫуралса ӳснӗ. Вӗсемпе мӗн ҫуралнӑран чӑвашла калаҫма ҫемье ятарлӑ ҫынна тупнӑ.
Шупашкарти е чӑваш ялӗсенчи хӑш-пӗр ҫемьен вӗсенчен тӗлӗнмелӗх, чӑн та, пур.
Чӑваш Енӗн культура сферинче тӑрӑшакан харӑсах темиҫе ҫын Ҫӗнӗ ҫул умӗн «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята тивӗҫнӗ.
Сумлӑ йышра — Республикӑри халӑх пултарулӑх центрӗн информаципе аналитика пайӗн заведующийӗ Вера Дилек, Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкери вӑтам шкулта ӗҫлекен Лилия Иванова вӗрентекен, Йӗпреҫ районӗнчи Культура аталанӑвӗн центрӗн халӑх театрӗн режиссёрӗ Наталия Романова, Шупашкарти «Салют» культура керменӗнчи «Дуэт» бал ташшин халӑх ансамблӗн балетмейстерӗ Елена Яртукина.
Республикӑри пултаруллӑ ҫынсене чысласси ҫинчен калакан хушӑва Олег Николаев Элтепер иртнӗ эрнере алӑ пуснӑ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ Паллӑ ентешсен ҫулталӑкне халалласа «Ырӑ ят мултан паха» фестиваль ирттерӗ. Ӳнер учрежденийӗ хӑйӗн репертуарӗнчи 5 спектакле «Пушкин карттиллӗ» яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа кӑтартӗ.
Ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче «Шуйттан чури» спектакле йыхравлаҫҫӗ, нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче — «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» спектакле, пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче – «Ялта» спектакле, ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче — «Эп сӳннӗ чух – эс ҫун!» спектакле, ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче — «Сурхури сӑри» спектакле. Спектакльсем 13 сехетре пуҫланӗҫ.
«КУРАКАНСЕНЕ ХИСЕПЛЕС ПУЛАТЬ!» Ҫапла кӑшкӑру палли лартсах ят панӑ Леонид Агаков писатель, театровед 1959-мӗш ҫулхи ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче «Коммунизм ялавӗ» хаҫатра К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ лартнӑ спектакльсене пахаласа ҫырнӑ хӑй статйине. Леонид Яковлевич Агаков писатель, 1935-мӗш ҫулта Мускаври патшалӑх театр институтӗнчи театроведени факультетӗнчен вӗренсе тухнӑскер, Чӑваш театрӗн спектаклӗсем пирки статьясем ҫырсах тӑнӑ, тӗрӗс тата вӑхӑтра критиклеме тӑрӑшнӑ, кирлӗ чух театр коллективне хавхалантарма та пултарнӑ. Вӑл вӑхӑтра пирӗн республикӑра Наукӑпа тӗпчев институтӗнче театроведени уйрӑмӗ уҫӑлайман-ха. Вӑл уйрӑм каярах, 1966-мӗш ҫулта тин кун ҫути курса майӗпен аталанма пуҫлать. Ҫавна кура та чылай писатель, поэт чӑваш театрӗн сцени ҫине тухакан спектакльсем ҫинчен, театр проблемисемпе ун аталанӑвӗ ҫинчен ҫырас миссине хӑй ҫине илнӗ, мӗншӗн тесен вӑл вӑхӑтра Чӑваш театрӗ чӑвашсемшӗн ТӖП ТЕАТР шутланнӑ. «Чӑваш театрӗ аталанса пырсан, ӑна кура ытти театрсен аталанӑвӗпе шайӗ те ҫӳлелле ҫӗкленсе пырӗ», — ҫапла шутланӑ ҫыравҫӑсем.
Чӑваш чӗлхине упрас, аталантарас тата халӑх хушшинче сарас тӗллевпе Чӑваш Енре «Ҫӗнӗ ҫул саламӗ» акци иртет. Вӑл раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пуҫланнӑ, 2022 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗччен пырӗ.
ЧР Вӗрен институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, акцие кирек кам та ҫак майсемпе хутшӑнма пултарать:
1) Ҫӗнӗ ҫулпа е хӗллепе ҫыхӑннӑ видео е фото ӳкермелле, вӗсем ҫине автор хӑй хайланӑ салам сӑмахӗсене ҫырмалла;
2) Ҫӗнӗ ҫул е хӗл ҫинчен сӑвӑ вуласа е юрӑ юрласа видео ӳкермелле. Хатӗр ӗҫсене #ҫӗнӗҫулсаламӗ хештегпа Контактра хутшӑну тетелӗнчи «Чӑваш чӗлхи – чӗкеҫ чӗлхи» ушкӑна е Интернетри ытти хутшӑну тетелӗсене (социаллӑ сетьсене) вырнаҫтармалла.
Акцие хутшӑнакансене сертификат парӗҫ.
Ыйтса пӗлмелли телефон – (8352) 58-47-19.
Канаш районӗнчи Мӑкӑр кӗперӗ Раҫҫей халӑхӗсен культура еткерлӗхӗн объекчӗ пулма пултарассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ун чухне кӗпере историпе культура экспертизин патшалӑх актне обществӑна сӳтсе явма кӑларса тӑратнине хыпарланӑччӗ.
Ӗнер республикӑн Культура министерстви документсене РФ Культура министерствине ярса панине пӗлтернӗ. Объекта историпе культура экспертизи витӗр кӑларнӑ.
«Региона туристсене илӗртессипе эпир пысӑк ӗҫсем пуҫарнӑ. Мӑкӑр кӗперӗ туристсен картти ҫинче хӑйӗн вырӑне тупӗ», – тенӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев.
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви «Ҫӗнӗ ҫула – чӑваш апачӗпе» флешмоб пуҫарнӑ.
Унта кирек кам та хутшӑнма пултарать. Чи кирли — тӑван халӑхӑмӑрӑн наци апатне хатӗрлемелле те ҫавна видеоролик ҫине куҫарса тӗнче тетеленчи халӑх ушкӑнӗсене #ОбразованиеЧувашии, #ВкусноЧувашское, #ВНовыйгодсчувашскимблюдом хештэгсемпе вырнаҫтарса тухмалла.
Сӑмах май, апата мӗнле тата мӗнрен хатӗрленине пӗлтермелле.
Флешмоб кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗччен пырӗ. Мӗн хатӗрлесси пирки пуҫ ватма халӗ шӑпах вӑхӑт.
Раштав уйӑxӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн наци вyлавӑшӗпе «Аталану» ассоциацийӗн «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» кружокӗнче Ҫӗнӗ Ҫyл уявне тӑван чӗлхепе ирттернӗ.
«Аталану» «Контактра» страницӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, наци вулавӑшӑн тӗп специалисчӗ Вера Архипова уява хӗлле ҫинчен чӑвашла ҫырнӑ кӗнекесен куравӗпе паллаштарса пуҫланӑ.
Чӑваш ёлкине Шупашкар хулин 1-мӗш шкулӑн 1-мӗш «Б» класс ертӳҫи Ирина Сергеева, тӗрлӗ юмахри сӑнарсен тyмӗcене тӑхӑннӑ ачасемпе илем кӳнӗ.
Чӑваш ачисем патне Яка карчӑк та пырса ҫитнӗ. Ӑна Ачасемпе пӗрле пулса вӗсене пур енлӗн аталантаракан вӗренӳ центрӗн чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенӗ Любовь Кудрявцева сӑнарланӑ. Хӗл Мучи ачасене чӑвашла калаҫнишӗн мухтанӑ, хӑй те хӑш-пӗp сӑмаха чӑвашла калама вӗрентнӗ.
Хамӑр ҫӗршывра канма тата Раҫҫей тӑрӑх курса ҫӳреме юратакансене иртнӗ эрнере Ростуризм каллех ырӑ хыпарпа савӑнтарчӗ. Турист кешбекӗ килес ҫул та вӑя кӗрӗ. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, унпа кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен тытӑнса ака уйӑхӗн 12-мӗшӗччен усӑ курма мац килӗ.
Туристсене путёвкӑн е хӑна ҫуртӗнче пурӑннин тӑкакӗн 20 процентне тавӑрса парӗҫ, анчах 20 пинрен ытла мар.
Федераци программине пирӗн республикӑри виҫӗ санатори: «Надежда», «Чувашия», «Солнечный берег» тата 4 хӑна ҫурчӗ: «Ирбис», «Чувашия», «Россия», «Волга Премиум» хутшӑнӗҫ.
⠀
Иртнӗ уйӑхра (чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче) РСФСР тата Чӑваш АССР Патшалӑх премийӗсен лауреачӗ, Чӑваш халӑх поэчӗ, «Тутимӗр» трагеди авторӗ Я.Г. Ухсай ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн пуҫлӑхӗсем аса та илмерӗҫ, паллӑ поэта, драматурга чӑваш поэзийӗн генийне нимӗнле те чысламарӗҫ, хисеплемерӗҫ. Пуҫлӑхсен чунсӑрлӑхӗ, ӑссӑрлӑхӗ пирки эпӗ пӑшӑрханса «Камсем эпир, чӑвашсем?» (Чӑваш халӑх сайчӗ. 03.11.2021ҫ.) ятлӑ статья пичетлесе кӑлартӑм, анчах пысӑк шӑв-шав тухнине илтмерӗм. Никама та ятламарӗҫ, никама та явап тыттармарӗҫ, никама та ӗлӗкхи пек сӳтсе явса хыттӑн асӑрхаттармарӗҫ. Пушшех ҫывхарса килекен Ҫӗнӗ ҫул умӗн театр пуҫлӑхӗсем тӗлӗнсе каймалла пысӑк преми илни ҫинчен артистсем пӑшӑрханса пӗлтерчӗҫ (театрта куракан ҫук пулин те, кӑҫалхи плана тултарайман пулин те, каҫхи спектакльсем пуш-пушӑ залра иртеҫҫӗ пулин те).
Тепӗр уйӑхран (раштавӑн 15-мӗшӗнче) Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ, Чӑваш халӑх артисчӗ, Яков Ухсай ҫырнӑ «Тутимӗр» трагеди тӑрӑх лартнӑ спектакльте Тутимӗр сӑнарне калӑпланӑ Иван Геннадьевич Иванов ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитрӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.