Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: МИХсем

Республикӑра

Ӗнер Чӑваш Енри журналистсене преми парас ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Кунта сӑмах журналистсен премийӗ пирки пырать. Ҫулсерен ҫирӗплетекен ҫак укҫана тивӗҫес тесе калем ӑстисем хӑйсен пӗлтӗрхи сумлӑ ӗҫӗсене тӑратнӑ.

Ҫемен Элкер ячӗллӗ премие «Хыпар» хаҫатӑн политика, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх тата экономика пайӗн тишкерӳҫи Юрий Михайлов тивӗҫнӗ. Вӑл Чӑваш автономийӗн юбилейне тата тӑван тӑрӑхӑмӑрти ятлӑ ҫынсене халалласа ҫырнӑ материалсен ярӑмӗпе конкурса хутшӑннӑ. «Хыпар» хаҫатӑн политика, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх тата экономика пайӗн тепӗр тишкерӳҫи Ирина Клементьева ял старостисем ҫинчен ҫырнӑ статьясемпе Леонид Ильин премине тивӗҫнӗ.

Николай Никольский премине Муркаш районӗнчи «Ҫӗнтерӳ ялавӗ» хаҫатӑн социаллӑ пурнӑҫ редакторне Наталия Николаевӑна тата Михаил Краснов журналиста пама йышӑннӑ.

Аслӑрах ӗҫтешӗмӗрсем сӑнани тӑрӑх ҫакна та палӑртмалла: журналистсен премине илме конкурса хутшӑнакансен йышӗ юлашки ҫулсенче чакса пырать-мӗн.

 

Персона

Ӗнер, кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче, Чӑваш Енри чӑннипех те ятлӑ та сумлӑ, паллӑ та ӑста журналист Александр Белов 65 ҫул тултарнӑ.

Республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсенчен ун ятне илтмен ҫын ҫук пулӗ. Ҫамрӑкраххисем ӑна «Советская Чувашия» хаҫатри ҫивӗч статйисем тӑрӑх пӗлеҫҫӗ, аслӑраххисем вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти «Путь к коммунизму» (хальхи «Грани» хаҫатра) ӗҫленине кура пулӗ. Александр Белов Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн пӗрремӗш редакторӗ пулнине те пӗлетпӗр. «АиФ-Чувашия» хаҫатра та редактор должноҫӗнче тимленӗ. Паян вӑл тӗнче тетелӗнчи «Правда ПФо» хаҫатра тӑрӑшать.

Ӗнер Александр Белов 65 ҫул тултарнӑ. «65 — ҫак число мана питех килӗшмест. Юбилей тейӗн, анчах темле пиҫсе ҫитейменскер. Ҫавӑнпа ӑна мӗнпе те пулин пуянлатас килет», — аса илсе ҫырнӑ ӗҫтешӗмӗр ӗнер Фейсбукра.

Александр Белов амӑшӗпе, Зоя Уманскаяпа, ӳкерӗннӗ сӑн ӳкерчӗке вырнаҫтарнӑ май унпа темле йывӑрлӑха та ҫӗнме май пуррине палӑртнӑ.

 

Республикӑра

Кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑн Патшалӑх Канашне черетлӗ Ҫырупа тухӗ. Унта регионӑн приоритечӗсене палӑртӗҫ.

Ҫырӑва вуличчен халӑхран сӗнӳ-канаш йышӑнассине пӗлтернӗччӗ. Халӗ Чӑваш Енӗн Элтеперӗн пресс-служби Ҫырӑва хатӗрленӗ чух ҫав сӗнӳ-канаша та шута илнине ӗнентерет.

Республика ертӳҫи калаҫнине итлеме депутатсене ҫеҫ мар, тӗрлӗ тӳре-шарана тата халӑх пӗрлешӗвӗсен хастарӗсене, журналистсене Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрне 12 сехете пухӗҫ. МИХсенче ӗҫлекенсен аккредитаци тухмалла. Вӗсем ҫапла ыйтса ҫырнине ag-press@cap.ru электрон пуштӑпа кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче 17 сехетчен йышӑнӗҫ.

Элтепер калаҫнине итлес текенсем валли Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗпе тата Наци радиовӗпе тӳрӗ трансляци пулӗ.

 

Культура

Провинци театрӗсен йывӑрлӑхӗ пӗр пекрехех тесе шухӑшлать Раҫҫейри режиссерсен гильдийӗн пайташӗ, хӑй вӑхӑтӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫленӗ Станислав Васильев режиссер. Унпа Чӑваш Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫатӗнче кӑсӑклӑ интервью пичетленнӗ.

Ҫак йӗркесен авторне Станислав Васильев ҫӗршывӑн тӗрлӗ театрӗсемпе ҫыхӑну тытса ӗҫлени пирки те вуласа пӗлме кӑсӑклӑ пулчӗ. Анчах, тӳрех палӑртар, ҫакӑ тӗлӗнтермерӗ. Пултаруллӑ специалист яланах хай вырӑнне тупать. 2018 ҫулӑн иккӗмӗш ҫур ҫулӗнче Станислав Васильев, сӑмахран, Мурманскра, Абаканра спектакльсем лартнӑ.

Владислав Николаев журналист режиссера Раҫҫейре кӑҫалхи ҫула Театр ҫулталӑкӗ тесе йышӑннине те хаклама ыйтнӑ. Провинцири театрсем Мускавран тем кӗтнинчен тӗлӗнет Станислав Васильев. Ҫав вӑхӑтрах ыттисене, ҫав шутра Мускаврисене те, аталанма хистекен театрсем регионсенче те пуррине палӑртнӑ вӑл.

 

Республикӑра

Шупашкарти агрегат савучӗн ятне ылмаштарман. Кун пирки Чӑваш халӑх сайтне «Четра» тулли мар явалӑ обществӑн бренчӗн директорӗ Ольга Шорникова паян пӗлтернӗ.

«Ята ылмаштарни Шупашкарти агрегат савутне пырса тивмӗ. Вӑл малтанхи ятлах юлӗ. Ӗҫлеме те малтанхиллех ӗҫлӗ, унта вӗҫӗмех ҫӗнӗ вакансисем уҫӑлаҫҫӗ», — тенӗ Ольга Шорникова.

«Сбыт компанийӗн ятне ҫеҫ ылмаштарма йышӑннӑ. Вӑл Шупашкарти агрегат савучӗн тата Промтракторӑн продукцине сутать», — тӗплен ӑнлантарнӑ концерн ӗҫченӗсем.

Шупашкарти агрегат савучӗ 2000 ҫулсенченпех «ЧЕТРА» ятпа (ҫак сӑмахӑн акӑлчан версийӗ — «CHETRA») ӗҫленӗ, продукцие ҫапла майпа туса кӑларнӑ, сутлӑха ӑсатнӑ.

 

Республикӑра

Республикӑра 2015 ҫул вӗҫӗнче 99 хаҫат тата 38 журнал тухса тӑнӑ. Халӗ, Роскомнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, 69 хаҫат тата 20 журнал тӑрса юлнӑ. Кунсӑр пуҫне 1 бюллетень, 1 сборник, 1 каталог пур.

Эппин, виҫӗ ҫулта республикӑра 50 яхӑн хаҫат-журнал пӗтнӗ. Электронлӑ МИХсен те лару-тӑру лайӑхах мар: вӗсем те чакнӑ. Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре 1 радиопрограмма, 11 радиоканал, 8 телеканал регистрациленнӗ. Тата икӗ информагентство пур.

Тетелти кӑларӑмсене Чӑваш Енри Роскомнадзор уйрӑмӗ урлӑ регистрациленмеҫҫӗ, ҫавна май вӗсем 2018 ҫул вӗҫӗ тӗле регистрациленнӗ 112 МИХсен списокне кӗмеҫҫӗ.

 

Политика
cap.ru сайтран илнӗ сӑн
cap.ru сайтран илнӗ сӑн

«Медиалоги» федераци информаципе аналитика компанийӗ Атӑлҫи федераци округӗнчи субъектсенчи тӗп хуласен пуҫлӑхӗсен медиатанлаштарӑмне хатӗрленӗ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков унта виҫҫӗмӗш йӗркене йышӑннӑ.

2018 ҫулта Алексей Ладыковӑн медиаиндексӗ, 2017 ҫулхипе танлаштарсан, хӑпарнӑ: 4500 ытларах. Ҫапла майпа ку кӑтарту 39124-па танлашнӑ. Медиаиндекса шутланӑ чухне федераци тата регионти массӑллӑ информаци хатӗрӗсене тишкернӗ, вӗсенчи кӑтарту тӑрӑх медиатанлаштарӑм хатӗрленӗ.

 

Республикӑра

Паян, кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Sputnik информаци агентстви» холдингӑн «Россия сегодня» (чӑв. Раҫҫей паян) журналисчӗпе Асука Токуямӑпа тӗл пулнӑ. Элтеперпе калем ӑсти Чӑваш Енӗн Спорт министерствин олимп резервӗн 3-мӗш спорт шкулӗнче курнӑҫнӑ. Унта паян ЧР Пуҫлӑхӗн кубокне ҫӗнсе илессишӗн турнир тата Атӑлҫи округӗн чемпионачӗ иртнӗ.

Асука Токуяма пирӗн республикӑна медицина туризмӗн тӗллевӗпе килнӗ. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре тухтӑрсене лайӑх хатӗрлеҫҫӗ. Медицина пулӑшӑвне илме те пирӗн патра ҫӑмӑл тесе шухӑшлать Япони журналисчӗ.

Михаил Игнатьев хӑнана республикӑн социаллӑ экономика аталанӑвӗпе паллаштарнӑ, ял хуҫалӑхӗ сывлӑха сыхлас отраслӗсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ, Японипе туслӑ ҫыхӑну тытма ӗмӗтленнине пӗлтернӗ.

 

Культура

Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев журналистсене, полиграфи предприятийӗсемпе издательствӑсенче ӗҫлекенсене, пичетпе массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ветеранӗсене професси уявӗсемпе – Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗсемпе — «чун-чӗререн» саламланӑ.

Вӗсене Элтепер «чи хӑватлӑ вӑйсенчен пӗринпе – сӑмах вӑйӗпе» хуҫаланнине палӑртнӑ.

Чӑваш халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай: «Эп сӑмах хӑватне ӗненетӗп», – тесе каланине аса илнӗ. Сӑмахпа вара амантма та, сиплеме те, ытти ҫын туйӑмӗпе шухӑшлавне витӗм кӳме те пулнине каланӑ. Халӑх-шухӑш кӑмӑлӗ журналистсем ӗҫе «мӗнлерех ӑсталӑхпа тата яваплӑхпа пур­нӑҫланинчен» килнине палӑртнӑ. Республика ертӳҫи Чӑваш Енри журналистсем тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлессе шанать.

 

Республикӑра

Кирек мӗнле пичет кӑларӑмӗ те ҫулталӑка пӗтӗмлетме кӑмӑллать. Ҫавсенчен пӗри, тӗнче тетелӗнчи «Правда ПФО» хаҫат та, ун пеккине хатӗрленӗ. Алфавитри саспаллисен йӗркипе пухнӑскерте йӗплӗрех те тавлаштаракан самантсене асӑнса тухнӑ. Вӗсенчен пӗрне «Внучка года» (чӑв. Ҫулталӑк мӑнукӗ) ят панӑ.

Унта ҫырнӑ тӑрӑх, юмахри евӗр номинацире РФ Президенчӗн пресс-ҫыруҫин Дмитрий Песковӑн мӑнукне палӑртнӑ.

Хӗр пӗрчӗк амӑшӗпе Шупашкарта пурӑнать иккен. Ачан ашшӗ, Песковӑн ывӑлӗ, ун патне Мускавран килсе тӗрлӗ паллӑ вырӑна кӑтартса ҫӳрет иккен. Иртнӗ ҫул вӗҫӗнче Чӑваш Ен ертӳҫи Михаил Игнатьев пресс-ҫыруҫӑн ывӑлӗпе мӑнукне хӑнана чӗннӗ имӗш. Ачана Чӑваш Ен ертӳҫипе ҫивитти тӑрӑх ҫӳрени, Атӑл леш енче ҫунашкапа ярӑнни, Элтепер парнине тивӗҫни питех те килӗшнӗ иккен. Ҫакӑн пирки РФ Президенчӗн пресс-ҫыруҫин ывӑлӗ Инстаграмра фотоотчет пичетленӗ пулнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 25, 26, 27, 28, 29, 30, 31, 32, 33, 34, [35], 36, 37, 38, 39, 40, 41, 42, 43, 44, 45, ... 76
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нумай ӗҫлемелли эрне кӗтет, пуҫӑннисене вӗҫлемелле. Ҫӗнӗ ҫула парӑмсемпе кӗмелле мар. Харпӑр пурнӑҫра кӗтмен кӑмӑллӑ пулӑмсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫынсене вӑхӑт ытларах уйӑрӑр.

Раштав, 23

1999
25
Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын