Ӗнер, ака уйӑхн 4-мӗшӗнче, 15 сехет те 40 минутра, Вӑрнар районӗнчи «Вӑрнар-Вӑрманкасси-Катӑш-Нурӑс» ҫул ҫинче инкек пулнӑ.
Республикӑн Шалти ӗҫсен министерствинче малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, «ВАЗ 21120» автомбилӗн 19 ҫулти водителӗ хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ, унта «Дэу Матиз» автомбильпе пырса ҫапӑннӑ.
«Матиз» машинӑри 5 ҫын аманнӑ, вӗсенчен виҫҫӗшне: 38 ҫулти хӗрарӑм-водителе, 11 ҫулти арҫын ача-пассажира тата 51 хӗрарӑм-пассажира — пульницӑна ӑсатнӑ.
18 ҫулти каччӑ-водитель урах пулнӑ. Анчах унӑн водитель прави пулман. Ун тӗлӗшпе административлӑ виҫӗ ӗҫ пуҫарнӑ.
Юлашки вӑхӑтра Чӑваш Енре шкулсенче кӑшӑлвирус енчен лару-тӑру йывӑрланнӑ. Паян кун пирки оперштаб ларӑвӗнче вӗренӳ министрӗ пӗлтернӗ.
Хальхи вӑхӑтра шкулта ӗҫлекен 27 ҫыннӑн кӑшӑлвирус пуррине палӑртнӑ. Пӗлӳ илекен 145 ача кӑшӑлвируспа чирленӗ. Иртнӗ эрнепе танлаштарсан, шкулсенче чирлесси вунӑ хутчен ӳснӗ. Ун чухне кӑшӑлвируспа чирлекенсем 8-ӑн пулнӑ.
Паянхи кун икӗ шкул дистанци мелӗпе вӗренет: Вӑрнар районӗнчи Нурӑсри шкул-интернат тата Комсомольски районӗнчи Тукай шкулӗ. 31 шкулти 57 класс дистанци мелӗпе вӗренет.
Чӑваш Енри виҫӗ интернатра кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ чарӑва пӑрахӑҫлӗҫ.
Унта пурӑнакансенчен тата ӗҫлекенсенчен 75 процентне ытла ковидран прививка тунӑ, ҫавна май чарӑва пӑрахӑҫлама йышӑннӑ. Кунта сӑмах Вӑрнар районӗнчи Нурӑсри, Йӗпреҫ поселокӗнчи тата Патӑрьел районӗнчи Трухати интернатсем пирки сӑмах пырать.
Вӗсенче 1026 сусӑр пурӑнать, 400-е яхӑн ҫын ӗҫлет. Вӗсен 14 кунлӑ изоляцие пӑхӑнма тиветчӗ. Асӑннӑ интернатсенче ӗҫлекенсене малашне эрнесерен ҫӗнӗ кӑшӑлвирусран тӗрӗслесе тӑрӗҫ. Ҫавӑн пек тӗрӗслеве организмра G иммуноглобулин пуличченех ирттерӗҫ.
Йӗпреҫ районӗнчи ҫул ҫинче икӗ машина ҫапӑннӑ. Водительсене тӗрӗсленӗ те иккӗшӗ те урах пулнӑ. Инкекре виҫӗ ҫын аманнӑ, пӗр хӗрарӑм вилнӗ.
Ҫул ҫинчи инкек ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче кӑнтӑрла иртни пӗр сехет хыҫҫӑн «Нурӑс-Патӑрьел-Елчӗк» ҫулӑн 37-мӗш километрӗнче пулса иртнӗ.
Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, «Лада Веста» автомашинӑн 57 ҫулти водителӗ хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайса «Киа Спектра» автомобильпе ҫапӑннӑ. Ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ машинӑн 64 ҫулти водительне тата пассажирсенчен пӗрне пульницӑна илсе кайнӑ. Салонри тепӗр хӗрарӑм инкек вырӑнӗнчех вилнӗ. «Лада Веста» водительне те тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.
Патӑрьел районӗнче пулнӑ аваришӑн водителе явап тыттарнӑ. Инкек пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче «Нурӑс – Патӑрьел - Елчӗк» автоҫул ҫинче пулнӑ.
Водитель ӳсӗр пулнӑ, сехетре 130 ҫухрӑм хӑвӑртлӑхпа пынӑ. Хайхискер руле итлеттереймен – машина ҫаврӑнса ӳкнӗ. Ун чухне салонра хӑйсӗр пуҫне икӗ юлташӗ тата хӑйӗн икӗ тӑванӗ пулнӑ.
Аварире водитель хӑй ҫеҫ чӗрӗ юлнӑ. Ӑна унччен те руль умне ӳсӗр ларнӑшӑн тытнӑ. Малтан – пӗлтӗрхи кӑрлач уйӑхӗнче, кайран – нарӑсра. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ пулнӑ. Нарӑс уйӑхӗнче ӑна ӳсӗрле тытса чарнӑ чухне салонра авӑн уйӑхӗнче пулнӑ аварире вилнӗ тусӗ те ларнӑ. Иккӗшӗ те эрех ӗҫнӗ, йӗрке хуралҫисенчен тарма хӑтланнӑ, айӑпа пӗр-пӗрин ҫине йӑвантарнӑ.
Ӑна тӗрмене 9 ҫул та 1 уйӑхлӑха ӑсатнӑ. Кунсӑр пуҫне шар курнӑ ҫынсен тӑванӗсене 1,5 миллион тенкӗ тӳлӗ.
Йӗпреҫ районӗн сучӗ 33 ҫулти арҫын тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Арҫын ҫул ҫинче пӑтӑрмаха ҫакланнӑ та тарнӑ, машинине вара вӑрласа тарнӑ тесе евитленӗ.
Пӗлтӗр раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫак арҫын ВАЗ-210930 рулӗ умӗнче пулнӑ. Вӑл ӳсӗр пулнӑ. «Нурӑс – Патӑрьел – Елчӗк» ҫул ҫинче вӑл руле итлеттереймен, кювета чӑмнӑ.
Арҫын яваплӑхран пӑрӑнас тесе машинӑран тухнӑ та тарнӑ, полицие пырса машинӑна вӑрланӑ тесе пӗлтернӗ.
Суд арҫынна 200 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Приговор вӑя кӗмен-ха.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Вӑрнар районӗнче РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Игорь Моляков ӗҫлӗ визитпа пулнӑ. Вӑл район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Андрей Тихоновпа, поселокри хастарсемпе тата вырӑнти депутатсемпе тӗл пулнӑ.
Енсем муниципалитетри ҫивӗч ыйтусене тишкернӗ. Сӑмахран, ҫул-йӗр тӑвассине. Республика пӗлтерӗшлӗ икӗ ҫула (Мӑн Явӑш енне каяканнине тата «Нурӑс – Шӑхасан») тӗплӗн юсамалла. Вӑрнар поселокӗнчи ҫулсене те япӑхнӑ. Хальхи вӑхӑтра вырӑнтисем Советски Ашмаров, Жорж Илюкин, Пионерски, Комсомольски, Матросов урамӗсене юсамалла документсем хатӗрлеҫҫӗ. Ӗҫе пурнӑҫлама 90 миллион тенкӗ таран кирлӗ. Пурнӑҫлама палӑртса хунӑ ытти ӗҫ те самай.
Вӑрнар районӗнчи Нурӑсри психоневрологи интернатӗнче пурӑнакансем кӑшӑлвируспа чирлеме пултарнӑ. Кун пирки сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов пӗлтернӗ.
Юпан 10-мӗшӗнче икӗ пациентка пуҫ ыратнине пӗлтернӗ, ӳт температури те хӑпарнӑ. Вӗсене изоляцие хупнӑ, ыттисене вара тӗрӗсленӗ. Кун хыҫҫӑн тепӗр икӗ пациента изоляцие лартнӑ.
Пӗрне компьютер томографийӗ тунӑ, унӑн ӳпки пӗр енчен 5 процент сиенленни палӑрнӑ. Унӑн ытти чир пуррипе шута илсе ӑна инфекци уйрӑмне вырттарнӑ. Ҫав каҫах тепӗр 8 пацентӑн сывлӑхӗ япӑхланнӑ.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев мерӑсем йышӑнма хушнӑ. Паян интернатра ӗҫлекен ҫынсенчен тата пациентсенчен анализ илнӗ.
Йӗпреҫ районӗнчи «Нурӑс – Патӑрьел – Елчӗк» ҫула юсама палӑртнӑ. Чӑвашупрдор автоҫула тӗпрен юсаса ҫӗнетес тӗллевпе аукцион ирттерессине пӗлтернӗ.
Ҫула юсама 366 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Ку укҫапа 7,38 ҫухрӑма ҫӗнетӗҫ. Проектра палӑртнӑ тӑрӑх, шыв юхтаракан сооруженисене юсамалла е ҫӗнетмелле, кювета ҫирӗплетмелле, тата ытти ӗҫе пурнӑҫламалла. Кунсӑр пуҫне подрядчикӑн ҫул ҫине паллӑсем вырнаҫтармалла, разметка тумалла, хӳтӗлев картисем тытмалла тата ҫуран ҫӳремелли ҫула лайӑхлатмалла.
Асфальтӑн гарантийӗ 7 ҫулпа танлашӗ. Ҫул маларах арканма тытӑнсан подрядчик ӑна хӑйӗн укҫипе юсӗ. Ҫула ҫитес ҫул ҫӗртме-авӑн уйӑхӗнче ҫӗнетӗҫ, унтан подрядчик канӗ. 2022 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче каллех ӗҫе пуҫӑнӗ те юпан 31-мӗшӗнче вӗҫлӗ.
Шупашкар районӗнчи Чаканар ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере арҫын виллине тупнӑ. Ку авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче кӑнтӑрла пулнӑ.
Пӗвен юхса тухмалли пӑрӑхӗнче арҫын виллине курсан ҫынсем шыравпа ҫӑлав службине шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Ҫӑлавҫӑ гидротум тӑхӑнса пӑрӑха 10 метр шала кӗнӗ те арҫын виллине илсе тухнӑ. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе полици ӗҫлет, мӗн пулса иртнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Вӑрнар районӗнчи нурӑс ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере те арҫын виллине тупнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |