Вӑрнар районӗнчи Авшак Элменте 1926 ҫулта ҫуралнӑ Зоя Ильина нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче юбилейне паллӑ тунӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче Авшак Элменти, Ярмушкари, Нурӑсри шкулсенче ӑс пухнӑ. Вунпилӗк ҫула ҫитсен суха сухаланӑ, тырӑ вырнӑ, йӗтем ҫинче тырӑ ҫапнӑ. Хӗллехи вӑрӑм каҫсенче кӗнчеле арланӑ, ҫип пӗтӗрсе чӑлха-алсиш ҫыхса фронта ӑсатнӑ. Иваново облаҫӗнче торф каларнӑ ҫӗрте ӗҫленӗ.
Вӑрҫӑра паттӑррӑн ҫапӑҫса таврӑннӑ вӑрҫӑ инваличӗпе Георгий Ильинпа ҫемье ҫавӑрса виҫӗ хӗрпе тӑватӑ ывӑл ҫуратса Ӳстернӗ, вӗсене пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Тӗреклӗ кил-ҫурт хӑпартнӑ, тӑван ялта, колхоз уй-хирӗнче ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ.
Мӑшӑрӗ, икӗ ывӑлӗ вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗрсен ҫӑмӑл пулман хӗрарӑма. Ҫапах та хӑйне телейлӗ туять Зоя Михайловна, пӗччен мар вӑл ватлӑх кунӗсенче. Тӑван хӗрӗ Зинаида, пӗчӗк ачана пӑхнӑ пек пӑхать.
Зоя Ильинана ӗҫпе вӑрҫӑ ветеранне ҫуралнӑ кунпа Вӑрнар район администрацин пуҫлӑхӗ Леонид Николаев, Ярмушка ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Алексей Петров, Вӑрнар районӗнчи пенси уйрӑмӗн ертӱҫи Людмила Редькова килне ҫитсе саламланӑ.
Вӑрнар районӗнчи Авшак Элменте 1926 ҫулта ҫуралнӑ Зоя Ильина нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче юбилейне паллӑ тунӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче Авшак Элменти, Ярмушкари, Нурӑсри шкулсенче ӑс пухнӑ. Вунпилӗк ҫула ҫитсен суха сухаланӑ, тырӑ вырнӑ, йӗтем ҫинче тырӑ ҫапнӑ. Хӗллехи вӑрӑм каҫсенче кӗнчеле арланӑ, ҫип пӗтӗрсе чӑлха-алсиш ҫыхса фронта ӑсатнӑ. Иваново облаҫӗнче торф каларнӑ ҫӗрте ӗҫленӗ.
Вӑрҫӑра паттӑррӑн ҫапӑҫса таврӑннӑ вӑрҫӑ инваличӗпе Георгий Ильинпа ҫемье ҫавӑрса виҫӗ хӗрпе тӑватӑ ывӑл ҫуратса Ӳстернӗ, вӗсене пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Тӗреклӗ кил-ҫурт хӑпартнӑ, тӑван ялта, колхоз уй-хирӗнче ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ.
Мӑшӑрӗ, икӗ ывӑлӗ вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗрсен ҫӑмӑл пулман хӗрарӑма. Ҫапах та хӑйне телейлӗ туять Зоя Михайловна, пӗччен мар вӑл ватлӑх кунӗсенче. Тӑван хӗрӗ Зинаида, пӗчӗк ачана пӑхнӑ пек пӑхать.
Зоя Ильинана ӗҫпе вӑрҫӑ ветеранне ҫуралнӑ кунпа Вӑрнар район администрацин пуҫлӑхӗ Леонид Николаев, Ярмушка ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Алексей Петров, Вӑрнар районӗнчи пенси уйрӑмӗн ертӱҫи Людмила Редькова килне ҫитсе саламланӑ.
Вӑрнар районӗнчи Вӑрманкас тата Пӑртас ял тӑрӑхӗсенче пурӑнакансем кашкӑрсене пула аптӑраса ҫитнӗ.
Кӗперлӗ Кӳлхӗрринче, сӑмахран, ҫак тискер чӗрчун мӗн чухлӗ шар кӑтартнине шутласа халтан кайни пирки ӗнентереҫҫӗ район администрацийӗнче.
Ҫынсен сурӑхӗ те ҫухалать иккен, хурӗ те, килти йытта та кашкӑрӗ тиркемест. Нурӑсри ҫутҫанталӑк заказникӗнче вара хир сыснисем шар кураҫҫӗ.
«Рассвет» тулли мар яваплӑ обществӑн сунарҫи Леонид Михайлов кашкӑр паразитлӑ тата вируслӑ чир-чӗр сарать тесе хӑратни таранах илсе кӑтартнӑ район адмиснитарцийӗн сайтӗнче кашкӑрсене тытма пуҫланине пӗлтерекен хыпарта.
Ҫапла, иртнӗ канмалли кун Вӑрманкасра тӑватӑ кашкӑра персе пӑрахнӑ. Пӗри ама ҫакланнӑ, ыттисем — аҫасем. Вӑрнарсем шутланӑ тӑрӑх, районта тата тепӗр виҫӗ кашкӑр юлма пултарнӑ.
«Чӑвашавтодор» панкрут ҫулӗ ҫинче пулнине пӗлтереҫҫӗ. Вӑл «АвтоКредо» компанине 8,2 миллион тенкӗ тӳлеймест-мӗн. Предприяти шӑпине 2016 ҫулхи ака уйӑхӗнче татса парӗҫ. Хальлӗхе унта управляющи тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх ҫын ларать.
Предприятин пурлӑхне арестленӗ. «Чӑвашавтодор» тӗлӗшпе ҫитес лару 2016 ҫулхи ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче иртӗ.
Аса илтерер: унччен «Чӑвашавтодор» акцисен 75 процентне сутма тӑратнӑччӗ. Анчах аукцион пулман, заявкӑсем никам та паман.
Сӑмах май, «Чӑвашавтодор» алӑ пуснӑ килӗшӳсене те вӗҫне ҫитереймен. Шупашкарта Сӗнтӗрвӑрри ҫулне ҫӗнетмелле, Ҫӗнӗ Шупашкарта 10-мӗш пилӗкҫуллӑх урамне юсамалла, Вӑрнар районӗнчи Нурӑсра кӗпер юсамалла тата Етӗрнери кӗпере тумалла.
Нурӑс шкулӗнче иртнӗ уяв кунне пӗр сӑмахсӑр истори урокӗпе танлаштармалла. Ку шухӑша Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи паянхи хыпарта палӑртнӑ.
Нурӑс шкулӗн 170 ҫулхи юбилейӗ чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнчех иртнӗ-ха. Пысӑк хӑнасем, офицерсем (вӗсен хушшинче кӑкӑр тулли наградӑллӑ, пакунсемлӗ ҫынсем йышлӑ пулнӑ. Сӑмахран, Михаил Григорьев генерал-майор, Анатолий Григорьев, Эрик Васильев, Валерий Кошкин полковниксем, Станислав Львов, Николай Лысов подполковниксем) малтан ачасемпе тӗл пулнӑ.
Патриотизм теми уявӑн тӗп пайӗнче, Нурӑсри культура ҫурчӗн сцени ҫинче те, сӳнмен. Чӑваш Республикин Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ пайташӗн канашҫи Анатолий Григорьев, Мускаври кадет корпусӗн инженери службин ертӳҫи Эрик Васильев, ытти чылай хӑна Нурӑс шкулӗнче вӗреннисем тата ҫӗршыв мӑнаҫлӑхӗ тесе палӑртнӑ.
Вӑрнар районӗнчи Нурӑс ҫывӑхӗнче Мӑн Ҫавал урлӑ хывнӑ вӑхӑтлӑх кӗпер кӑштах йӑтӑннине ЧР Транпорт министерствинчен пӗлтереҫҫӗ.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, каҫӑ ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ҫӗрлехи 2 сехет те 25 минутра кӑштах йӑтӑннӑ. Ӑна йӗркене кӗртес ӗҫ ҫийӗнчех пуҫланнӑ. Ирхи 7 сехет те 35 минут валли ӗҫе вӗҫленӗ те ӗнтӗ.
Телее, шар куракан пуламан. ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ун чухне тӗп каҫӑ юсавра пулнӑ. Ҫавна май урапасене Аҫӑм Ҫырми ялӗ урлӑ янӑ.
Кӑштах йӑтӑннӑ каҫӑ патӗнче 23 ҫын, 11 техника ӗҫленӗ. Ку ӗҫе ЧР транспорт министрӗ Владимир Филиппов хӑй ертсе пынӑ.
Паян Шупашкарти Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче Вӑрнарсен «Туслӑх» ентешлӗхӗ 20 ҫул тултарнине паллӑ турӗҫ. Культура ҫурчӗн пӗр пин ытла йышӑнакан залӗ лӑк тулли пулчӗ — вӑрнарсем хӑйсен уявне хаваспах пухӑнчӗҫ.
Чи малтан халӑх умӗнче Вӑрнар районӗн ентешлӗхӗн гимне юрласа пачӗҫ. Те ларакансем ӑнланмарӗҫ, те кӗвви-сӑмаххи килӗшмерӗ — зал гимна ларсах итлерӗ, ура ҫине тӑрас темерӗ. Малалла вара ентешлӗх ертӳҫисем сӑмах илчӗҫ. Юрать-ха пирӗнтен уйрӑлнӑ ентешӗсене аса илнӗ май зал ура ҫине тӑчӗ. Константин Ивановӑн «Нарспи» поэмӑри сыпӑксене те, тавах Турра, ура ҫине тӑрсах вуларӗҫ.
Тӗрлӗ тӳре-шарасен хисеп хучӗсемпе парнисене валеҫнӗ хушӑра залри халӑха Вӑрнар районӗнче тухнӑ юрӑҫсемпе артистсем хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ. Уйрӑммӑн Нурӑс шкулӗнче вӗренекен ҫамрӑксене асӑнас пулать — вӗсем Нарспипе Сетнере питӗ лайӑх выляса пачӗҫ. Сӑмах май вӑл шкула уявра сахал мар ырларӗҫ — нумай-нумай ҫынна вӑл аслӑ ҫула уҫса панӑ имӗш.
Кӑҫал Литература ҫулталӑкӗ пулнӑран уявра сӑвӑсем те сахал мар янрарӗҫ. Кунта Николай Ҫавала, Валерий Кошкина тата ыттисене асӑнас пулать.
Ҫак кунсенче иртнӗ Вӑрнар район администрацийӗнче ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен ӗҫлекен комиссин черетлӗ ларӑвӗ парне тата штраф панипе вӗҫленнӗ. Пӗрисене штрафланӑ, теприсене парнепе хавхалантарнӑ.
Комиси ларӑвӗнче 23 материал пӑхса тухнӑ. Унта ашшӗ-амӑшӗн тивӗҫне йӗркеллӗ пурнӑҫламаннисемпе ҫыхӑннӑ материалсем ытларах пулнӑ. Ҫул ҫитменнисене хӑйсене кӑна пырса тивекен ӗҫсем те выртнӑ-ха сӗтел ҫинче. Ку ачасем руль умне ларнипе ята кӗнӗ. 18 ҫул тултарманскерсен руль умне ларма ирӗк ҫук пулин те ашшӗ-амӑшӗн машинине хускатса ҫула тухнӑ. Вӑрнарти ял хуҫалӑх техникумӗнче вӗренекен пӗр ачана ҫавӑншӑн, тӗслӗхрен, 5 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Комисси ларӑвӗ пултарулӑх конкурсне пӗтӗмлетнипе вӗҫленнӗ. Ӑна виҫӗ номинаицпе йӗркеленӗ иккен: «Художество пултарулӑхӗ», «Декораципе прикладной пултарулӑх», «Литературӑпа музыка пултарулӑхӗ». Художество пултарулӑхӗ енӗпе Хапӑсри 6 ҫулти Даша Жебелевскаяпа Полина Змеева ҫӗнтернӗ. Декораципе прикладной пултарулӑхра Нурӑсри ача пахчинчи «Пӗчӗк чӗкеҫ» ушкӑн палӑрнӑ, литературӑпа музыка пултарулӑхӗ енӗпе – Вӑрнарти «Ҫеҫпӗл» ача пахчинчи 6 ҫулти Арсений Николаевӑн ҫемйи.
Вӑрнар районӗнчи 62 ҫулти пӗр хӗрарӑм вӑрманта хӑрӑк хурӑн касма ирӗк илнӗ. Йывӑҫа касма ятарласа ҫынсем тытнӑ. Анчах хайхискер лешсене чипер кашлакан хурӑнсенех касма хушнӑ. Ҫамрӑк мар хӗрарӑм ҫапла пуҫтахланни Нурӑсри вӑрман хуҫалӑхне 27 пин тенкӗлӗх шар кӳнӗ тесе шутласа каярах кӑларнӑ.
Ку фактпа пуҫиле ӗҫех пуҫарса янӑ. Судра хӗрарӑм хӑйӗн айӑпне йӑлтах йышӑннӑ. Ун пирки ырӑ характеристикӑсем пуррине тата шар кӳнин пӗр пайне судченех тӳлесе татма ӗлкӗрнине шута илсе пӗрремӗш инстанцири тӳре 7 пин тенкӗлӗх штрафланипе ҫырлахас тенӗ.
Ӗнер Шупашкарта «Новруз — 2014» уяв иртни пире Тимӗр Акташ хаҫатҫӑ хыпарлать. Вӑл Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче иртнӗ.
Уява чӑвашсем те тутарсем те хутшӑннӑ. Вӗсен шутӗнче Чӑваш Республикинчи тутар наципе культура автономине, республикӑн кӑнтӑр районӗсенчи ентешлӗхсене, Шупашкарти университетсенче вӗренекен студентсене асӑнма пулать. Фойере Владимир Алмантай ертсе пыракан «Сувар» фонд курав йӗркеленӗ. Ҫавӑн пекех унтах, фойере, уява пухӑннисем тӗрлӗ халӑхсен апат-ҫимӗҫӗпе паллашма пултарнӑ.
Уява ЧР культура министрӗ Вадим Ефимов уҫнӑ. Уҫакансен йышӗнче ҫавӑн пекех Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн председатель ҫумӗ Анатолий Князев, ЧНК Президенчӗ Николай Угаслов, Чӑваш Республикинчи узбексен культура центрӗн председателӗ Абдулвали Ергашев, Пӗтӗм Раҫҫейри азербайджан конгресӗн республикӑри уйрӑмӗн ертӳҫи Азиз Бадиров тата ыттисем пулнӑ.
Уяв концертсӑр иртмен — унта тӗрлӗ ушкӑнсем тутар, чӑваш тата ытти халӑхсен юрри-ташшипе паллаштарнӑ.
Сӑнсем (7)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |