Авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче «Никольски – Етӗрне – Нурӑс» ҫул ҫинче чарӑнуран инҫех мар ҫын виллине тупнӑ. Полицейскисем вырӑна тӗрӗслесен «Шкода» машинӑн пайӗсене тупнӑ. Вӗсен шухӑшӗпе, ҫав машина шӑпах ҫак ҫынна ҫапса хӑварнӑ та. Полицейскисем «перехват» планпа ӗҫленӗ, видеокамерӑсене пӑхнӑ.
Ҫул ҫинче тупнӑ хӗрарӑм 84 ҫулти кинемей пулнӑ. Вӑл – Элӗк районӗнчен, ҫав кун хӗрӗ патӗнчен тухса киле кайма тухнӑ.
Ҫак кинемее ҫапса хӑварма пултарнӑ водителе те тупнӑ. Вӑл – Йӗпреҫре пурӑнакан 44 ҫулти арҫын. Унӑн «Шкода» машини ҫинче сиенленнӗ йӗрсем пулнӑ. Анчах хальлӗхе ҫак арҫын айӑпне йышӑнмасть. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Вӑрнар районӗнчи Нурӑс сали ҫывӑхӗнчи пӗвере пулӑҫ путса вилнӗ. Авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Ҫӗрпӳре пурӑнакан арҫынна шырава панӑ. Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, вӑл пулла кайсан ҫухалнӑ.
Авӑнӑн 22-мӗшӗнче унӑн виллине Вӑрнар районӗнчи Нурӑс ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере, масартан инҫех мар, тупнӑ. Арҫыннӑн кӗлетки ҫинче пусмӑрласа вӗлернӗ йӗр ҫук.
Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак тӗслӗх тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет, ӗҫ-пуҫ мӗнле пулса иртнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 18 сехет те 10 минутра «Нурӑс – Патӑрьел – Елчӗк» автоҫулӑн 82-мӗш ҫухрӑмӗнче «десятка» водителӗ руле итлеттереймесӗр ҫаврӑнса ӳкнӗ. ҪҪХПИ ҫапла хыпарлать: аварире виҫӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Пассажирсем машинӑран тухса ӳкнӗ. Пурте, виҫҫӗ пассажирӗ те, вилнӗ. 21 ҫулти каччӑн, 48 ҫулти арҫыннӑн тата 81-ри хӗрарӑмӑн чӗри тапма пӑрахнӑ.
Руль умӗнче 21 ҫулти каччӑ ларнӑ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вӑл урӑ е ӳсӗр пулнине анализсем кӑтартӗҫ.
Ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 12 сехет те 30 минутра Вӑрнар районӗнче, «Никольски-Етӗрне-Нурӑс» ҫул ҫинче, «Киа-Спектра» автомашина хирӗҫ килмелли ҫул ҫине сиксе тухнӑ. Руль умӗнче Нурӑс ялӗнче пурӑнакан 32 ҫулти арҫын пулнӑ.
Ҫулпа ҫав тӑрӑхра пурӑнакан хӗрарӑм «Калина» машинӑпа пынӑ. Вӑл кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑ транспортран пӑрӑнас тесе руле пӑрнӑ, анчах ӗлкӗреймен. Нурӑс арҫыннин автомобилӗ ӑна пырса ҫапнӑ. Ҫамрӑк хӗрарӑм инкек вырӑнӗнчех вилнӗ. Ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ машинӑн водителӗпе машинӑри 51 ҫулти хӗрарӑм суранланнӑ. Вӗсене районти пульницӑна илсе кайнӑ.
Ҫул-йӗр инспекторӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, «Киа» машина ҫумӑр ҫунине пӑхмасӑрах хӑвӑрт кайнӑ тата унӑн урапин резини икӗ тӗрлӗ пулнӑ.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, 21 сехет те 20 минутра «Нурӑс – Патӑрьел – Елчӗк» ҫул ҫинче, 12-мӗш ҫухрӑмӗнче, авари пулнӑ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, унта виҫӗ ача тата аслӑ ӳсӗмри икӗ ҫын шар курнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр машина транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та тепӗр машинӑпа ҫапӑннӑ. Пӗр машина водителӗ, унӑн салонӗнче пулна виҫӗ ача тата тепӗр машина водителӗ аманнӑ. Ачасем 3-ре, 8 ҫулта тата 12-ре.
Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Прокуратура ҫакна тӗрӗслесе тӑрӗ.
Вӑрнар районӗнчи каччӑ паян Мускавра иртнӗ сумлӑ парада хутшӑннӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятие кӑҫал ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ирттерме кӑшӑлвирус кансӗрлерӗ. Мероприятие Владимир Путин Президент хушӑвӗпе ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшне куҫарчӗҫ. Мускавра ку вӑхӑта чару мерисене те пӑрахӑҫларӗҫ.
Парада хутшӑннисем хушшинче Чӑваш Енри Егор Буданов (сӑнӳкерчӗкре) пулнӑ. 24 ҫулти каччӑ Вӑрнар районӗнчен. Унӑн пиччӗшӗ Максим республикӑри МИХсенчен пӗрне пӗлтернӗ тӑрӑх, парада хутшӑнма Егор мӗн пӗчӗкрен ӗмӗтленнӗ. Ҫар ретне ҫамрӑк пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче тӑнӑ. Службӑна вӑл Мускав облаҫӗнчи Балашиха хулинчи Дзержинский ячӗллӗ дивизие лекнӗ. Парадра чӑваш каччи Росгварди йышӗнче пулнӑ.
Сӑмах май, Вӑрнар районӗнчен парада ҫавӑн пекех Вячеслав Жебелевский тата Юлиан Волков (Хапӑс ялӗнчен), Александр Федоров тата Евгений Крылов (Ярмушка ялӗнчен), Дмитрий Козлов (Нурӑс) хутшӑннӑ.
Пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче 21 сехет ҫурӑра Вӑрнар районӗнчи Нурӑсра ҫул-йӗрпе патруль службин ӗҫченӗ ҫул хӗрринче, общество чарӑнӑвӗнчен инҫех маар, ача пушмаксӑр чупнине асӑрханӑ. Вӑл чарӑннӑ.
Ӳсӗр амӑшӗ ачине пӑхса ӗлкӗреймен-мӗн. Хӗрарӑм Нурӑса Елчӗк районӗнчен килнӗ, анчах каялла каяйман. Ҫул-йӗрпе патруль службин аслӑ инспекторӗ Андрей Траков ӳсӗр хӗрарӑма пулӑшнӑ. Вӑл ӑна ачипе служба машинине лартнӑ та ҫывӑхри пульницӑна илсе ҫитернӗ, унта вӗсене тухтӑрсем пӑхнӑ.
Халӗ ачан сывлӑхӗпе пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра мар. Ку ҫемье пирки информацие ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен органсене пӗлтернӗ.
Комсомольски районӗнче ӳсӗр арҫын ют ҫын машинипе пырса ҫапӑннӑ. Унтан вӑл транспорта лартса хӑварса инкек вырӑнӗнчен тарма хӑтланнӑ.
Пӑтӑрмах кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче 21 сехет те 40 минут тӗлӗнче пулса иртнӗ. Вырӑнти йӗрке хуралҫисенчен Урмаел ялӗнче пурӑнакан 29 ҫулти арҫын пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, кил хушшинче ларакан машинӑна такам хускатса кайнӑ. Транспорт хуҫи унӑн алӑкне питӗрмен пулнӑ.
34 ҫулти ӳсӗр арҫынна «Нурӑс-Патӑрьел-Елчӗк» ҫул хӗррипе утса пынине асӑрханӑ. Машинӑпа пынӑ чух вӑл картана пырса ҫапӑннӑ иккен. Машинӑна унта лартса хӑварнӑ.
Арҫынна 10 талӑклӑха тытса хупнӑ. Ют машинӑна вӑрлас мар тӗллевпе хускатса кайнӑскер тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 166-мӗш статйипе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ӗнер, раштавӑн 7-мӗшӗнче, Елчӗк районӗнче пулса иртнӗ ҫул-йӗр ҫинчи инкекре виҫҫӗн вилнӗ. Пӑтӑрмах 18 сехет те 40 минутра пулнӑ. Ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ «Киа-Риа» автомашина прицеплӑ трактор айне пырса кӗнӗ. Инкек «Нурӑс-Патӑрьел-Елчӗк» ҫул ҫинче, Елчӗк районӗнче, пулса иртнӗ.
«Киа-Рио» водителӗ ҫула май пыракан тракторпа ҫапӑннӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑмӑл машина инҫӗше пӑхӑнман. «МТЗ» трактор йыӑҫ тиенӗскер пулнӑ.
Ҫул-йӗр инспекторӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫӑмӑл машина хӑвӑрт пынӑ. 22-ри водитель правана икӗ ҫул каялла илнӗ. Ҫул-йӗр правилине пӑснӑшӑн ӑна кӑҫал ултӑ хутчен явап тыттарнӑ. Машина водителӗ тата машинӑри икӗ пике: 8-мӗш тата 10-мӗш класра вӗренекенскерсем — вилнӗ. Тракторист урӑ пулнӑ.
ЧР Транспорт министерстви «Шупашкар – Сурски» автоҫула федераци харпӑрлӑхне памашкӑн документсем хатӗрлет. Кун пирки ЧР Элтеперӗн администрацийӗн пресс-служби хыпарлать.
Палӑртмалла: халӗ вӑл – республика харпӑрлӑхӗнче. Ҫапах ҫул Нурӑс, Пӑрачкав, Улатӑр урлӑ Мӑкшӑ Республикине илсе ҫитерет. Ҫул тӑршшӗ – 200 ҫухрӑм.
Халӗ тӳре-шара ҫак ҫула федераци хыснине памашкӑн ҫине тӑрсах ӗҫлет. «Документацие тӗплӗн хатӗрлеме ыйтатӑп. Документсене япӑх хатӗрлесен комисси йышӑнмасан та пултарать», - тене Михаил Игнатьев Элтепер.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |