Ҫӗнӗ Шупашкарти 3-мӗш спорт шкулӗнче директор пуканне ҫӗнӗ ҫын йышӑннӑ. Ҫак ҫын унччен те ҫак должноҫре ӗҫленӗ пулнӑ, кайран Спорт министерствине ӗҫлеме куҫнӑ. Халӗ ав каялла таврӑннӑ.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, ЧР спорт министрӗ Михаил Богоратов шкул коллективне ҫӗнӗ директорпа паллаштарнӑ. Вӑл – Борис Атаманов, ҫак должноҫре 1994-2014 ҫулсенче ӗҫленӗскер. Кайран, 2016 ҫулччен, вӑл ЧР спорт министрӗн ҫумӗ пулнӑ.
2016 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче ҫул-йӗрпе патруль инспекторӗсем тӗрӗслев хыҫҫӑн Борис Атаманов тӗлӗшпе темиҫе административлӑ протокол ҫырнӑ. Ун чухне вӑл медосвидетельствовани витӗр тухма килӗшмен. Каярахпа служба тӗрӗслевӗ иртнӗ, тепӗр икӗ кунран ӑна ӗҫрен кӑларнӑ.
Шупашкарта 18 вулавӑшран 6-шне хупни пирки республикӑра нумай калаҫаҫҫӗ. Вӗсен йышне ҫаксем кӗнӗ: Чуковский ячӗллӗ ҫамрӑксен вулавӑшӗ, М.Трубина ячӗллӗ ҫемье вулав центрӗ, Чапаев ячӗллӗ ҫемье вулав центрӗ, Лев Кассиль ячӗллӗ ача-пӑча информаци центрӗ Х.Степанов ячӗллӗ ача-пӑча вулавӑшӗ, Тургенев ячӗллӗ ҫамрӑксен вулавӑшӗ.
Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ Николай Федоров кун пирки хӑйӗн шухӑшне пӗлтернӗ. «Ку преступленирен те хӑрушӑрах. Ку стратегиллӗ йӑнӑш, мӗншӗн тесен хулари вулавӑшсене чакарни чи малтанах Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен пурнӑҫне япӑх витӗм кӳрет», - тенӗ вӑл хӑйӗн официаллӑ страницинче. Паянхи кун библиотекӑна ҫӳрекенсен 89 проценчӗ – ачасем, ыттисем – аслисем.
Николай Федоров палӑртнӑ тӑрӑх, вулавӑш фончӗсене ҫывӑхри шкулсене пани пулӑшмӗ, мӗншӗн тесен хупӑ вулавӑш – культурӑн сӳннӗ вучахӗ. Пӗрремӗш президент шухӑшӗпе, Шупашкарта микрорайонсем хута каяҫҫӗ, хӑшӗсенче социаллӑ инфратытӑм ҫукпа пӗрех, ҫавна май ачасен хулари «чӗрӗ» юлнӑ вулавӑшсене инҫете ҫӳреме тивӗ.
Николай Федоров каланӑ тӑрӑх, пуянах мар ытти регионта йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах вулавӑш центрӗсем уҫма, вӗсене хальхи йышши оборудованипе тивӗҫтерме укҫа-тенкӗ тупаҫҫех.
«Петербургская политика» (чӑв. «Питӗр политики») фонд эксперчӗсен шухӑшӗпе, ҫитес вӑхӑтра Чӑваш Республикин Элтеперне отставкӑна ярас хӑрушлӑх пысӑк. Кунашкал кандидатсен йышне Архангельск облаҫӗн, Камчатка крайӗн тата Калуга облаҫӗн ертӳҫисем те лекнӗ.
Михаил Игнатьев унччен ҫапла пӗлтернӗччӗ: РФ президенчӗ Владимир Путин тата республика халӑхӗ ырласан, пулӑшсан ҫеҫ вӑл ҫитес суйлава хутшӑнӗ.
Палӑртмалла: суйлав авӑн уйӑхӗнче 16 регионта иртӗ. Унччен Кремль хальхи пуҫлӑхсенчен хӑшӗсем суйлава хутшӑнассине, хӑш тӑрӑхра ҫӗнӗ ҫынна сӗнессине татса парӗ. Пӗлтӗр Иркутск облаҫӗнче тата Еврей автономи облаҫӗнче ҫӗнӗ ертӳҫӗсене палӑртнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑн Патшалӑх Канашне Ҫыру яма хатӗрленет. Халӗ ун валли ҫынсен сӗнӗвне йышӑнма пуҫланӑ ӗнтӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ку документа хатӗрлес ӗҫе ҫынсем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатас тӗллевлӗ сӗнӳ-канаша республикӑн Правительство ҫуртне ӑсатмалла. Сӗнӳсене ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: Шупашкар хули, Президент бульварӗ, 10-мӗш ҫурт; e-mail: analit2@cap.ru. Ҫырура «Для подготовки Послания» (чӑв. Ҫыру хатӗрлеме) тесе кӑтартмалла.
Аса илтерер: Элтепер Ҫырӑвӗнче Чӑваш Ен Правительствин, Патшалӑх Канашӗн, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен, предприяти-организацисен ӗҫӗнче мала хумалли тӗллевсене палӑртӗҫ.
Ӗнер Шупашкар районӗнче халӑх итлевӗ иртнӗ. Унта Илпеш ялӗпе юнашар логистика центрне тӑвас ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Анчах халӑх ҫакна хирӗҫ пулнине палӑртнӑ. Ҫынсене акӑ мӗн шиклентерет: логистика центрӗ тӑвас сӑлтавпа влаҫри ҫынсем ҫав ҫӗр лаптӑкне Китай Иинвесторӗсене парасшӑн.
Пухӑва нумай ҫын килнӗ. «Развитие» (чӑв. «Аталанау») тулли мар яваплӑ общество докладчикне сӑмах чӗнме те паман-мӗн. Шупашкар районӗн пуҫлӑхӗ Владимир Дмитриев халӑха проект пирки тӗплӗнрех каласа парасшӑн пулнӑ, анчах халӑх ӑна сутӑнчӑк тесе каланӑ. Унта та кунта ӑна отставкӑна ямалли пирки илтӗннӗ.
Палӑртмалла: халӑх итлевӗ хыҫҫӑн 7 кун иртсен вырӑнти депутатсен логистика центрӗ валли ҫӗр уйӑрассине сасӑласа палӑртмалла. Мӗнле йышӑну тӑвӗҫ вӗсем? Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн паллӑ пулӗ.
Паян ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев журналистсемпе тӗл пулнӑ, тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Ҫав шутра – Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара троллейбус ярассине те.
Икӗ хула хушшинче транспорт кӗҫех ҫӳреме тытӑнмалла. Кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Михаил Игнатьев автономлӑ мелпе ҫӳрекен троллейбуса ларса ку маршрутпа кайса пӑхасшӑн. Унта ытти пассажир та пулӗ.
Хальлӗхе ку маршрутпа ҫӳремешкӗн 4 троллейбус туяннӑ. Элтепер каланӑ тӑрӑх, РФ Промышленноҫ тата суту-илӳ министерстви пулӑшнипе ҫитес ҫул общесто транспорчӗ тунямашкӑн Чӑваш Ене 600 миллион тенкӗ килмелле.
ЧР финанс министрӗн пӗртӑванне Маргарита Замчинская тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни пирки, ӑна суд тӗрмене хупмасӑр 7,5 ҫуллӑха айӑплани, аудитор ӗҫӗпе 2 ҫул ӗҫлеме чарни ҫинчен хыпарланӑччӗ.
Паян ЧР Аслӑ сучӗ аппеляцие пӑхса тухнӑ. Унӑн приговорӗ тата ҫирӗпрех пулнӑ. Замчинскаяна пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 5 ҫул та 6 уйӑхлӑха яма йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех унӑн аудитор ӗҫӗпе 2 ҫул ӗҫлеме юрамӗ. Маргарита Замчинскаяна суд залӗнчех арестленӗ.
Аса илтерер: Замчинскаяна кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче ФСБ ӗҫченӗсем укҫа илнӗ вӑхӑтра тытса чарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, вӑл ӑна Шупашкарти пӗр фирмӑран илнӗ, ытлашши сӑмах каламасса шантарнӑ.
Илья Варламов блогер ҫулталӑк вӗҫӗнче яланхи пекех ҫулталӑкри чи «паттӑр» 10 тӳре-шарана аса илнӗ. Кун пирки вӑл хӑйӗн «Чӗрӗ Журналӗнче» (выр. «Живой Журнал») пӗлтернӗ.
Ҫак списока чӑваш Енри тӳре-шара та лекнӗ. Элтепер администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильев блогер хатӗрленӗ «Вӑрӑм чӗлхесем» танлаштарӑмра 9-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Кӑҫал ҫуркунне вӑл ЧР Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче тухса калаҫнӑ чухне сахал шалу илекен вӗрентекенсем сахал ӗҫлени пирки каланӑ.
«Чӑннипе, сахал ӗҫ укҫи илекен вӗрентекенсем пур, анчах вӗсем сахал ӗҫлеҫҫӗ. Тирпейлӗ, тӳрӗ кӑмӑллӑ, ӗҫчен вӗрентекенсем тата тухтӑрсем тивӗҫлӗ шалу илеҫҫӗ», - блогер унӑн сӑмахӗсене асӑнса хӑварнӑ.
Константин Ишутов блогера суд туни пирки, ӑна хӳтӗлекенсем Мускавра тата Шупашкарта пикет туни пирки ӗнер кӑна пӗлтернӗччӗ. Паян ун тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Блогера тӗнче тетелӗнче ача-пӑча порнографине сарнӑшӑн, нацизма реабилтациленӗшӗн айӑпланӑ. Кашни статьяпа – икӗ эпизод.
Суд Константин Ишутова пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 3 ҫул та 6 уйӑхлӑха яма йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн 150 пин тенкӗ штраф тӳлемелле. Блогера суд залӗнчех арестленӗ.
Чӑваш Енри блогер Константин Ишутова тытса чарни пирки, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Блогер айӑпне ӗненмен ҫынсем – Юрий Сидоровпа Сергей Зотов общественниксем – пикет ирттернӗ.
Юрий Сидоров Мускавра тӗп прокуратура умӗнче пикета тухнӑ. Сергей Зотов вара Чӑваш Енри прокуратура тата ШӖМ умне плакат йӑтса тухнӑ.
Вӗсем Чӑваш Ен прокурорне Василий Пословские отставкӑна яма ыйтнӑ. Унӑн ҫыннисем судра Ишутова тӗрмене ӑсатма пысӑк срок ыйтнӑ-мӗн. Ҫак хастарсем пикет кунпа кӑна вӗҫленмессине пӗлтереҫҫӗ, вӗсем тата ӑна йӗркелӗҫ.
Палӑртмалла: Константин Ишутов тӗлӗшпе суд пулнӑ, приговора ыран вулӗҫ
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |