Нумаях пулмасть чӑваш парламентӗнче депутатсенчен пӗрне тишкернӗ. «Хыпар» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ЧР Патшалӑх Канашӗн Патшалӑх строительстви, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх, Регламент тата депутат этики енӗпе ӗҫлекен комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗ. Ӑна Александр Федотов вице-спикер ертсе пынӑ.
Комитет пайташӗсем Александр Андреев «халӑх тарҫи» депутат этикин правилисене мӗнле пӑхӑннине пӑхса тухнӑ. Ҫапла тума вӗсене юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Наталья Тимофеева сӗннӗ иккен.
Андреев депутат Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ял тӑрӑхӗнчи ҫӗре ял хуҫалӑх ҫӗрӗсен категорийӗнчен промышленноҫ ҫӗрӗсен категорине куҫарни пирки тӗрӗс мар калаҫнӑ-мӗн. Ҫавна вӑл парламентӑн черетлӗ 33-мӗш сессийӗнче те каланӑ иккен, ҫавӑн пекех МИХсенче, тӗнче тетелӗнче хыпарланӑ-мӗн.
Маларах асӑннӑ комитет пайташӗсем Андреев депутат республикӑн ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен ӗҫне тӗрӗс мар информацие тӗпе хурса, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен халӑх итлевӗсем ирттермелли полномочийӗсене шута илмесӗр критикленӗ тесе хакланӑ. Александр Андреева хайхисем тӗрӗс фактсемпе усӑ курма сӗннӗ.
Пуҫлӑх килет, пуҫлӑх каять тесе каласси ҫеҫ юлать-тӗр кун пек хыпарсене пӗлсен. Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче тӳре-шара час-часах улшӑнкаласа тӑрать. Кадр ылмашӑвӗ чылай чухне министр ҫумӗсене, сайра-хутра министрсене пырса тивет.
Паян, утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Ен ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн ҫумне Виктор Ковалёва ӗҫрен кӑларнӑ. 593-мӗш номерлӗ хушӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Саккунсем» ярӑмра пичетленӗ.
Министр ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ Виктор Ковалёва ведомствӑри ҫемҫе пукансӑр мӗншӗн хӑварнине ӗҫлӗ хутра ӑнлантарса тӑман.
Виктор Ковалёва министр ҫумӗ пулма 2016 ҫулта шаннӑччӗ.
Чӑваш Енӗн Элтеперне Михаил Игнатьева пулӑшма каллех Светлана Ананьевӑна шаннӑ. Ҫак должноҫре унччен вӑл ӗҫленӗччӗ. Аса илтерер, ун пек йышӑнӑва республика ертӳҫи 2018 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче кӑларнӑччӗ. Светлана Ананьева унччен республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑччӗ.
Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Михаил Игнатьев хӑйӗн пулӑшуҫи пулма Надежда Беловӑна ҫирӗплетрӗ, Светлана Ананьевӑна ӗҫрен кӑларчӗ. Тепӗр кунне ӑна Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама шанчӗ.
Светлана Ананьевӑна Элтепер пулӑшуҫи пулма ҫирӗплетесси ҫинчен калакан ӗҫлӗ хута Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкар админстрацийӗн пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен управленийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ ҫын суд сакки ҫине ларӗ. Вӑл должноҫӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шутлаҫҫӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, 2012 ҫулхи раштавран пуҫласа 2014 ҫулхи юпа уйӑхӗччен хӑйне преми парасси пирки тӑватӑ хутчен хушу кӑларнӑ. Пӗтӗмпе – 60 ытла пин тенкӗлӗх. Анчах хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ кунашкал распоряжени паман та.
Ҫак ҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда пӑхса тухма ярса панӑ.
ЧР финанс министрӗн ҫумӗ Светлана Иванова ку должноҫра 5 ҫул ӗҫленӗ. Паянтан вара вӑл ку пукана йышӑнмасть. Ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗ Иван Моторин Светлана Ивановӑна ӗҫрен кӑларасси пирки распоряжени алӑ пуснӑ, документа республикӑри влаҫ органӗсен порталӗнче пичетленӗ.
Палӑртмалла: Светлана Иванова ЧР финанс министрӗн ҫумӗн пуканне 2014 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче йышӑннӑ. Республикӑри министерствӑсенче тӗрлӗ должноҫра 1985 ҫултанпа вӑй хунӑ.
Эрнекун, ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗ чӗрӗк ӗмӗрхи юбилейне паллӑ тунине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер, парламентӑн ҫуралнӑ кунӗн официаллӑ пайне Шупашкарти Я. Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче уявланӑ.
Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай ҫав уява халӑх поэчӗсемпе ҫыравҫисене чӗнмелле пулнӑ тесе шухӑшлать пулсан, REGNUM информаци агентстви парламент юбилейӗнче «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗсене ҫеҫ чысланине асӑрханӑ. Ҫакӑн пирки Александр Андреев коммунист та пӗлтернӗ. Депутатсене уйӑрса чысланине РФ Патшалӑх Думин финанс рынокӗ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Анатолий Аксаков (вӑл «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» фракцирен) та асӑрханӑ. Вӑл парламентӑн кӗҫӗн палатин Тав хучӗпе виҫӗ депутата, ҫав шутра «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти ертӳҫине Юрий Кислова, чысланӑ. Чӑваш Патшалӑх Канашӗн спикерне Альбина Егоровӑна Анатолий Аксаков чӑваш парламенчӗн мӗнпур ултӑ созыври депутатне Игорь Молякова сехет парнелеме сӗннӗ.
Чӑваш Ен прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, Муракаш районӗнчи Турай ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ служба автомобилӗпе хӑйӗн тӗллевӗсемпе те усӑ курнӑ. Куншӑн унӑн явап тытма тивнӗ.
Турай ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ведомство сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, должноҫри сӑпат канмалли кунсенче та служба автомобилӗпе хӑйне кирлӗ пек усӑ курнӑ. Вӑл машинӑна ларса администраципе ҫыхӑнман ӗҫсене тума ҫӳренӗ.
Пуҫлӑха административӑ майпа явап тыттарнӑ. Ӑна куншӑн асӑрхаттару панӑ.
Ҫӗрпӳ район администрацине уйӑх ытларах ертсе пыракан Игорь Николаева Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ыйтусене татса панӑ чух яваплӑ пулма, ҫынсемпе уҫӑмлӑ, Депутатсен районти пухӑвӗпе тухӑҫлӑ ӗҫлеме, халӑхшӑн тӗрӗс йышӑнусем тума чӗнсе каланӑ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Ҫӗрпӳ районне ачасемпе ҫамрӑксен «Зарница» тата «Орленок» республика шайӗнчи вӑййисем уҫӑлнӑ май кайнӑ. Унта пулнӑ май Михаил Васильевич район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Игорь Николаевпа тата район пуҫлӑхӗпе — Депутатсен пухӑвӗн ертӳҫипе Татьяна Барановӑпа тӗл пулнӑ.
Енсем муниципалитетра «Вӗренӳ», «Сывлӑх сыхлавӗ», «Культура», «Ҫурт-йӗр тата хула тавралӑхӗ» наци проекчӗсене пурнӑҫа тухӑҫлӑ кӗртес ыйтусене сӳтсе явнӑ.
ЧР Шалти ӗҫсен министрӗн ҫӗнӗ ҫум пулӗ. Ведомство ӗҫченӗсене ҫӗнӗ ҫынпа паян паллаштарнӑ.
Шалти ӗҫсен министрӗн ҫумне – ШӖМӗн следстви управленийӗн пуҫлӑхне юстици полковникне Александр Арапова ҫирӗплетнӗ. Хушӑва РФ ШӖМӗн пуҫлӑхӗ Владимир Колокольцев полици генералӗ алӑ пуснӑ.
Александр Арапов Чита облаҫӗнче 1980 ҫулта ҫуралнӑ. Шалти ӗҫсен органӗсенче 2002 ҫултанпа ӗҫлеме тытӑннӑ. Малтан вӑл следовательте вӑй хунӑ.
Палӑртмалла: ЧР шалти ӗҫсен министрӗн Сергей Неяскинӑн виҫӗ ҫум пур. Хӑй вара хальлӗхе отпускра-ха.
Шупашкар хула администраци ертӳҫин Алексей Ладыковӑн «тӳрӗ линине» эрне каярах ирттерӗҫ. Маларах хула ҫыннисемпе калаҫассине ҫӗртмен 20-мӗшне палӑртнӑччӗ. Ҫавах та политикӑпа кӑсӑкланакансем пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ — вӑл кун Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн «тӳрӗ линийӗ» иртмелле. Ҫакна шута илсе вырӑнти «тӳрӗ линин» кунне ҫӗртмен 27-мӗшне куҫарнӑ, ҫапла май вӑл эрне каярах пулӗ.
Шупашкар ҫыннисен ыйтӑвӗсене 23-50-06 нумай каналлӑ телефонпа йышӑнӗҫ. Алексей Ладыковпа иртекен «тӳрӗ лини» вӑхӑчӗ сехет ҫурӑ ҫеҫ тӑсӑлӗ — 10 ҫурӑпа 12 сехетчен.
Вырӑнти влаҫ органӗсем шантарнӑ тӑрӑх шӗкӗр хулара пурӑнакансем хӑйсене пӑшӑрхантаракан хуть те мӗнле ыйту та пама пултарӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |