Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушу алӑ пуснӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, малашне министрсем отпуск ҫумне тепӗр 12 канмалли кун (тӳлевлӗ) илеймӗҫ.
2012 ҫулта Элтепер тӳре-шаран нормӑламан ӗҫ кунӗ пулнине палӑртнӑ. Ку министрсене, патшалӑх службин ертӳҫисене, администрацири хӑш-пӗр управлени пулӑшуҫисемпе пуҫлӑхӗсене пырса тивнӗ. Нормӑламан куншӑн вӗсем тӳлевлӗ 12 канмалли кун илме пултарнӑ.
Халӗ вара 2012 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче йышӑннӑ хушӑва пӑрахӑҫланӑ. Ҫапла майпа министрсемпе хӑш-пӗр тӳре-шара канмалли хушма 12 кунсӑр тӑрса юлнӑ. Эппин, вӗсем халӗ киле 17 сехетре киле кайма пултараҫҫӗ.
Михаил Вансяцкий Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн администрацийӗн информаципе аналитика управленийӗн ертӳҫи пулса тӑнӑ. Кун пирки «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм хыпарлать.
Михаил Вансяцкие ку должноҫе паян, кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, ҫирӗплетнӗ, официаллӑ порталта ятне-шывне вырнаҫтарнӑ та ӗнтӗ. Ҫак таранччен Михаил Вансяцкий Чӑваш Респбликин Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ представительствинче вӑй хунӑ. Вӑл Мускавра вырнаҫнӑ пулсан та Михаил Вансяцкий Шупашкартах ӗҫленӗ.
Палӑртса хӑварни вырӑнлӑ пулмалла, Михаил Вансяцкий 2012 ҫултан пуҫласа 2015 ҫулччен Чӑваш Республикин Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн пресс-секретарӗ пулнӑ, шӑпах ҫав ҫулсенче влаҫпа массӑллӑ информаци хатӗрӗсен хушшинче ҫивӗчлӗх кӑткӑсланнӑ.
Кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑн Патшалӑх Канашне черетлӗ Ҫырупа тухӗ. Унта регионӑн приоритечӗсене палӑртӗҫ.
Ҫырӑва вуличчен халӑхран сӗнӳ-канаш йышӑнассине пӗлтернӗччӗ. Халӗ Чӑваш Енӗн Элтеперӗн пресс-служби Ҫырӑва хатӗрленӗ чух ҫав сӗнӳ-канаша та шута илнине ӗнентерет.
Республика ертӳҫи калаҫнине итлеме депутатсене ҫеҫ мар, тӗрлӗ тӳре-шарана тата халӑх пӗрлешӗвӗсен хастарӗсене, журналистсене Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрне 12 сехете пухӗҫ. МИХсенче ӗҫлекенсен аккредитаци тухмалла. Вӗсем ҫапла ыйтса ҫырнине ag-press@cap.ru электрон пуштӑпа кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче 17 сехетчен йышӑнӗҫ.
Элтепер калаҫнине итлес текенсем валли Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗпе тата Наци радиовӗпе тӳрӗ трансляци пулӗ.
«Медиалоги» федераци информаципе аналитика компанийӗ Атӑлҫи федераци округӗнчи субъектсенчи тӗп хуласен пуҫлӑхӗсен медиатанлаштарӑмне хатӗрленӗ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков унта виҫҫӗмӗш йӗркене йышӑннӑ.
2018 ҫулта Алексей Ладыковӑн медиаиндексӗ, 2017 ҫулхипе танлаштарсан, хӑпарнӑ: 4500 ытларах. Ҫапла майпа ку кӑтарту 39124-па танлашнӑ. Медиаиндекса шутланӑ чухне федераци тата регионти массӑллӑ информаци хатӗрӗсене тишкернӗ, вӗсенчи кӑтарту тӑрӑх медиатанлаштарӑм хатӗрленӗ.
Чӑваш Ен прокурорӗн ҫӗнӗ ҫумне ҫирӗплетнӗ. Ку пукана унччен Мари Элта ҫак должноҫрах ӗҫленӗ Александр Кондратьев йышӑннӑ.
Александр Александрович 1989 ҫулта Звенигово районӗнчи прокуратурӑра следовательте стажерта ӗҫлеме пуҫланӑ. 1994-2000 ҫулсенче унтах прокурор ҫумӗнче вӑй хунӑ. 2007 ҫулта ӑна Мари Эл прокурорӗн ҫумне ҫирӗплетнӗ. 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ӑна ку ӗҫрен кӑларнӑ.
Александр Кондратьев ҫӗнӗ должноҫра ӗҫлеме пуҫланӑ ӗнтӗ.
KazanFirst кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрах, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑйӗн тӗллевӗсемпе усӑ курма иномарка туянма шутланӑ. Вӑл «тимӗр ута» кредитпа илесшӗн-мӗн.
Автосалона Элтепер мӑшӑрӗпе тата ывӑлӗпе пынӑ. Ҫӳлерех асӑннӑ кӑларӑм палӑртнӑ тӑрӑх, Михаил Васильевича кредит заявкине пӗр банка яма пулӑшнӑ. Банк ӑна ырланӑ-и е ҫук-и – хальлӗхе паллӑ мар. Ҫакна вара ҫирӗплетсех калама пултараҫҫӗ: Элтепер «Тайота» РАВ 4 маркӑллине суйланӑ, шӑпах ӑна туянасшӑн.
Банк кредит пама килӗшсен ҫак иномаркӑпа Михаил Игнатьеван мӑшӑрӗ ҫӳрӗ.
Уҫӑ ҫыру – Открытое письмо
Чӑваш аксакалӗсен тӗп канашӗ
Центральный Совет чувашских старейшин,
428000, пр. Ленина, 15, каб. 208, ЦСЧС
Шупашкар хулин ертӳлӗхне
Администрации
города Чебоксары
По поводу открытия памятника Ивану Грозному
Чӑваш аксакалӗсен тӗп канашӗ хӑйӗн 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗнчи анлӑ ларӑвӗнче Хаяр Йӑван палӑкне Шупашкарта лартасси ҫинчен хускатнӑ ыйтӑва тӗплӗн сӳтсе яврӗ.
Лару пӗр саслӑн ҫапла йышӑнчӗ:
1. Вак халӑхсен пусмӑрҫи Йӑван патша палӑкне Шупашкарта лартни чӑваш халӑхӗнчен тӳррӗн мӑшкӑллани пулать. Аксакалсен канашӗ Чӑваш тӗпчев институчӗ Шупашкарта ӑна лартмалла мар тенипе пӗтӗмпех килӗшет. Халӑх пусмӑрҫисен палӑкӗсене наци республикисенче уҫнине Раҫҫей халӑхӗсен хальхи пӗрлӗхне аркатас тӗллевпе тунӑ ӗҫ тесе шутлатпӑр.
2. Шупашкарта кама хӑҫан мӗнле палӑк лартмалли программмӑна халӑха пӗлтерме ыйтатпӑр. Чӑваш историйӗпе ҫыхӑннӑ Атилла, Кубрат хан, вак халӑхсене ыр суннӑ Пушкин, Бичурин, Лев Гумилев, халӑх ирӗкӗшӗн кӗрешнӗ Пайтул Искеев, Охадер Томеев, тӗнчипе паллӑ тӗпчевҫӗ Николай Ашмарин палӑкӗсем халех хатӗрлеме тытӑнмалла.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков валли тепӗр икӗ ҫум ҫирӗплетме конкурс ирттереҫҫӗ. Хапӑл тӑвакансенчен документсене кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал пӗлтерет.
Ҫумсенчен пӗри архитектурӑра хула строительствин ыйтӑвӗсене тытса пырӗ, тепри экономика аталанӑвӗ тата финанс енӗпе ӗҫлӗ.
Ку должноҫсем пӗлтӗртенпех пушӑ. Хула администрацийӗн экономика аталанӑвӗпе финанс енӗпе ӗҫлекен ҫумне Надежда Колебановӑна иртнӗ ҫулхи ака уйӑхӗнче ӗҫрен хӑтарнӑ. Вӑл асӑннӑ должноҫре ҫур ҫул та ӗҫлеймен. Сити-менеджерӑн тепӗр ҫумне Анатолий Павлова ҫурла уйӑхӗнче ӗҫсӗр хӑварнӑ. Ӑна прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн кайма ыйтнӑ-мӗн.
Палӑртса хӑвармалла: хальхи вӑхӑтра Алексей Ладыковӑн — тӑватӑ ҫум: Алексей Маклыгин, Алла Салаева, Владимир Филиппов тата Юрий Васильев.
Нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗн пресс-секретарӗн должноҫне «Чӑваш Ен» ПТРК журналистки Валентина Алексеева йышӑнни пирки хыпарланӑччӗ. Халӗ ав массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче вӑл ӗҫрен кайни пирки ҫырнӑ. Кун пирки «Правда ПФО» сайтӗнче пӗлтернӗ.
Аса илтерер: Валентина Алексеева ку пукана раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче йышӑннӑ. Раштавӑн 31-мӗшӗнче вара вӑл ку тивӗҫе пурнӑҫлама пӑрахни пирки паллӑ пулнӑ. Элтепер администрацийӗн сайтӗнчи структуринче унӑн ячӗ ҫук, ӗҫрен кайни пирки официаллӑ хушу та курӑнмасть-ха.
Раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Правительство ҫуртӗнче лару ирттермелли Пысӑк зала ҫӗнетессине пӑхса тухнӑ. Михаил Васильевич хушнипе залти видеотрансляци тытӑмне ҫӗнетнӗ.
Халӗ видеокамера пахалӑхӗ те лайӑхрах. Пӗр камера вырӑнне виҫҫӗ лартнӑ. Унччен видеокамера трибунӑна ҫеҫ кӑтартнӑ, малашне вара кашни депутата сӑнама май пулӗ. Халӗ ларӑва онлайн мелпе кирек мӗнпе те – компьютерпа, смартфонпа, планшетпа – курма пулать, тӗнче тетелнӗ кӗмелли май кӑна пултӑр.
«Хушма видеокамерӑсем ларӑва килмен депутатсене те кӑтартӗҫ, ку вара дисциплинӑна хӑнӑхтарӗ», - ҫапла палӑртнӑ Михаил Игнатьев.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |