Шупашкарта пурӑнакан 14 ҫулти Никита Борисов «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Шупашкарти уйрӑмӗ тата Дмитрий Медведевӑн йышӑну пӳлӗмӗ умне пикета пӗччченех тухнӑ.
7-мӗш класра вӗренекен арҫын ача амӑшӗпе мӗн ҫуралнӑранпах 6 тӑваткал метрлӑ пӳлӗмре пурӑнать-мӗн. Вӗсем пурӑнмалли условисене лайӑхлатмашкӑн черете тӑнӑ, анчах вӑл ниепле те шумасть. Хула администрацийӗ вӗсене ҫурт памашкӑн май ҫуккине каланӑ.
4 уйӑх каялла Никита Алена Аршинова патне ҫырӳ ҫырнӑ. Анчах депутат ӑна йышӑнма хирӗҫленӗ, ҫырӑвне илнӗ. Право хӳтӗлевҫи ҫакна акӑ мӗнле ӑнлантарнӑ: ача Навальный енче пулни Аршиновӑна килӗшмест имӗш.
Никитӑсен пӳлӗмӗнчех тепӗр кӳршӗ пурӑнать. Вӑл эпилепсипе чирлӗ. Никита ун валли васкавлӑ медпулӑшу пӗрре мар чӗннӗ. Амӑшӗ Ирина Борисова кӳрши чирлӗ пулнӑран вӗсене пушшех те урӑх кӗтес уйӑрса памалла тесе шухӑшлать.
Нарӑсӑн 23-мӗшӗнче Никитӑна КПРФ митингӗнче тытса чарнӑ. Вӑл унта «Взятка» хаҫат валеҫнӗ. Хаҫатра вӗсем пӗчӗк пӳлӗмре хӗсӗнсе пурӑнни пирки статья тухнӑ пулнӑ.
Паян ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Тутарстан президентне Рустам Минниханова «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чысласси пирки хушӑва алӑ пуснӑ.
Хушура президента мӗншӗн орденпа чысланине кӑтартнӑ: «туслӑха тата килӗштерсе ӗҫлессине пысӑк тӳпе хывнӑшӑн». Палӑртмалла: Рустам Нургалиевич Тутарстана 2010 ҫулхи пушӑн 25-мӗшӗнче ертсе пыма тытӑннӑ.
Рустам Минниханов Шупашкарта иртекен федераци Сапантуйне килнине пӗлтернӗччӗ. «Чӑваш Республикинче 34 пин тутар пурӑнать. Вӗсем кунта ӗҫлеҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах пирӗн республикӑра – 116 пин чӑваш, вӗсем хӑйсен чӗлхине вӗренеҫҫӗ, культурине упраҫҫӗ, эпир вара вӗсене пулӑшатпӑр, яланах пулӑшӑпӑр та», - тенӗ Рустам Нургалиевич уявра.
Икӗ ен ҫитес ҫул Тутарстанра Пӗтӗм Раҫҫейри чӑваш культурин «Уявне» ирттерме калаҫса татӑлнӑ.
Ӗнер Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен, ҫавӑн пекех экономика комитечӗсем лару ирттернӗ. РФ коммунистсен партийӗн пайташӗ, чӑваш парламенчӗн депутачӗ Григорий Данилов Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, ларӑва васкавлӑ йӗркеленӗ. Мероприяти пирки электрон пуштӑпа кӑнтӑрла пӗлтернӗ иккен, вӑл 17 сехетре пуҫланнӑ.
Ларура пенсие тухас вӑхӑта тӑсас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Коммунистсем ку саккун проектне ырламаҫҫӗ иккен, вӗсен хӑйсен хаклавӗ. Григорий Данилов чӑваш парламенчӗн хӑш депутачӗ епле сасӑланине каярах пӗлтерме шантарнӑ.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствине 5 ҫул ертсе пынӑ Алла Самойлова сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗнче федераци тӗрӗслев службин канашҫи пулӗ. Аса илтерер: Алла Владимировна министр пуканне пӗлтӗр, 2017 ҫулта, пушатнӑ.
Алла Самойлова министерствӑна ертсе пыриччен Республикӑри ҫемье планламалли тата репродукци центрӗн тӗп тухтӑрӗ пулнӑ, унтан Президент пепкелӗх центрӗнче тӗп тухтӑр тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Вӑл – медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ.
Патшалӑх службинчен кайсан Алла Самойлова «Чувашиякурорт» санатори комплексӗн генеральнӑй директорӗ-тӗп тухтӑрӗ пулнӑ. Халӗ ун вырӑнӗнче Светлана Тюрникова ӗҫлет.
Валентин Сергеевич Шурчанов (1947 ҫур.) — Раҫҫей патшалӑх тата политика ӗҫлевҫи, Патшалӑх думин виҫҫӗмӗш, пиллӗкӗмӗш тата улттӑмӗш чӗнӗвӗсен депутачӗ, федераци тытӑмлӑхӗпе вырӑнти хӑйтытӑмлӑх ыйтӑвӗсен дума комитечӗн пайташӗ, РФКП фракцин пайташӗ. Унчен Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн председателӗ, «Правда» хасатӑн тӗп редакторӗ пулса ӗҫленӗ.
Татах та маларахри пурнӑҫри тата политикӑри кунҫулӗ те Валентин Сергеевичӑн питӗ сулмаклӑ.
Вӑл Чӑваш Енти Канаш районӗнчи Кивӗ Шелттем ялӗнче ҫуралнӑ, ачалӑхӗ ҫав районти Аксарин ялӗнче (Карӑклӑ, Юмансар, Уҫырма тӑрӑхӗ) иртнӗ. Ашшӗ — вӗрентевҫӗ, амӑшӗ — колхозница пулнӑ.
Ҫӑлтӑрлӑ самант мӗнре-ха?
2018-мӗш ҫулхи июнӗн 19-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх Думи вырӑс мар тата ют ҫӗршывӑн мар чӗлхесене (наци чӗлхисене) ирӗклӗн вӗренесси тата вӗрентесси тӗлӗшпе Саккун йышӑннӑ. Пӗрремӗш вулавпа (эппин тата иккӗмӗш вулав пулса иртме тивӗҫлӗ).
Ҫак Саккуна хирӗҫ мӗнпурӗ 3 (виҫӗ) ҫын сасӑланӑ, — ҫавсенчен пӗри —
Валентин Сергеевич Шурчанов.
Чӑваш Енӗн Общество палатин аппарачӗн ертӳҫине Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗн Иван Моторинӑн паянхи, ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнчи, хушӑвӗпе килӗшӳллӗн Евгений Бондарева лартнӑ.
Евгений Бондарев 1982 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ салинче ҫуралнӑ. 2005 ҫулта Чӑваш патшалӑх культурӑпа искусствӑсен институтӗнчен вӗренсе тухнӑ, «Библиотека-информаци ӗҫӗ-хӗлӗ» специальноҫе алла илнӗ. 2008 ҫулта Патшалӑх службин Атӑл-Вятка академийӗн дипломӗллӗ пулнӑ. Ӗҫлеме вара 2005 ҫулта тытӑннӑ, вӑл ун чухне республикӑри ачасемпе ҫамрӑксен вулавӑшӗн ӑслӑлӑх-тӗпчев ӗҫӗн секторӗн ертӳҫинче тӑрӑшнӑ. 2006-2014 ҫулсенче Шупашкарти ача-пӑча вулавӑшӗсен пӗрлештернӗ тытӑмӗн директорӗнче ӗҫленӗ, ун хыҫҫӑн Шупашкарти пӗрлештернӗ вулавӑшсен тытӑмӗн ертӳҫи пулнӑ.
«Коммерсантъ» деклараци кампанине пӗтӗмлетнӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗччен Раҫҫейри регион пуҫлӑхӗсем пӗлтӗрхи тупӑшсене кӑтартнӑ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьевӑн мӗн чухлӗ пурлӑх пулни паллӑ. Унӑн ҫӗр лаптӑкӗ нумай. Ку енӗпе Михаил Васильевич танлаштарӑмра чи малти йӗркесенчен пӗрне, 3-мӗшне, лекнӗ.
Михаил Игнатьевӑн харпӑрлӑхӗнче 58,2 пин тӑваткал метр ҫӗр шутланать. Танлаштарӑмра пӗрремӗш вырӑна Красноярск крайӗн кӗпӗрнаттӑрӗ йышӑннӑ. Унӑн харпӑрлӑхӗнче 224,6 пин тӑваткал лаптӑк. Иккӗмӗш вырӑнта Брянск облаҫӗн пуҫлӑхӗ. Унӑн 189,2 пин тӑваткал метр ҫӗр пур.
Паян Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрне ҫирӗплетнӗ. Ҫак лава Михаил Анисимова шанса панӑ.
Михаил Владимирович 1995 ҫулта И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен «Математика, информатика тата шутлав техники» специальноҫа алла илсе тухнӑ. Педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ.
Пулас министр ӗҫ биографине шкултан пуҫланӑ. 1994 ҫулта вӑл Шупашкарти 51-мӗш вӑтам шкулта математика тата информатикӑпа шутлав техникин учителӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Каярах ЧППУра информаци центрӗн ертӳҫинче, Инҫет вӗрентӗвӗн республикӑри центрӗн, Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствин Медицинӑн информаци центрӗн, ЧР Информаци политикин министерствин Информаци технологийӗсен центрӗн пуҫлӑхӗсенче тӑрӑшнӑ.
Пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗнче Михаил Анисимова Чӑваш Енӗн информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗн ҫумне ҫирӗплетнӗ.
Чӑваш Енӗн экс-президенчӗ, РФ Федераци Канашӗн председателӗн ҫумӗ Николай Федоров Шупашкар ҫыннисемпе тӗл пулнӑ, вӗсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ.
Кунсӑр пуҫне Николай Васильевич услам элчисемпе строительство комплексӗнчи лару-тӑрӑва сӳтсе явнӑ. Ку тытӑмра ҫивӗч ыйтусем пур-мӗн.
Сенатора регионта патшалӑх ҫурт-йӗр фончӗн программи ӗҫлеменнине пӗлтернӗ, ҫавна май чылай строительство предприятийӗн саккассем ҫук. Ҫамрӑк вӗрентекенсем, тухтӑрсем, хысна тытӑмӗнчи ытти ӗҫченсем унччен ҫак программӑпа усӑ курса ҫурт-йӗр ыйтӑвне татса панӑ пулсан халӗ унашкал май ҫук, ҫавна май чылайӑшӗ республикӑран каять.
Усламҫӑсем вырӑнти влаҫ ура хунине те пытарман. Вӗсем ӗҫлеме чӑрмантараҫҫӗ-мӗн.
Ӗнер Раҫҫейӗн Юстици министерствин Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗпе паллаштарнӑ. Приказа РФ Юстици министерстви ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Ведомствӑн республикӑри управленийӗн ҫӗнӗ пуҫлӑхӗпе Ольга Никоновӑпа РФ Юстици министерствин Чулхула облаҫӗнчи тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Быстревский Чӑваш Ен Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа тӗл пулнӑ. Сергей Быстровский Ольга Никонова пирки ӑслӑ-тӑнлӑ специалист тесе каланӑ. Чӑваш Енри управлени пуҫлӑхӗ яваплӑха аван пӗлнине те вӑл палӑртнӑ.
Ольга Никонова Чӑваш Енӗн юстици органӗсенче 8 ҫул ӗҫленӗ, РФ юстици органӗсен тытӑмӗнче — 7 ҫул ытла. Хӑйӗн карьерине вӑл чи пӗчӗк должноҫрен пуҫланӑ, ӗҫе хӑнӑхса пырса картлашка хыҫҫӑн картлашка ҫине хӑпарса пынӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |