Раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Правительство ҫуртӗнче ӗҫре ҫитӗнӳсем тунӑ ҫынсене чысланӑ. Вӗсен йышӗнче культура, ӑслӑлӑх, ӳнер, ял хуҫалӑх, промышленноҫ, медицина, вӗрентӳ тата ытти тытӑм ӗҫченӗсем пулнӑ.
Наградӑна тивӗҫнисене йышӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та пулнӑ. Награда тинех хуҫине тупнӑ. Аса илтерер: кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче Михаил Игнатьева «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» ордена парас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Ку пуҫару – Елчӗк район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тата депутатсен.
Ордена Михаил Игнатьева ҫур ҫултан ҫеҫ савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ. Элтепере ЧР Патшалӑх Канашӗн председателӗ Валерий Филимонов чысланӑ.
Сӑмах май, ку орден – республикӑри патшалӑх наградисенчен чи пысӑккисенчен пӗри. Ӑна 2005 ҫулта йышӑннӑ, ку таранччен ордена Варнава митрополит тата Андрей Эшпай композитор тивӗҫнӗ.
Чӑваш Енрен тухнӑ ҫынна Самар облаҫӗн Юстици министерствине ертсе пыма шаннӑ. Кадрсен ылмашӑнӑвӗ раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пулнӑ. Самар облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Дмитрий Азаров Дмитрий Сержантова ведомство тилхепине шаннӑ.
Дмитрий Сержантов Шупашкарта ҫуралнӑ. Унӑн икӗ аслӑ пӗлӳ: истори тата юридици енӗпе. Вӑл 1998 ҫултанпа патшалӑх службинче тӑрӑшнӑ. Малтанах ЧР Юстици министерствинче ӗҫленӗ, кайран РФ Юстици министерствин управленине куҫнӑ. ЧР президенчӗн администрацийӗнче те пӗр хушӑ тӑрӑшнӑ.
2010 ҫулта Дмитрий Сержантов ЧР Юстици министрӗн ҫумӗ пулнӑ. 2011 ҫулта вара РФ Юстици министерствин республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. Дмитрий Сержантов 42 ҫулта.
Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑй вӑхӑтӗнче Социализмла Ӗҫ Геройӗ ята тивӗҫнӗ, халӗ ЧР Элтеперӗ ҫумӗнчи Ваттисен канашӗн пайташӗпе Николай Панкратовпа тӗл пулнӑ.
Ватта Михаил Васильевич Тӑван ҫӗршыв аталанӑвӗшӗн пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тав тунӑ май унӑн ырӑ ӗҫӗсем ҫитӗнекен ӑрушӑн тӗслӗх вырӑнӗнче тесе мухтанӑ.
Николай Панкратов вара ялсене ҫамрӑк специалистсене явӑҫтарас ыйтӑва хускатнӑ. ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби аслӑ ҫулсенчисене социаллӑ пӗлтерӗшлӗ пулӑшупа тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене те сӳтсе явнине хыпарлать.
Виҫӗмкун Правительство ҫуртӗнче республика Элтеперӗ ҫумӗнчи ваттисен канашӗн анлӑ ларӑвӗ иртнӗ. «Ку вӑл — Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи йӑлана кӗнӗ тӗлпулу», — тенӗ асӑннӑ канаш ертӳҫи Лев Кураков.
Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ Виталий Станьяла хурласа Кураков Туркай умӗнче айӑпа кӗнине пӗлтернӗччӗ.
Раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ЧР шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин хӑйӗн тепӗр ҫумӗпе паллаштарнӑ. Халӗ унӑн виҫӗ ҫум: Леонид Вакс, Светлана Зуева тата Александр Смирнов. Министр шӑпах Александр Смирновпа паллаштарнӑ та. Вӑл чӑваш полицийӗн пуҫлӑхӗ те пулса тӑнӑ. РФ ШӖМӗ кун пирки хушӑва раштавӑн 11-мӗшӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Александр Смирнов кӳршӗ республикӑран – Мари Элтан – килнӗ. Вӑл унта 2015 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа полици пуҫлӑхӗн ҫумӗнче ӗҫленӗ. Хӑй Орел хулинче ҫуралса ӳснӗ.
Александр Смирнов – 39 ҫулта. Вӑл «Службӑра палӑрнӑшӑн», «Общество йӗркине сыхланӑ ҫӗрте палӑрнӑшӑн» тата «Службӑри паттӑрлӑхшӑн» медальсене тивӗҫнӗ.
Ҫӗнӗ пуҫлӑха хальлӗхе ҫирӗплетмен-ха. Унчченхи ӗнертенпе ӗҫрен кайнӑ та ун вырӑнне ҫӗннине вӑхӑтлӑха ҫирӗплетнӗ.
Улатӑр хулинче ӗнер иртнӗ Депутатсен пухӑвӗнче вырӑнти «халӑх тарҫисем» хулан сити-менеджерӗ Александр Герасимов хӑйне ӗҫрен кӑларма ыйтса ҫырнине пӑхса тухнӑ. Хула администрацийӗн сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, Александр Герасимов хӑй ирӗкӗпе ыйтса ҫырнӑ пулать.
Паянтанпа хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ — финанс пайӗн пуҫлӑхӗ Наталья Назарова пурнӑҫлать.
Ӗнерех хулари депутатсем ҫӗнӗ сити-менеджера суйламалли вырӑнти комисси пайташӗсене ҫирӗплетнӗ. Унсӑр пуҫне комиссие республика Элтеперӗ ҫирӗплетекен ҫынсем кӗреҫҫӗ. Кандидатурӑна Депутатсен пухӑвӗ ҫирӗплетет.
Раштавӑн 18-19-мӗшӗсенче Мускавра ОНФ «Россия, устремленная в будущее» (чӑв. Малашлӑха тилмӗрекен Раҫҫей) канашлу ирттернӗ. Унта чӑвашсем те хутшӑннӑ. Вӗсенчен пӗри Чӗмпӗрти чӑвашсен культурӑпа наци автономине ертсе пыракан, ЧНК пайташӗ Олег Мустаев пулнӑ. Олег Николаевич канашлӑва чӑваш шупӑрӗпе ҫитнӗ.
Чӗмпӗр чӑвашӗн тумне Владимир Путин та асӑрханӑ, хӑйӗн сӑмахне вӗҫленӗ хыҫҫӑн вӑл Олег Мустаев патне пырса унӑн тумӗ чи илемлисен йышӗнчи пулнине каланӑ, хӑш халӑхран килнине ыйтса пӗлнӗ.
Чӑваш Республикин вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев паян чӑваш хастарӗсемпе тӗл пулчӗ — вӗсен ыйтӑвӗсене хуравларӗ. Тӗлпулӑва Тӗп Ваттисен Канашӗн ертӳҫи Виталий Станьял, Чӑваш халӑх сӑвӑҫи Валери Туркай, ЧНК вице-президенчӗ Тимӗр Тяпкин тата Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторӗ Аҫтахар Плотников хутшӑнчӗҫ.
Виталий Петрович Станьяла пӑшӑрхантаракан ыйтусенчен пӗри ашшӗ-амӑшӗ тӑван чӗлхе шутӗнче урӑххине суйланӑ чухне ҫав ачасем чӑваш чӗлхи урокӗнче ахаль ҫапкаланса ҫӳренишӗн пӑшӑрханни пулчӗ. Юрий Николаевич ачасене вӑл вӑхӑтра тӑван ен культурине вӗрентесси пирки пӗлтерчӗ. Ку ҫӗнӗлӗх ҫӗнӗ четвӗртре вӑя кӗресси пирки каларӗ. Виталий Петрович шкул планӗнче акӑлчан чӗлхи урокӗсен йышӗ чӑваш чӗлхинчен нумайрах пулнишӗн пӑшӑрханса каларӗ. Вӗренӳ министрӗ унашкалли ниҫта та ҫукки пирки пӗлтерчӗ, ҫакна шкулсен сайчӗсенче вырнаҫтарнӑ вӗренӳ планӗнче лайӑх курма пултарнине каларӗ. Тӗп Ваттисен Канашӗн ертӳҫине чӑваш чӗлхи урокӗсенче нимӗнле паллӑ лартманни те канӑҫсӑрлантарать. Юрий Николаевич шантарнӑ тӑрӑх паллӑ лартаҫҫӗ.
Мускавра пурӑнакан чӑвашлӑхшӑн ҫунакан чи паллӑ ҫынсенчен пӗри — Владимир Болгарский — паян Раҫҫей тӗп хулинче вырнаҫнӑ Патшалӑх думи умне пӗчченле пикетпа тухнӑ. Унпа пӗр шухӑшлӑ пулса Валерий Сунгуров та тепӗр плакат йӑтса тӑнӑ.
«Моему чувашскому-булгарскому языку более 2000 лет. Сейчас он испытывает небывалые трудности. Требую равных условий для развития языков в республиках РФ. Для обучения родному языку требуется согласие родителей, а для иностранного — нет. Почему?» (чӑв. Манӑн чӑваш-пӑлхар чӗлхи 2000 ҫултан аслӑрах. Хальхи вӑхӑтра вӑл пысӑк йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ. РФ республикисенче чӗлхесене аталанма пӗрешкел условисем туса пама ыйтатӑп. Тӑван чӗлхене вӗренме ашшӗ-амӑшӗнчен ирӗк ыйтаҫҫӗ, ют чӗлхешӗн вара — ҫук. Мӗншӗн?) — ҫапларах ҫырнӑ Владимир Болгарский хӑйӗн плакачӗ ҫине. Тепӗр плакатне Валерий Сунгуров тытнӑ. Унта «Требую ратификации европейской хартии о языках» (чӑв. Европӑн чӗлхесем ҫинчен калакан хартине ратицикацилеме ыйтатӑп) тесе ҫырнӑ пулнӑ.
Чӑваш хастарӗсем — пӗри Трак ен, тепри Чӗмпӗр ен чӑвашӗ — Патшалӑх Думи умне 9 сехетре тухнӑ. 11 сехетре пӗчченле пикета вӗҫленӗ.
Кӗҫнерникун Улатимӗр (чӑвашла ӑна ҫапла чӗнӗттӗмӗрччӗ) Путин журналистсемпе пресс-конференци ирттерчӗ, вӗсен ыйтӑвӗсем ҫине хуравларӗ. Раҫҫейри халӑхсене пырса тивекен ыйту та чи пӗрремӗшсенчен пӗри пулчӗ.
Путин мӗн каласси иккӗленӳллӗ марччӗ. Пӗр йышӑннӑ сӑмаха вӑл, каялла илмесси тахҫанах паллӑччӗ. Хитре сӑмахсем каларӗ. Сӑмахран, «нужно обеспечить людям возможность изучения родного языка», — терӗ. Тӗрӗс сӑмахсем. Ни чӑвашӗ, ни тутарӗ хирӗҫ мар. «Вопрос, связанный с языком, направлен только на одно – создать всем детям, где бы они ни проживали на территории Российской Федерации, равные стартовые условия для будущей жизни», — ку та тӗрӗс ӗнтӗ. Камӑн хӑйӗн ачине япӑхрах пурнӑҫ сунас тейӗ? Никам та пуль. Сӑмаххисем хитре, анчах вӗсем хыҫӗнче мӗн пытанать? Пур халӑха та вырӑслантарас тӗллев кӑна. Улатимӗр «патша» шухӑшӗпе ачасем пурте вырӑсла пӗлсен кӑна вӗсен пӗрешкел условисем пулӗҫ. Кунта йӗкӗлтесе илме те пулать: чӑн та икчӗлхеллӗхре ӳсекен ачасем ӑслӑрах пулнине нумай тӗпчев ҫирӗплетсе панӑ. Паллах, вырӑссен пӗр чӗлхе ҫеҫ пулнипе вӗсем ку тӗлӗшрен аталану енӗпе кая юлаҫҫӗ, ҫавна пула пирӗн «патша» пӑшӑрханать те пуль, ҫавна пулах пӗр тан условисем хатӗрлесшӗн те.
Чӑваш Енӗн транспорт министрӗ пулнӑ Михаил Резников Шупашкарти Чапаев ячӗллӗ савутӑн ӗҫ тӑвакан директорӗн пуканне йышӑннӑ. Кун пирки «Правда ПФО» интернет-хаҫатра хыпарланӑ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, Михаил Резникова пуҫлӑха лартни пирки предприятин сайтӗнче хыпарламан, анчах унта РФ Ҫарпа промышленнӑҫ коллегийӗн ертӳҫи Олег Бочкарев килсен пысӑк хӑнана Михаил Резников ертсе пыни паллӑ.
Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр министрӗнче 2016 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнченпе ӗҫленӗ Михаил Резников кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ку пукансӑр юлнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Шупашкарти Чапаев ячӗллӗ савута ертсе пынӑ ҫав ҫын министртан хӑтарма ыйтса хӑй заявлени ҫырнӑ тесе калаҫакансем те пурччӗ. Михаил Игнатьев Элтепер нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче алӑ пуснӑ Хушура ун пирки нимӗн те шарламанччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |