Паян Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗн ҫумне ҫирӗплетнӗ. Хушӑва ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин алӑ пуснӑ, ӑна республикӑри влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Сергей Яхатин маларах Шупашкар хула администрацийӗнче ӗҫленӗ. Унта вӑл право хӳтлӗхӗн пайӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. Ӗҫлӗ коммуникацисен СИБИС сечӗ пӗлтерни тӑрӑх хакласан, маларах ҫав ятлӑ ҫын уйрӑм усламҫӑ пулса тӑрӑшни курӑнать. Анчах хӑй ирӗкӗпе ку тивӗҫе пӑрахнӑ иккен. Асӑннӑ ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Сергей Александрович Яхатин усламҫӑ бизнеса пулӑшу кӳрессипе тимленӗ.
ЧР Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн ведомствинчи министр ҫумӗн пуканӗ пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Алексей Тимофеева ӗҫрен хӑтарнӑ хыҫҫӑн пушаннӑ.
Ку статьяна каярах ҫырасшӑнччӗ, анчах та Анатолий Кипечӗн ҫырӑвӗ хыҫҫӑн халех калӑплас терӗм. «2018 ҫулхи пуш уйӑхӗнче кам суйланӗ?» тесен пурте тенӗ пекех пӗр харӑс пӗр ята кӑна асӑнма пултарӗҫ. Ав, пирӗн шурсухал Анатолий Кипеч те (комментари ҫыракан пӗр сайтҫӑ ӑна вырӑс тесе каларӗ пулин те пирӗн ку тӗлӗшпе пысӑк иккеленӳ пур — эпир пӗлнӗ тӑрӑх Анатолий Ильич Канаш тӑрӑхӗнче чӑваш кил-йышӗнче ҫуралнӑ), ав, Владимир Путин пирки ҫырать. «Ваше желание еще раз стать Президентом страны одобряю. Надо быть смелым и решительным человеком, чтобы взвалить на себя эту тяжелую ношу», — тет вӑл хӑйӗн ҫырӑвӗнче. Вырӑсла пӗлменнисем валли ятарласа хамӑрла куҫарса та парӑп: «Ҫӗршыв Президенчӗ пулма тепӗр хут шут тытнӑ Сирӗн шухӑша ырлатӑп. Ҫак йывӑр ҫӗклеме хӑйӗн ҫине илес текенӗн хӑюллӑ та ҫирӗп кӑмӑллӑ пулмалла». Иккӗмӗш пуплевӗшӗпе (предложенипе) килӗшетӗп-ха та, анчах пӗрремӗшне тем тесен те ырлас килмест.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ЧР Патшалӑх Канашне ҫулсеренех Ҫырупа тухать. Кӑҫалхине вӑл ҫитес эрнере, кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшенче, шӑп та лӑп кӑнтӑрла вулӗ.
Ҫырупа паллаштармалли пухӑва Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ирттерӗҫ.
Михаил Васильевич Чӑваш Енӗн Правительствин, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен, предприятисемпе организацисен ҫывӑх вӑхӑтра тата малашлӑхра мӗн туса ирттермеллине палӑртӗ.
Савӑнӑҫлӑ пуху епле иртнине «Россия 24» телеканалпа, Наци телекуравӗпе пӑхма тата Чӑваш Енӗн Наци радиовӗпе итлеме май килӗ. Кун пирки ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби паян пӗлтернӗ. Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче те ҫав кун тӳрӗ эфирта трансляци пулассине шантараҫҫӗ.
Кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче суйлава хӑй тӗллӗн тухакансене йышӑнас тапхӑр вӗҫленнӗ. Тӗп суйлав комисси пӗлтернӗ тӑрӑх Раҫҫей Федерацийӗн президенчӗ пулма хӑй тӗллӗн тӑратнӑ 46 ҫынна йышӑннӑ. Саккӑр ҫынна регистрацилеме килӗшмен. Пӗри ют патшалӑх гражданӗ пулни паллӑ пулнӑ, теприн — судпа айӑпланнин вӑхӑчӗ тухманни. Ҫавӑн пекех тӗрлӗ партисенчен тепӗр 21 ҫынна тӑратнӑ.
Халь хӑй тӗллӗн тухнӑ кандидатсен 300 пин алӑ пусни пухмалла. Ҫав вӑхӑтрах пӗр тӑрӑхран 7500 ытла пухма юрамасть. Партисенчен тӑратнӑ ҫынсен суйлава хутшӑнма 100 пин пухмалла. Патшалӑх Думине лекнисене ку ӗҫрен хӑтӑрнӑ. Саккун тӑрӑх алӑ пуснисене суйлав комиссине кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗччен пырса памалла. Нарӑсӑн 10-мӗшӗнче вара пур хутсене те тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн суйлава хутшӑнма кама-кама ирӗк пани паллӑ пулӗ.
Владимир Путиншӑн алӑ пуснисене пирӗн хулара пухма пуҫланӑ. Тӗслӗхрен, Чӑваш халах сайчӗ унашкал кӗтессене МТВ-Центрта асӑрхарӗ.
Статистикӑна пӑхсан кӑҫалхи суйлава кандидатсене иртнӗ ҫулсенчисенчен ытларах тӑратнӑ. 2000 ҫулта 34 ҫын пулнӑ, 2004-мӗшӗнче — 11, 2008-мӗшӗнче — 13, 2012-мӗшӗнче — 14. Кӑҫалхинчен ытларах 1996 ҫулта ҫеҫ пулнӑ — ун чухне президент пулма 78 ҫын шухӑш тытнӑ.
Раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ЧР юстици министрӗн ҫумне Ольга Казаринӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Вӑл ведомствӑра тӑватӑ пай курьерӗ пулнӑ.
Халӗ Наталья Тимофеева министрӑн виҫӗ ҫум юлнӑ: Игорь Михайлов, Алексей Вязов тата Наталия Яхатина. Ольга Казарин 2016 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа юстици министрӗн ҫумӗ пулнӑ. Унччен вӑл ЧР Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен комитечӗн председателӗн ҫумӗ пулнӑ.
Ольга Казарина 2007 ҫулта Мускав патшалӑх технологи тата управлени университетӗнчен «Бухгалтерский учет, анализ и аудит» специальноҫпа вӗренсе тухнӑ.
Чӑваш Республикин Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ представителӗ пулнӑ Леонид Волков пӗтӗм ҫӗршыв шайӗнче иртекен «Раҫҫей лидерӗсем» конкурсӑн финалне лекнӗ. Кун пирки «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм хыпарлать.
Ку кӑна та мар, Чӑваш Енрен ҫак конкурс финалне унсӑр пуҫне урӑх никам та кӗреймен. Ку хыпара паянхи саманари ертӳҫӗсен чи сумлӑ конкурсӗн йӗркелӳ комитетӗнче те, Леонид Валерьевич хӑй те ҫирӗплетнӗ.
Аса илтерер, Леонид Волков 1975 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнче ҫуралнӑ. Вӑл — экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, экономика тата юридици енӗпе аслӑ пӗлӳ илнӗ. 2003-2010 ҫулсенче Мускав хулин правительствинче тӑрӑшнӑ. 2012-2016 ҫулсенче полпред пуканне йышӑннӑ. Ку должноҫран ӑна ун тӗлӗшпе уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑран хӑтарнӑ.
«ПолитБрокер» телеграм канал «Кӗпӗрнаттӑрсен биржине» пичетленӗ. Унта ҫӗршывӑн субъекчӗсен кӗпӗрнаттӑрсен танлаштарӑмне пичетленӗ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «вӑтам чаку» ушкӑна лекнӗ. Атӑлҫи федераци округӗнчи регионсенчен унта ҫавӑн пекех Киров облаҫӗнчи Игорь Васильев, Чӗмпӗр облаҫӗнчи Сергей Морозов, Сарту облаҫӗнчи Валерий Радаев, Пермь облаҫӗнчи Максим Решетников тата Пушкӑртстанри Рустэм Хамитов кӗнӗ.
Федерацин Атӑлҫи округӗнче лайӑх кӑтартупа танлаштарӑмра Чулхула облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Глеб Никитин, Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов палӑрнӑ.
«Кӗпӗрнаттӑрсен биржине» «ПолитБрокер» телеграм канал ҫулсерен хатӗрлет. Ӑна вӑл епле аталаннине кура тӗрлӗ ушкӑна пайласа йӗркелет.
Федерацин суд приставӗсен Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ Игорь Корсакова премьер-министра пулӑшма шанӗҫ. Хамӑр патра мар. Карели Республикинче. Унта Игорь Корсаков регион правительствин пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулӗ. Пакунлӑ ҫыннӑн карьеринчи улшӑну пирки «Правда ПФО» интернет-хаҫат раштавӑн 27-мӗшӗнче пӗлтернӗ.
Хӑйӗншӗн ҫӗнӗ пукана Игорь Корсаков 2018-мӗш ҫул пуҫламӑшӗнче йышӑнмалла-мӗн.
Хальхи вӑхӑтра вӑл, сӑмах май, Чулхулара суд приставӗнче тӑрӑшать.
Николай Федоров Чӑваш Ен Президенчӗ пулнӑ чухне Аппарат ериӳҫинче ӗҫленӗ Владимир Тимофеев Карели Республикин пуҫлӑхӗн стратеги аталанӑвен ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗн пуканне йышӑннине, кун пирки хушӑва асӑннӑ республикӑн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Артур Парфенчиков кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче алӑ пуснине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Канаш хула администрацийӗн ҫӗнӗ пуҫлӑхне суйланӑ. Ертӳҫӗ пуканне «Энергия» акционерсен хупӑ обществин 41 ҫулти директорӗ Виталий Михайлов йышӑннӑ. Аса илтерер: унчченхи пуҫлӑх Владислав Софронов отставкӑна кайнӑранпа пӗр уйӑх та иртмен.
Пуҫлӑха паян суйланӑ. Ку должноҫшӑн 5 кандидат кӗрешнӗ: «РКС»н Шупашкарти подразделенийӗн ертӳҫи Иван Новиков, ачасемпе тивӗҫлӗ канурисене хӳтӗлекен «Надежда» общество председателӗ Виктор Федоров, Канаш хула администрацийӗн экономика пайӗн ертӳҫи Владислав Захаров, «Энергия» генеральнӑй директорӗ Виталий Михайлов, вӑхӑтлӑха ниҫта та ӗҫлемен Владимир Григорьев.
Захаровпа тата Михайловпа собеседовани ирттернӗ хыҫҫӑн хула пухӑвӗн элчисем пӗр саслӑн Виталий Михайловшӑн сасӑланӑ.
Шупашкар район пуҫлӑхӗ пулнӑ Андрей Николаев текех район пуҫлӑхӗ мар. Хӑй унччен йышӑннӑ пуканран хӑтарма вӑл Депутатсен пухӑвӗ ячӗпе ыйтса ҫырнӑ. Ӗнер Кӳкеҫре иртнӗ районти Депутасен пухӑвӗнче Андрей Николаев ыйтӑвне тивӗҫтернӗ.
Ку хыпара малтанласа вӑл тӑрӑхри «Тӑван Ен» хаҫат сайтӗнче пӗлтернӗ. Ӗҫрен каяссине, унта ҫырнӑ тӑрӑх, Андрей Николаев ҫемьери лару-тӑрупа, йыш хушӑннипе сӑлтавланӑ. Депутатсем пӗрлех ӗҫлес кӑмӑллине палӑртнӑ пулин те район пуҫлӑхӗ хӑйӗн йышӑнӑвне ҫирӗппӗнех палӑртнӑ.
Андрей Николаев 1983 ҫулта ҫуралнӑ, Мускаври автоҫул университетӗнче вӗреннӗ. Темиҫе ҫул ӗнтӗ усламҫӑра ӗҫлет. Районти Депутатсен пухӑвне суйланнӑ хыҫҫӑн ӑна пухӑвӑн ертӳҫи — район пуҫлӑхӗ пулма суйланӑччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |