Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Политика

Политика

Паян ЧР Правительствин председателӗ Иван Моторин «Экологи тата природопользовани ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн» директорне Сергей Рязанова ӗҫрен кӑларасси пирки хушу алӑ пуснӑ.

Аса илтерер: Сергей Венедиктович ку должноҫра кӑҫалхи ҫӗрте уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен ӗҫленӗ. Унччен вӑл ЧР радиологи центрне ертсе пынӑ.

Сергей Рязанов умӗн институт ертӳҫи Владимир Барсуков пулнӑ. Ӑна кӑҫал ака уйӑхӗнче ӗҫрен кӑларнӑ.

Институтӑн «ЭнергосбытТ Плюс» АУО умӗнче парӑм пур: 1,4 миллион тенкӗ ытла.

 

Политика

«Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» политика партийӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн канашӗн ертӳҫи пулма урӑх ҫынна лартасшӑн. Ҫак тилхепене тытса пыракан Анатолий Аксаков тивӗҫтерменрен, парти пайташӗсем хушшинче ӑнланманлӑх сиксе тухнишӗн мар.

Юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарта партин регионти уйрӑмӗн канашӗн бюровӗн ларӑвӗ иртнӗ. Ӑна Анатолий Аксаков ертсе пынӑ. Раҫҫейри паллӑ политика маларах партин Тӗп Президиумӗн пайташне суйланӑ иккен. Ҫавна май Анатолий Аксаков хӑй вырӑнне Олег Николаева сӗннӗ.

Олег Николаев унччен Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ пулнӑччӗ. Кайран вӑл РФ Патшалӑх Думине суйланчӗ. Банк тытӑмӗнче ӗҫленӗскер экономика ыйтӑвӗсене аван ӑнланать.

Отчетпа суйлав конференцийӗ чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче иртмелле.

 

Политика
Владимир Михайлов экс-министр
Владимир Михайлов экс-министр

Чӑваш Енӗн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрне Владимир Михайлова ӗҫрен кӑларас ыйтӑва сӳтсе явнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерчӗ-ха. Унтан тепӗр сӑмах-юмах та тухнӑччӗ: Владимир Михайловӑн министр портфельне каярах пама тивӗ. Ҫакӑ тӳре-шаран шӑпине Мускаври пуҫлӑхсемпе сӳтсе явма тивнипе ҫыхӑннӑ тесе сӑлтавларӗҫ.

РФ Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи полпречӗ Чӑваш Ене килес умӗн харӑсах икӗ министра пукансӑр хӑварни аван мартан йышӑнӑва каяраха хӑварнӑ текенсем те тупӑнчӗҫ. Чӑваш халӑх сайчӗ чӑн сӑлтавне пӗлмест те, анчах ӗнер, юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Владимир Михайлова Михаил Игнатьев тилхепесӗр хӑварнӑ-хӑварнах. Хушӑва Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.

 

Политика
Ирина Виноградова
Ирина Виноградова

ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗн тепӗр ҫумне палӑртнӑ. Ку тивӗҫе Ирина Виноградова пурнӑҫлама тытӑнӗ. Распоряжение ЧР правительствин председателӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ.

Ирина Валерьевна унччен Мускав ҫывӑхӗнчи Щелковӑри амӑшлӑх центрне ертсе пынӑ. Унта вӑл мӗн уҫӑлнӑранпах, 2017 ҫултанпа, ӗҫленӗ. Халӗ ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗн виҫӗ ҫум: Ирина Виноградова, Владимир Дубов тата Ирина Левицкая. Кӑҫал ҫулла икӗ ҫум – Светлана Ананьева тата Алексей Кизилов – урӑх ӗҫе куҫнӑ.

Палӑртмалла: Ирина Виноградова Шупашкарта 1972 ҫулта ҫуралнӑ.

 

Политика

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, парламентӑн социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗ ертӳҫин ҫумне нумаях пулмасть суйланнӑ Александр Андреев тӑлӑх тата ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ ачасен Шупашкарти центрӗнче пулнӑ. Учреждени пуҫлӑхӗ Леонид Читнаев ӑна центр ӗҫ-хӗлӗпе паллаштарнӑ, кӑтартса ҫӳренӗ. Александр Андреев «История Чувашии — история детского дома» (чӑв. Чӑваш Ен историйӗ — ача ҫурчӗн историйӗ) музейпа паллашнӑ.

Центрта паян — 16 ача. Учреждени пуҫлӑхӗ ачасене вӗренме тата пурӑнма мӗнпур услови туса панине ӗнентернӗ. Александр Андреев пӗчӗкскерсене чӑн-чӑн ҫын туса ӳстерме центр тӳпе хывнине палӑртнӑ.

ЧР Патшалӑх Канашӗн сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, Андреев депутата, вӑл — Раҫҫейри коммунистсен партийӗн пайташӗ, учрежденин попечительство канашне ертсе пыма сӗннӗ.

 

Персона
Сергей Кудряшов
Сергей Кудряшов

Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗнче тӑрӑшнӑ Александр Иванов пурнӑҫӗнче паян — пӗлтерӗшлӗ харӑсах икӗ пулӑм. Пӗрремӗшӗ пирки эпир хыпарланӑччӗ. Аса илтерер, Александр Степановича «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чысласси ҫинчен республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушу кӑларнӑ.

Каярахах тепӗр пулӑм пулса иртрӗ. Александр Иванова республикӑн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн пуканӗсӗр хӑварнӑ. Вӑл хушӑва та Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ.

Министр тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ пулса тӑрӑшакан Сергей Кудряшова шаннӑ. Асӑннӑ йышӑнӑва та республика ертӳҫи алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Документа влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.

 

Политика
Альбина Егорова. Cap. ru порталти сӑнӳкерчӗк
Альбина Егорова. Cap. ru порталти сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗнчи кадр улшӑнӑвӗсем пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Валерий Филимонов спикер ыйтса ҫырнине юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнчи сессире пӑхса тухрӗҫ, парламент ертӳҫинчен те, депутатран та хӑтарчӗҫ. Ҫав кунах ӑна республика ертӳҫи Михаил Игнатьев Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫин ҫумӗ пулма шанчӗ.

Спикер пуканне йышӑнма пултаракан кандидатсем хушшинче Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн пуҫлӑхне Юрий Попова, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн пуҫлӑхне Петр Краснова тата чӑваш парламенчӗн экономика политикин комитечӗн ертӳҫине Сергей Павлова асӑнаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Юрий Васильев пушаннӑ суйлав округӗпе депутата суйланса спикер пулма хирӗҫ маррине «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫата пӗлтернӗ иккен.

Спикер тивӗҫне хальлӗхе Альбина Егорова пурнӑҫлать. Вӑл — ЧР Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫин ҫумӗ, хысна енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫи.

 

Политика

ЧР спорт министрӗн пӗрремӗш экс-ҫумне саккуна пӑсса йывӑҫ каснӑшӑн айӑпланӑ. Ӑна колоние ӑсатнӑ. Кун пирки ЧР прокуратури пӗлтерет.

Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, 2015 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа 2016 ҫулхи раштавччен должноҫӗпе усӑ курнӑ, хӑй лайӑх ӗҫленине кӑтартас тенӗ. Олимп резервӗсен ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулне вӑхӑтра юсаса пӗтермелле пулнӑ-ҫке-ха. Ҫавна май экс-ҫум подряд организацийӗсен ертӳҫисене биатлон центрӗ тумалли вырӑнта йывӑҫсене касма ирӗк панӑ. Ҫапла майпа пӗтӗмпе 20 ытла гектар ҫинчи йывӑҫсене каснӑ.

Министрӑн экс-ҫумӗ саккуна пӑснине палӑртнӑ. Вӑл 10 миллион тенке яхӑн тӑкак кӳнӗ. Куншӑн ӑна пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 4 ҫуллӑха ӑсатнӑ. Унсӑр пуҫне унӑн патшалӑх службинче 2 ҫул та 6 уйӑх ӗҫлеме юрамӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/53209
 

Политика

Чӑваш Енӗн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрне Владимир Михайлова ӗҫрен кӑларас ыйтӑва сӳтсе явнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерчӗ-ха. Унта министр ӗҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе каясшӑннине хыпарланӑччӗ.

Александр Белов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, министра ӗҫрен каярах хӑтарӗҫ. Элтеперпе министр хушшинчи ӑнланманлӑх иртнӗ эрнекун республикӑри районсемпе хуласен пуҫлӑхӗсемпе йӗркеленӗ канашлура йӑлари каяша турттарас ыйтӑва сӳтсе явнӑ чух сиксе тухнӑ. Хӑйне Элтепер ӳпкеленӗ чух министр ӗҫрен каяссине пӗлтернӗ иккен.

Александр Белов журналист Правительство ҫуртӗнчи ҫӑлкуҫ пӗлтерни тӑрӑх Владимир Михайлов Михаил Игнатьевӑн тусӗн ывӑлӗ пулнине асӑннӑ. Владимир Михайлова ӗҫрен каярах хӑтарӗҫ тенӗ.

 

Политика

Юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкарти депутатсен хула пухӑвӗн ларӑвӗ иртет. Унта хваттерсенче вырсарникун юсав ӗҫӗсем ирттерме чарас ыйтӑва пӑхса тухӗҫ. Кайран ку ыйтӑва Патшалӑх Канашне пӑхса тухма парасшӑн.

Ҫак улшӑнусене пӑхса тухсан, вӗсене ырласан ӗҫ кунӗсенче 19 сехетрен пуҫласа 9 сехетчен тата 13 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен, вырсарникун, уявсенче хваттерте юсав тунӑшӑн (шавланӑшӑн) ҫынсене 500-1000 тенкӗлӗх штрафлама пултараҫҫӗ. Должноҫри ҫынсен – 1000-1500, юридици сӑпачӗсен 2000-5000 тенкӗ тӳлеме тивӗ. Шӑматкун, ӗҫ кунӗсенче 9-13 сехетсенче, 15-19 сехетсенче юсав тума ирӗк пур.

Кунашкал сӗнӗве Антон Ковалев депутат пуҫарӑвӗпе пӑхса тухасшӑн.

 

Страницӑсем: 1 ... 76, 77, 78, 79, 80, 81, 82, 83, 84, 85, [86], 87, 88, 89, 90, 91, 92, 93, 94, 95, 96, ... 194
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нумай ӗҫлемелли эрне кӗтет, пуҫӑннисене вӗҫлемелле. Ҫӗнӗ ҫула парӑмсемпе кӗмелле мар. Харпӑр пурнӑҫра кӗтмен кӑмӑллӑ пулӑмсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫынсене вӑхӑт ытларах уйӑрӑр.

Раштав, 26

1917
107
Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1921
103
Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть