Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Политика

Политика

Ҫак кунсенче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев пирки ҫӗршыври массӑллӑ информаци хатӗрӗсем ӑмӑртмалла тенӗ пек хыпарлаҫҫӗ. Шел те, ыррипе мар. Михаил Васильевич пӑтӑрмахлӑ историе ҫине-ҫинех икӗ хутчен лекнине Чӑваш халӑх сайчӗ те пӗлтерчӗ.

Элтепер мӑшӑрӗ Лариса Игнатьева Михаил Васильевич отставкӑна каймӗ тесе журналистсене ӗнентернӗ-ха. Ҫав вӑхӑтрах 73online.ru паян пачах урӑхла хыпарланӑ. «Симбирский шугожор» телеграмм-канал пирӗн региона Чӗмпӗр облаҫӗнчи районсенчен пӗрин пуҫлӑхӗ пулнӑ Александр Шадрикова ертсе пыма шанӗҫ тесе ҫырнӑ. Халӗ А. Шадриков Тутарстанра экологи министрӗ пулса ӗҫлет. Каярах ку хыпара Хусанти «Бизнес-Онлайн» кӑларӑм тата ыттисем сарнӑ.

Александр Шадриков ячӗ Чӑваш халӑх сайтне вулакансемшӗн ҫӗнӗлӗх мар. Унӑн кандидатурине Михаил Игнатьев Элтепер те ырлать, Шадриков ЧНК президенчӗпе Николай Угасловпа туслӑ тесе иртнӗ ҫулхи юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче тӗнче тетелӗнчи МИХсенчен пӗри пӗлтернине кура эпир те хыпарланӑччӗ.

 

Республикӑра

Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев отставкӑна каймӗ. Ҫапла пӗлтернӗ республика ертӳҫин мӑшӑрӗ Лариса Игнатьева. Вӑл «Пятый канал» (чӑв. Пиллӗкмӗш канал) телеканала ҫавӑн пек каланӑ-мӗн. Кун пирки bfm.ru хыпарланӑ.

«Пиллӗкмӗш канала» Лариса Игнатьева пӑтӑрмах пирки: «Это ерунда, всякую ерунду говорят, это несерьезно. (...) Видео сделано несколько раз повтор, как будто на самом деле собачка. Это переделанное, переформатированное – ерунда!» — тенине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ.

Аса илтерер: кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри управленийӗн офицерне машина уҫҫи панӑ чухне Михаил Васильевич уҫҫа ҫӳлелле ҫӗклесен лешӗ, хӑй пӗчӗкреххине кура, ҫӳлелле сиксе уҫҫа ярса илнӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Мускаври МИХсем таранах Михаил Игнатьева хурларӗҫ. Унӑн карьери вӗҫленнӗпе пӗрех тесе хаклакансем те тупӑнчӗҫ.

 

Политика
5-tv.ru тунӑ видео скринӗ
5-tv.ru тунӑ видео скринӗ

ЧР Элтеперӗ Инкеклӗ лару-тӑру министерствин офицерне машина уҫҫи панӑ чухне ҫӳлелле сикме хушни пирки сайтра хыпарланӑччӗ. Ку ролик пирки Раҫҫейӗпех калаҫаҫҫӗ.

«Пиллӗкмеш канал» федераци каналӗн корреспонденчӗсем Михаил Игнатьевӑн мӑшӑрӗнчен Лариса Игантьевӑран интервью илнӗ. Вӑл журналистсемпе вырӑсла калаҫнӑ. Цитата илсе кӑтартар: «Это ерунда, всякую ерунду говорят, это несерьезно. Вот пусть проверяют, кто крадет, убивает – вот показали бы вы это. Видео сделано несколько раз повтор, как будто на самом деле собачка. Это переделанное, переформатированное – ерунда!»

Лариса Игнатьева каланӑ тӑрӑх, унӑн мӑшӑрӗ ҫапла майпа шӳтлеме шутланӑ, мӗншӗн тесен ҫав ҫынна вӑл пӗлет. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, ролике мӑшӑрне лайӑх мар лару-тӑрӑва кӗртсе ӳкерес тесе монтаж тунӑ.

Интервьюна ҫак каҫӑпа кайса курма пулать: https://www.5-tv.ru/news/281090/eto-vse-erunda-zena-glavy-cuvasii-ovideo-smuzem-zastavivsem-prygat-pozarnogo/.

 

Харпӑр шухӑш Политика

2020 ҫулталӑк Михаил Васильевичшӑн тем тесен те питӗ йывӑр пуҫланчӗ. Хура кушак ун ҫулӗ урлӑ иртнӗ шӑматкун, кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче чупса иртрӗ. «ПравдаПФО» кӑларӑм ун сӑмахӗсем ҫине тирӗннӗ хыҫҫӑн пирӗн Элтепӗре кам кӑна хурламарӗ пуль? ОБСЕ, ООН, «Репортеры без границ» таранах унӑн «мочить» сӑмахӗ ҫитрӗ.

Хӑшӗ-пӗри ыйтать те пулӗ? Пурте кун пирки хыпарларӗ, Чӑваш халӑх сайчӗ вара шӑп тӑрать? Вӑл влаҫран хӑрать-им? Мӗншӗн ҫивӗч ыйтӑва ҫӗклемест? Сӑлтавӗ вара чӑвашӑн ваттисен сӑмахӗнче: аслисем уксах-чӑлахран кулма хушман. Михаил Васильевича пурте кӗтӳпе тапӑннӑ чухне ман ун тӗлӗшпе шеллев туйӑмӗ кӑна ҫуралчӗ. Унӑн айванлӑхӗнчен кулма пулать, вӑл тарӑн авӑра кӗрсе ӳкнишӗн савӑнма пулать. Анчах та ҫавах та унӑн ҫӗклемӗ пирӗнтен чылайӑшӗсенчен йывӑртарах пулнине шута илесех пулать.

Чи пысӑк йывӑрлӑхӗ Михаил Васильевичӑн вара — ун тавра ӑслӑ ҫынсем сахал пулни. Паянхи кун пуҫлӑхра ларса ӑслӑ пулни кирлех те мар вӗт (ман шухӑшпа Мускаврисем шӑп ҫакна тӗпе хурса эксперимент пекки ирттерме шутланӑ) — хӑвӑн ӑсу ҫителӗксӗртерех пулсан канашҫӑсене пух та вӗсен ӑсӗпе ӗҫе пурнӑҫла.

Малалла...

 

Политика
Андрей Турчак
Андрей Турчак

«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ЧР Элтеперне Михаил Игнатьева партирен кӑларма пултараҫҫӗ.

Элтепершӗн ҫулталӑк питех лайӑх пуҫланнӑ теме ҫук. Пичет кунӗнче вӑл питех хитре мар каласа хунӑ, кайран, паллах, журналистсен умӗнче каҫару ыйтнӑ. Анчах уявра вӑл каланӑ сӑмаха ОБСЕ, Репортеры без границ» организаци, ҫын прависене хӳтӗленекен ООН управленийӗ те ырламан, хӑшӗ-пӗри Элтепере отставкӑна яма ыйтнӑ.

Нумаях пулмасть тепӗр япала та пулса иртнӗ – Элтепер МЧС офицерӗ тӗлӗшпе шӳтленӗ. Ҫӗнӗ машин уҫҫишӗн сикме сӗннӗ шӳте Генсовет секретарӗ Андрей Турчак ырламан, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти Михаил Васильевича партирен кӑларас ыйтӑва тӑратни пирки пӗлтернӗ. Ку ыйтӑва, тен, татса панӑ та: Элтепере партирен кӑлараҫҫӗ кӑна мар, должноҫран та кӑларас хӑрушлӑх пысӑк.

Партирен кӑларас ыйтӑва кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче пӑхса тухӗҫ. Тепӗр кун, кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче, Элтепер Патшалӑх Канашӗ патне Ҫырупа тухӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://er.ru/news/189906/
 

Политика

Культура министрӗн ҫумӗн пуканӗ пӗлтӗрхи ака уйӑхӗнченпе пушӑ пулнӑ. Пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче конкурс иртнӗ-ха, анчах ун чухне комисси никама та суйламан. Тинех ҫак должноҫе йышӑннӑ ҫын тупӑннӑ.

Кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче комисси каллех пуҫтарӑннӑ. Хальхинче конкурса виҫӗ ҫын хутшӑннӑ: этнокофесиллӗ хутшӑнусен пайӗн пуҫлӑхӗ Кирилл Павлов, строительство тата культура еткерлӗхӗн объекчӗсене упрас енӗпе ӗҫлекен пайра унччен ӗҫленӗ Алексей Салмин, Шупашкарти 29-мӗш шкулӑн директорӗ пулнӑ Илья Тумаков.

Конкурсра Алексей Салмин ҫӗнтернӗ. Кирилл Павлова вара ҫак должноҫре кадрсене резервне кӗртнӗ.

 

Политика
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Ҫурт-йӗр инспекцийӗнче ӗнер пуҫлӑх улшӑннӑ. Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер, кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче, харӑсах икӗ хушу кӑларнӑ. Вӗсенчен пӗри — асӑннӑ инспекци пуҫлӑхӗ пулнӑ Виктор Кочеткова ӗҫрен хӑтарасси ҫинчен, тепри — пуҫлӑх тивӗҫне пурнӑҫлама шанасси пирки.

Аса илтерер, Виктор Кочетков ведомствӑра 2012 ҫултанпа ӗҫлет. 2015 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗнче ӑна ертӳҫӗ тивӗҫне пурнӑҫлама шаннӑ, 2016 ҫулхи пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче инспекци пуҫлӑхне лартнӑ. Виктор Викторова ӗҫрен мӗншӗн хӑтарнине хушура ӑнлантарман.

Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр инспекцийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама Александр Юркина шаннӑ. Инспекцире Александр Юркин (сӑнӳкерчӗкре) унччен пуҫлӑхӑн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ.

 

Политика

Ӗнер, кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ хӑйӗн черетлӗ пулӑшаканне ҫирӗплетнӗ. Ҫак тивӗҫе хальхинче Иван Филиппова шаннӑ. Унпа алӑ пуснӑ контрактра палӑртнӑ тӑрӑх, Иван Филиппов Михаил Игнатьев Элтеперте ӗҫленӗ вӑхӑтра пулӑшуҫӑра тӑрӑшӗ. «На связи» (чӑв. Ҫыхӑнура) пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Васильевичӑн пулӑшаканӗсен йышӗ ҫапла вара пиллӗке ҫитнӗ.

Иван Филиппов маларах Рособрнадзорта ӗҫсен тата бюджет процесне йӗркелекен управленире пуҫлӑхӑн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ. Вӑл 2012 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн машиностроени факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ, «стандартизаци тата сертификаци» специальноҫа алла илнӗ. 2018 ҫулта Раҫҫейӗн халӑх хуҫалӑхӗн тата патшалӑх службин академийӗн магистратурине вӗренсе пӗтернӗ. Халӗ — Мускаври патшалӑхӑн облаҫ университечӗн аспиранчӗ.

 

Политика

«ДепутатКлуб» порталта РФ Патшалӑх Думине суйланнӑ депутатсен ӗҫ-хӗлне тишкернӗ. Усӑллӑ 50 парламентари йышне (ӑна кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче хатӗрленӗ) Чӑваш Енрен икӗ депутат ҫеҫ кӗрейнӗ.

Танлаштарӑма хатӗрлекенӗсем — Дмитрий Гусев тата Алексей Мартынов политологсем. Мускавра вӗсем парламентарисен уссине палӑртакан саккӑрмӗш интеграллӑ рейтинг йӗркеленӗ. ТОП-50 танлаштарӑма «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ Анатолий Аксаков тата «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин пайташӗ Алена Аршинова лекнӗ. Анатолий Аксаков — ҫӳлтен виҫҫӗмӗш йӗркере, Алена Аршинова — 14-мӗшӗнче.

Танлаштарӑма хатӗрленӗ чухне парламентарисен массӑллӑ информаци хатӗрӗсенчи хастарлӑхне те шута илнӗ. Экспертсем каланӑ тӑрӑх, хӑшӗсен ячӗ-шывӗ МИХсенче янӑранипех ҫырлахнӑ, теприсем, Анатолий Аксаков пеккисем, чӑннипех те ӗҫленӗ.

 

Политика
Kremlin.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Kremlin.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ӗнер, кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче, ҫӗршыв Правительствине отставкӑна янӑ. Ҫӗнӗ йыша ҫирӗплетиччен тивӗҫе унчченхи министрсемех пурнӑҫлӗҫ.

Дмитрий Медведев премьер-министр пӗлтернӗ тӑрӑх, Министрсен Кабинечӗн ҫӗнӗ йышне ҫӗршыв пуҫлӑхӗ ҫирӗплетӗ.

Владимир Путин ӗнер Правительствӑн кивӗ йышӗпе тӗл пулса калаҫнӑ. Унта Дмитрий Медведев премьер-министр Президент РФ Федераци Пухӑвне янӑ Ҫырура Конституцие улшӑну кӗртмеллине палӑртни пирки чарӑнса тӑнӑ.

Правительствӑна отставкӑна янӑ хыҫҫӑн ҫӗнӗ ертӳҫӗне ик эрнерен кая юлмасӑр пӗлтермелле. Ҫӗнӗ премьер-министрӑн пӗр эрнерен кая юлмасӑр Правительствӑн ҫӗнӗ пайташӗсене сӗнмелле.

Владимир Путин премьер-министр пулма Федерацин налук службин пуҫлӑхне Михаил Мишустина сӗннӗ. Унӑн кандидатурине Патшалӑх Думи паян пӑхса тухӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.interfax.ru/russia/691308
 

Страницӑсем: 1 ... 57, 58, 59, 60, 61, 62, 63, 64, 65, 66, [67], 68, 69, 70, 71, 72, 73, 74, 75, 76, 77, ... 194
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нумай ӗҫлемелли эрне кӗтет, пуҫӑннисене вӗҫлемелле. Ҫӗнӗ ҫула парӑмсемпе кӗмелле мар. Харпӑр пурнӑҫра кӗтмен кӑмӑллӑ пулӑмсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫынсене вӑхӑт ытларах уйӑрӑр.

Раштав, 25

1911
113
Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1972
52
Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ.
1980
44
Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй