Паян, ҫӗртмен 11-мӗшӗнче, ЧР Патшалӑх Канашӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн суйлавне хӑш кун ирттерессине пӑхса тухнӑ. Ӑна Сасӑламалли пӗрлехи кун, авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, ирттерме палӑртнӑ.
Палӑртмалла: ЧР Элтеперне 5 ҫуллӑха суйлаҫҫӗ. Унччен ку тивӗҫе Михаил Игнатьев пурнӑҫланӑ. Олег Николаев суйлава партине кӗмен ҫын пек хутшӑнассине пӗлтернӗччӗ.
Сӑмах май, утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче – тепӗр суйлав. Ун чухне Конституцие кӗртмелли тӳрлетӳсемшӗн сасӑлӗҫ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьева ӗҫрен кӑларнине унӑн пресс-секретарӗ пулнӑ Михаил Вансяцкий ырламан. Кун пирки вӑл «Коммерсант» хаҫата панӑ интервьюра каланӑ.
Вансяцкий шухӑшланӑ тӑрӑх, Михаил Васильевич Раҫҫейӗн Аслӑ судне тавӑҫпа ҫитни ӗҫ вырӑнне таврӑнас тенипе ҫыхӑнман. Пушар сӳнтерекен машина уҫҫи панӑ чух Михаил Игнатьев, чӑн та, килӗшӳсӗр тытнӑ. Анчах никама та кӳрентерес темен вӑл.
Михаил Вансяцкий шухӑшланӑ тӑрӑх, Михаил Игнатьев тӑрӑшӑвне ним вырӑнне хуман. Вӑл халӗ никама та кирлӗ. Президент шанӑҫӗнчен тухнӑ теме Михаил Игнатьев экс-Элтепер коррупуципе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмаха лекмен тенӗ Михаил Вансяцкий.
Чӑваш Ен Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьев пирки Раҫҫейри МИХсем ҫак кунсенче тепӗр хутчен ӑмӑртмалла тенӗ пек ҫырма пуҫларӗҫ. Ку вӑл, вӑрттӑнлӑх мар ӗнтӗ, экc-Элтепер хӑйне Владимир Путин Президент отставкӑна яни тӗрӗс маррине ҫирӗплетме Аслӑ суда тавӑҫ тӑратнӑ хыҫҫӑн пуҫланса кайрӗ. Кун пирки Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ.
Михаил Игнатьев ӗҫлӗх центрӗ урлӑ ӗҫ шырать текенсем те тупӑннӑ. Анчах ку хыпара Михаил Васильевичӑн пресс-секретарӗ пулнӑ Михаил Вансяцкий йышӑнман.
«Михаил Васильевич пирки халӗ темле сӑмах та сараҫҫӗ. Ку вӑл — ниме тӑман япала. Вӑл Питӗрте нарӑс уйӑхӗнчепе сипленет, ун апла япаласемпе хӑтланма вӑхӑт ҫук», — тенӗ «Коммерсант» журналиста Михаил Вансяцкий.
ТУТАРСТАН РЕСПУБЛИКИН ПРЕЗИДЕНТНЕМинниханов Р.Н. господина
ТУТАРСТАН РЕСПУБЛИКИН ПАТШАЛӐХ КАНАШӖН ПРЕДСЕДАТЕЛЬНЕ Мухаметшин Ф.Х. господина
Хисеплӗ Рустам Нургалеевичпа Фарит Хайруллович!
Мӗн пур пек Тутарстан Республикинче пурӑнакансене тата пӗтӗм тутар нацине питӗ пысӑк Уявпа — ҫӗнӗ тапхӑрта йӗркеленнӗ тутар патшалӑлӑхлӑхӗ йӗреленнипе саламлама чысӑмланассӑм килет.
Шӑп та лӑп ҫӗр ҫул каялла — 1920-мӗш ҫулхи май уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Халӑх Комиссарӗсен Канашӗн Пӗтӗмраҫҫейри тӗп пурнӑҫлав комитечӗ Раҫҫей Федеративлӑ Социализмла Совет Республикин йышӑнчи Автономилле Социализмла Тутар Совет Республики йӗркеленни ҫинчен калакан Деклараци йышӑннӑ.
Ҫакӑ вӑл тутар халӑхӗн вӑл ӗмӗрсем хушши хӑйӗн патшалӑхне йӗркелесе ярас ӗмӗчӗ пурнӑҫланни пулса тӑнӑ.
Тутар нацийӗ хӑйӗн наци патшалӑхне йӗркелесе яни вӑл Сирӗн Республика хӑйӗн территорийӗнче экономикӑна, социаллӑ пурнӑҫа тата культурӑна аталантарма хывса хӑварнӑ ҫирӗп никӗс пулса тӑнӑ.
Паянхи вӑхӑтра Тутар Республики Раҫҫей Федерацин патшалӑх веденийӗпе полномочийӗсӗр тата Раҫҫей Федераципе пӗрлехи веденийӗсӗр пуҫне Раҫҫей Федерацин субъекчӗ шутланакан, Тутарстан Республикинчи нумайнациллӗ халӑхпа тутар халӑхӗн кӑмӑлне палӑртакан, историлле, нацилле тата чунлӑх традицийӗсене палӑртакан, гражданла тӑнӑҫлӑхӗпе нацисем хушшинчи килӗшӗве хӳтӗлекен суверенлӑ демократилле право патшалӑхӗ пулса тӑрать.
Ҫак кунсенче чылай МИХ каллех Чӑваш Ен Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьева аса илчӗ. Ӗнер федераци шайӗнчи кӑларӑмсем Михаил Игнатьев Раҫҫей Президенчӗ тӗлӗшпе РФ Аслӑ судне тавӑҫпа ҫитнӗ текен хыпар сарӑлчӗ. Чӑн та, ун пек тавӑҫ илнине суд сайтӗнче хыпарланине хамӑр куҫпах асӑрхарӑмӑр. Михаил Игнатьев ҫӗршыв ӗртӳҫи ӑна вӑхӑт вӗҫлениччен ӗҫрен кӑларса тӗрӗс мар тунӑ тесе шухӑшлать-мӗн.
Владимир Путинӑн пресс-секретарӗ Дмитрий Песков паян журналистсене ӗнентернӗ тӑрӑх, ун пек тавӑҫ пуррине Кремль МИХсем хыпарланинчен пӗлнине ӗнентернӗ.
Паянах тепӗр хыпар та сарӑлнӑ. Михаил Игнатьева ӳпке икӗ енӗпе шыҫнипе Питӗрти пульницӑсенчен пӗрне вырттарнӑ. Михаил Васильевич хӑйне йывӑр туять тесе хыпарланӑ.
ЧР Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьев Асла суда тавӑҫ панӑ, вӑл хӑйне Элтепер должноҫӗнчен вӑхӑтсӑр кӑларни тӗрӗс мар пулнине ҫирӗплетесшӗн.
Тавӑҫри ответчик – Раҫҫей президенчӗ. Ку хыпара РБК пӗлтернӗ, кунашкал информаци Аслӑ судӑн сайтӗнче тухнӑ-мӗн. РБК журналисчӗсем Михаил Игнатьевпа ҫыхӑнма тӑрӑшнӑ, анчах лешӗ хуравламан.
Тавӑҫа ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче панӑ. Суд ларӑвне ҫӗртмен 30-мӗшӗнче палӑртнӑ. РБК ваккачӗ Руслан Коблев каланинчен: «Президентӑн нормативлӑ право акчӗсем тӗрӗс мар пулнине тӑтӑшах ҫирӗплетесшӗн, шанчӑкран тухнӑшӑн отставкӑна янине калакан хушу тӗлӗшпе тавӑҫ тӑратни юлашки 20 ҫулта пулман. Чылай чух кун пек тавӑҫпа тухмаҫҫӗ, тата япӑхрах пулассине ӑнланаҫҫӗ». Коблев каланӑ тӑрӑх, Аслӑ суд, ахӑртнех, ҫынна шанманни президентӑн ирӗкӗ пулнине палӑртӗ. «Анчах кайран темӗнле те ҫаврӑнса тухма пултарать. Кунашкал тавӑҫ ҫак ҫын уголовлӑ право тытӑмӗнче мӗн тунине шырамалли сӑлтав та пулаять», - хушса хунӑ РБК ваккачӗ.
Аса илтерер: РФ президенчӗ Чӑваш Ен Элтеперне кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче шанчӑкран тухнӑ тесе отставкӑна янӑ.
Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхне Андрей Софронова ӗҫрен кӑларассине эпир маларах пӗлтернӗччӗ-ха. Халӗ вара Етӗрне хула администрацийӗ пуҫлӑхӗ Павел Бажайкин та ҫемҫе пуканпа сывпуллашассине пӗлтӗмӗр.
«Чӑваш Ен» наци телекуравӗ хыпарланине ӗненсен, хула пуҫлӑхне те республика ертӳҫисенчен кӑшӑлвирусшӑн сӑмах лекнӗ.
Кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва, чӑн та, республикӑри оперативлӑ штабӑн нумаях пулмасть иртнӗ ларӑвӗнче тишкернӗ, ӗнер Правительство ҫуртӗнчи канашлура сӳтсе явнӑ. Етӗрнере тата Етӗрне районӗнче вирус вӑйлӑ сарӑлнине яваплисем ӗҫлесе ҫитерейменнипе сӑлтавлаҫҫӗ. Паян асӑннӑ тӑрӑхра республикӑран кайнӑ ятарлӑ ушкӑн лару ирттернӗ, Етӗрне хулинче вӑл рейда тухнӑ.
Паян Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн 41-мӗш сессийӗ иртнӗ. Унта Альбина Егорова спикер республикӑн парламенчӗн мӗн пур фракцийӗ кӑшӑлвирус саманинче сахал тупӑшлисене пулӑшнине ӗнентернӗ.
ЧР Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн тӗп редакторӗ Сергей Мясников Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, Альбина Егорова депутатсенчен пӗрин COVID-19 анализӗ ҫирӗпленнине каланӑ. Анчах кам иккенне асӑнман. Ҫавна ӑнланма пулать ӗнтӗ. Чир-чӗр, диагноз пирки камӑн тӗнче илтмелле шавлас килӗ? Депутатсемпе тӳре-шара урӑхларах шайри ҫынсем те, вӗсен тупӑшне те пӗлтермелле, сывлӑхӗпе те кӑсӑкланакансем тупӑнаҫҫӗ.
«Правда ПФО» Олег Дельман чирленине уҫӑмлатнӑ. Асӑннӑ МИХ журналисчӗ унпа ҫыхӑнсан депутат тунман, карантинта ларнине пӗлтернӗ.
Чӑваш Енре Аталану институтне йӗркелеме йышӑннӑ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Фейсбукра пӗлтернӗ.
Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ку пачах ҫӗнӗ тытӑм пулмӗ, хальхи ресурссене тишкерсе вӗсен тухӑҫлӑхне ӳстерме ӑнтӑлни.
Аталану институтне Промышленность аталанӑвӗн фондне тата Чӑваш Республикин аталану корпорацийӗн никӗсӗ ҫинче туса хурӗҫ. Ҫак икӗ организацие пӑрахӑҫламӗҫ, анчах вӗсене тӗпрен ҫӗнетӗҫ.
Фонда 2017 ҫулта йӗркеленӗ, корпорацие — 2002-мӗшӗнче. Вӗсем иккӗшӗ пӗр-пӗрин ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Вырӑссем калашле, утияла кашни хӑйӗн ҫине туртса илме тӑрӑшни те сисӗннӗ. Ҫавӑнпа та малашне ӗҫе урӑхларах йӗркелесшӗн. Аталану институчӗн йышне ҫитес эрнере палӑртрӗҫ.
Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхне Андрей Софронова ӗҫрен кӑларӗҫ. Александр Белов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл заявлени ҫырнӑ та-мӗн. Ӑна ҫапла тума Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хистенӗ имӗш.
Чӑваш Енри паллӑ журналист хыпарланӑ тӑрӑх, Андрей Софроновӑн ӗҫрен кайма тивни вӑл тӑрӑхра кӑшӑлвируспа чирлекенсем йышлӑ пулнипе ҫыхӑннӑ. Етӗрне хулинче, ав, кашни ҫӗрмӗш ҫынна ку вирус ернӗ. Амак алхаснине асӑннӑ район Чулхула облаҫӗпе юнашар пулнипе те (унта вара чирлекенсем йышлӑ теҫҫӗ), яваплисем ӗҫлесе ҫитерейменнипе те сӑлтавлаҫҫӗ. Район ертӳҫисене тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнманшӑн республика шайӗнче сӑмах лекнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи Надежда Луговская хулара ҫирӗп мерӑсем (карантин) йышӑнма сӗннӗччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |