Шупашкар прокурорӗн должноҫне урӑх ҫын йышӑннӑ. Ку тивӗҫе юстицин аслӑ советникне Александр Шабалкина шаннӑ.
Ҫӗнӗ прокурор – 45 ҫулта. Вӑл Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ, Хусанта юридици факультетне пӗтернӗ. Юлашки виҫӗ ҫулта Александр Шабалкин Канаш районӗнчи прокуратурӑна ертсе пынӑ. Унччен Улатӑр, Красноармейски прокуратурисенче ӗҫленӗ. Вӑл – Раҫҫей прокуратурин хисеплӗ ӗҫченӗ.
Унччен Шупашкар прокурорӗн тивӗҫӗсене Дмитрий Фуражкин пурнӑҫласа пынӑ.
Паян, раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхне ҫирӗплетнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн паянхи черетсӗр ларӑвне 25 депутатран 23-шӗ хутшӑннӑ. Вӗсем хулан сити-менеджерне суйланӑ. Ку тлхепене Павел Семенова тыттарнӑ.
Патшалӑхӑн влаҫ органӗсенче ӗҫлесе пуян опыт пухнӑ ҫав ҫын 1976 ҫулта Канашра ҫуралнӑ. Экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. РФ Патшалӑх Думине икӗ хутчен суйланнӑ, РФ ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн ҫумӗ, РФ ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ, РФ Наци ӗҫӗсен агентствин ертӳҫин ҫумӗ пулнӑ.
Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулма Надежда Столяровӑна шаннӑ. Хушӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ӗнер пичетленӗ. Ӗҫлӗ хута республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Министрӑн пӗрремӗш ҫумӗн пуканӗ иртнӗ уйӑхра, юпан 21-мӗшӗнче, вӑл ӗҫрен Инна Антоновӑна хӑтарнӑ хыҫҫӑн пушаннӑ.
Халӗ Дмитрий Красновӑн ҫумӗсем тӑваттӑ: Надежда Столярова, Екатерина Кузьмина, Ирина Крылова тата Денис Спирин.
Дмитрий Евсеев Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн Шалти политика управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ – общество пӗрлешӗвӗсемпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ пулса ӗҫлеме тытӑннӑ.
Пайӑн тӗп тӗллевӗ шутӗнче — влаҫ органӗсен политика партийӗсемпе, общество тата тӗн пӗрлешӗвӗсемпе ҫыхану тытса ӗҫлесси, обществӑпа политика пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ тишкерӳллӗ материалсем хатӗрлесси, вӗсене республика ертӳҫине сӗнесси.
42 ҫулти Дмитрий Евсеева чылайӑшӗ коммунист евӗр пӗлет пулӗ. Халӗ вӑл ҫав йышран тухнӑ. Вӑл Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн пиллӗкмӗш созыври (2011-2016) , Шупашкар хулинчи Депутатсен пухӑвӗн VI созыври (2016-2020) депутачӗ пулнӑ. 2016 ҫулхи нарӑс уйӑхӗччен РФКП рескомӗн секретарӗ шутланнӑ.
Ытларикун, чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьевӑн (йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр) мӑшӑрӗ Лариса Юрьевна ҫӗршывӑн Аслӑ сучӗн президиумне надзор ҫӑхавӗпе ҫитнӗ.
Аса илтерер: Михаил Васильевичӑн арӑмӗ вилнӗ упӑшкин ырӑ ятне тавӑрассишӗн Раҫҫейӗн Аслӑ судне унччен икӗ хутчен тавӑҫ ҫырнӑччӗ, анчах ӗҫе пӑхса тухманччӗ. Лариса Игнатьева мӑшӑрне Раҫҫей Президенчӗ «шанчӑкран тухнӑ» тесе ӗҫрен кӑларнипе ҫырлахасшӑн мар.
Чӑваш Енӗн экс-Элтеперӗн арӑмӗ надзор ҫӑхавне РФ Аслӑ сучӗн президиумӗ ячӗпе шӑрҫалани пирки «Коммерсантъ» хаҫат пӗлтернӗ.
Лариса Игнатьева Ҫын правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен Европӑри суда та ҫитме хатӗр-мӗн.
Мурманск облаҫӗнчи вӗренӳ министрӗ пулнӑ Анна Попова ку должноҫрен кайнӑ хыҫҫӑн депутат пулӑшуҫи пулса тӑнӑ. Вӑл малашне «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» депутатне Алена Аршиновӑна пулӑшса пырӗ.
Палӑртмалла: Анна Попова министрта ҫур ҫула яхӑн ӗҫленӗ нарӑсӑн 17-мӗшӗнче министра ларнӑ, авӑнӑн 14-мӗшӗнче Мурманск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Андрей Чибис унпа килӗшӗве пӑрахӑҫланӑ.
Анна Попова Алена Аршиновӑпа пӗрле 84 ҫулти кинемей валли апат-ҫимӗҫ туянма лавккана кайнине асӑрханӑ. Вӗсем нимеҫӗсем пек пулнӑ.
Аса илтерер: Мурманск облаҫӗнче Анна Попова халӑх тетелне лартнӑ постсенче вырӑсла йӑнӑш ҫырнӑшӑн ҫынсем кӑмӑлсӑрланнӑччӗ.
Юлашки вӑхӑтра пирӗн республикӑри районсемпе хуласен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсене палӑртмалли конкурссем иртрӗҫ.
Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене ҫӗнӗ ҫынсем килсе тулман. Тилхепене унчченхисем тытса пырӗҫ.
Паян, чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Пӑрачкав тата Йӗпреҫ районӗсенче, Канаш хулинче суйланӑ. Пӑрачкав райадминистрацине Евгений Лебедев ертсе пырӗ, Йӗпреҫ райадминистрацине – Игорь Семенов, Канаш хулине – Виталий Михайлов.
Кунсӑр пуҫне юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Элӗк районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулма Александр Куликова, Ҫӗмӗрле районӗнче Лев Рафинова ҫирӗплетнӗ; чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкар хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗн тилхепине Алексей Ладыкова тыттарнӑччӗ, Комсомольски райадминистраци пуҫлӑхӗн пуканне Александр Осипов йышӑннӑ, Елчӗк районӗнче – Леонард Левый, Канаш районӗнче – Владимир Степанов, Муркаш районӗнче — Ростислав Тимофеев.
Ҫак кунсенче хӑш-пӗр муниципалитетра сити-менеджера суйласси малалла пырать. Иртнӗ эрнекун, чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Шупашкар хулинче ҫеҫ мар, Комсомольски районӗнче те администраци пуҫлӑхне суйланӑ. Чӑваш халӑх сайчӗн вулаканӗсене тӳрех пӗлтерер: тилхепене ҫӗнӗ ҫынна тыттарман, унчченхинех пуҫлӑхра хӑварнӑ.
Депутатсен районти пухӑвне район пуҫлӑхӗ — «Дружба» ял хуҫалӑх производство кооперативӗ тата «Сюрбеево» тулли мар яваплӑ обществӑн ертӳҫи Ремис Мансуров ертсе пынӑ. Конкурс комиссийӗн пӗтӗмлетӗвӗпе комисси председателӗ — Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Юрий Попов паллаштарнӑ. Районти депутатсем Александр Осипов кандидатуришӗн сасӑланӑ.
Паян Шупашкар хулин администрацийӗн пуҫлӑхне суйланӑ. Сити-менеджер пулма Алексей Ладыковах шаннӑ.
Аса илтерер: республика тӗп хулин сити-менеджерӗ пулас кӑмӑллисем пилӗк ҫын Республика тӗп хулин сити-менеджерӗ пулас кӑмӑллисем пилӗк ҫын тупӑннӑччӗ: Дмитрий Попов, Юрий Шакеев, Олеся Абашева, Алексей Ладыков тата Владимир Владимиров. Комисси вӗсенчен иккӗшне: Алексей Ладыкова тата Олеся Абашевӑна — суйласа илнӗччӗ.
Паян Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн черетсӗр иккӗмӗш ларӑвӗ иртнӗ. Унта Алексей Ладыков кандидатурине ырланӑ.
Пуҫлӑхсене маларах тӑватӑ районта суйланӑччӗ. Ун чухне те ҫӗнӗ ертӳҫӗсем пулманччӗ. Улатӑр районӗнче Нина Шпилевӑна администраци пуҫлӑхӗ пулма шаннӑ, Патӑрьел районӗнче – Рудольф Селиванов, Красноармейски районӗнче – Александр Кузнецова, Шӑмӑршӑ районӗнче – Владимир Денисова.
Авӑн уйахӗн 23-мӗшӗнченпе Светлана Каликова культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлать. Халӗ ӑна ку должноҫе ҫирӗплетнӗ. РФ Культура министерстви унӑн кандидатурине ырланӑ.
2007 ҫулта вӑл ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин пресс-секретарӗ пулнӑ, унтан Михаил Игнатьевӑн пресс-службине ертсе пынӑ. 2014 ҫулта ӑна информаци политикин министрӗн ҫумне ҫирӗплетнӗ. 2015 ҫулта ЧР Элтеперӗн пулӑшуҫи пулса тӑнӑ, ҫур ҫуртан Элтеперӗн пресс-секретарӗн тивӗҫне пурнӑҫлама тытӑннӑ. 2018-2019 ҫулсенче Чӑваш кӗнеке издательствине ертсе пынӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |